Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Пӑрачкав районӗ кӑҫал культурӑллӑ территори пулса тӑнӑ. Ҫак ята тивӗҫессишӗн вӑл «Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи культура территорийӗ» конкурса хутшӑннӑ.

Ӑмӑртура ҫӗнтереймесен лӑпланас тесе: «Чи кирли — хутшӑнни», — теҫҫӗ те, пӑрачкавсем ун пек шухӑшламан курӑнать, ҫӗнтерес тесех тупӑшнӑ.

Культура территорине палӑртмалли конкурсра Пӑрачкав районӗ маларах та ҫӗнтерсе курнӑ-ха. Ку вӑл 2008 ҫулта пулнӑ. Халӗ акӑ — черетлӗ ҫитӗнӳ. Ҫӗнтерӳҫӗ-районӑн лӑпланса ларма иртерех-ха. Унӑн Культура пулӑмӗсен марафонне йӗркелеме тивӗ. Мероприятире инноваци проекчӗсене хӑтлаттармалла. Культура пулӑмӗсен марафонӗ кӗркунне иртмелле тесе хыпарлать асӑннӑ район администрацийӗ республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре бренд хатӗрлеме шутланӑ. Ҫак тӗллевпех ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти 5-мӗш гимназире пуху иртнӗ.

Бренда республикӑна инвесторсене илӗртес тӗллевпе хатӗрлесшӗн. 5-мӗш гимназие журналистсем, блогерсем, общество пӗрлешӗвӗсен элчисем пухӑнса ку ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Антон Хреков тӗлпулу модераторӗ пулнӑ. Вӑл малтан паллӑ тележурналист пулнӑ, халӗ – республика имиджне хатӗрлеме тӑнӑ компанин генеральнӑй директорӗ.

Антон Хреков каланӑ тӑрӑх, бренда унччен те хатӗрлеме пуҫланӑ. Хашӗ-пӗри ӑнӑҫлӑ та пулнӑ-мӗн. Кӑҫал вара бренда экономика канашлӑвӗ валли хатӗрлеме палӑртнӑ.

Тӗрӗссипе, бренда суйлама ҫӑмӑл мар. Чӑваш Ене релестроени центрӗ тесе калама ҫук, меншӗн тесен ку республикӑра мар, пӗр хулара ҫеҫ. Чӑваш сӑри те республика палли пулаймасть, мӗншӗн тесен антиалкоголь саккунӗ пур.

Чӑваш Ене Хӗвел территорийӗ теме сӗнеҫҫӗ-мӗн. Ку ҫутҫанталӑкӑн лайӑх условийӗсемпе, хастар аталанакан хӗвел энергетикипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Теприсем Чӑваш Ене лӑпкӑн канмалли вырӑн пек кӑтартма сӗнеҫҫӗ. Ку, вӗсен шухӑшӗпе, туристсене илӗртӗ, хӑна ҫурчӗсен усламне аталанма май парӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76974
 

Ҫурт-йӗр

Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑракан управляющи компанисем хальхи вӑхӑтра лицензи илесси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗсем (Шупашкарта ӑна 52 организацие панӑ) хаклӑ хута илсе ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, теприсене вӑл лекмен.

Аса илтеретпӗр, ӗҫлеме ирӗк паракан лицензие управляющи компанисен ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илмелле. Шупашкарта хальлӗхе тӑватӑ компание ирӗк паман. Виҫҫӗшӗ вара хӑйсемех ку енпе тек тӑрӑшас темен — кирлӗ документсене комиссие тӑратман та. Ҫапла 216 ҫурт управляющи компанисӗр тӑрса юлнӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби «ЖКХ Сервис», «Альфа», «Центр» тата «Пик-1» управляющи компанисем лицензи илейменнине пӗлтернӗ. Асӑннӑ организацисем хӑйсен ӗҫӗ пирки информацие уҫӑмлатман-мӗн те, лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Тата вӗсем газпа, ҫутӑпа, шывпа тивӗҫтерекен организацисен умӗнче парӑма кӗрсе пӗтнӗ иккен.

 

Культура

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонинче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Константин Ивановӑн тӑван тӑрӑхӗнчи юрӑсем» ятлӑ концерт лартасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна, паллах, чӑваш классикӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.

ЧР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альбина Алексеева та мероприятие килнӗ. Вӑл тухса калаҫнӑ май К.Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

Юрӑпа ташӑ ансамблӗ чӑваш халӑхӗн культурине аталантарас, упрас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тӑвать. Альбина Алексеева ҫакнашкал пысӑк ӗҫшӗн министерствӑн хисеп хутне балетӑн пысӑк категориллӗ артистне Наталья Веренцовӑна тата ансамбль водительне Владимир Леонтьева панӑ.

Уяв программи питӗ пуян пулнӑ. Куракансем кӑмаллӑ юлнӑ.

 

Хулара

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта пушара хирӗҫле йӗрке туса хурӗҫ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет.

Ятарлӑ йӗркепе шупашкарсем ҫитес уйӑхӗн ҫурричченех пурӑнӗҫ. Ҫакӑн пек йӗрке вӑйра тӑнӑ чух хулан район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен пушарпа кӗрешмелли хушма вӑй тата хатӗр тупса хумалла.

Пушара хирӗҫле вӑхӑт пынӑ тапхӑрта ку енӗпе лару-тӑру епле иккенне кунсерен тӗрӗслесси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Йӗркешӗн яваплисем уйрӑм ҫынсен кил-ҫуртне пӑхса ҫаврӑнӗҫ, вӑрман-парксене ҫитӗҫ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен типӗ курӑка чӗртсе юрамасть. Хуҫасӑр вырӑнсене те тӑтӑшах тӗрӗслесе ҫӳрӗҫ. Каланине итлемесен административлӑ майпа явап тыттарма та пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/incidents/1495942
 

Вӗренӳ

«Раҫҫейри ялти чи лайӑх шкул — 2015» федераци конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Савӑнмалли хыпар килнӗ Чӑваш Ене. Патӑрьелти 1-мӗш шкул унта ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.

Раҫҫейри вӗренӳ аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн панӑ диплома, медале шкул директорӗ Наталия Борисовна Андреева илсе килнӗ. Шкулӑн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденине 1934 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫнӑ. 2005 ҫултанпа ачасем ҫӗнӗ ҫуртра вӗренеҫҫӗ.

Патӑрьелти 1-мӗш шкулта 33 класс, унта 19 ялти тата Патӑрьелти 922 ача ӑс пухать. Унта квалификациллӗ кадрсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче психолог та, социаллӑ педагог та пур. Вӗрентекенсен 95 проценчӗ аслӑ пӗлӳллӗ.

 

Афиша

Кӑҫал республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май унӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ картинӑсен куравӗ уҫӑлать.

РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин, Чӑваш халӑх ӳнерҫин Праски Виттин куравӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче уҫӑлӗ. Экспозицире К.Ивановӑн поэми тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫсем пулӗҫ.

Праски Витти «Нарспи» поэмӑна килӗштерет, ӑна хӑйӗн пултарулӑхӗнче ҫутатать. Уншӑн вӑл — ырӑпа тата усалпа, телейпе тата хурлӑхпа, юратупа тата курайманлӑхпа тулнӑ хайлав.

Куравра ӳнерҫӗн 87 ӗҫӗ пулӗ. Вӑл вӗсене тушьпе, гуашьпе, ҫупа, вӗри эмальпе хатӗрленӗ.

Праски Витти унччен пӗтӗм Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи куравсене хутшӑннине те палӑртмалла. Унӑн ӗҫӗсене Венгрире, Германире, Испанире, Францире, Хорватире, АПШра, Японире, Турцире, Индире курнӑ.

 

Хулара

Чӑваш Енӗн Культура министерствин Культура программисен республикӑри дирекцийӗ «Ҫеҫпӗл» кинотеатр шӑпине татса парӗ. Ӑна вӑл тара парасшӑн. Кинотеатр ҫуртне тара илекене палӑртмалли аукциона ҫитес уйӑхӑн 5-мӗшӗнче ирттерӗҫ.

Аукциона хутшӑнса кинотеатра тара илес шухӑшлисен заявкӑна акан 30-мӗшӗччен парса ӗлкӗрмелле. Кино кӑтартакан ҫуртпа пӗрлех вӑл вырнаҫнӑ ҫӗр та ҫӗнӗ хуҫана куҫӗ.

Ҫуртӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 3208,5 тӑваткал метр. Ҫулталӑклӑха тара илес текенӗн 1,1 миллион тенкӗ кӑларса хумалла. Анчах ку вӑл — татӑклӑ хак мар-ха. Ку вӑл — аукционӑн пуҫламӑш хакӗ кӑна. Кам ытларах сӗнет, ҫавӑ выляса илӗ. Ҫуртӑн ҫӗнӗ хуҫин кинотеатра культурӑпа кану центрӗ евӗр усӑ курмалла, кино та унӑн кӑтартма пӑрахмалла мар.

 

Персона

Паян Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкулта «Паттӑрлӑх урокӗ» иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциаци членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, тӗрлӗ фестивальсен лауреачӗ, паллӑ юрӑҫ Александр Мингалев ертсе пычӗ.

Александр Мингалев спецназ ветеранӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Грозный хулинче хӗсметре пулнӑ, шӑпах ҫавӑнпа вӑл хальхи вӑхӑтра мире хирӗҫ кӗрешекен акцисене хастар хутшӑнать. Хӑйӗн чылай юррине вӑл Ҫурҫӗр Кавказра ҫырнӑ. Малтанах юрӑҫ аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май пухӑннисене ветерансене тивӗҫлӗ шайра чыслама, вӗсене пулӑшма чӗнсе каларӗ. Пулас салтакӑн мӗнлерех пулмалли, сиенлӗ йӑлапа туслашмалла марри ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑрҫӑ ҫухатусӑр пулмасть, юрӑҫ хӑйӗн ача чухнехи тусӗ Олег Беспалов душмансене хирӗҫ ҫапӑҫса пуҫне хуни ҫинчен пӑлханса каласа пачӗ. «Нас Грозный ждет», «Вернуться бы домой», «Это наша работа», «Псковский десант» юрӑ сӑмахӗсем пуля-мина хушшинче ҫуралнӑран чуна пырса тивеҫҫӗ. Галина Ордем ҫыравҫӑн ывӑлӗ те Чечняра пулнӑ. «Российский солдат» юрӑ сӑмахӗсене вӑл Раҫҫей салтакӗсене халалласа ҫырнӑ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче республикӑра чӑваш чӗлхин эрнелӗхӗ пуҫланнӑ. Ҫавна май район-хулара тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ялӗнче те акцисем ирттерме палӑртнӑ.

Унта малтанах район шайӗнче «Районти чӑвашла диктант» акци ирттернӗ. Ӑна чӑваш чӗлхин сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Акци йӗркелӳҫисем ку чӑвашла ҫырас культурӑна аталантарма пулӑшассине те шаннӑ.

Апакассинчи шкулта чӑвашла диктанта 24 ҫын ҫырнӑ. Унта ашшӗ-амӑшне, ытти учрежденире ӗҫлекенсене те чӗннӗ. Шкул директорӗ Ганна Андреева та, Апакассинчи вулавӑш заведующийӗ Алевтина Иванова та, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Елена Павлова та ыттисемпе пӗрле диктант ҫырнӑ.

Диктант тексчӗ кӑсӑклӑ пулнӑ. Акци лайӑх шайра иртнине палӑртаҫҫӗ апакассисем.

 

Страницӑсем: 1 ... 2891, 2892, 2893, 2894, 2895, 2896, 2897, 2898, 2899, 2900, [2901], 2902, 2903, 2904, 2905, 2906, 2907, 2908, 2909, 2910, 2911, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 12

1911
113
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
106
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
86
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
80
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
68
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...