Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ Ыхра Ҫырминчи Светлана Максимова вӗренекен
Ыхра Ҫырминчи Светлана Максимова вӗренекен

Ҫак уйӑхӑн 7–11-мӗш кунӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ӑслӑлӑх эрни» иртнӗ. Палӑртнӑ кунсенче студентсемпе шкул ачисем 49-мӗш ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине пуҫтарӑннӑ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, 9–11-мӗш классенче пӗлӳ пухакан шкул ачисем "Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем" секцие пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 13 секци ӗҫленӗ.

Унта Чӑваш Енри вӗренекенсемпе пӗрлех Удмурт, Мари, Пушкӑрт республикисенчен килнӗ студентсем хутшӑннӑ. Халӑх йӑли-йӗркине, чӗлхепе культурӑна аталантарас, литературӑна тӗпчес ыйтусене хускатнӑ ҫамрӑк ӑсчахсем.

Асӑннӑ конференцире Патӑрьел районӗнчен пӗртен пӗр вӗренекен, Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнчи Светлана Максимова хутшӑннӑ. «Чӗлхе. Истори. Култура» секцие хутшӑнса вӑл пӗрремӗш вырӑна тухма пултарнӑ.

Светлана 9-мӗш класра пӗлӳ пухать, вӗренӳ отличници. Тӗрлӗ конкурс-фестивале хастар хутшӑнать, яланах малти вырӑнсене йышӑнать. Ӑна Светлана Кулакова вӗрентекен пулӑшса пырать.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне ака-сухана тухма вӑрлӑх 50 445 тонна янтӑланӑ. Ку — кирлин 106 проценчӗ. Анчах ӑна кондицие ҫитересси майӗпен пырать. Ҫак вӑхӑт тӗлне 90 проценчӗ кӑна акма юрӑхлӑ. Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Красноармейски, Комсомольски, Пӑрачкав тӑрӑхӗсенчи хуҫалӑхсенче ку енӗпе ӗҫлемелӗх пур.

Янтӑланӑ вӑрлӑхран 758 тоннине имҫамланӑ. Ҫӗрулми вӑрлӑхне 5 903 тонна яровизациленӗ. Патӑрьел, Вӑрнар, Красноармейски, Элӗк районӗсенче «иккӗмӗш ҫӑкӑра» лартма хатӗрлессипе лайӑх ӗҫленӗ.

Ҫурхи ӗҫсене ирттерме минерал удобренийӗ 20 пин тонна кирлӗ пулать. Хальлӗхе ӑна 9 пин тонна ытларах кӑна янтӑланӑ (45,4%). Улатӑр (13,1%), Канаш (23,4%), Муркаш (24,1%), Пӑрачкав (16,5%), Вӑрмар (29,6%), Шӑмӑршӑ (26,4%), Тӑвай (26, 4%) районӗсенче уйрӑмах сахал. Пӗтӗмӗшле илсен республикӑри пӗр районта та вӑл кирлӗ чухлӗ ҫук. Минерал удобренийӗ виҫесӗр хакланни, ҫӑмӑллатнӑ кредита вӑхӑтра илейменни те тӳнтерле витӗм кӳчӗ пулас.

Дизтопливо 68,4 процент янтӑланӑ. Улатӑр, Патӑрьел, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тӑрӑхӗсенче вӑл сахалрах. Республикипе вара Елчӗксем кӑна ака-суха ирттерме дизтопливо ҫителӗклӗ хатӗрлеме пултарнӑ (110,9 процент).

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/aka-suha-cyvharat
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫав ачан вӗренес килмен-ши? Мӗн шутпа ҫавӑн пек хӑтланнӑ-ши вӑл? Шӳтлес тенӗ-ши? Ӑнланма йывӑр. Ҫакна халӗ йӗрке хуралҫисен уҫӑмлатма тивет.

Ку ӗҫ паян, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Ирхи 8 сехет ҫурӑра полицие арҫын ача шӑнкӑравланӑ та Шупашкарти 42-мӗш шкулта бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ хыпарлать.

Шкула полицейскисем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Унта кинологсем те йытӑсемпе пынӑ. Шкулти 280 ҫынна ҫав самантрах эвакуациленӗ. Паллах, пӗлӳ ҫуртне, унӑн ҫывӑхӗнчи территорие полицейскисем, кинологсем тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Нимӗнле бомба та тупайман.

Шӑнкӑравлаканӗ те ҫав шкулта ӑс пухакан арҫын ача пулнӑ-мӗн. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӑть те мӗнле телефонран шӑнкӑравласан та полицейскисем суя хыпара пӗлтерекен йӗрӗ ҫине ӳкнине ӑнланмаҫҫӗ-ши?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76837
 

Спорт Пӑр керменӗ
Пӑр керменӗ

Шупашкарта Пӑр керменне тӑвас ӗҫ тӑваттӑмӗш ҫул пырать ӗнтӗ. ЧР Спорт министерстви ӑна кӑҫал ҫулла пуҫланиччен уҫасси пирки ӗнентерет те…

Халӗ вара ЧР Спорт министерствин ӗҫченӗсем Чӑвашра пурӑнакан ҫынсен хушшинче сасӑлав ирттерет. Унта Шупашкарти Пӑр керменӗн ятне суйлама сӗнеҫҫӗ.

Пӗтӗмпе 8 ят сӗнеҫҫӗ, вӗсенчен пӗрине, килӗшекеннине, палӑртмалла та кун пирки пӗлтермелле. Ячӗсем ҫакнашкал: «Чебоксары-Арена», «Чувашия», «Арена побед», «Арктика» «Победа-Арена», «Чӑваш Ен», «Чемпион», «Арена-Чувашия». Шел те, сак ятсен йышӗнче пӗри ҫеҫ чӑвашла янӑрать. Чӑвашсене те пин-пин сӑмах хушшинче чи илемлисем те пур-ҫке.

Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн варриччен Пӑр керменӗнчи ӗҫе 90 процент тунӑ. Кӑҫал вара федераци хыснинчен 150 000 000 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчех хута та кайман Пӑр керменӗн тӑрри юра пула йӑтӑнни пирки те аса илтерер.

 

Апат-ҫимӗҫ

Наци сывлӑхӗн лиги ҫулсерен Пӗтӗм Раҫҫейри канашлӑва ирттерет. Унта кӑҫал Чӑваш Ен номинацисенчен пӗринче ҫӗнтернӗ. Канашлура ҫӗршыври вун-вун регион сывлӑха упрамалли ӗҫсен енӗсемпе паллаштарнӑ.

ЧР Сывлӑх министерствин пай пуҫлӑхӗ Евгения Гурьянова каланӑ тӑрӑх, кӑҫал Сывлӑх министерстви, «Чӑваш Ен» фонд тата Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркеленине кӑтартакан экспозици хатӗрленӗ.

Чӑваш Республики «Сывӑ апатлану» номинацире мала тухнӑ. Чӑвашра кӑларнӑ сӗт коктейлӗсене, хурӑн сӗткенне, тӗрлӗ сыра, калпассие пысӑк хак панӑ.

«Чӑваш Ен» фонд президенчӗ Михаил Федотов эпир мӗн тата хӑҫан ҫини пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать. Апат ҫын сывлӑхне витӗм кӳрет. Пирӗннисем хатӗрленӗ проекта Наци сывлӑхӗн лиги пысӑка хурса хакланӑ.

Чӑваш Ен ку канашлӑва кашни ҫулах хутшӑнать. Пӗлтӗр пирӗннисем Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ хатӗрленӗ «Пурнӑҫшӑн» проекта тата «Чӑваш Ен» фонд проектне пурнӑҫа кӗртмешкӗн икӗ грант илнӗ.

 

Афиша Илпек Микулайӗ
Илпек Микулайӗ

Ыран, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ЧР Наци вулавӑшӗнче халӑх ҫыравҫи Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш сӑмахӗн ӳнерҫи» литература каҫӗ иртет.

Илпек Микулайӗ — чӑваш литературин классикӗ, прозаик, публицист, куҫаруҫӑ. Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ, Патӑрьелти педагогика техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Илпек Микулайӗ тӗрлӗ ҫулсенче шкулта, радиофикаци тата радиовещани тытӑмӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствинче, ЧР ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗнче вӑй хунӑ.

Вӑл 20 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Чӑваш литературине аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн Илпек Микулайне Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫин ятне панӑ. Вӑл 1981 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Литература каҫне Илпек Микулайӗн пултарулӑхне юратакансем — ҫыравҫӑсем, поэтсем, литературоведсем, журналистсем, шкул ачисем, студентсем, вӗрентекенсем — хутшӑнӗҫ. Мероприяти «Чӑваш кӗнеки» центрта (201-мӗш пӳлӗм) 14 сехетре пуҫланать.

 

Чӑвашлӑх

ЧР Вӗренӳ министерствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра ЧР Вӗренӳ институчӗн акт залӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ уҫӑлать. Унта чӑваш тата вырӑс шкулӗсенче вӗренекенсем валли чӑваш чӗлхипе тата культурипе ирттерекен «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурсӑн тата «Шевле» ӳнер ӑсталӑхӗн конкурсне кӗртнӗ.

Фестивале районсенчи тапхӑрта мала тухнӑ ачасем хутшӑнӗҫ. «Ҫалтӑрчӑк» конкурса пӗтӗмпе пилӗк станципе ирттерӗҫ. Вӗсем:

1. «Чӗлхе — халӑх мулӗ» — чӑваш чӗлхи».

2. «Чӑваш халӑхӗн нумай ҫӑлтӑр, Ҫеҫпӗл, Иванов…»

3. «Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ»

4. «Илемлӗх тӗнчи — чӑваш литератури» (чӑваш литературин классикӗсен тата юбилярсен хайлавӗсене илемлӗ вулани).

5. «Пирӗн пултарулӑх» — ачасен пултарулӑх тупӑшӑвӗ, юрлани, харпӑр хӑй сӑввисене вулани тата ытти те.

Конкурса хутшӑнакан кашни ача кашни станци витӗр тухать. «Шевле — 2015» конкурсра ачасен литература хайлавӗн сыпӑкӗ тӑрӑх виҫӗ сехетре ӳкерчӗк хатӗрлемелле пулӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене жюри палӑртать. Кун пирки халӑха информаци хатӗрӗсем урлӑ пӗлтерӗҫ.

 

Ҫул-йӗр

Ҫул-йӗр правилине пӑснине палӑртма 2013–2014 ҫулсенче Чӑваш Енре 93,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Приборсем кӑтартнӑ кӑлтӑк тӑрӑх 323 миллион тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ.

Фото тата видео ӳкерекен 113 прибортан паянхи куна 98-шӗ кӑна ӗҫлет иккен. Сӑлтавӗ — тивӗҫлӗ программа ҫукки. Программа илме виҫӗ ҫулта хыснаран 110,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Штраф мӗн чухлӗ ҫырса панине маларах каларӑмӑр ӗнтӗ. Ҫак виҫерен 87 процентне шыраса илнӗ.

Ҫул ҫинче йӗркене пӑсакансене палӑртакан хатӗрсене ҫул-йӗр правилине уйрӑмах пӑсакан вырӑнсене лартса хума тӑрӑшаҫҫӗ. Ун пек вырӑнсене ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем кӑтартаҫҫӗ.

Ӗҫлемен хатӗрсем пирки каласан, иккӗшӗ чукун ҫул урлӑ каҫнӑ вырӑнта пустуях тӑрать, тӑваттӑшӗ — ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑнта, тӑххӑрӑшӗ — ҫул хӗресленнӗ тӗлте. Вӗсем ваннӑскерсем мар. Тивӗҫлӗ программа ҫуккине пула 15 камера хальлӗхе усӑсӑр. Анчах ҫу уйӑхӗнче вӗсене ӗҫлеттерсе ямалла.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейӗн Президенчӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ май тӗрмере ларакансенчен хӑшӗсене ирӗке кӑларма шухӑшлать. Йышӑну проекчӗсене РФ Патшалӑх Думине ҫитернӗ.

Ҫӗршыв ертӳҫи вӑтам тата пысӑк мар йывӑрлӑхлӑ преступлени тунисене каҫарма шухӑшлать. Тӗрмерен тухас тесен вӗсен ҫӗршыв умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсем туни кирлӗ. Кунта, тӗслӗхрен, Афганистанри, Чечен Республикинчи тата Ҫурҫӗр Кавказ регионӗсенчи хирӗҫтӑрусене хутшӑнни кӗрет. Чернобыльти инкеке сирме хутшӑнни те амнистие лекме пулӑшайӗ. Ҫул ҫитменнисем, пӗчӗк ачаллӑ е сусӑр ачаллӑ хӗрарӑмсем, йывӑр ҫын-хӗрарӑмсем, ҫул ҫитмен ачасене пӗччен ӳстерекен арҫынсем, 50 ҫултан иртнӗ хӗрарӑмсемпе 55 ҫултан иртнӗ арҫынсем, I тата II ушкӑн сусӑрӗсем те амнисти пирки ӗмӗтленме пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне йывӑр чирлисене те амнистипе кӑларассине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.garant.ru/news/618159/
 

Экономика Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» савут
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» савут

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта промышленноҫ продукцине туса илесси чакнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсемпе танлаштарсан ҫак калӑпӑш 8,2 процент пӗчӗкрех.

Транспорт хатӗрӗсен производствинче цифрӑсем уйрӑмах пӗчӗкленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах хими промышленноҫӗ уксахламасть — тавар туса илесси унта пысӑкланнӑ.

Тирпейлекен промышленноҫа пӗтӗмӗшле илсен, 13 отрасльтен улттӑшӗнче производство калӑпӑшӗ пӗчӗкленнӗ. Транспорт хатӗрӗпе оборудованийӗ кӑларакансем пӗлтӗрхин ҫурринчен кӑшт кӑна иртейнӗ: вӗсен индексӗ — 57,7 процент. Металлурги производстви те лайӑх кӑтартупа мӑнаҫланаймасть: унти индекс — 74,6 процент. Хими промышленноҫӗ экономикӑри йывӑрлӑха парӑнса ларман: производство калӑпӑшне пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи виҫӗ уйӑхринчен 14,4 процент ӳстернӗ. Электрообрудовани отраслӗнче, целлюлозӑпа хут производствинче, издательствӑпа полиграфире ӗҫлекенсем те унчченхинчен аванрах тимленӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2899, 2900, 2901, 2902, 2903, 2904, 2905, 2906, 2907, 2908, [2909], 2910, 2911, 2912, 2913, 2914, 2915, 2916, 2917, 2918, 2919, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 12

1911
113
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
106
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
86
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
80
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
68
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...