Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Чӑннипе каласан, вӗсен кӑна мар-ха, пур ҫӗрте те тасатмалла. Темиҫе теҫетке ҫул каяллӑ тунӑ тасатмалли сооруженисем вӑхӑт иртнӗҫемӗн япӑхса пыраҫҫӗ. Пӗр енчен, вӗсен оборудованийӗ паянхи кун ыйтнипе килӗшсе тӑмасть, тепӗр енчен нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпарсах пыраҫҫӗ те, сооруженисене тиевӗ те пысӑк лекет.

Тӑвайсем те тасатмалли сооруженисене иртнӗ ӗмӗртех, 1986 ҫулта, тунӑ. Талӑкра 700 кубла метр йышӑнма пултараканскере кайран пӗртте тӗплӗн юсаман. Канализаци пӑрӑхӗсен пӗтӗмӗшле сечӗ вара — 14 пине яхӑн метр. Тӑвай ялӗн хыснинче пӗлтӗр 700 пин тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ӑна вӗсем биологилле тасатмалли сооружение тума проект хатӗрлеме янӑ. Талкӑра 500 кубла метр таса мар шыв тасатаякан станци валли техника условине алла илнӗ, ӑна ӑҫта туса лартассине палӑртнӑ. Халӗ тӑвайсем республикӑн адреслӑ инвестици программине кӗме палӑртаҫҫӗ.

 

Хулара

Чӑваш наци музейӗнче кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче «Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» патриот уйӑхлӑхӗ уҫӑлнӑ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн тата Афган вӑрҫисен ветеранӗсем, Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Шупашкарти 2-мӗш, ҫавӑн пекех 19-мӗш вӑтам шкул ачисем тата 4-мӗш шкулти кадетсен класӗ хутшӑннӑ.

Уйӑхлӑха Ҫар мухтавӗн музейӗн ертӳҫи Тамара Федулова уҫнӑ. Ҫар тумӗллӗ ҫынсем Раҫҫейре яланах чыслӑ-мухтавлӑ пулнине палӑртнӑ. Унтан вӑл тӑван ҫӗршыва хӳтӗлемелли пирки аса илтернӗ. Ку вара, музейҫӑ шучӗпе, кашни ҫын хӑйӗн яваплӑхне туйнинчен тытӑнать.

Ҫапӑҫу хирӗнче пулнӑ, тӗрӗсрех, Курс патӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Владимир Никитинский Прохоровка ялӗ патӗнчи танк ҫапӑҫӑвне куҫ умне кӑлармалла каласа кӑтартнӑ. Афган вӑрҫине хутшӑннисен аса илӗвне те ачасем итленӗ. 14-мӗш шкулта вӗренекенсем патриотла сӑвӑсенчен литература монтажӗ хатӗрленӗ.

 

Хулара

Ӑҫта кирлӗ унта лартса хӑваракан машинӑсене Шупашкарта штрафстоянкине ӑсатаҫҫӗ. Хула пуҫлӑхӗсем хушнипе ирттерекен мероприяти тӗллевне урамсене юртан тасатма кансӗрлекеннисене тиесе каяҫҫӗ.

Пӗр талӑкра, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче кӑна, Шупашкрати 18 урапа штрафстоянкӑна ӑсаннӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта 239 машина лекнӗ. Автомобильсене урапасене лартма юраман вырӑнтан куҫарнине пӗлтереҫҫӗ. Водительсем хӑйсен тимӗр «урхамахӗсене» Илпек, Ленинград, Пролетари урамӗсене, Тӗп пасар патне лартса хӑварма кӑмӑллаҫҫӗ иккен.

 

Культура

Эрнекун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗршывра кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре Константин Ивановӑн иртнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Программӑна аван йӗркелени пин ҫынлӑ залрисенчен чылайӑшне килӗшрӗҫ. Ҫӑмартара та ҫӳпӗ тупакансем, тен, тиркемелли тупӗҫ те пулӗ-ха, анчах пӗлтӗр Культура ҫулталӑкне уҫнӑ чухнехинчен аванрах пулчӗ тесе хакланине темиҫе ҫынран та илтме тӳр килчӗ. Культура ҫулталӑкне уҫнине пӗлтӗр кайса курман та, калама хӗн.

Театрӑн фойинче ҫыравҫӑсен темиҫе пӗрлешӗвӗ хӑйӗн йышне кӗрекен авторсенчен хӑшӗсенчен ӗҫӗсенчен курав хатӗрленӗччӗ. Республикӑри ытти учреждени те хӑйӗн ӗҫне кӑтартакан курав йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул елки те фойере пурччӗ. Анчах ӑна теттесемпе мар, кӗнекесемпе илемлетнӗ.

Литература ҫулталӑкне уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑнчӗ. Залра ытти хӑш-пӗр тӳре-шара та пурччӗ.

Кирек епле уяври пекех официаллӑ ҫак мероприятире те чыславсем пулчӗҫ. Сӑмахран, Шупашкарти 4-мӗш лицейра вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Михайловӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Нумайӑшӗ Константин Иванова «Нарспи» поэма тӑрӑх пӗлет. Поэма чӑваш классикинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Константин Васильевич тӗрӗсмарлӑхшӑн кӗрешнӗ поэт та. Унӑн пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ ҫинчен Ҫӗн Шӑхран ялӗнче сӳтсе явнӑ.

Ялта кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Литература ҫулталӑкне тата Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа «К.Иванов чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ» пултарулӑх каҫӗ ирттернӗ.

Ял клубӗнче чӑваш поэчӗн пултарулӑхӗпе пурнӑҫне ҫутатакан стенд хатӗрленӗ. Уявра ачасем чӑваш «патши» пирки хывнӑ «Думы старого леса» халап сыпӑкӗсене, «Икӗ хӗр» хайлава вуланӑ, «Нарспи» поэмӑна итленӗ. Ҫӗншӑхрансем чӑваш классикне манмаҫҫӗ, унӑн хайлавӗсемпе ҫамрӑк ӑрӑва паллаштараҫҫӗ.

 

Культура Уявра
Уявра

Муркаш районӗнче ҫулсерен пултарулӑх конкурсӗсен конкурс фестивалӗ иртет. Кӑҫал вӑл кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 27-мӗшӗччен пулӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 70 ҫул ҫитнине, Раҫҫейре — Литература ҫулталӑкӗ, Чӑвашра — Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ.

Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Кӑшмаш ялӗнчи культура ҫуртӗнче «Чечеклен, Муркаш ен!» фестивальпе килӗшӳллӗн концерт иртнӗ. Жюри ушкӑнсен пултарулӑхне хакланӑ: хор, уйрӑм ҫынсем юрланине, ансамбль юррисене, ташӑ номерӗсене…

Жюри пайташӗсем Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем чӑннипех те мухтава тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Кашнин — хӑйӗн колоричӗ.

Ятман ялӗн ушкӑнӗ ертсе пыраканӗсемпе, солисчӗсемпе палӑрнӑ. Уйрӑмах Валентина Ивановӑна, Кронид тата Людмила Агаповсене, Лилия Грачевӑна, Максим Архипова, Виктор Сергеева, Галина Юнусовӑна, Елена Бычковӑна палӑртнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Тӗмен чӑвашӗсем кӑҫал Сурхурие, Раштава вунпиллӗкмӗш хут паллӑ тунӑ. Наци уявне паллӑ тума тӗп хулана облаҫри тӗрлӗ тӑрӑхран та килнӗ.

Чӑвашсен облаҫри «Тӑван» абсолютлӑ ассоциаци председателӗ Ираида Маслова каланӑ тӑрӑх, вӗсем хӑнасене тӑван халӑхӑн ӗмӗрхи йӑлисемпе ҫывӑхрах паллаштарма тӑрӑшнӑ.

Чӑваш фольклор ансамблӗсем культура керменӗн сцени ҫинче ӗлӗк Раштавра хӑнасене епле кӗтсе илнине, мӗнпе хӑналанине, мӗнле юрӑ юрланисене кӑртса панӑ.

Хӑнасем чӑвашсен пуян сӗтелӗнчен тӗлӗннӗ. Унта ӑшаланӑ пӑрҫа лартнӑ. Ку — пуянлӑх, лайӑх пурнӑҫ палли. Чӑвашла юрланӑ юрӑсем те тыткӑнланӑ.

Уявра хӗрсем сурӑх тытман. Анчах ҫӑм арласа кӑтартнӑ. Кунпа вӗсем хӑнасене тӗлӗнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/257.html
 

Хулара

Ыран, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Студентсен кунӗнче, Шупашкарта пилӗк мероприяти ирттерме палӑртнӑ.

Студентсем тата Татьянӑсем Чӑваш наци музейне, Чапаев музейне тата хулари ытти музея ҫитсе курма пултарӗҫ. Студент пулнине ӗнентерекен билет пулсан ҫамрӑксем экспозиципе тата уйрӑм куравпа паллашма пултарӗҫ.

Кунсӑр пуҫне мӗн пур студент паркри кирек мӗнле аттракционпа ярӑнма та пултарать. «Ҫӗнӗ ӑру» каток ҫинче пӑр ҫинчех ташӑ каҫӗ ирттерӗҫ. Эрешлесе ярӑнассипе ӑсталӑх класӗсем, конкурссем иртӗҫ.

Татьянӑсен кунӗнче Шупашкарти катоксем,спорт залӗсем, бассейнсем, йӗлтӗр йӗрӗсем студентсемшӗн тӳлевсӗр пулӗҫ. Студент билечӗ ҫеҫ кӑтартмалла.

Ҫавӑн пекех студентсем театрсене йӳнӗрех хакпа кӗме пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/75385
 

Ҫул-йӗр

Тата тӗрӗсрех калас тӑк, пӗремӗкпе те мар-ха, канихветпе. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫуран ҫӳрекенсене пылакпа астарма шут тытнӑ. Канихвечӗ ахальли мар — «Хаваслӑ ҫуран ҫӳрекен» ятлӑскер. Ун хучӗ ҫине ҫул-йӗр правилине аса илтерекен тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑ ҫырса хунӑ. Пылак ҫимӗҫе вырӑнти кондитер предприятийӗсенчен пӗринче кӑлараҫҫӗ.

Ӑна инспекторсем ҫуран ҫӳрекенсене кӑна мар, водительсене те валеҫсе панӑ. Сӑмах май вӗсем ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмаллине те аса илтернӗ, шоферсене — ҫуран ҫӳрекенсене ирттерсе ямаллине.

Тимлӗх, чӑн та, кирлех. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫынсем ҫине машинӑсем республикӑра 65 хутчен пырса кӗнӗ. Вӑрмар, Улатӑр районӗнче пӗрер ҫын, Шупашкарта иккӗн вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.gibdd.ru/r/21/news/1353111/
 

Экономика

Панкрута кӗрсе ӳкнӗ Чӑваш Енри предприятисем РФ Пенси фончӗ умӗнче темиҫешер миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Ку укҫа виҫи 223 мллион тенкех ҫитнӗ. Кунта пени те кӗрет, тӗп парӑм та. Юлашкинчен асӑнни 140 миллион тенкӗрен иртнӗ.

Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне панкрутри предприятисемпе уйрӑм усламҫӑсен хисепӗ 320-е ҫитсе кайнӑ. РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри Уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пенси страхованийӗпе Атӑлҫи пир-авӑр компанийӗ, Етӗрнери тимӗр япаласен савучӗ, «Чӑваш Енӗн авиалинийӗсем» акционерсен обществи, Муркаш районӗнчи «Ударник» федерацин унитарлӑ предприятийӗ, Шупашкарти «Электровӑй» электрооборудовани савучӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ремсервис» муниципалитет предприятийӗ, Канаш районӗнчи «Керамика» тулли мар явпалӑ общество уйрӑмах пысӑк парӑмлӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3110, 3111, 3112, 3113, 3114, 3115, 3116, 3117, 3118, 3119, [3120], 3121, 3122, 3123, 3124, 3125, 3126, 3127, 3128, 3129, 3130, ... 3885
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 01

1892
133
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
113
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
31
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...