Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона Анастасия Михайловна Исаева
Анастасия Михайловна Исаева

Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катекре пурӑнакан Анастасия Михайловна Исаева паян 105 ҫул тултарнӑ. Ӑна сумлӑ юбилейпе саламлама тӑванӗсем, вырӑнти чиновниксем килнӗ, общество организацийӗн элчисем, социаллӑ служба ӗҫченӗсем килнӗ.

Хӑнасем кинемее ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх суннӑ, тав ҫырӑвӗпе чысланӑ, парнесемпе, чечексемпе савӑнтарнӑ.

Анастасия Михайловна 1909 ҫулта ултӑ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл – иккӗмӗш ача. Унӑн шӑллӗсем, йӑмӑкӗ те нумай пурӑннӑ – 98 ҫулчченех. Анастасия Михайловна ялти Михаила качча тухнӑ, пӗрле тӑватӑ ывӑлпа икӗ хӗре ӳстернӗ. Анастасия Михайловна ялта ӗҫлесе ӗҫ ветеранӗн ятне тивӗҫнӗ.

Шел те, упӑшки тата пӗр ывӑлӗ ҫӗре кӗнӗ. Упӑшки 56 ҫулта фронтри сурансене тата контузие пула ҫӗре кӗнӗ.

Анастасия Михайловна I ушкӑн сусӑрӗ, вал 15 ҫул каялла пачах курма пӑрахнӑ. Патӑрьел район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, районта тӑватӑ ҫын 100 ҫулхи юбилене уявланӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫенче тепӗр кинемей 100 ҫул тултарӗ.

 

Республикӑра Акатуйра алла-аллӑн тытӑнса тунӑ сӑнчӑр
Акатуйра алла-аллӑн тытӑнса тунӑ сӑнчӑр

Паян Сентӗрвӑрри районне ырӑ хыпар ҫитнӗ. Культура ҫурчӗн электрон почтине «ПАРИ агентствисем» Президентӗнчен, «Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекин» тӗп редакторӗнчен Алексей Свистуновран ҫыру килнӗ.

Мӗн пирки пӗлтернӗ-ха унта? Тахҫантанпах кӗтнӗ ҫырӑва культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем хумаханса та савӑнса вуланӑ. Ҫырура Сӗнтӗрвӑрри хули «Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекине» кӗнине пӗлтернӗ. Нумаях пулмасть Акатуйра, ҫӗртмен 14-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри хулинче 1679 ҫын алӑран тытӑнса вӑрӑм сӑнчӑр тунӑ. Эппин, Сӗнтӗрвӑрри – рекордсмен!

 

Республикӑра

Красноармейски районӗнче ҫуллахи лагерьсене 8 шкул ҫумӗнче йӗркеленӗ. Районта «Красноармейски районӗнчи шкул ҫумӗнчи чи лайӑх лагерь - 2014» конкурс ирттерсе чи маттуррисене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.

«Ҫуллахи педагогика» номинацире Трак шкулӗ ҫумӗнчи «Хурӑн» сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерь ҫӗнтернӗ. «Ҫуллан ҫӗнӗ тухӑҫӗсем» номинацире Карай шкулӗ ҫумӗнчи «Хӗвел» лагерь мала тухнӑ.

«Пултарулӑх асамат кӗперӗ» номинацире Упи шкулӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ «Хӗвел» лагерь чи маттурри пулнӑ. «Ӑнӑҫу лапамӗ» номинацире Еншик Чуллӑ шкулӗ ҫумӗнчи «Антошка» тата Красноармейски вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи «Хӗвел» лагерьсем ҫӗнтернӗ.

«Эпӗ – Раҫҫей гражданинӗ» номинацире Чатукасси шкулӗ ҫумӗнчи «Ҫил» лагерь мала тухнӑ. «Сывлӑх, спорт, интеллект» номинацире вара – Алманчӑ шкулӗ ҫумӗнчи «Хӗвел» тата Именкассинчи «Кулӑ» лагерьсем.

Ачасем лагерте каннӑ чухне хӑйсен пултарулӑхне аталантарнӑ. Унта тӗрлӗ мероприяти, конкурс ирттернӗ. Пӗр сӑмхапа, ачасем кӑмӑллӑ юлнӑ.

 

Чӑвашлӑх Чулхулари Акатуйра
Чулхулари Акатуйра

Чулхулара ҫӗртмен 5-мӗшӗнче пуҫласа Акатуй ирттернӗ. Ӑна унти чӑвашсен культура центрӗ тата чӑвашсен наципе культура автономийӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Вырӑнти Культура министерстви те мероприятие ырласа йышӑннӑ.

Акатуйӑн тӗп тӗллевне чӑвашсен йӑли-йӗркине сарасси, облаҫре пурӑнакан тӗрлӗ халӑхпа килӗштерсе пурӑнассине сарасси тесе палӑртнӑ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче Чулхула чӑвашӗсен культура центрӗн ертӳҫин Анатолий Ефимовӑн тӑван халӑхӑмӑрӑн культурӑри тата историлле пуянлӑхӗпе паллаштаракан кӗнекине хӑтланӑ.

Уяв ячӗпе саламлакансен хушшинче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗ Юлия Анисимова тата ыттисем пулнӑ. Вӑл Чулхулара пуҫласа Акатуй ирттернӗшӗн тав тунӑ, саламланӑ. Чӑваш халӑхӗ умӗнче тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн маларах асӑннӑ Анатолий ефимова, унӑн ҫумне Петр Яргутова тата унти чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Алина Артемьевана Чӑваш наци конгресӗн Хисеп гармотисемпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/132.html
 

УТӐ
09

Ял урам уявӗ те йӑлана кӗнӗ
 Надежда Григорьевна Иванова | 09.07.2014 00:19 |

Ял пурнӑҫӗ

Чӑваш Республикин Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырма ялӗнче урам уявӗ йӑлана кӗнӗ. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ку ялти Ленин урамӗнчи 50 ытла кил-ҫуртри ватти-вӗтти, ачи-пӑчи Матрёна Сорокина килӗ умне пухӑнчӗҫ. 2009 ҫулта пуҫланнӑ йӑла-йӗркепе Шупашкартан чӗнсе илнӗ чӑваш эстрада артисчӗсем урам, тата ял халӑхне савӑнтараҫҫӗ. Ача-пӑча хӑйне валли куҫне хупса парнесем хачӑпа касса илчӗ. Ҫамрӑксемпе вӑй питти арҫынсем кача ҫинче утса тӗлӗнтеHчӗҫ, кире пуканӗсем йӑтса, михӗпе ҫапӑҫса парнесем высяса илчӗҫ.

Ленин урамӗнче пурӑнакансем туслӑ та пӗрлӗхлӗ пурӑнни ял урамне ҫуп-ҫапран тасатни те уяв валли укҫа-тенкӗ пухни те тӗлӗнтереть.

Урам хастарӗсем - Владислав Иванов, Борис Никитин, Валерий Васильев, Ираида Васильева, Нина Гордеева, Матрена Трофимова, Иван Иванов, Михаил Зайцев тӑрӑшнипе техӗмлӗ шӳрпе, шашлӑкпа килти сӑрапа уява пынисене хӑналарӗҫ.

"Асамат" чӑваш эстрада юрӑҫисем, Валерий Дмитриевпа Светлана Печникова, урам халӑхне хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗҫ. Мӗн тӗттӗмлениччен ташлаттарчӗҫ. Кун пек уяв пур ялшӑн та тӗслӗх пулма тивӗҫ.

 

Спорт

Шупашкарта сывлӑха ҫирӗплетмелли ҫӗнӗ проект старт илет. Ута уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче «Уҫӑ сывлӑшри акробатика» пуҫланать.

Йӑлтах тӳлевсӗр. Эппин, унта кирек кам та килме пултарать. Уҫӑ сывлӑшри хусканӑва спорт аэробики енӗпе спорт мастерӗ, «Два брата» акробатика тата цирк ӳнерӗн шкулӗн тренерӗ Юрий Овчинников ертсе пырӗ. Лакрей вӑрманӗ кашни шӑмат кун ирхи 10 сехетре пурне те чӗнет.

Унччен маларах тӳпе айӗнче спорт занятийӗсене ирттерме тренерсен тата фитнес инструкторсен ушкӑнӗ сӗннӗ. Пуҫарӑва – «Уҫӑ сывлӑшри йога» проекта – Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата хула администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыко ырланӑ. Ку проект иртнӗ эрнере А.Николаев паркӗнче старт илнӗ. Ӑна кашни шӑматкун 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен ирттереҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министрествин хӑрушсӑрлӑх служби полицире ӗҫлекен икӗ ҫын сӗтев илнине тупса палӑртнӑ. Халӗ вӗсене йӗрке хуралӗнчен кӑларса янӑ.

ШӖМӗн Шупашкар хулинчи управленийӗнче ӗҫленӗ полицин участокри уполномоченнӑйӗ тата полици пайӗсен оперативлӑ дежурнӑйӗн пулӑшуҫи кӑҫалхи нарӑс тата ака уйӑхӗсенче ритуал пулӑшӑвӗ кӳрекен коммерци предприятине ҫын вилни пирки хыпарланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара

Вокзалҫум лапамра транспорта лартма чарнӑ. Унччен вӑл территорие хӑшӗсем пасар территорийӗ евӗр пулнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Унта Мускава кайма йыхравлакан автобуссем шӑкӑрттин тӑрса тухатчӗҫ. Чӑн та, тем тӗрлӗ униформа тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем кашни иртен-ҫӳрен патне тенӗ тем пулнӑ пек «ҫулӑхатчӗҫ», «Мускава илсе каятпӑр. Малти вырӑнсене билет туянма май пур» тесе халтан яратчӗҫ.

Йӗркене пӑхӑнмасӑр унта пырса ларакан автобуссене пин тенкӗрен пуҫласа пин ҫурӑ таранччен штрафлассипе хӑратаҫҫӗ. Мускава илсе каякан автобуссене Хулаҫум вокзал территорине лартма чармаҫҫӗ-ха. Автобуссен хуҫисенчен 12-шӗ асӑннӑ вокзалпа килӗшӳ тунӑ иккен. Ҫул укҫи Мускава унчченхиллех 800 тенкӗ пулмалла иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=112078
 

Республикӑра 100 ҫулхи Решида Азизова
100 ҫулхи Решида Азизова

Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑтра пурӑнакан Решида Азизована пӗр ӗмӗрхи юбилей ячӗпе ҫичӗ мӑнукӗпе мӑнукӗсен ҫичӗ ачи кӗлчечек ӳкернӗ ылтӑн ҫӗрӗ парнеленӗ.

Кинеми – Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин участникӗн мӑшӑрӗ, тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ. Мӑшӑрӗпе вӑл тӑхӑр ҫул кӑна пурӑнса юлнӑ. Икӗ ывӑл ҫуратнӑ. 1943 ҫулта унӑн упӑшки Бедертдин вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗсенчен пӗри 36-ра вилнӗ, тепри – 62-ре. Кинемей халӗ икӗ мӑнукӗпе пурӑнать.

Пӗр ӗмӗр чиккине ҫитнӗ кинемейӗн йӑмӑкӗсем те унпа пӗр ялтах пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри ҫитес ҫул 90 ҫул тултарать, тепри – 80-ра.

 

Раҫҫейре

100 тенкӗлӗх купюра ҫинче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Либерал демократсен партийӗн пайташӗ Роман Худяков порнографи сӗмӗ асӑрханӑ. Ҫак шухӑша палӑртнӑ ҫырӑва вӑл Тӗп банкӑн пуҫлӑхӗ Эльвира Набиуллина патне янӑ.

Парламентари шучӗпе хут укҫа ҫинче Мускаври Пысӑк театрӑн ҫивитти ҫинче тӑракан Аполлон «ӳчӗн интимлӑ вырӑнӗсем» сӑнланнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн кун пек купюрӑн «18+» паллӑ пулмалла. Купюра ӑслӑлӑх хаклӑхӗ те, историлле реликви те шутланмасть. Апла тӑк ун пек ӳкерчӗклӗ укҫа ҫӳрени йӗркеллӗ мар. Ҫитменнине, вун саккӑра ҫитменнисем те ку укҫана час-часах алла илеҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен депутат. Аполлон вырӑнне, сӑмахран, Севастополе кӑтартма пулать – вӑл мӗн тесен те паттӑр-хула. Стратеги тӗлӗшӗнчен те Севастополь пӗлтерӗшлӗ тесе палӑртнӑ иккен Худяков.

100 тенкӗлӗх купюрӑра порнографи сӗмӗ пуррипе ҫукки пирки тӗрлӗрен шухӑшлакансем пур. Раҫҫейӗн Медицина ӑслӑлӑхӗсен академийӗн профессорӗ Ирина Рапопорт ачасен ар воспитанине виҫӗ ҫултан пуҫламаллине палӑртнӑ май, 100 тенкӗлӗх укҫа ҫинче хӗрача Аполлон сӑнне курнинче тем хӑрушши ҫук тесе шухӑшлать иккен.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://news.mail.ru/society/18800616/
 

Страницӑсем: 1 ... 3141, 3142, 3143, 3144, 3145, 3146, 3147, 3148, 3149, 3150, [3151], 3152, 3153, 3154, 3155, 3156, 3157, 3158, 3159, 3160, 3161, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 10

1910
114
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач ҫуралнӑ.
1946
78
Волков Александр Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...