Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Чӑваш Енри демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх енне ылмашӑнать. Ҫакна тепӗр пулӑм та ҫирӗплетет. Утӑн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче икӗ йӗкӗреше регистрациленӗ.

Пӗр ҫемьере икӗ хӗрача ҫуралнӑ: Екатерина тата Кристина. Тепӗр кил-йышра вара арҫын ачапа хӗрача кун ҫути курнӑ: Иванпа Галина.

Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр йӗкӗреш утӑн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ, тепри – утӑн 21-мӗшӗнче. Ҫамрӑк икӗ мӑшӑра ҫак ятпа саламланӑ, ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельство панӑ.

Сӑмах май, Шупашкарти Мускав районӗнче кӑҫал 23 йӗкӗреше регистрациленӗ.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Валериан Васильевичпа Валентина Михайловна Васильевсем пӗрле 55 ҫул пурӑннине паллӑ тунӑ.

Мӑшӑр хӑйӗн пурнӑҫӗн пысӑк пайне педагогика ӗҫӗнче ирттернӗ. Ӗҫне кура иккӗшне те Раҫҫей тата республика наградисемпе чысланӑ. 2013 ҫулта Васильевсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ.

Мӑшӑр 55 ҫул килӗштерсе пурӑнать. Вӗсем ывӑлпа хӗре ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем 2 мӑнукӗпе киленеҫҫӗ.

Ҫӗмье телейӗ мӗнре-ха? Васильевсем ҫапла хуравлаҫҫӗ: «Пӗр-пӗрне ӑнланнинче, хисепленинче, шаннинче тата ӗҫченлӗхре». Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГС мӑшӑра ҫак уяв ячӗпе саламланӑ.

 

Раҫҫейре

«Селигер — 2014» ҫамрӑксен канашлӑвӗпе килӗшӳллӗн конкурс иртнӗ. Унта «Селигерӑн» Мистерӗпе Мисне палӑртнӑ.

Жюрире тӗрлӗ эксперт пулнӑ. Вӑл йышра — кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсен хушшинчи тӗнче мисӗ Ксения Безуглова, LG компанин обществӑпа ӗҫлекен директорӗ Татьяна Шахнес.

Конкурса хутшӑнакансенчен кашниех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма, хӑйне ҫӑлтӑр пек туйма пултарнӑ. Тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ: хӑйсемпе паллаштарни тата пултарулӑх конкурсӗ.

Конкурса И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн радиоэлектроникӑпа автоматика факультечӗн студенчӗ Роман Картинов та хутшӑннӑ. Вӑл битбоксра палӑрнӑ. Роман «Креатив» Мистер» номинацире ҫӗнтернӗ. Ӑна куншӑн LG компани портативлӑ пичетҫӗпе (принтерпа) чысланӑ.

«Селигер — 2014» Мистер ятне вара Дзержинск хулинчи Станислав Бурлаков тивӗҫнӗ. Вӑл интервьюра Роман Картиновӑн пултарулӑхӗ килӗшнине палӑртнӑ.

 

Хулара

Пограничниксен «Чебоксары» хурал карапӗ республикӑн тӗп хулинчи юханшыв портӗнче вырӑн тупӗ.

Чӗрӗк ӗмӗр ытла службӑра тӑнӑскере, шучӗпе, тимӗр-тӑмӑра ямалла. Анчах ӑна асӑнмалӑх тесе упраса хӑварасшӑн. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин погранслужби ӑна Шупашкара пама кӑмӑл тунӑ. Кун пирки хальлӗхе ҫирӗппӗн татса каланиех ҫук-мӗн те, анчах карапа шӑратма ӑсатмасса тем пекех шанаҫҫӗ. Хула влаҫӗсем ӑна хисепе тивӗҫ служба палӑкӗ евӗр пӑхса-тытса тӑрасшӑн.

Аса илтеретпӗр, унччен «Соболь» ятпа ҫӳренӗ карапа 1997 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче «Чебоксары» теме тытӑннӑ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейри харӑсах виҫӗ савут хӑйӗн мӗнпур ӗҫченне канма янӑ. Ҫак вӑхӑтра производство пуҫӗпех чарӑннӑ. Канаканнисен шутӗнче — Тольяттинчи «АвтоВАЗ», «GM-АвтоВАЗ» тата Volkswagen концернӑн Калугӑри савучӗ.

Юлашкинчен асӑннин ӗҫченӗсем утӑн 28-мӗшӗнче канма кайнӑ та ҫурлан 25-мӗшӗччен ӗҫ пирки шухӑшламасӑр пурӑнӗҫ. «АвтоВАЗ» ӗҫченӗсен канӑвӗ пӗр эрне кӗскерех пулӗ — ҫурлан 18-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗнӗҫ. «АвтоВАЗ» ытти ҫул халӑха массӑллӑ канма яман иккен.

Маларах Раҫҫейри ытти хӑш-пӗр савут та хӑйсен ӗҫченӗсене канма янӑ. Анчха вӗсем кӗҫ-вӗҫ ӗҫе тухмалла. Всеволожскри Ford ҫурлан 11-мӗшӗнче ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫе кӳлӗнӗ, Питӗрти Hyundai — ҫитес уйӑхӑн 4-мӗшӗнче.

Савутсем кансан та унти хуралҫӑсем, урапа (машина) юсакансем тата ытти ҫавӑн йышши тытӑм пурпӗрех ӗҫлӗ.

Тепӗр хыпар та пур. Европа усламҫисен ассоциацийӗн шучӗпе кӑҫал Раҫҫейре ҫӗнӗ урапа сутасси 12 процент, е 335 пин штук, чакса 2,45 миллион штукпа танлашмалла.

 

Культура

Паян Куславккари «Пчелка» (чӑв. Пыл хурчӗ) ача пахчинче чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм хуҫаланнӑ. Шӑпӑрлансем патне ирех Шупашкартан хӑнасем ҫитнӗ. Пӗчӗкскерсем тата воспитательсем Чӑваш патшалӑх пукане театрне хапӑлласах йышӑннӑ.

Артистсем ачасене «Лайӑх пулас килет» («Хучу быть хорошим») спектакльпе савӑнтарнӑ. Шӑпӑрлансем сӑнарсемпе пӗрле куляннӑ, савӑннӑ.

Ача пахчин воспитателӗсен шухӑшӗпе, паян ачасене спектакль кӑтартни усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫынпа хутшӑнасси хавшанӑ. Аслисем кӗҫӗннисен кунӗ кӑсӑклӑ, асра юлмалла ирттӗр тесе сахал мар тарӑшаҫҫӗ.

Сӑнсем (5)

 

Ҫурт-йӗр Сӗнтӗрвӑрринчи ҫӗнӗ ҫурт
Сӗнтӗрвӑрринчи ҫӗнӗ ҫурт

Ҫак вӑхӑтра «Лидерстрой» ТМЯП Сӗнтӗрвӑрринче икӗ нумай хваттерлӗ ҫурта хӑпартать. Пӗрин 3-мӗш хутне хӑпартса ҫитернипе пӗрех, теперинне никӗс валли шӑтӑк алтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шыв пӑрӑхӗсене тата ытти инженери тетелӗсене йӗркелеҫҫӗ. Ҫуртсем Ломоносов урамӗ, 8 адреспа вырнаҫнӑ.

Ку ҫуртсене хулари юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенче пурӑнакан халӑха куҫармалла. Ҫавӑн пекех унта тӑрӑхсем тата ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасем ӑшӑ йӑва тупмалла.

Сӑнсем (11)

 

Ҫутҫанталӑк Пӗлсе лартсан йывӑҫ ҫапла кашлӗ
Пӗлсе лартсан йывӑҫ ҫапла кашлӗ

Кун пирки Шупашкарти экологсем тӗп хулари йывӑҫ-тӗм епле чӗрӗлнине хакланӑ тӑрӑх пӗтӗмлетнӗ.

Тӑван тавралӑх тӑрӑмӗшӗн ҫунакансем кӑҫал ҫуркунне лартнӑ йывӑҫ-тӗм пахалӑхне халех хакланӑ. Ахаль чухне ку ӗҫе тепӗр ҫултан пурнӑҫлакан та, ку хутӗнче вӑрах тӑхтас темен.

Ятарласа вӗрентнӗ специалистсем лартнӑ йывӑҫ-тӗмӗн 95 ытла проценчӗ чӗрӗлнӗ. Хӑйсен кӑмӑлӗпе лартма тухнисен 80 проценчӗ вӑй илнӗ. Ку вӑл йывӑҫ-тӗм лартма профессионалсене шанмаллине пӗлтерет тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chebnovosti.ru/
 

Ҫул-йӗр Турая каякан ҫула юсаҫҫӗ
Турая каякан ҫула юсаҫҫӗ

Ҫак кунсенче Муркаш районӗнчи Турай ялне каякан ҫула тӗплӗн юсасси малалла пырать. Райцентра «Сӑр» автоҫулпа ҫыхӑнтаракан ҫак трассӑна Чӑваш Енӗн Транспорт министерствин «Чувашупрдор» учрежденийӗ ҫӗнетет.

Ҫул 4-мӗш техника категорине кӗрет иккен. Ӗҫе виҫӗ тапхӑра пайланса пурнӑҫламалла. Халӗ пӗрремӗш тапхӑрӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Халь юсакан ҫулӑн тӑршшӗ — 6 километр та 80 метр. Икӗ йӗрлӗ ҫулӑн иртсе ҫӳремелли пайне 6 метр сарлакӑш тӑваҫҫӗ. Халӗ хура вак чул сарма тата асфальтпа бетон хутӑшӗ сарма тытӑннӑ ӗнтӗ.

Сӑнсем (16)

 

Персона Ева Николаевна Лисина
Ева Николаевна Лисина

Чӑваш прозаикӗ, сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ, библиограф. Вӑл — Ева Николаевна Лисина. Нумаях пулмасть Ева Николаевна 75 ҫул тултарнӑ.

Ева Лисина Патӑрьел районӗнчи Именкасси ялӗнче 1939 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ Арапуҫри шкула пӗтерсен Мускаври К.А.Тимирязев ячӗллӗ ял хуҫалӑх академине вӗренме кӗнӗ, унтан Мускаври Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче Ботаника садӗнче, И.Сеченов ячӗллӗ медицина институтӗнче ӗҫленӗ. Вӑл Щепкин ячӗллӗ театр училищинче чӑваш литературине те вӗрентнӗ.

Ева Николаевна иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче ҫырма тытӑннӑ. Вӑл 1988 ҫултанпа СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ.

Ева Лисина Александр Островский, Эдуард де Филиппо, Пьетро Гаринеи, Сандро Джованнини, Юджин О Нил пьесисине, Варлам Шарламов калавӗсене, Орхана Вели сӑввисене куҫарнӑ.

«Немецкая волна» радиора унӑн калавӗ ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн ӑна Германие час-часах чӗнме тытӑннӑ, нимӗҫсен радиовӗнче унӑн куҫарнӑ калавӗсем янӑранӑ.

Ева Николаевнӑна Библие чӑвашла куҫарма сӗнсен вӑл ытти ӗҫе пӑрахнӑ, Мускавран Шупашкара килнӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3122, 3123, 3124, 3125, 3126, 3127, 3128, 3129, 3130, 3131, [3132], 3133, 3134, 3135, 3136, 3137, 3138, 3139, 3140, 3141, 3142, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 10

1910
114
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач ҫуралнӑ.
1946
78
Волков Александр Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...