Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра Чӑваш ачисем «Атлантус» уйлӑхра
Чӑваш ачисем «Атлантус» уйлӑхра

Паян Чӑваш Енри 47 ача Севастополе ҫитнӗ. Йыша нумай ачаллӑ тата усрава илнӗ ҫемьесенче ӳсекенсем, тӑлӑхсем кӗнӗ. Вӗсем тата вӗсемпе ҫула тухнӑ педагогсемпе тухтӑрсем, пурӗ 6 ҫын, федераци хысни шучӗпе Севастополь ҫывӑхӗнчи «Атлантус» ача-пӑча уйлӑхӗнче каннӑ. Хура тинӗс хӗрринче. Асӑннӑ хуларан 20 ҫухрӑмри Орловка хулинче вырнаҫнӑ. Канакансем пилӗк ҫын вырнаҫмалӑх номерсенче пурӑнӗҫ, вӗсене кунне 5 хутчен апатлантарӗҫ. Мӗнпур тӑкака федераци хыснинчен саплаштараҫҫӗ иккен.

Пирӗн республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви Ача-пӑча уйлӑхӗнче пляжа ҫитме 5–10 минутран ытла утмалла мар, йодпа пуян тинӗс сывлӑшӗ ҫӳлти сывлав ҫулӗсен чирӗсенчен сиплет тесе пӗлтерет. Чӑваш Ен ачисем уйлӑхра ҫурлан 5-мӗшӗччен канӗҫ.

 

Культура

Паян Елчӗк районӗнче Наци ӗҫӗсен канашӗн тата Тӗн енӗпе ӗҫлекен канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта тухса калаҫнӑ районти культурӑпа кану центрӗн методисчӗ София Тинякова каланӑ тӑрӑх культурӑпа кану учрежденийӗсен тӗрлӗ халӑх тата тӗн ҫыннисен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессишӗн ӗҫлесси, наци йӑли-йӗркине наци ӑнланӑвне ҫирӗплетесси тӗп тӗллев тесе палӑртнӑ. Ҫавна пурнӑҫа кӗртессишӗн районта тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ, наци культурине упраса хӑварма тата аталантарма майсем туса панӑ-мӗн.

Тӗн ҫыннисем те унта хутшӑннӑ. Вӗсем те епле ӗҫсем пурнӑҫлани пирки каласа кӑтартнӑ. Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ, ав, Сергий Радонежский ҫуралнӑранпа 700 ҫул ҫитнӗ ятпа куҫса ҫӳрекен курав та хатӗрлесе илсе пынӑ.

 

Раҫҫейре Канашлӑва кайнӑ ҫамрӑксем
Канашлӑва кайнӑ ҫамрӑксем

Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем «Селигер — 2014» канашлӑва кайнӑ. Утӑн 14-мӗшӗнче Селигер кӳлӗ хӗррине пирӗн республикӑри 39 яш-хӗр ҫитнӗ. Ҫак кун ҫамрӑксемпе РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов тӗл пулнӑ.

Кӑҫалхипе форум вуннӑмӗш хут иртет. Унта кашни ҫулах чи пултаруллӑ ҫамрӑксем пухӑнаҫҫӗ. Дмитрий Ливанов 10 ҫул каялла кунта пулнисем е усламҫӑ, е мусӑкҫӑ, е архитектор ҫулӗпе кайнине палӑртнӑ. Кӑҫал хутшӑнакансен пуласлӑхӗ те ҫапларах пулассине шаннӑ.

Кӑҫал канашлӑваа Раҫҫейри 85 регионти тата 147 ҫӗршыври 20 000 ытла яш-хӗр хутшӑнать. Ку — хӑйне евӗр ҫитӗнӳ те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71877
 

Республикӑра

ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви Красноармейски районӗнӗн хаҫачӗн — «Ял пурнӑҫӗн» — редакторне палӑртас тӗллевпе конкурс ирттернине унчченех пӗлтернӗччӗ. Вӑл утӑн 8-мӗшӗнче иртнӗ.

Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, хаҫатӑн унчченхи редакторӗн Иван Афанасьевӑн пуканне халӗ Надежда Владимировна Козлова йышӑннӑ.

 

Республикӑра Аудиокӗнеке ҫыртараҫҫӗ
Аудиокӗнеке ҫыртараҫҫӗ

«Чӑваш Ен литератури» фестивальте ҫӗнтернӗ кӗнекесем кӗҫех «калаҫма» тытӑнӗҫ. Чӑваш наци вулавӑшӗнче аудиокӗнекесем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе ятарлӑ пӳлӗмре пурнӑҫлаҫҫӗ. Унта микрофон, компьютер вырнаҫтарнӑ. Юлашки ҫак эрнере унта 6 хайлава аудиокӗнеке валли вуланӑ.

Ку вулавӑш ӗҫченӗсемшӗн ҫӗнӗлӗх. Халӗччен унта кунашкалли пулман. Йӗркелӳҫӗсем хальхи авторсен хайлавӗсемпе вулакана паллаштарасшӑн. Ҫавӑнпа чылай кӗнекене чӑвашла та, вырӑсла та «калаҫтараҫҫӗ». Пӗрисене профессионал дикторсем вулаҫҫӗ, теприсене — авторсем хӑйсем. Ав Марина Карягина ҫыравҫӑ хӑйне ҫухатнӑ така пирки каласа кӑтартать.

Аудиокӗнекене пур ҫӗрте те вулама май пур. Ҫавӑнпа вӑл паха та. Апла пулин те вулавӑш ӗҫченӗсем библиотекӑна килекенсен йышӗ сахалланасран пачах хӑрамаҫҫӗ.

Ҫак ӗҫе юпа уйӑхӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Компакт-диска кирлӗ чухлӗ тиражпа ҫеҫ кӑларӗҫ, вӗсене республикӑри вулавӑшсене салатӗҫ. Хальхи авторсен хайлавӗсене Чӑваш наци вулавӑшӗн сайтӗнче те итлеме май пулӗ.

 

Культура

Ытларикун, утӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин киноматографистсен пӗрлӗхӗн Правленийӗ черетлӗ пухӑва пухӑннӑ. Унта кино ӳкерекенсен пӗрлӗхне кӗрекенсен миҫе тенкӗ тӳлесе кӗмеллине, пӗрлӗх пайташӗсем ҫулсерен миҫе тенкӗ пухмаллине тата ытти ыйтусене сӳтсе явнӑ. Сӑмах май тӳлев виҫине тӗрлӗрен сӗнекенсем пулнӑ — сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн пӗрлӗхе кӗме 3 000 тенкӗ тӳлемелле тунӑ, ҫулсерен — 1 пиншер тенкӗ.

Тепӗр ыйтура ҫитес ҫул 1-мӗш Пӗтӗм чӑваш кинофестивальне йӗркелессине тӑратнӑ. Правлени пайташӗсем ӑна 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ирттерме ҫирӗплетнӗ, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗччен фестивалӗн Йӗрки-шывне хатӗрлеме Вячеслав Оринова сӗннӗ. Вӑл хӑй те хӑйӗн шухӑшӗсене пытарса тӑман, кинофесивале ирттерме укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу илме культура министрествине ҫырупа тухса сӗннӗ. Вячеслав Оринов тепӗр сӗнӳ те панӑ — Элтепер патне ҫырупа тухса чӑваш киноматографи аталантарас енӗпе ятарлӑ грант йӗркелесси ҫинчен. Правлени пайташӗсем ӑна ырланӑ.

Пухура ҫавӑн пекех кино ӳкерекенсен шкулне тата пӗрлӗхӗн сайтне йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ.

 

Хулара Ӳпӗнтернӗ клумба
Ӳпӗнтернӗ клумба

Нумаях пулмасть вандалсем Шупашкарти «Дорисс-парк», Трактор тӑвакансен керменӗ, Ача-пӑча медицина центрӗ ҫывӑхӗнчи ӗне евӗр тунӑ клумбӑсене, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене ӳпӗнтернӗ, чечексене таптанӑ.

Куракансем каланӑ тӑрӑх, ушкӑн малтан ковбойсене сӑнланӑ, унтан чечек клумбисене ӳпӗнтернӗ. Ирсӗр ҫамрӑксене иртен-ҫуран чарма та шухӑшламан.

ЖКХ управленийенче пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ӗҫсем хулара нумай пулса иртеҫҫӗ-мӗн. Ӗне евӗр клумбӑсене иккӗмӗш хут аркатаҫҫӗ иккен. Ку хула хыснине 100 пине яхӑн тӑкак кӳнӗ.

Ҫакна кура клумбӑсене урӑх лартмӗҫ. Халӗ ЖКХ управленийӗ ӗне евӗр клумбӑсем валли хӑрушсӑр вырӑн шырать. Тен, кӑҫал вӗсене лартмӗҫ те, мӗншӗн тесен чечек хунавӗсем урӑх ҫук.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал хулара 140 ытла клумба тунӑ, 26 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Хӑшӗ-пӗри вара ҫак ӗҫе нимӗн вырӑнне те хумасть.

 

Хулара Хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ кун
Хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ кун

Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула анлӑлатрӗҫ. Халӗ сарлака яка ҫулпа «тимӗр урхамахсем» вӗҫсе кӑна ҫӳреҫҫӗ. Пичет ҫурчӗ умӗнчи светофора илсен халӑх ҫул урлӑ каҫма та шикленетчӗ-тӗр. Ара, ҫил пек пыракан урапасем чарӑнма та шухӑшламаҫҫӗ. Унта ятарлӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ-ха, анчах водительсем ӑна курмаҫҫӗ-ши е курмӑш тӑваҫҫӗ? «Зебра» ҫук…

Нумаях пулмасть ҫав вырӑнта пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Хӗрарӑма урапа ҫапса хӑварнӑ — вилмеллех. Тӳре-шара кун хыҫҫӑн ҫеҫ хускалчӗ пулмалла — ҫул ҫине «зебра» ӳкерчӗҫ.

Тӗрӗссипе, Пичет ҫурчӗ умӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна проектпа килӗшӳллӗн ҫурла уйӑхӗнче хупмалла-мӗн. Кун пирки «Чӑвашавтодор» АУОн тӗп инженерӗ Николай Арденков пӗлтернӗ. Ҫапла майпа ҫынсен чукун ҫул ҫывӑхӗнчен каҫса ҫӳремелле пулӗ. Унта ҫити тротуар тӑвӗҫ.

Иван Яковлев проспектӗнчи ӗҫе 85% пурнӑҫланӑ. Суту-илӳ центрӗ умӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна ҫеҫ туса пӗтереймен.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗн кунӗ пулнӑ. Ҫак кун халӑхшӑн чӑннипех те савӑнӑҫлӑ иртнӗ.

Ыхракассинче выльӑх-чӗрлӗх пусмалли цех уҫӑлнӑ. Ку — халӑхшӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ. Решит Санзяпов каланӑ тӑрӑх, унта 11 ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Эппин, 11 ҫемье укҫа ӗҫлесе илме пултарӗ.

Ҫӗнӗ Ахпӳртре те уяв иртнӗ. Унта ҫуллахи уйлӑх (лагерь) уҫӑлнӑ. Анчах вӑл — ӗнесем валли. Лагере 400 пуҫ вырнаҫма пултарать. Ӑна хута ямашкӑн 4 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ятарлӑ вырӑнта ӗне ҫинӗ чухне доярка ӑна сӑвать. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, лагерьте 18 ҫын вахта мелӗпе ӗҫлӗ.

Ҫӗнӗ Ахпӳртре ҫав кун ҫӗрулми упрамалли объекта та уҫнӑ. Ӑна усламҫӑ хӑйӗн укҫипе хута янӑ. Унта 800 тонна ҫӗрулми хума пулать. Анчах унта вентиляци тытӑмне тата электроэнергие туман-ха хальлӗхе. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл ӗҫлеме пултарӗ, республика экономикине тупӑш кӳрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvashia.rfn.ru/p/m_62621.jpg
 

Ӑслӑлӑх

Пӗтӗм тӗнчери астрономи пӗрлӗхӗ ҫӗнӗрен уҫнӑ экзопланетӑсен ячӗсен конкурсне пуҫарнӑ. Ун йышне 305 планетӑна кӗртнӗ. Теори тӗлӗшӗнчен пӑхсан, унта пурӑнма май пур. Тен, хӑш-пӗр ҫав планетӑран Ҫӗр ҫинчисене те сӑнаҫҫӗ?

Ҫав планетӑсем 260 ҫӑлтӑр тытӑмӗсенче вырнаҫнӑ. Тӗнчери астрономи клубӗсемпе организацисем, шкулти кружоксем… Пурте конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Сасӑлава NameExoWorld сайтра уҫҫӑн ирттерӗҫ. Вӑл ҫитес ҫулхи ҫулла вӗҫленӗ. Ун чухне ҫӗнтерӳҫӗ тата планетӑсен ячӗсене палӑртӗҫ.

Кирек мӗнле ят та пама юрать. Ҫапах ӑнлантармаллах. Калӑпӑр, Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакансем майя или инксен империсене халаллама пултараҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, планетӑсене мифологи ячӗсемпе ҫыхӑнтарнине ырлаҫҫӗ.

Паллах, комисси хӑшӗ-пӗри планетӑсене хӑйсен юратнӑ йыттисене халалласа ят парассинче те иккӗленмест. Планетӑсене ят парас конкурса миллионран кая мар сӗнӳ килессе кӗтеҫҫӗ. Ытлашши вӑрӑм ятсене — 13 саспаллирен нумайрах сӑмахсене — тӳрех пӑрахӑҫлӗҫ. Кирек мӗнле чӗлхепе те киревсӗр сӑмахсене те йышӑнмӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3133, 3134, 3135, 3136, 3137, 3138, 3139, 3140, 3141, 3142, [3143], 3144, 3145, 3146, 3147, 3148, 3149, 3150, 3151, 3152, 3153, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 10

1910
114
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач ҫуралнӑ.
1946
78
Волков Александр Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...