Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Чебоксарец» хӑяр пирки пуҫласа эпӗ пӗр 5 ҫул каялла илтнӗччӗ. Анчах ун чух ку вӑл шӳт пуль тенӗччӗ те ун ҫинчен манса кайнӑччӗ», — тесе ҫырать Константин Ишутов блогер. «Чебоксарец» 2007 ҫулта кун ҫути курнӑ. Шухӑшласа кӑларнӑранпа сутлӑха илсе тухиччен тепӗр чух вуншар ҫул та иртет те, «Чебоксареца» халӗ лавккасенче туняма пулать иккен. Маларах асӑннӑ блогер гибрид хуҫи пулса тӑни пирки хыпарлать. Асӑннӑ сорта Селекци ҫитӗнӗвӗсен патшалӑх реестрне кӗртнӗ. «Гибрид пирки ҫырнине ӗненсен, вӑл хӑярӑн тӗнчери чи лайӑх сорчӗ тейӗн», — тет блогер. Йӳҫек мар, чир-чӗре парӑнмасть, темле те усӑ курма пулать, хӑвӑрт пулса ҫитет, ҫутҫанталӑкӑн кирек епле условине те парӑнмасть, ҫимӗҫӗ нумай тухать имӗш. Ку вӑл гибрид пирки ӑнлантарнине ӗненсен. «Чебоксареца» ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Виктор Мотов ертсе пыракан Кироври «Агросемтомс» ӑслӑлӑхпа проивзодство фирми шухӑшласа кӑларнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкар районӗнче хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене шута илесси епле шайра пынине унта нумаях пулмасть иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрлехи харпӑрлӑхра шутланакан ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр лаптӑкӗнчен 76 процентне регистрациленӗ. 9036 гектар ҫинче 3706 ҫӗр пайӗ хуҫасӑр шутланаҫҫӗ. Ун пеккисем Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнче 1987,51 га, Янӑшра — 1580,67 га, Шемшерте — 966 га, Апашра — 710 га, Ишекре — 412 га. Ытти тӑрӑхсенче сахалтарах-мӗн. Хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене ял тӑрӑхӗсем хӑйсем ҫине куҫарас тесе суда тавӑҫпа тухаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе Янӑш ял тӑрӑхӗнче уйрӑмах аван йӗркеленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӗсем суда 212 тавӑҫ тӑратнӑ-мӗн, ҫав шутран 131 тӗслӗхпе суд ял тӑрӑхне тивӗҫтерекен йышӑну кӑларнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра 95 ҫын ҫӗр пайӗ кирлӗ мар тесе ӑна пӑрахма йышӑннӑ. Ҫапла майпа ял тӑрӑхне 612 гектар ҫӗр куҫнӑ. Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗ те хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене тытса илессипе хастар. Унтисем суда 197 заявлени тӑратнӑ. Вӗсенчен 95-шне тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Шӑмӑршӑ районӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗ» автономи учрежденийӗ хореографи ушкӑнӗсен «Ташша яра пар!» районти фестиваль-конкурсне ирттернӗ. Халӑх пултарулӑхне аталантарма пулӑшас, репертуарӑн художество пултарулӑх шайне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ конкурс ташӑсенчен тата шӳтсенчен тӑнӑ. Куракансем Культура аталанӑвӗн центрӗн солисчӗсен А. Петрован, Т. Долгован, Т. Яковлеван, С. Кудряшован пултарулӑхне куракансем уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ-мӗн. Ача-пӑчан ӳнер шкулне ҫӳрекенсем те конкурса илемлетнӗ. Т. Яковлева ертсе пынипе ташӑ вӑрттӑнлӑхне хӑнӑхакан Юлиана Михайловапа Валерий Хафизов хитре ташланӑ. «Антонина» ача-пӑчан халӑх ташӑ ушкӑнӗ те маттурлӑхпа яланхиллех палӑрнӑ. «Хальхи ташӑ» номинацире Шӑмӑршӑри вӑтам шкул «Урам ташшипе» ҫӗнтернӗ, Палтиелти культура ҫурчӗ — иккӗмӗш вырӑнта. «Халӑх ташши» номинацире 12-рен 17-чченхисем хушшинче Пӑчӑрлӑ Пашьелти кульутра ҫурчӗ малта, иккӗмӗшӗнче — Шӑмӑршӑри вӑтам шкул, виҫҫӗмӗшӗнче — Палтиелти культура ҫурчӗ. 18-тан аслӑраххисем хушшинче Карапай Шӑмӑршӑри культура ҫуртне ҫитекен пулман. Сӑнсем (31) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар районӗнче нумаях пулмасть муниципалитетӑн хысна учрежденийӗсен ертӳҫисене палӑртма конкурс йӗркеленӗ. Пуҫлӑха лартма «Тӗп клуб тытӑмӗ» тата «Тӗп вулавӑш тытӑмӗ» ятлӑ учрежденийӗсем валли ҫын шыранӑ. Район администрацийӗн сайтӗнчи кӗске информацие пуҫлӑх пуканӗшӗн миҫе ҫын конкурса хутшӑннине каламан. Анчах конкурс комиссийӗ вӗсенчен пӗрне те суйласа илменнине пӗлтернӗ. Пуҫлӑха ларасшӑн конкурса хутшӑннисене документсене тавӑрса парасси пирки пӗлтернӗ. Черетлӗ конкурс каярах иртӗ ахӑртнех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Мӑнал шкулӗнче шӑпӑрлансем валли ушкӑн уҫнӑ. 25 ачалӑхскере шкул ҫулне ҫитменнисем ҫӳреме тытӑнӗҫ. Савӑнӑҫлӑ самант ячӗпе йӗркеленӗ мероприятие район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Борис Романов тата Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Мульдияров хутшӑннӑ. Пӗчӗккисем валли ушкӑн йӗркелеме федераци хыснинчен 2,5 миллион тенкӗ, районтан 700 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Иртнӗ вӑхӑтра ача-пӑча пахчи шкул ҫуртӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ-ха, анчах кайран ӑна хупнӑ. Шкул директорӗ Алексей Игнатьев шӑпӑрлансем валли ушкӑн уҫни Мӑнал ачисене ача-пӑча пахчипе тивӗҫтерме май парать. Унччен вӗсене ашшӗ-амӑшӗ Кӑшавӑша, Ҫӗньял Покровскине тата Шупашкара илсе ҫӳренӗ-мӗн. Ҫӗнӗ ушкӑна 3 ҫултан пуҫласа 7-чченхисем вырӑн тупӗҫ. Вӗсем унта килес ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнчен ҫӳреме тытӑнӗҫ. Шупашкар районне илсен, ыран Кӳкеҫре «Крепыш» ача-пӑча пахчи уҫӑлӗ, ытларикун — Ҫӗнӗ Тренкассинчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче 50 вырӑнлӑх икӗ ушкӑн. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Атӑлҫи ТГК» АУОн Мари Элти тата Чӑваш Енри филиалӗ Шупашкарти «Промтрактор» акционерсен обществине ӑшӑсӑр хӑварасшӑн иккен. Ҫапла утӑм патне завод парӑма кӗрсе кайнине пула ҫитнӗ-мӗн. Раштавӑн 25-мӗшӗнче «Атӑлҫи ТГК» ӗҫченӗсем ӑшша чарса лартнине палӑртассишӗн «Промтрактора» кӗме ӑнтӑлнӑ, анчах лешсем кӗртменнине кура Чӑваш Енӗн ШӖМӗн ӗҫченӗсене чӗннӗ. Вӗсене те тӳрех хапӑл туман-ха савутра. Лешсем официаллӑ майпа ыйтса ҫырнӑ хыҫҫӑн кӑна полицейскисене кӗртнӗ. Парӑм пирки каласан, раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне парӑм виҫи 44,6 миллион тенке ҫитнӗ иккен. Ку вӑл кӑҫалхи пуш, юпа тата чӳк уйӑхӗсенче ӑшӑпа усӑ курнишӗн пухӑнса кайнӑ. Раштавӑн 16-мӗшӗ тӗлне заводӑн 52,5 миллион тенкӗ куҫармалла пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн энергетиксем кутӑнлашасси енне кайнӑ, парӑма татмасан ӑшша пуҫӗпех чарса лартасси пирки асӑрхаттарнӑ. Хальхи вӑхӑтра энергетиксем Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. «Промтрактор» хӑйне энергетиксем «тапӑннипе» килӗшесшӗн мар-мӗн. Ун шучӗпе ӑшӑ парассине малтанласа кӑштах чарнӑ хыҫҫӑн кӑна пуҫӗпе чарма ирӗк пур. Ку вӑл ӑшӑ энергийӗпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн ҫапла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Семенова Нумаях пулмасть Удмурт Республикинче биатлон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш Татьяна Семенова биатлонистка пӑхӑр медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ. Татьяна Семенова 15 ҫухрӑмлӑ дистанцире ӑмӑртнӑ. Ҫак дистанцире Мускав спортсменки Анна Щербинина ҫӗнтернӗ. Ханты-Манси автономи округӗнчи Марина Коровина финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Ун хыҫҫӑн — пирӗн ентеш. Татьяна Семенова Шупашкарти политехника институтӗнче вӗренет, ӑсталӑхне Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче туптать. Палӑртмалла: Анатолий Акимов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер чупура чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, анчах вӑл пенӗ чухне йӑнӑшнӑ. Пӗлтӗр вара Татьяна Тернтинӑра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑра пӗр ылтӑн тата икӗ пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ҫынсем килӗсенче чӑрӑшсене илемлетеҫҫӗ. Халӑх уява хатӗрленнӗ вӑхӑтра вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен сыхӑ тӑмалла. Ҫамрӑк чӑрӑшсене саккунсӑр майпа касасран сыхлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ятарласа мобильлӗ ушкӑнсем йӗркеленӗ. Вӗсем вӑрмансене куллен сыхлаҫҫӗ. Акӑ Канашри вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем Канаш, Тӑвай, Вӑрмар районӗсенчи шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсемпе пӗрле вӑрмана чӑрӑшсене саккунсӑр майпа касакансенчен хӑтарас тӗллевпе сыхӑ тӑраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе автоҫулсем ҫинче транспортсене тӗрӗслемелли 4 пост йӗркеленӗ. Вӑрман ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех халӑха чӑрӑшсене касмалла марри пирки ӑнлантараҫҫӗ, йывӑҫа саккунсӑр майпа кассан мӗн пуласси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Оксфорд университечӗн ӑсчахӗсем улма-ҫырла ҫиме сӗнеҫҫӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунсерен улма-ҫырла ҫини чӗре чирӗсем аталанас, инсульт пулас хӑрушлӑха 40% чакарать. Ӑсчахсем ирттернӗ сӑнав акӑ мӗн кӑтартнӑ: ҫын куллен мӗн чухлӗ ытларах улма-ҫырла ҫиет, унӑн инсульт аталанас хӑрушлӑх ҫавӑн чухлӗ пӗчӗкрех. Улма-ҫырлапа пачах сӑйланман ҫынсен вара чӗрепе аптӑрас хӑрушлӑх пысӑк-мӗн. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунсерен 150 грамран сахал мар панулми, банан тата ытти ҫимӗҫе ҫимелле. Ӑсчахсем тӗрӗслеве Китайри 450 000 ҫынна хутшӑнтарнӑ. Вӗсем пурте сывлӑх тӗлӗшӗнчен ҫирӗп пулнӑ, юн пусӑмӗ пысӑккинчен эмел ӗҫмен. Респондентсене темиҫе ушкӑна уйӑрнӑ. Тӗрӗслев вӗҫленсен улма-ҫырла ҫинӗ ҫынсем хӑйсене тата лайӑхрах туйма пуҫланине паллӑ пулнӑ. Вӗсен чӗре чирӗпе аптӑрас хӑрушлӑх чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Лавккасенче хаксем ӳсме тытӑнсан аптекӑра та ҫак лару-тӑру пуласран пӑшӑрханнӑ халӑх. Ҫакна ЧР Сывлӑх министерстви сӑнасах тӑрать. Ҫапах хаксене унчченхи шайра сыхласа хӑварма май пур-и? Ҫынсен сывлӑхӗ ытларах чухне куллен ӗҫекен эмелсенчен килет. Вӗсем кирлӗ препаратсен йышне кӗреҫҫӗ. ЧР Сывлӑх министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «хӗрӳ лини» ҫине эмел хакланни пирки тӑтӑшах пӗлтереҫҫӗ. Министерство ӗҫченӗсем волонтерсем пулӑшнипе хаксене тӗрӗсленӗ. Аптекӑсенче хаксем ытлах ӳсмен-мӗн. ТОП-30 эмелсен хакӗ авӑн уйӑхӗнчи пекрех-мӗн. ТОП-30 эмел йышне валериана настойӗ, пустырник, пуҫ ыратнине ирттермелли эмелсем кӗреҫҫӗ. Вӗсене аптекӑра рецептсӑрах туянма пулать. Вӑтамран ку медикаментсем 11 процент хакланнӑ. Ытларах йӳнӗ эмелсем хакланнӑ иккен. Тӗслӗхрен, валидол. Ҫавӑн пекех БАДсен хакӗ ӳснӗ. Вӗсем эмел шутне кӗмеҫҫӗ. ЧР Сывлӑх министерствине эрнесерен хаксем пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |