Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика

Раҫҫейре «Марка» АУ «Тӑван ҫӗшывра утса кӑларнӑ строительство техники» маркӑсен серине кӑларнӑ. Унта Шупашкарти «Промтрактор» туса кӑларакан ЧЕТРА ПК12 погрузчике те сӑнланӑ.

Палӑртмалла: ЧЕТРА ПК12 погрузчик Раҫҫейре кустӑрмаллӑ погрузчиксен йышӗнче чи вӑйли шутланать.

Сӑмах май, «Промтрактор» продукцийӗ унччен те почта маркисем ҫине лекнӗ. 2021 ҫулхи кӗркунне ЧЕТРА Т40 бульдозера сӑнланӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
"Про Город" хаҫат архивӗнчи сӑн
"Про Город" хаҫат архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енре Кӗтне юханшывӗнче пулӑ вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Редакцие Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ҫывӑхӗнче ӳкернӗ сӑнсене те ярса панӑ.

Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑсем темиҫе ҫул каялла вилнӗ, вӗсем шыв ҫийне тухнӑ. Ҫыран хӗрринче те пулӑ нумай выртать.

Хырай Ӗнел ҫывӑхӗнче кӑна мар кун пек лару-тӑру-мӗн. Кӗтне тӑршшӗпех пулӑсем вилнӗ. Росприроднадзор, Рыбнадзор, Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем шыва тӗпчеме илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88047
 

Республикӑра
Вконтакте сайтри сӑн
Вконтакте сайтри сӑн

Куславккари 2-мӗш шкулӑн вӗренекене укҫа тӳлесе татмалла. Ку прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ.

Ача сусӑр пулнӑран килте вӗренет. Анчах шкул ӑна апатлану компенсацине тӳлемен.

Тӗрӗслев хыҫҫӑн прокуратура шкула ачан саккунлӑ представительне 7 пин те 140 тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ. Ку - 2022-2023 вӗренӳ ҫулӗшӗн.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 23-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр мотоцикл ҫинчен ӳксе юлнӑ. Вӑл водитель хыҫӗнче ларса пынӑ.

Хӗр 15 сехетре ӳксе юлнӑ. Мотоциклист вара вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Хӗр патне тӳрех Росгварди ӗҫченӗсем, иртсе пыракан ҫынсем пулӑшма пынӑ.

Мотоцикл водительне ҫывӑхри ҫурт картишӗнче тытса чарнӑ. Хӗре вара пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88044
 

Республикӑра
chwom.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chwom.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер пирӗн республикӑра «Я – женщина» (чӑв. Эпӗ — хӗрарӑм) конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекен 614 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхне темиҫе номинацире хакланӑ.

«Общество интересӗшӗн» (Журналистика, патшалӑх тата муниципалитет служби) номинацире Шупашкарти Оксана Замятина Гран-прие тивӗҫнӗ, вӗрентӳпе ӑслӑлӑх енӗпе — Улатӑрти Юлия Давыдова, право хуралӗ тата ҫар служби енӗпе — Шупашкарти Инга Вазикова, ҫамрӑксен политики енӗпе — Шупашкарти Мария Васильева, культура енӗпе — Шупашкарти Светлана Григорьева, сывлӑх сыхлавӗ енӗпе — Шупашкарти Оксана Рындина; промышленность, строительство, транспорт, суту-илӳ, йӑла-йӗрке, банк тытӑмӗ енӗпе — Шупашкарти Вера Степанова, предпринимательство енӗпе — Шупашкарти Елена Кривокижа, ял хуҫалӑхӗ тата ҫутҫанталӑк енӗпе — Тӑвай районӗнчи Надежда Фёдорова; килте ларакан хӗрарӑмсем, нумай ачаллӑ амӑшӗсем, пенсионерсем хушшинче — Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Димитриева.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта финанс пӗлӗвӗпе паллаштаракан троллейбус ҫула тухнӑ. Вӑл 21-мӗш маршрутпа ҫӳрет. Ӑна палласа илме йывӑр мар - ун ҫине "Финанссемпе туслаш" тата "Финанс пӗлӗвӗн нимеҫи пул" тесе ҫырнӑ.

Салонра нимеҫӗсем пур. Вӗсем финас организацийӗсен консультанчӗсем тата ӗҫченӗсем. Вӗсем пассажирсене буклетсем валеҫеҫҫӗ. Кирлӗ пулсан канаш та параҫҫӗ. Палӑртмалла: Раҫҫейре кунашкалли ниҫта та ҫук.

Сӑмах май, кӗҫех республика ҫӗнӗ троллейбуссем туянӗ. Вӗсенче финанс пӗлӗвӗ пирки информаци кӑтартӗҫ.

 

Экономика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта "Звениговский" тулли мар яваплӑ обществӑн предприятийӗ уҫӑлнӑ. Унта 120 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ.

Предприятире аш-какай тирпейлемелли, ҫурмафабрикатсем тумалли, кондитер тата ҫӑкӑр-булка пӗҫермелли цехсем пур.

Хальлӗхе пӗр талӑкра 40 тонна продукци туса кӑлараҫҫӗ. Малашне ку виҫене 100 тонна таран ҫитересшӗн.

 

Культура

Паян, Республика кунӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ тӳлевсӗр концерт кӑтартӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ, апла пулсан унта ҫитсе курма васкамалла.

Театр артисчӗсем уҫа балкон ҫинче концерт лартса парӗҫ. Куракансем балкон ҫинчи ҫемҫе пукансем ҫине ларса пӑхайӗҫ.

Уяв концертӗнче халӑх юррисем янӑрӗҫ. Унсӑр пуҫне «Шупашкар», «На краю земли», «Вӑйӑра» тата ытти юрӑ янӑрӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/mchs_chuvashia каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/mchs_chuvashia каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи Лапсарта вырнаҫнӑ «Юрма» агрофирмӑра ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пушар тухнӑ.

Пушар сӳнтерекенсем патне усал хыпара 22 сехет те 16 минутра ҫитернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна пырса ҫитнӗ вӑхӑтра тимӗр ангар ҫуннӑ. Вӑл кайӑк-кӗшӗк ӗрчетмелли цех пулнӑ, анчах хальхи вӑхӑтра унпа усӑ курман, вӑл пушах пулнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар 400 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Вут-ҫулӑма сӳнтерме 10 техника тата 30 ҫӑлавҫа хутшӑннӑ. 23 сехет те 15 минутра пушара лӑплантарнӑ, уҫҫӑн ҫуннине 23 сехет те 48 минутра сӳнтерсе пӗтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/3574
 

Республикӑра
chgtrk.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
chgtrk.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Республика кунӗпе саламланӑ.

«Тӑван Чӑваш Ен – наци йӑли-йӗркипе мӑн асаттемӗрсен ӑс-хакӑл еткерлӗхӗ типтерлӗн сыхланса упранакан, расна тӗне ӗненекен тӗрлӗ халӑх ҫыннисем туслӑн та килӗштерсе пурӑнакан ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ», — тенӗ Олег Николаев саламра.

«Эпир пурте республикӑн хальхи пурнӑҫӗпе унӑн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшатпӑр, кашнин пултарулӑхнех туллин уҫса пама пулӑшакан лайӑх майсем йӗркелетпӗр, экономикӑпа промышленноҫ вӑй-хӑвачӗн, ял хуҫалӑхӗн ӳсӗмне тивӗҫтеретпӗр, социаллӑ сферӑна аталантаратпӑр.

Пирӗн мухтанмаллисем пур, вӗсенче – кашнийӗн тӳпи – республикӑн хаклӑ ҫыннисем!» — тесе палӑртнӑ Элтепер.

 

Страницӑсем: 1 ... 364, 365, 366, 367, 368, 369, 370, 371, 372, 373, [374], 375, 376, 377, 378, 379, 380, 381, 382, 383, 384, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 08

1873
151
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ.
1915
109
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
76
Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1959
65
Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...