Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт йӑтӑнма тытӑнсан пӗр хушӑ шавларӗҫ те халӗ кӑшт лӑпланчӗҫ. Ара, унти ҫынсене урӑх ҫӗре пурӑнма куҫарчӗҫ, ҫурта ишсе антарса ҫӗннине хӑпартма йышӑнчӗҫ.

Кунашкал лару-тӑру кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑран унти ҫынсен хӑварт кӑна пӳлӗмсенчен тухса кайма тивнӗ. Ара, ҫурт ишӗлме пуҫласса никам та кӗтмен вӗт. Ҫынсен япали-мӗнӗ йалтах унта юлнӑ. Пӗр хушӑ вӗсен пурлӑхне бомжсем «тапӑнни» пирки те пӗлтернӗччӗ-ха. Ара, хуҫасӑр япала кама ан илӗрттӗр? Юрать, ҫурт тавра хурал тӑратрӗҫ.

Халӗ Ленин район администрацийӗн сайчӗ кун пек хыпар пӗлтерет: Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннисене хаклӑ япалисене илсе тухма ирӗк панӑ. Чӳречесемпе алӑксене те кӑларса илме юрать-мӗн.

Ҫак ӗҫе пушӑн 14, 15, 21, 22-мӗшӗсенче 9–17 сехетсенче тума пулать. Анчах япаласене кашни хӑй тӗллӗн, пулӑшусӑр, илсе тухать. «Алӑксемпе чӳречесене кӑларса илсен ахаль те ҫирӗп мар ҫурт малалла йӑтӑнмӗ-ши?» — пӑшӑрханаҫҫӗ «Ҫыхӑнура» канашлури ҫынсем.

 

Персона

«Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче чӑвашсем Митта Ваҫлейӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.

Мероприятин пӗр пайӗ Митта Ваҫлейӗн тӑван тӑрӑхӗнче, Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче, иртнӗ. Унта ҫӑвана ҫитсе ҫыравҫӑн вилтӑпри ҫине чечексем хунӑ. Кун хыҫҫӑн ялти шкулта сӑвӑ вулавӗ иртнӗ.

Мероприятие поэтӑн тӑванӗсемсӗр пуҫне Митта фончӗн ертӳҫи Илле Иванов тата ыттисем килнӗ. Сӑвӑсене чӑвашла кӑна мар, турккӑла та (Али Акбаш куҫарӑвӗ) вуланӑ.

Ҫав кунах «Ирӗклӗх» общество Шупашкарта Митта Ваҫлейӗн асӑну хӑми патне чечексем хунӑ.

Аса илтермешкӗн: Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулта ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑввине 16 ҫулта пичетленӗ. 1937 ҫулта ӑна националист тесе айӑпланӑ, 1954 ҫулта ҫеҫ ирӗке кӑларнӑ. Тепӗр 3 ҫултан Митта Ваҫлейӗ вилнӗ. 1993 ҫултанпа Илле Иванов пуҫарӑвӗпе Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ преми пама тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1993.html
 

Чӑвашлӑх

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Вӑрмар поселокӗнче Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе канашлу иртнӗ. Ӑна чӑваш тумне, унӑн историне тата аталанӑвне халалланӑ.

Ку уява ирттерме ЧНК ЧР Экономика министерствин грантне ҫӗнсе илни питӗ пысӑк пулӑшу пулнӑ. Канашлӑва кашни районтан, хуларан чӑваш тумӗпе кӑсӑкланакан культура ӗҫченӗсем, ӑсчахсемпе халӑх ӑстисем пухӑннӑ. Пӗтӗмпе 19 районти «Нарспипе Сетнер» килнӗ. Тепӗр май каласан — кашни район хӑйсен тумне тӑхӑннӑ каччӑсемпе хӗрсене илсе килнӗ.

Чи малтан пурте Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗпе паллашнӑ. Уйрӑмах анатри чӑвашсен тумӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Унтан уяв Вӑрмарти культура центрне куҫнӑ. Унта «Чӑваш тӗрри — чӗре юрри» курав уҫӑлнӑ. Зинаида Воронова, Евгения Жачева, Мария Симакова тата ыттисем хӑйсен коллекцийӗсене курав илсе килнӗ.

ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ЧНКна халӑх тумне сыхласа хӑварма, аталантарма тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ. Вӑл 2016 ҫула чӑваш тӗррине халаллама сӗннӗ.

Вӑрмарти культура ҫуртӗнче чӑваш тумӗн театрализациленӗ концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫине районсенчен килнӗ «Нарсписемпе Сетнерсем» тухнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/308.html
 

Раҫҫейре

Ҫак кунсенче Чӑваш Ен тата Шупашкар паллисем Мускава ҫул тытнӑ. Мӗн тӗллевпе тетӗр-и? Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Арктика — 2015» проектпа килӗшӳллӗн унта Раҫҫей ялавӗсен парачӗ иртет.

Парада Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, Раҫҫейри чи пысӑк ялава Ҫурҫӗр полюсне илсе кайӗҫ, ӑна «Барнео» станцире лартӗҫ. Ҫак станци Ҫӗр ҫинчи ҫурҫӗр точкинчен 100 ҫухрӑм аяккарах вырнаҫнӑ. Унпа пӗрле Раҫҫейри мӗн пур регионсен ялавне те вырнаҫтарӗҫ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Арктика — 2015» проект экспедицийӗн пӗрремӗш ушкӑнӗ ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫула тухӗ. Ку ушкӑн Раҫҫейри чи пысӑк ялава тата регионсен, хуласен, социаллӑ яваплӑ компанисен ялавӗсене Ҫӗр ҫинчи ҫурҫӗр точкисене илсе ҫитерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76196
 

Хулара

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗн уявӗ кунсерен ҫывхарать. Кӑҫал вӑл 70 ҫул тултарнӑ май ӑна анлӑ паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ.

Чӑваш наци музейӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта Ҫӗнтерӗве халалласа Ҫар махтавӗн музейӗнче «Пӗтӗм пурнӑҫ — паттӑрлӑх» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ хӗрарӑмсене халалланӑ.

Курава Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн уҫни те ахальтен мар.

Официаллӑ информаци палӑртнӑ тӑрӑх, «Пӗтӗм пурнӑҫ — паттӑрлӑх» куравра — 70 япала. Вӗсен йышӗнче — сӑнӳкерчӗксем, чыслав хучӗсен копийӗсем, вӑрҫӑ ветеранӗсен кун-ҫулне ҫутатакан кӗнекесем, хаҫатсем…

Ҫавӑн пекех куравра II степень Тӑван ҫӗршыв орденне, «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ медицина сестрин япалисем пур. Унтах Чӑваш Ен хӗрӗсен, сывлӑш сӑнавӗн батальонӗн 101 уйрӑмӗн боецӗсен, харпӑр материалӗсемпе паллашма пулать.

 

Культура

Литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме 2014 ҫулшӑн е спектакль, е кӗнеке тивӗҫме пултарать. Литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине парас енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Конкурса комисси икӗ ӗҫе хутшӑнтарма йышӑннӑ. Пӗри – Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Ф. Васильев кӗввипе лартнӑ «Сарпике» балечӗ, тепри – «Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие» (библиографическая серия «Замечательные люди Чувашии») кӗнеке. Спектакле балетмейстер пулса Елена Лемешевская, дирижер пулса Ольга Нестерова лартнӑ, тӗп партисене Татьяна Альпидовская тата Айдар Хисамутдинов калӑпланӑ. Спектакле театр тӑратнӑ.Кӗнеке пирки каласан, унӑн авторӗ – И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата ют ҫӗршыв литературин кафедрин ертӳҫи Юрий Артемьев. Пичет кӑларӑмне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тӑратнӑ.

Комисси пултарулӑх тата общество организацийӗсене, культура учрежденийӗсене, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсене, республикӑра пурӑнакансене ӗҫсене хаклама хутшӑнма чӗнет. Шухӑша ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адерспа ярса памалла: 428004, Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 17-мӗш ҫурт, 412-мӗш пӳлӗм.

Малалла...

 

Тӗнчере

Турци правительстви Раҫҫей ҫыннисене хӑйсен ҫӗршывне ҫӑмӑллӑн пырса ҫӳремелле туса парасшӑн. Шалти паспортсемпе ҫула тухмалли йӗркене унти влаҫ ҫыннисем ҫывӑх вӑхӑтра ҫирӗплетесшӗн. Ку шухӑша Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу Аланьян Суту-илӳпе промышленноҫ палатин консультаци канашлӑвӗнче каланӑ. Унта правительство мар организацисем, туризм индустрийӗн пайташӗсем, влаҫра ӗҫлекенсем пуҫтарӑннӑ.

Унта ҫитес 2,5–3 ҫул хушшинче Турцинчен Шенген килӗшӗвӗ тунӑ ҫӗршывсене те визӑсӑр каймалла май туса парасси пирки сӑмах хускатнӑ.

Хальлӗхе визӑна электрон тытӑмпа пама тытӑннӑ. Паянхи кун 6,5 миллион ҫын визӑллӑ пулса тӑнӑ та. «Эпир аэропортри черетсене те пӗтертӗмӗр. Ттыӑма ҫынсем килтен те, ӗҫрен те, кафере ларнӑ чух та кӗрееҫҫӗ. 3 минутра вӗсем электрон виза илеҫҫӗ», – тенӗ Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ.

 

Культура

Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ халӑх музейӗнче Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан Наталия Сергеевӑпа Надежда Журавлева ӗҫӗсен «Вӗтӗ шӑрҫаран - асамлӑх» куравӗ уҫалнӑ.

Музей залне алӑстисем хатӗрленӗ 59 чечек ҫыххи илемлетнӗ. Наталия Сергеева чечек ӳстерессипе кӑсӑкланать, ҫекӗлпе ҫыхать, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлет. Ку – унӑн чун киленӗҫӗ.

Наталия Вӑрнарти тӗп пульницӑра 15 ҫул медсестрара ӗҫлет. Надежда Журавлева вара вӗтӗ шӑрҫаран пейзажсем, лашасем, шлепке тӑхӑнӑ хӗрарӑмсене тата ыттисене тӗрлет. Вӑл хӑй – усламҫӑ.

Наталия Сергеевӑпа Надежда Журавлева хӑйсен ӗҫӗсене Чехирен тата Китайран илсе килнӗ вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеҫҫӗ. Вӗсемшӗн ку курав – пӗрремӗш. Курава чи малтанах Ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнчи ҫамраксем ҫитсе курнӑ.

Сӑнсем (27)

 

Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗн унчченхи пуҫлӑхӗн явап тытма тивет. Мӗншӗн? Киревсӗр ӗҫӗшӗн. Ӑна пула нумай ачаллӑ ҫемье япӑх условсинче пурӑннӑ.

Муркаш район сучӗ пуҫлӑх должноҫри полномочисемпе тӗллевсӗр усӑ курнӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна условлӑ майпа 1,5 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварнӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн следователӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Ярапайкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗ нумай ачаллӑ ҫемье валли 65 тӑваткал метртан сахалрах мар калӑпӑшлӑ хваттер туянас тесе уҫӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Пуҫлӑх аукциона сахалрах калӑпӑшлӑ хваттер сӗнекен строительство фирмине те хутшӑнтарнӑ.

Кун хыҫҫӑн вӑл ҫемьене хӑратнӑ: пӗчӗкрех хваттер илме килӗшмесен пачах нимӗн те лекмест имӗш вӗсене. Тепӗр уйӑхран хайхискер ҫав строительство фирмипе муниципалитет контракчӗ алӑ пуснӑ. Ҫапла вӑл ҫемье валли саккунпа килӗшсе тӑман, пурӑнма юрӑхсӑр хваттер туяннӑ.

Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, ҫемьене 156 пин тенкӗлӗх тӑваткал метр сахалрах панӑ. Юсав ӗҫӗсене те 305 пин тенкӗлӗх тумалла пулнӑ.

 

Культура

Вырӑс патшалӑх драма театрне Екатеринбургри Сергей Юнганс режиссер таврӑннӑ. Виҫӗ ҫул каялла вӑл кунта «Орфея тата Эвредика» постановка лартнӑ пулнӑ.

Халӗ вӑл ҫӗнӗ «Ятсӑр ҫӑлтӑр» проектпа ӗҫлет. Трагикамит элеменчӗсемлӗ мелодрама сцена ҫине пушӑн 7-мӗшӗнче тухнӑ. Спектакле 6 эрнере лартнӑ. Анчах Сергей Юнганс хӑраса тӑман. Артистсем те ҫанӑ тавӑрсах ӗҫленӗ. Хашӗ-пӗри начарланнӑ та — ара, премьерӑна сцена ҫине кӑлармалла вӗт.

Спектакльте ташӑ нумай, ҫавна май унта икӗ хореограф хутшӑнать. Режиссер унччен «Орфея тата Эвредика» постановкӑна хутшӑннӑ актерсемпех ӗҫленӗ.

Людмила Казимир актриса сцена ҫине ывӑлӗпе Пашӑпа тухнӑ. Дирижер рольне выляканскершӗн ку ку дебют пулнӑ. Ашшӗ — ҫутӑ енӗпе ӗҫлекен ӳнерҫӗ. Вӑл та спектакль вӑхӑтӗнче вӗсемпех ӗҫлет.

«Ятсӑр ҫӑлтӑр» — юрату ҫинчен. Вӑл куракансен кӑмӑлне кайнине режиссер те, актерсем те шанаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2932, 2933, 2934, 2935, 2936, 2937, 2938, 2939, 2940, 2941, [2942], 2943, 2944, 2945, 2946, 2947, 2948, 2949, 2950, 2951, 2952, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 11

1892
132
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
128
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
82
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
70
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...