Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Культура ҫулталӑкне халалласа Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче ҫак районта ҫуралса ӳснӗ сӑвӑҫ-композиторсен юррисенчен хатӗрленӗ концерт ирттернӗ. Ӑна йӗркелекенсем — Серенкассинчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем. Концертра Зоя Спиридонова, Земфира Яковлева, Леонид Волков (Гаденкин), Зоя Сывлӑмпи, Светлана Яруткина тата Ольга Турхан (Пономарева) хайланӑ юрӑсем янӑранӑ.

Куракансем валли ҫавӑн пекех вӗсен кӗнекисен куравне йӗркеленӗ. Шел те ӑна ят панӑ чухне чӑвашла пама пуласси пирки пуҫа пырса килмен пулас — кураври кӗнекесем ытларах пайӗпе чӑвашла пулнӑ пулин те.

Сӑнсем (7)

 

Хулара Чӑваш наци музейӗнче
Чӑваш наци музейӗнче

Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсенче хӳтлӗх тупнӑ ватӑсем республикӑри тӗрлӗ вырӑна экскурсие тухса ҫӳреме питӗ юратаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ центрта ӗҫлекенсем. Нумаях пулмасть Янӑшри тата Ишекри ваттисен ҫурчӗсенче тӗпленнисене Шупашкара кайса кӑтартнӑ.

Хулара чылайранпа пулман ватӑсем тӗп хула татах та илемленнине палӑртнӑ. Вӗсем Чӑваш наци музейне, «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексне, Шупашкар заливне ҫитнӗ. Шыв хӗррипе пӗр сехет уҫӑлса ҫӳренӗ. Унтан пӗр шухӑшлӑ пулса вӗсем чиркӗве кӗрсе тухнӑ, ҫурта ҫутнӑ.

Сӑнсем (5)

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер каҫхине Муркаш районӗнче пурӑнакан пиллӗк ҫулхи хӗрачана аслати ҫапнӑ.

Унпа ашшӗ ял пуҫӗнчи пӗвене пулӑ тытма кайнӑ иккен. Ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра хӗрача ашшӗн машининче ларнӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр иртсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑл салонтан тухса ашшӗ патне утнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна аслати ҫапнӑ.

Халӗ ку факта тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн ертӳҫин пулӑшуҫи Олег Дмитриев.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Пурте мар-ха. Хӑшӗсем. Сӗт хакне Ял хуҫалӑх министерствинче ирттернӗ ӗҫлӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта сӗте ял ҫыннисенчен пухакансене пуҫтарнӑ. Анчах пурте пыман иккен.

Халӑхран сӗт пуҫтаракансем йӳнӗ тӳлени пирки юлашки вӑхӑтра вӗҫӗмех калаҫма тытӑнчӗҫ. Ку ыйтӑва районсене тухса ҫӳренӗ май республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӑтӑшах хускатать. Вӑл литрне 13 тенкӗрен йӳнӗрехпе туянмалла мар тесе те каланӑччӗ. Хальлӗхе сӗт хакӗ — 10 тенкӗрен тытӑнса 13 тенкӗ таран.

Сӗт хакӗ чылай чух нарӑс уйӑхӗн ҫурринчен тытӑнса йӳнелме пуҫлать. Ку вӑхӑтра ӗнесем пӑрулама тытӑнаҫҫӗ те сӗт паракансем нумайланаҫҫӗ.

Халӑхран туянакан тата тирпейлекенсем туянакан хак хушшинче уйрӑмлӑхӗ 4 тенке ҫитет иккен. Чӑваш Ен Элтеперӗ вара услама литр пуҫне 50–70 пус хӑварсан та ҫителӗклӗ тесе шухӑшлать.

Сӗте халӑхран йӳнӗрехпе пухакансем хӑйсем ытларах услам тӑвасшӑн ҫуннине тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑнтарма тӑрӑшнӑ иккен-ха. Етӗрне районӗнчи «Сареевское» общество ертӳҫи Сергей Сапожников хӑйсен районӗнче сӗт пухакансенчен 6 организаци кӑна официаллӑ ӗҫлет имӗш, тепӗр вуннӑшӗ — официаллӑ мар.

Малалла...

 

Вӗренӳ Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача пахчинче
Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача пахчинче

Тӑвай районӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн шкул ҫулне ҫитмен учрежденисене юсама тытӑннӑ. Ача-пӑча пахчисене сӑрласа капӑрлатма тата вак-тӗвек юсав ӗҫӗсене асӑннӑ учрежденисем хӑйсен вӑйӗпех юсаҫҫӗ. Ку ӗҫе ашшӗ-амӑшне те явӑҫтараҫҫӗ. Вӗсем спорт лаптӑкӗсене, урамри верандӑсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, ушкӑнсенчи вӑйӑ шкапӗсене юсаҫҫӗ. Воспитательсемпе нянькӑсем те ачасене хӑтлӑ пултӑр тесе ҫине тӑраҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем.

Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача-пӑча пахчинче шӑна кӑмписемпе ӑвӑс кӑмписем ӳссе ларнӑ. Кунсӑр пуҫне сысна ҫурисем илем кӳреҫҫӗ. Унтах арҫын ачапа хӗрача кӳлепи валли те вырӑн тупӑннӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкар районӗнчи 15 пысӑк ял хуҫалӑх кооперативӗнчен саккӑрӑшӗнче типӗтмелли юсавлӑ комплекссем ҫитмеҫҫӗ. Шупашкар район администрацийӗн ял хуҫалӑх Куйбышев ячӗллӗ колхоз, «Прогресс» акционерсен обществи, «Туруновский» ял хуҫалӑх кооперативӗ, «Туруновская» агрофирма, «Средняя Волга» (чӑв. Вӑта Атӑл) агрофирма, И.Г. Кадыков ячӗллӗ кооператив, «Юрма» агрохолдинг пуҫтарса илнӗ тырра урӑх хуҫалӑхра типӗтеҫҫӗ. Кун пек, паллах, тӑкакӗ те нумай.

Сӑмах май каласан, ӗнерхи кун тӗлне Шупашкар районӗнчи 2637 гектар пухса илнӗ, ку вӑл планпа пӑхнин 89 проценчӗ пулать. Тухӑҫ гектартан 23 центнер тухать.

Вырмапа пӗрлех кӗрхисене акма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 3455 гектар акма палӑртаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Правӑна сыхлакан республикӑри органсем Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Вӑрманкас ялӗнче пурӑннӑ арҫын следстви изоляторӗнче вилнӗ фактпа тӗпчев ирттереҫҫӗ.

34-ри вӑйпиттие пӗр ял ҫыннине вӗлересле хӗненӗ тесе шухӑшланӑран тытса пынӑ. Усал ӗҫӗ ҫурлан 1-мӗшӗнче хайхин тӑван ялӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗрскерсем, виҫӗ арҫын, теприне, 1972-мӗш ҫулта ҫуралнине хытах ислетнӗ. Шар курнине пульницӑна илсе кайнӑ, анчах лешӗ унта куҫне хупнӑ. Вилмеллех хӗненӗ тесе шухӑшланипе виҫӗ арҫынна, ҫавсен шутӗнче 34-ри те пулнӑ, тытса чарнӑ. Вӗсем пирки Лапсар ял тӑрӑхӗнче эрех ӗҫме юратакансем тесе калаҫаҫҫӗ иккен.

Следстви изоляторӗнче ҫӗркаҫ 34-ри арҫын вилсе кайнӑ. Ӗнер кӑнтӑрла вӑл хӑйне начар туйни пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн ун патне васкавлӑ пулӑшу бригадине чӗннӗ-мӗн. Шурӑ халатлисем «эрехе ылмаштарнин палли, психиоти умӗнчи тӑрӑм, станционарти пулӑшу кирлӗ мар» тесе диагноз лартнӑ. Тепӗр икӗ сехет иртсен лешӗ хӑйне каллех начар туйнине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн арҫынна республикӑри наркологи диспансерне илсе кайнӑ.

Малалла...

 

Персона Надежда Спиридоновна Леонтьева
Надежда Спиридоновна Леонтьева

Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче пурӑнакан Надежда Спиридоновна Леонтьева ҫурлан 1-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Кинемее саламламашкӑн тӳре-шара килнӗ.

Надежда Спиридоновнӑн ҫемйи пысӑк пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӑватӑ ача ҫуратса ӳстернӗ. Надежда Спиридоновна тӑватӑ класс пӗтерсен килти хуҫалӑхра ӗҫленӗ, унтан Ульянов ячӗллӗ колхоз бригадинче вӑй хунӑ.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Надежда Спиридоновна Иваново облаҫӗнче ӗҫленӗ. Вӑл «Тӑван ҫӗршывӑн 1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медале тивӗҫнӗ. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ те. Ӑна 1994 ҫулта Тутар Республикин Хисеп грамотипе те чысланӑ.

Вӑрҫӑ пӗтсен салтаксем фронтран таврӑннӑ. Надежда Спиридоновнӑн ҫемйи вара пӗр ывӑлне кӗтсе илеймен. Вӑл 1944 ҫулта пуҫ хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Надежда Спиридоновна колхозра ӗҫленӗ.

Шел те, вӑл ҫемье ҫавӑрман. Унпа тантӑш каччӑсенчен чылайӑшӗ вӑрҫӑран таврӑнман. Надежда Спиридоновна вара хӑйӗнчен ҫӑмрӑкраххине качча тухман.

 

Ӳнер

Ҫурлан 3-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнчи этнокультура паркӗнче Чӑваш наци телекуравӗ «Эх, юррӑм, янӑра!» каларӑм ӳкернӗ. Унта «Вата ӑшши» (ҫӑлкуҫра ҫавӑн пек ҫырнӑ) клуб пайташӗсем, «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ансамблӗ, «Шӑпчӑксем» ача-пӑча фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ.

«Вата ӑшши» клубӑн хастарӗсем Ольга Басникова, Елизавета Евдокимова, Раиса Петрва, Раиса Иванова, Мария Васильева, Лидия Борисова, Иосиф Ильин чӑвашсен ӗлӗкхи юррисене тӑмрапа юрланӑ.

«Шӑпчӑксем» чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, ташланӑ, вылянӑ. «Шурӑмпуҫ» та чӑвашсен юррисене юрланӑ.

Тукай ял тӑрӑхӗнче аслисем кӗҫӗннисене йӑла-йӗркене вӗрентме тӑрӑшаҫҫӗ.

Сӑнсем (17)

 

Чӑваш чӗлхи

«Ирӗклӗх» «Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» ҫыпӑҫтаркӑчсене пур ҫӗре те ҫитерме тӑрӑшать. Организаци ертӳҫи Дмитрий Степанов каланӑ тӑрӑх, чылайӑшӗ общество транспортӗнче хӑйсене ӑнланмасран шикленсе чӑвашла калаҫма вӑтаннӑ. Халӗ вара ҫыпӑҫтаркӑчсене курсан хӑрамасӑрах тӑван чӗлхепе пуплеме пултараҫҫӗ.

«Чӑвашпичечӗ» чӑвашла калаҫма тытӑнсан «Ирӗклӗх» хастарӗсем ҫырусемпе ытти предприятисем патне тухнӑ. «ТАВ» суту-илӳ компанийӗ ҫырӑва пӗрремӗш хуравланӑ.

«Эпир сирӗн ҫырӑва пӑхса тухрӑмӑр, акцие хутшӑнма хатӗр. Лавккасенчи сутуҫӑсем хушшинче чӑваш чӗлхине пӗлнипе пӗлменни пирки ыйтӑм ирттертӗмӗр. Пур лавккара та, Улатӑртине шута илмесен, чӑвашла пӗлекенсем ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ хуравра.

«Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» тесе ҫырни ҫитес вӑхӑтра «ТАВ» компанин Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Вӑрнарти, Йӗпреҫри, Патӑрьелти, Каҫалти, Шӑмӑршӑри лавккасенче пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1916.html
 

Страницӑсем: 1 ... 3115, 3116, 3117, 3118, 3119, 3120, 3121, 3122, 3123, 3124, [3125], 3126, 3127, 3128, 3129, 3130, 3131, 3132, 3133, 3134, 3135, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 10

1910
114
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач ҫуралнӑ.
1946
78
Волков Александр Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...