Республикӑра
![]() Тӗнчипе тенӗ пекех кризис хуҫаланать, Раҫҫейре апат-ҫимӗҫ хакӗ тӑрук ӳсрӗ… Ҫакна пула чылайӑшне йывӑр килет. Кризис ача пахчисене те пырса тивет пулмалла. Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа экономика канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ача пахчисенчи апатлану 10-15 процент ӳсессине пӗлтернӗ. Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, хальхи хаксене пула ача пахчинчи апатлану 30 процент хӑпарнӑ. Шупашкарта ҫимӗҫсемпе тивӗҫтерекенсемпе та канашлу иртнӗ-мӗн. Унта ача пахчисенчи рациона грамм тӗлӗшӗнчен касма, ҫакна витаминсенче сыхласа хӑварма йышӑннӑ. Михаил Игнатьев ача апатланӑвӗн калориллӗхне сыхласа хӑварма хушнӑ. Ҫакна апат пахалӑхне чакармасӑр епле тума пулать? КПРФ фракцийӗн Чӑвашри уйрӑмӗн ертӳҫишӗн ку — ӑнланманлӑх. Вӑл ҫак ыйту тӗлӗшпе Алексей Ладыков ашшӗ-амӑшӗпе канашласса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енре Ҫамрӑк суйлавҫӑ кунне ирттермелле. Ҫамрӑксен суйлав комиссийӗсемпе пӗрле территорири суйлав комиссийӗсем ҫав ятпа ятарлӑ мероприятисем йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче суйлав йӗрки, епле сасӑламалли пирки ӑнлантарӗҫ. Суйлав комиссийсӗем ҫапах та пӗр кунпах ҫыралхасшӑн мар — нарӑс тӑршшӗпех ӑнлантару ӗҫӗпе аппаланӗҫ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, акӑ, суйлав правипе паллаштаракан курав йӗркелеме палӑртнӑ, «Паян — шкул ачи, ыран — суйлавҫӑ» класс сехечӗ те йӗркелӗҫ. Сочиненисен «Депутата эпӗ хушни» тата ӳкерчӗкӗсен «Суйлав — ачасен куҫӗпе» конкурссене те унта плана кӗртнӗ. Куславккари территорири суйлав комиссийӗ вӗренӳ учрежденийӗсемпе право пӗлӗвӗн урокӗсене, класс сехечӗсене, викторинӑсем йӗркелетӗ Суйлав комиссийӗсен пайташӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекенсем те ҫамрӑксемпе тӗлпулма палӑртаҫҫӗ. Ытти район та ку мероприятирен юлмӗ паллах. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче студентсем валли йӗркеленӗ право сехетне хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Литература ҫулталӑкӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем шкул ачисем валли вырӑсла тата чӑвашла поэзи программисем хатӗрленӗ. Кун пирки театрӑн литература пайӗн пуҫлӑхӗ Раиса Полякова пӗлтерет. «Поэзия — музыка слов» вырӑсла программӑра Анна Ахматован «Реквием» поэми тӗп вырӑнта тӑрать иккен, унсӑр пуҫне Михаил Лермонтовӑн, Михаил Зощенкӑн тата ытти авторӑн сӑввисемпе калавӗсем-мӗн. «Поэзи — Пурнӑҫ кӗвви» чӑвашла программӑра Любовь Мартьянова, Раиса Сарпи, Светлана Асамат тата Петӗр Эйзин хайлавӗсем янӑрӗҫ. Ял-хулари шкулсенче ачасен пушӑ вӑхӑтне йӗркелекенсене маларах шӑнкравласа заказ пама сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нумаях пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин федерацин субъекчӗсен, регионсенчи саккун кӑларакан органсен ертӳҫисемпе, пысӑк хуласен мэрӗсемпе тӗлпулнӑ. Унта «Хальхи вӑхӑтри экономика тата политика кун йӗркине, регионсенчи лайӑх практикӑсене» пӑхса тухнӑ. Чӑваш Енрен унта Михаил Игнатьев Элтепер, Патшалӑх Канашӑн ертӳҫи Юрий Попов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ. Раҫҫей Президенчӗ тӗп вырӑнта — ҫынсем тесе каланӑ. Влаҫ ҫыннисен шӑпах пирӑншӑн, ҫынсемшӑн, ӑҫлемелле. Вӑл халӑхпа час-час тӗлпулмаллине те асӑнса хаварнӑ. Унтан Путин йывӑрлӑха парӑнмасӑр пӗр шухӑшлӑн ӗҫлекенсене пулӑшас тӑллевлине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Анчах канма мар. Сӑмах кунта налук каникулӗ пирки пырать. Кун ҫинчен ҫӗршывӑн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви пӗлтернӗ иккен. Шухӑшланине пурнӑҫа кӗртсен промышленноҫ предприятийӗсене тупӑшран илекен налукпа ҫӑмӑллӑх кӗрӗҫ. Асӑннӑ налука вӗсем халӗ 20 процент тӳлеҫҫӗ, ҫав шутран 18 проценчӗ регионсен хыснине юлать, ытти федерацине куҫать. Ку налука федераци хыснине пачах тӳлеттерме пӑрахасшӑн, регионсене каяканнин ставкине 5 процент чакарасшӑн. РФ Промышленноҫ министерстви налук каникулне 10 ҫул таранах парасшӑн. Страховой взнос тӳлессипе — 6 ҫул. Налук ҫӑмӑллӑхӗ панине пула федераци хысни 10 ҫулта 159 миллиард тенкӗ ҫухатӗ, анчах ҫӑмӑллӑхсене кура ҫӗнӗ предприятийсем уҫӑлнине кура 2,2 триллион тенкӗ тухӑҫ курӗ. Сӑмах май, ҫӑмӑллӑха пули-пулми сапаласшӑн мар. Вӑл чӗр тавар мар бизнеса тата инвесторсене пырса тивет. Укҫа хывакансене каласан, вӗсен ҫулталӑкне 20 миллион тенкӗрен кая мар, виҫӗ ҫулта 50 миллион тенкӗрен кая мар, пилӗк ҫулта 200 миллионран кая мар укҫа хывнине пӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Подмосковные вечера» юрра пирӗн ҫӗршывӑн визит картти тесе хаклаҫҫӗ. Пуҫласа ӑна 1957 ҫулта Ҫамрӑксемпе студентсен VI пӗтӗм тӗнчери фестивалӗнче шӑрантарнӑ. «Вечерняя Москва» хаҫат нумаях пулмасть ҫав юрра 34 чӗлхе ҫине куҫарнисене пухса кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна редакци нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова парнеленӗ. Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗнче кӗнекене лайӑх тишкернӗ те, паллӑ юррӑн чӑвашла варианчӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханса ӳкнӗ. Халиччен, тен, такам куҫарнӑ та пуль тесе ӑна шырама тытӑннӑ. Анчах усси пулман — тупӑнман. Вара Леонид Волков Юрий Сементер поэта чӑвашла куҫарма ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫлемен. Чӑвашла куҫарнӑ юрра Леонид Волков нумаях пулмасть «Вечерняя Москва» хаҫатӑн тӗп редакторне Александр Куприянова парнеленӗ. Лешӗ ӑна хӑйӗн пӳлӗмӗнче рамкӑра ҫакса хума пулнӑ. «Подмосковные вечера» юрӑ пуххине тепре кӑларнӑ чух чӑвашла куҫарнине те кӗртме шантарнӑ. Чӑвашла куҫарнӑ варианта Мускаври чӑвашсем нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Константин Иванова халалласа ирттерме палӑртнӑ уяв каҫӗнче янӑратӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Мария Ивановна хӑнасемпе Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Мария Иванова кӑҫал нарӑсӑн 1-мӗшӗнче… 104 ҫул тултарнӑ. Мария Ивановна хӑйне лайӑхах туять, хӑйӗн пурнӑҫне йӑлтах ас тӑвать, ҫынсемпе хаваспах хутшӑнать. Мария Ивановна — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ. 104 ҫулти кинемей Энӗшкасси ялӗнче пурӑнать. Вӑл кунтах ҫуралса ӳснӗ, ҫак ял каччипе ҫемье ҫавӑрнӑ. Мария Ивановна пурнӑҫ тӑршшӗпех Шуртавӑшри шкулта техслужащире ӗҫленӗ. Вӑл патшалӑх наградисене сахал мар тивӗҫнӗ. Мария Ивановна упӑшкипе пӗрле 10 ача ҫуратнӑ, 9-шне ӳстернӗ. Халӗ унӑн 12 мӑнук, вӗсен 18 мӑнукӗ. Вӑл вӗсемпе савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Упири пӗтемӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта литература ҫулталӑкӗ уҫӑлчӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэтне К.В. Иванова халалласа ирттерчӗҫ. Ертсе пыраканӗсем Аня Никифоровӑпа Юля Фомина пулчӗҫ. Пухӑннисем умӗнче «Нарспи — чӑваш литературин палӑкӗ» поэзи каҫӗ кӑтартрӗҫ, вӑл куракансен кӑмӑлне кайрӗ. Ҫак уявра К.В.Иванов пултарулӑхӗн пурнӑҫне, «Нарспи» поэмӑна туллин уҫса пачӗҫ. Сетнерпе Нарспи рольне 11-мӗш класра вӗренекен Аня Васильевӑпа Дима Якимов вылярӗҫ. Тӑхтаман рольне 10-мӗш класра вӗренекен Дима Архипов калӑпларӗ. Михетерпе карчӑкки рольне 8-мӗш класра вӗренекен Коля Васильевпа Лиана Николаева вылярӗҫ. Хӗр ҫумсемпе туй арӑмӗсен ташши-юрри те куракансене савӑнтарчӗ. Каласа хӑварас пулать, ҫак уява сцена ҫине чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Васильева Вера Вениаминовна тата Петрова Светлана Валерьяновна хатӗрлесе кӑларчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски районӗнчи Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.В.Степанов ҫак кунсенче ял тӑрӑхӗнчи ялсене ҫитсе 2014 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче вӑл Тусай ял халӑхӗ умӗнче отчетпа тухса калаҫрӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Авӑн уйӑхӗнче иртекен суйлав пирки те ӑнлантарса пачӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ял канашне суйланнӑ депутатсенчен суйлани пирки каларӗ. Ял халӑхӗ Степанова 2015 ҫулта Тусай ял уявне ирттерме сӗнчӗ. Унсӑр пуҫне вӑрҫӑра ҫапӑҫса пуҫне хунӑ паттӑрсене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнчи картана ҫӗнетме ыйтрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Красноармейски районӗнче кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Константин Ивановӑн ҫулталӑкӗ Красноармейскинчи Культура ҫурчӗнче те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Фойере Константин Иванова халалланӑ кӗнекесенчен тата вырӑнти авторсен кӗнекисен куравне йӗркеленӗччӗ. Кунтах ал ӑстисен кружокне ҫӳрекенсен ӗҫӗсене курма пулатччӗ — «Пӳрнеске» тата «Рукодельница» кружокҫӑсем Жанна Михайлова ертсе пынипе чӑн та илемлӗ пуканесем ӑсталанӑ. Уява райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Григорьев, райадминистрацин социаллӑ пай енӗпе ӗҫлекен Алексей Васильев хутшӑнчӗҫ. Ҫак районта ҫуралса ӳснӗ паллӑ чӑваш ҫыравҫисем те уява килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Чӑваш халӑх писателӗ Юрий Сементер сӑвӑҫ, Раҫҫей тата Чӑваш писателӗсен союз пайташӗсем Галина Васильевӑпа (Ордем Гали) Осип Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ), Николай Ершов поэт, вӑрҫӑ ветеранӗ, темиҫе кӗнеке авторӗ, Красноармейски районӑн Хисеплӗ гражданинӗ Михаил Прохоров тата ытти ҫыравҫӑсем. Хӑнасем пухӑннисем умӗнче литературӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |