Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Апат-ҫимӗҫ

Чӑвашри тавар кӑларакансем анлӑланма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах пысӑк супермаркетсен сентрисем ҫине лекме унчченхи пекех йывӑр-мӗн.

Аграри комплексӗ суту-илӳ компанийӗсене ҫӗрулмипе тата пахча-ҫимӗҫпе 100 проценчӗпех тивӗҫтерме пултараҫҫӗ. Аш-какайпа — 90 процент.

Нумаях пулмасть Правительство ҫуртӗнчи ларура ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Тавар кӑларакансемпе суту-илӳ сечӗсен пӗр чӗлхе тупмалла.

Авӑн уйӑхӗнче республикӑра ыйтӑм ирттернӗ. Вӑл чӑвашсем пысӑк лавккасенче вырӑнти таварсене туянас кӑмӑллине палӑртнӑ. «Чӑвашра кӑларнӑ» сӑмах ҫаврӑнӑше хӑйне евӗр пахалӑх гаранчӗ пулса тӑнӑ.

Ыйтӑма 1238 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 81 проценчӗ вырӑнти ял хуҫалӑх таварне туянасшӑн. Вӗсен шухӑшӗпе, вӑл тутлӑрах, йӳнӗрех. Унра хими те, тӗрлӗ хушкӑч та ҫук. Анчах чӑваш усламҫисен суя тавар кӑларакансемпе кӗрешме тивет-мӗн. Вӗсене сентресем ҫине лекме ҫӑмӑлрах иккен. Вӗсем йӳнӗрех те. Ку вара туянакансене ӑнланманлӑха кӗртсе ӳкерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/74034
 

Культура

«Шухӑшлава палӑртакан тата ӗмӗрӗн талпӑнӑвне палӑртакан евӗр асра юлнӑ поэт», — тесе ҫырнӑ республикӑн Культура министерстви ку хыпара пӗлтернӗ май.

Чӑн та, Ухсай Яккӑвӗ пиркиех ку. 1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелейпей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑскерӗн хайлавӗсем вилӗмӗсӗр.

Ухсай Яккӑвне ача-пӑча ҫыравҫи евӗр те, литература критикӗ пек те, публицист тесе те халӑхра пӗлеҫҫӗ. Пушкӑрт чӑвашӗ 1940 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ. Унӑнӑ «Юратрӑм эп, хирсем, сире» сӑввине аслӑрах ҫулхисем ҫӗрле тӑратса лартсан та пӑхмасӑр каласа параяҫҫӗ-тӗр. Е тата «Кӗпук мучи» поэмӑна кам пӗлмест-ши!

Ҫӗнӗ кӗнекене 1941 ҫулта ҫырнӑ «Тутимӗр» трагедии, 1952 ҫулта хайланӑ «Ту урлӑ ҫул» сӑвӑлла роман, 1939 ҫулхи «Ӑраскаллӑ драма» пьеса кӗнӗ. Вӗсене автор орфографине ылмаштармасӑр пичетленӗ. Кӑларӑма сӑвӑҫӑн хӗрӗ Ольга Ухсай пухнӑ. Поэтӑн ҫырнисен 6-мӗш пуххине 2 пин экземплярпа пичетленӗ. Кӗнекене Владимир Гончаров художник илемлетнӗ.

 

Сывлӑх

ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Республикӑри офтальмологи клиника пульницинче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери куҫ курманнисен кунне халаллӗҫ.

Ҫак кун кирек кам та куҫ епле курнине тӳлевсӗр тӗрӗслеме, офтальмолог тухтӑрпа канашлама пултарать.

Кунашкал акци Шупашкарта час-часах иртет. Ҫак пульницӑрах юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче те ҫакӑн пек акци иртнӗ. Ун чухне ӑна Пӗтӗм тӗнчери куҫ ҫивӗчлӗхӗн кунне халалланӑ. Ҫак кун специалист патӗнче 50 яхӑн ҫын тӗрӗсленнӗ. Пациентсем рефрактометри, периметри, тонометри, биометри, ультрасасӑ витӗр тухнӑ.

Ҫапла майпа 11 ҫыннӑн гиперметропи пулни ҫиеле тухнӑ, тепӗр 11-шӗ миопипе чирлӗ. 9 ҫынӑнне катаракта тупса палӑртнӑ. Тепӗр 5 ҫыннӑн та чирӗ ҫиеле тухнӑ. Тухтӑрсем 12 ҫынна тӗплӗ калаҫмашкӑн чӗннӗ.

 

Пӑтӑрмахсем Аварие лекнӗ урапа
Аварие лекнӗ урапа

ZaRulem.ws сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер 16 сехет ҫурӑра Комсомольски районӗнче ҫул ҫине, Каҫалпа Канаш хушшинче, пӑши тӑрук сиксе тухнӑ. Ҫавна май урапа кювета анса кайнӑ.

Шел те, пӑши вырӑнтах вилнӗ. Унӑн виллине ветеринари сулжбине илсе кайнӑ. Урапари малта ларакан пассажир тата водитель суранланнӑ: пӗрремӗшӗ хулпуҫҫине хуҫнӑ, иккӗмӗшӗ ҫурӑмне, аллине амантнӑ.

Авари вырӑнӗнче 11 ҫын, 4 техника ӗҫленӗ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра Комсомольски районӗнче кунашкал авари пӗрремӗш хут пулман. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче урапа айне ике хир сысни лекнӗ.

Чӑваш Енре тискер чӗрчунсем урапа айне час-часах лекеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Шел те, чылайӑшӗ ҫавӑнтах вилет.

 

Персона Юрий Айташ ҫыравҫӑ
Юрий Айташ ҫыравҫӑ

Тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ ҫыравҫисем пӗрин хыҫҫӑн тепри леш тӗнчене кайса пыраҫҫӗ. Чӳкӗн 9-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши преми лауреачӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Юрий Григорьевич Айташ (Григорьев) ҫыравҫӑ тата куҫаруҫӑ вилнӗ.

Юрий Айташ 1938 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкассинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Телекуравпа радиовещанин Чӑваш комитечӗн литература кӑларӑмӗсен редакторӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журналӑн редактор ҫумӗнче, «Хатӗр пул» журналта ӗҫленӗ.

Унӑн пӗрремӗш сӑввисем Хусанти «Ленин ялавӗ» хаҫатра 1960 ҫулта пичетленнӗ. Повеҫсен «Йӗплӗ роза» пӗрремӗш кӗнеки 1969 ҫулта кун ҫути курнӑ.

Пӗтӗмпе Юрий Айташ — вунна яхӑн кӗнеке авторӗ. Вӑл Пушкина, Лермонтова, Есенина тата ытти хӑш-пӗр ҫыравҫа чӑвашла «калаҫтарнӑ». Айташӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ пулнине критика тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев хайлавӗсем ҫырни те ҫирӗплетет.

Юрий Айташпа паян Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче сыв пуллашрӗҫ.

Малалла...

 

Статистика

Комсомольски район прокуратури сусӑрсен паривне хӳтӗлесе суда 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ. Асӑннӑ органта ӗҫлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, прокуратура ҫынсен социаллӑ ыйтӑвӗсене хӳтӗлессипе сахал мар тӑрӑшать. Ҫав шутра — хӳтлӗхсӗрсен правине пурнӑҫлассишӗн те.

Сӑмаха ҫирӗплетме цифрӑсем те илсе панӑ. Асӑннӑ район прокуратури сусӑрсене хӳтӗлесе 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ иккен. Ҫав шутран 85 тӗслӗхӗнче надзор органӗ сусӑрсене реабилитацин техника хатӗрсемпе, ҫав шутра кресло-пуканпа та, тивӗҫтерме ыйтнӑ. Пӗр тӗслӗхре сусӑра санаторипе курортра сипленме путевка уйӑрма ыйтнӑ.

Маларах асӑннӑ мӗнпур ҫак тавӑҫ республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине хирӗҫле. Тавӑҫсенчен 77 тӗслӗхне тивӗҫтернӗ, тӑххӑрӑшне суд ҫывӑх вӑхӑтра пӑхса тухмалла. Тепӗр йышӑнупа килӗшмесӗр республикӑн Аслӑ судне ҫитме тивни те пулнӑ. Ун пеккисем 18 тӗслӗх иккенне пӗлтереҫҫӗ.

Маларах асӑннӑ ведомство суд йышӑнӑвне пурнӑҫласа сусӑрсен ыйтӑвне твиӗҫтерет-мӗн. Прокурорӑн хӑш-пӗр ыйтӑвне суд йышӑнӑвне кӗтмесӗрех пурнӑҫлать иккен.

 

Тӗнчере

Килес ҫулхи ҫу уйӑхӗнче 3D-принтерпа пичетленнӗ пӗрремӗш ноутбук сутлӑха тухӗ. Кун пирки The Telegraph Британи хаҫачӗ пӗлтернӗ.

Халӗ кашни ҫын килти условире хӑйӗн компьютерне пичетлеме пултарать тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗрремӗш ноутбука пичетленӗ те иккен. Ӑна Pi-Top ят панӑ. Малтанхи саккассен пӗтӗмӗшле хакӗ 120 пин доллара ларнӑ.

340 доллара яхӑн тӑракан 3D-принтера туяннисем валли Pi-Top ятарлӑ комплект кӑларнӑ. Унта кӗрекен хатӗрӗн хуппин шаблонӗ 284 доллара яхӑн тӑрать иккен. Pi-Top текенскере ахаль ноутбукӑн мӗнпур функцийӗпе пуянлатнӑ-мӗн.

Ноутбука тем тӗслӗ те хатӗрлеме пулать иккен, корпус ҫине унӑн хуҫин ятне те вырнаҫтарма пулать.

Ҫӗнӗ йышши ноутбука шухӑшласа кӑларакансем вӑл ачасен компьютер ӑсталӑхне вӗрентме те меллӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн, мӗншӗн ӑна вӗсем хӑйсем тӗллӗн пухма та, сӳтме те пултараҫҫӗ-ҫке.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.aif.ru/techno/pc/1379566
 

Ҫутҫанталӑк

Ҫак уйӑхра «Вӑрман пуххи» республикӑри акцин черетлӗ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Йӗркелӳҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна вӑрманти чӗр тавара пухас, вӑрмана упрас тата чӗртсе тӑратас тӗллевпе ирттернӗ.

Мероприятие йыхравласа шкул лесничествисем тата экологипе биологи пӗрлешӗвӗсем пӗлтерӳсем хатӗрленӗ, ҫӑка вӑррипе йӗкел пуҫтарма чӗннӗ. Пуҫтарнине ачасем вырӑнти вӑрман хуҫалӑхӗсене панӑ.

«Вӑрман пуххи» акции вӑхӑтӗнче пуш уйӑхӗнче ҫӑка вӑррипе 8,2 килограмм, хыр йӗкелӗ 149 килограмм пухнӑ. Ун чухнехи акцие Куславкка, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне районӗсенчи ачасем хутшӑннӑ.

Авӑн–юпа уйӑхӗсенче акцие хутшӑннисем юман йӗкелӗ 2299 килограмм пухе, туя вӑрри — 15 килограмм. Хальхинче Куславкка, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенчи ачасемсӗр пуҫне Вӑрнар районӗнчи тата Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулинчисем те пухнӑ.

Акци пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти «Юманлӑх» шкул лесничестви (ертӳҫи — Лидия Краснова) ҫӗнтернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Тӳскелти «Шуҫӑм» ушкӑн
Тӳскелти «Шуҫӑм» ушкӑн

Хӑш-пӗр районсенчи тепӗр клуб пирки ҫулталӑкра иккӗ-виҫҫӗ уҫса хупнишӗнех заведующийӗсем шалу илсе тӑраҫҫӗ тесе каланине илтме тӳр килет-ха. Тепӗр ҫӗрте вар культура ҫурчӗсем ҫине-ҫинех тӗрлӗ мероприяти ирттерме ӑнтӑлаҫҫӗ.

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари информаципе культура центрӗнче, акӑ, Тӳскелти «Шуҫӑм» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе нумаях пулмасть ял халӑхне савӑнтарнӑ. Кашни юррах куракансем хапӑл туса йышӑннӑ-мӗн. Е. Разумова юррисем уйрӑмах чӗрене тыткӑнлани пирки пӗлтерет вырӑнти ял тӑрӑхӗ. Кулӑшла сценкӑсем вара чунтан култарнӑ.

Информаципе культура центрӗн ертӳҫи Л. Горшкова «Шуҫӑм» ушкӑна чӗререн тав тунӑ.

Сӑнсем (14)

 

Сывлӑх

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери сахӑр диабечӗпе кӗрешмелли кун. Ӑна 1991 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери диабет федерацийӗпе Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ йышӑннӑ.

Ку куна уяв тесе йышӑнмалла мар. Ӑна сахӑр диабечӗн хӑрушлӑхӗ пирки ҫынсене каласа кӑтартассине ӳстерес, чиртен асӑрхаттарас, ӑна аталанма парас мар, чирлисен пурнӑҫ пахалӑхӗпе пурнӑҫ тӑршшӗне ӳстерес тӗллевпе туса хунӑ.

Эрнекун Республикӑри эндокринологи диспансерӗ (вӑл Шупашкарти 139-мӗш Стрелоксен дивизи урамӗнчи 7-мӗш ҫурт) «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерет.

«Уҫӑ алӑксен кунӗ» ирхи 8 сехетре врачсен консультацийӗнчен пуҫланать. Йышӑнура эндокринолог, ача-пӑча эндокринологӗ, невролог, офтальмолог, акушер-гинеколог, эндокринолог-подиатр пулӗҫ. Вӗсем 12 сехетчен пырӗ. Глюкоза шайне пӗлме ирхи саккӑртан пуҫласа вуннӑччен 105-мӗш пӳлӗмре юн пама пултарӗҫ.

Кӑнтӑрла иртсен сахӑр диабечӗ пирки лекцисем вулӗҫ, викторина ирттерӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3030, 3031, 3032, 3033, 3034, 3035, 3036, 3037, 3038, 3039, [3040], 3041, 3042, 3043, 3044, 3045, 3046, 3047, 3048, 3049, 3050, ... 3743
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 11

1892
132
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
128
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
82
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
70
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...