Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт Татьяна Архипова
Татьяна Архипова

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Волгоград хулинче марафон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. 42 ҫухрӑм та 195 метрлӑ дистанцире Раҫҫей спорт мастерӗ, Лондонра иртнӗ Олимп вӑййисенче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ Татьяна Архипова ҫӗнтерӳҫӗ ятне илтнӗ.

Вӑрмар районӗнче ҫуралса ӳснӗскер хальхинче марафон дистанцине 2 сехет те 28,34 минут чупнӑ. Финиша ун хыҫҫӑн каллех чӑваш спортсменки ҫитнӗ. Вӑл — Алина Прокопьева. Пирӗн ентешсем Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ палӑртнӑ норматива пурнӑҫланӑ. Апла вӗсен кӑҫал Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнас шанчӑк пур.

Марафонра Татьяна Архипова старт парсанах мала кайнӑ. Финиша ҫитес умӗн унран Алина Прокопьева ҫеҫ юлман. Вӑл Татьянӑна 25 ҫеккунт ҫеҫ выляса янӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Челепи хӗрӗ Наталья Старкова йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын Мӑкшӑ Республикин тӗп хулинче, Саранскра, финанс пирамиди йӗркеленӗ. Ҫынсене улталаса пуйма шут тытнӑ арҫыннӑн шӑпине Шупашкарти Ленин районӗнчи суд татса парӗ. Прокуратура айӑплав хутне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ.

Арҫын Шупашкарта «Народный сейф» (чӑв. Халӑх сейфӗ) ятпа тулли мар яваплӑ общество йӗркеленӗ. Унта вӑл ҫынсен укҫа-тенкине пуҫтарнӑ. 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен арҫын Шупашкарта тата Саранскра пурӑнакансенчен 8,1 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Малтанхи уйӑхсенче арҫын процентсене паркаланӑ, кайран тупра ҫынсене кӗми пулнӑ. Укҫана ултавҫӑ арҫын темиҫе уйӑхран пуҫласа темиҫе ҫуллӑх тесе пуҫтарнӑ. Процентне пысӑк кӑтартнӑ вӑл.

 

Республикӑра

Вӑхӑт пулсан Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑнӗ. Кун пирки вӑл ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче журналистсене пӗлтернӗ. Пресс-конференцире Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, акцие хӑй хутшӑнаймасан та унӑн ывӑлӗ тухатех. Ҫакна Элтепер вӗсен ҫемйи патриотизм туйӑмӗллӗ пулнипе, Раҫҫей Федерацине, Чӑваш Республикине юратнипе сӑлтавланӑ.

Аса илтеретпӗр, Ҫӗнтерӳ кунӗнче Шупашкарта иртекен «Вилӗмсӗр полк» акцие тӗп хулара пурӑнакан 10 пин ытла ҫын хутшӑнма палӑртнӑ.

Ҫавӑн вӑхӑтӗнче ҫынсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗсен транспаранчӗсене йӑтса утӗҫ. Акцие кашниех хутшӑнма пултарать. Кун валли штендер, салтакӑн сӑнӳкерчӗкне хатӗрлемелле. Сӑнӳкерчӗке Шупашкарти «Гранит» типографире тӳлевсӗрех пичетлеҫҫӗ. Акци Республика тӳремӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Колонна тӳремрен Президент бульварне тухӗ. Пӗлтӗр акцие 10 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫал вӗсен йышӗ тата нумайланасса шанаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://regnum.ru/news/polit/2128980.html
 

Республикӑра

Малашне Шупашкартан Симферополе чӑрмавсӑрах ҫитме май пулӗ тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен «Шупашкар — Симферополь» (Крым Республики) авиарейс уҫӑлӗ. Ӑна «Ижавиа» тата «Нордавиа» авиакомпанисем ЯК-42 тата Boеing-737-500 самолетсемпе турттарӗҫ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, самолетсем кӗҫнерникун 18 сехет те 25 минутра тата эрнекун ирхи 8 сехетре Шупашкарти аэропортран хускалмалла.

Халӗ ку рейс федераци хыснинчен субсидилекеннисен йышне лекнӗ. Ятарлӑ тарифӑн чи пысӑк виҫи 3,4 пин тенкӗпе танлашӗ.

РФ Правительствин пуҫлӑхӗн Дмитрий Медведевӑн хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ятарлӑ тариф пӗр енне 3375 тенке ларӗ. Ку хак 23 ҫула ҫитменнисене, пенсионерсене, ачаран II тата III ушкӑнри инвалида тухнисене, пур ҫулхи I ушкӑн инваличӗсене тата вӗсене илсе каякансене тата сусӑр-ачапа ҫула тухнисене пырса тивӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинче пулнӑ тӑватӑ аварире 5 ача суранланнӑ. Пӗри Шупашкарта ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Строительсен урамӗнчи картишре пулнӑ. 7 ҫулти арҫын ача ҫывӑхра ларакан машина хыҫӗнчен чупса тухнӑ та урапа айне лекнӗ. Водитель тормоз пусма ӗлкӗрнӗ-ха, анчах ачана пур-пӗрех пырса ҫапнӑ. Ачан ури аманнӑ.

Ҫав каҫах Шупашкарти Афанасьев урамӗнчи ҫуртсен картишӗнче те пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Унта водитель тӳрех икӗ ача ҫине кӗрсе кайнӑ. 8 тата 9 ҫулсенчи арҫын ачасем та ҫывӑхра ларакан урапасен хыҫӗнчен чупса тухнӑ. Ачасем, телее, аварире вӑйлах аманман.

Ҫӗмӗрле районӗнче вара икӗ урапа ҫапӑннӑ чухне 12-ри хӗрача шар курнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 13 ҫулти велосипедист пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Вӑл транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та ВАЗ-2110 урапапа ҫапӑннӑ. Арҫын ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ.

 

Хулара Светлана Лазарева тунӑ сӑн
Светлана Лазарева тунӑ сӑн

Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче патриотлӑх акцине ирттернӗ. Унта шкул ачисем хутшӑннӑ. Ку мероприяти ҫамрӑксемпе ачасенче патриотлӑх туйӑмне аталантарма пулӑшать.

«Георги хӑйӑвӗ» ятлӑ вӑл. Мероприятие Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов уҫнӑ. Вӑл вӑрҫӑра пуҫ хунӑ паттӑрсене пирӗн ас тума тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Леонид Ильич Шупашкарта вӑрҫа хутшӑннӑ 486 ҫын пурӑннине каланӑ. Тӗп хулара паянхи кун тӗлне 3960 тыл ӗҫченӗ пурӑнать.

Ачасем Ҫар Мухтавӗн монуменчӗ патне чечексем хунӑ. Унтан 1000 ытла шӑпӑрлан Георги хӑйӑвӗ евӗр ӳкерчӗк тытса пысӑк хӑю евӗр тӑрса тухнӑ.

Акци вӑхӑтӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑррӑн вилнисене, хыпарсӑр ҫухалнисене аса илнӗ. Пӗлтӗр Ржев хули ҫывӑхӗнче Чӑваш Енре ҫуралнӑ Борис Егорович Тихонов салтакӑн виллин юлашкийӗсене пытарнӑ. Ӑна шырав отрячӗ тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82420
 

Ҫутҫанталӑк

Пирӗн республикӑра «Вӑрман лартмалли Пӗтӗм Раҫҫей кунӗ» акцие улттӑмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш Ен ҫыннисене Атӑл леш енне, йӑлӑма, йывӑҫ лартма чӗнеҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуркуннехи акци вӗҫленӗ. Ӑна йӑлӑмра вӗҫлесшӗн. Сӑмах май, ку акцие Вӑрман хуҫалӑхӗн федераци агентстви пуҫарнӑ.

Акци кашни ҫулах иртет. Унта республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ ҫыннисем, общество организацийӗсем, шкул ачисем, студентсем, МИХсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Акцирен нихӑш ҫул та пӑрӑнса юлман ҫынсем те пур. Ҫулсерен унта 500 ытла ҫын хутшӑнать.

Йывӑҫ лартма кӑмӑл пулсан сире ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви умӗнче кӗтеҫҫӗ. Адресӗ — Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт 62-89-36 е 48-45-42 номерсемпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82419
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхне ертсе пынӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Лапсар ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтупа тӗпчевҫӗсен аллине ҫакланнӑ. Хайхи хӑйӗн паллаканне Ҫатракасси ялӗнче 0,17 гектар ҫӗр уйӑрса пама вӑхӑтӗнче йышӑну тунӑҫи пулса суя хут хатӗрленӗ. Лешӗ ҫавӑн тӑрӑх лаптӑка харпӑрлӑха куҫарнӑ.

Ҫапла хӑтланнипе экс-пуҫлӑх Шупашкар район администрацине вӑл 800 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ.

Сӑмах май каласан, ҫав ҫӗр лаптӑкне арест хума йышӑннӑ.

Экс-пуҫлӑх турткалашса тӑман: айӑпа йышӑннӑ. Тӗпчевҫӗсем халӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.

 

Республикӑра

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательствинче «Тӑнӑҫ пурнӑҫра ҫар службине пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ ҫар ҫыннисен астӑвӑм кӗнекине» хатӗрлесе кӑларнӑ.

Вӑл — пӗр томлӑ кӗнеке, виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшне 1979–1988 ҫулсенче Афганистанри хирӗҫтӑрӑва хутшӑнса пуҫ хунӑ салтаксен ячӗсене кӗртнӗ. Иккӗмӗшне Чечня Республикинчи хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ чухне пуҫ хунӑ салтаксене кӗртнӗ. Виҫҫӗмӗшӗнче вара тӑнӑҫ пурнӑҫра (1946-2015 ҫулсем) хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнисен ячӗсене ҫырнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ паттӑрсен ячӗсене уйрӑм списокра кӑтартнӑ. Ят-шывне алфавит йӗркипе ҫырнӑ. Сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ, кӗске биографи ҫырнӑ, ҫар тивӗҫне ӑҫта пурнӑҫланине, наградӑсене, ӑҫта пытарнине палӑртнӑ.

Ҫапла кӗнекере паттӑрсен ячӗсем ӗмӗрлӗх вырӑн тупнӑ.

 

Хулара

Ҫӗнтерӳ кунӗнче «Вилӗмсӗр полк» акци Шупашкарта та иртӗ. Унта тӗп хулара пурӑнакан 10 пин ытла ҫын хутшӑнма палӑртнӑ.

Ун чухне ҫынсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗсен транспаранчӗсене йӑтса утӗҫ. Акцие кашниех хутшӑнма пултарать. Кун валли штендер, салтакӑн сӑнӳкерчӗкне хатӗрлемелле. Сӑнӳкерчӗке Шупашкарти «Гранит» типографире тӳлевсӗрех пичетлеҫҫӗ.

Акци Республика тӳремӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Колонна тӳремрен Президент бульварне тухӗ. Пӗлтӗр акцие 10 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫал вӗсен йышӗ тата нумайланасса шанаҫҫӗ.

Палӑртса хӑварар: акци пӗрремӗш хут Томск хулинче 2012 ҫулта иртнӗ. Унта 6 пин ытла ҫын 2 пин ытла сӑнӳкерчӗк йӑтса утнӑ. Тепӗр ҫулхине акцие Раҫҫейри 120 хулара ирттернӗ. Пӗлтӗр вара акцие 15 ҫӗршыв хутшӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2570, 2571, 2572, 2573, 2574, 2575, 2576, 2577, 2578, 2579, [2580], 2581, 2582, 2583, 2584, 2585, 2586, 2587, 2588, 2589, 2590, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 14

1933
91
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ.
1971
53
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...