Культура
![]() bangkokbook.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсенче Кироври Афанасьев ячӗллӗ пукане театрӗ Шупашкара гастроле килӗ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ушкӑнӗ хулари икӗ лапамра спектакльсем кӑтартӗ: Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫинче тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче. Пӗрремӗшӗнче «Кентервильское приведение» постановкӑна кӑтартӗҫ, иккӗмӗшӗнче вара – «Гоголь. Спб», «Крошка Енот» спектакльсене. Ҫакнашкал гастроль ют хуласенчи театрсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркелеме пулӑшнине палӑртнӑ Культура министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Пушар 19 сехет те 50 минутра 1-мӗш хутри пӳлӗмре алхасма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унта пулнӑ арҫын, 1972 ҫулта ҫуралнӑскер, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Вӑл кресло ҫинче ларнӑ. Пируса пула кресло ҫунма тытӑннӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем урама илсе тухнӑ, тухтӑрсен аллине панӑ. Пушара 10 минутра сӳнтернӗ. Ҫак ҫуртра пурӑнакансене эвакуацилеме тивмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() mcx.gov.ru сайтри сӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗнче «Чурачӑк» хуҫалӑхра пӑрусене усрамалли ферма хута янӑ. Икӗ лапама 9 уйӑхра хута янӑ. Ӗҫе пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче тума пуҫланӑ та кӑҫал авӑн уйӑхӗнче вӗҫленӗ. Фермӑна 750 пуҫ вырнаҫтать. Унта пӑрусене кӗртнӗ ӗнтӗ. Палӑртмалла: вӗсене хуҫалӑх хӑй ӗрчетет. Вӗсем ӳстернӗ ӑратсем пирки регион тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ. «Чурачӑк» хуҫалӑх унччен патшалӑх пулӑшӑвӗпе пӗрре те усӑ курман, йӑлтах хӑйӗн вӑйӗпе ҫӗкленӗ. Хальхинче вара инвестици проектне хутшӑнма шутланӑ. Ҫӗнӗ лапамсене тума 160 миллиона яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ. Хуҫалӑх 600 пуҫ вырнаҫакан пӑру фермине кӑҫалах тума пуҫласшӑн, ӗҫе ҫитес ҫул вӗҫлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сочи хулинче футболпа иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура Чӑваш Енри спортсмен вилнӗ. Кун пирки «Вечерняя Казань» тата «Контактра» халӑх тетелӗнчи футбол ушкӑнӗсенче пӗлтереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 31 ҫулти Алексей Лесинӑн виллине тинӗс хӗрринче тупнӑ. Вӑл унта футбол турнирне килнӗ. Алексей «Делин» команда йышӗнче вылянӑ. Мини-футболра вӑл командӑсен лидерӗ пулнӑ. Халӗ следстви ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов хӑйӗн ирекӗпе ӗҫрен кайнӑ. Ӗнер округри депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта отставка ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Андрей Тихонов Вӑрнар тӑрӑхне 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха унӑн ҫумӗ, территорисене хӑтлӑх кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени ертӳҫи Сергей Петров пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ezavi.ru сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне Калина ят хунӑ. Ку - питӗ сайра тӗл пулакан ят. Ҫак ят славян тата грек чӗлхисенчен пулса кайнӑ. Грек чӗлхинчен куҫарсан вӑл «тӗп ҫӗнтерӳҫӗ, лайӑххи» тенине пӗлтерет. Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кунашкал ята пӗрремӗш хут регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑх художникӗ Станислав Михайлов (Юхтар) хӑйӗн ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне парнелеме йышӑннӑ. Учреждение вӑл хӑйӗн 100 картинине парнеленӗ. Ҫав шутра — живопись тата графика. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов ӑстана музей коллекцине пуянлатма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ май вӑл художник ӗҫӗсем чӑваш халӑхӗн культурине упраса хӑварассинче пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ. Музея парнеленӗ ӗҫсемпе куравсем йӗркеленӗ чух усӑ курӗҫ. Хӑш-пӗр ӗҫ Раҫҫейӗн музей фондӗнче упранӗ, вӗсемпе госкаталог.рф сайтра паллашма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ене Элтеперӗ Олег Николаев Китая каясси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Унта «Атӑл-Янцзы» форматпа регионсен хушшинчи канаш ларӑвӗ иртӗ. Олег Николаев хӑйӗн делегацийӗпе Цзянси провинцири Нанчан хулине ҫитсе килме палӑртнӑ. «Атӑл-Янцзы» форматпа канаш чӳк уйӑхӗн 6-9-мӗшӗсенче иртет. Паян Олег Алексеевич Китайра ӗнтӗ. Унӑн делегацийӗ Наньчан хулин историйӗпе паллашнӑ, VR-оборудовани туса кӑларакан савута ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Чебмедиа" архивӗнчи сӑн Чӳк уйахӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫывӑхӗнче, «Бысто-деньги» текен офиса ҫаратнӑ. Унта микрозаймсем параҫҫӗ. Темӗнле арҫын таксирен аннӑ та офиса вирхӗнсе кӗнӗ. Хайхискер хачӑпа хӑратса унти укҫана йӑтса тухса тарнӑ. Ҫав таксиех ларса вӗҫтернӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Граждан тата Эльмен урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте пулса иртнӗ. «Руль умӗнче» форумра инкек самантне ӳкерсе илнӗ видео тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑрӑ тӗслӗ кроссовер пӑрӑнма тӑнӑ, хура седан «Байконур» микрорайон еннелле пӑрӑннӑ. Васкавлӑ пулӑшу машини сиренӑпа тата ятарлӑ ҫутӑпа тӳрӗ ҫулпа пынӑ. Ҫавӑн чухне машинӑсем инкеке лекнӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |