«Шӑхасан – Нурӑс» ҫула юсама пуҫлани пирки Пӗрремӗш канал кӑтартнӑ. Анчах репортажра ку ӗҫе лайӑх енчен хакламан.
«12 ҫухрӑм ҫула авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ юсама пуҫланӑ – подрядчике чылай вӑхӑт тупайман. Халӗ ҫул-йӗр ӗҫченӗсем хӑҫан асфальт хума пуҫлассине калаймаҫҫӗ», - тенӗ репортажра. «Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе тума пулать. Анчах эпир куратпӑр: техника тата ҫын сахал», - Халӑх фрончӗн Чӑваш Енри элчи Илья Васильев федераци телеканалӗн эфирӗнче ҫапла каланӑ.
Халӗ ку ҫулпа машинӑсене ҫӳреме чарнӑ. Анчах маларах кун пирки ЧР Транспорт министерстви те, Чӑвашупрдор та пӗлтермен – пӗр кун ҫак ҫулпа пынӑ водительсем чару палли патӗнче пырса чарӑннӑ. Ҫапах машинӑсем ҫакна пӑхмасарах ҫулпа ҫӳреҫҫӗ-мӗн.
Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенче ҫул-йӗр юсанине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе пахаланӑ. Тӗрӗслеве ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин тата «Чӑвашупрдор» хысна предприятийӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Вӗсем Шупашкар районӗнче «Кӳкеҫ - Иккасси - Колешша», Вӑрнар районӗнче «Шӑхасан - Нурӑс» ҫулсене епле юсанине хакланӑ. Ик ҫӗрте те «ВолгаДорСтрой» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет. Шупашкар районӗнчи объекта ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче юсама тытӑннӑ. Контракт хакӗ — 136,6 млн тенкӗ. Ӗҫе чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Вӑрнар районӗнчи юсав хакӗ — 323,5 млн тенкӗ. Ҫула ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче юсама пуҫланӑ та чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче вӗҫлемелле. Палӑртнине подряд организацийӗ вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ.
«Нурӑс – Елчӗк – Патӑрьел» ҫул водительсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ: вӑл арканнӑ, паллӑсем ҫителӗклӗ мар. Шӑтӑк-путӑк тӑршшӗ 2,65 метра ҫитнӗ, сарлакӑшӗ – 1,9 метра, тарӑнӑшӗ – 15 сантиметра. Пӗтӗмпе 24 пин тӑваткал метр ҫул сиенленнӗ.
Ҫак ҫитменлӗхсене прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче шута илнӗ те суда ярса панӑ. Суд Чӑвашупрдора ҫула юсаттарма йышӑннӑ.
Пӗр водитель «За рулем» порталӑн «Контактра» ушкӑнӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, япӑх ҫул 8 ҫухрӑма яхӑн, унта сехетре 20 ҫухрӑм хӑвӑтлӑхпа ҫеҫ кайма тивет.
Чӑваш Енри паллӑ художниксем: Юрий Ювенальев тата унӑн ывӑлӗ Сергей (вӑл та ашшӗн ҫулне суйланӑ, художник-дизайнер) — археологи комплексӗ уҫма ӗмӗтленеҫҫӗ. Ӑна вӗсем Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗ патӗнчи территорире йӗркелесшӗн.
Археологи комплексне икӗ пайран тӑвасшӑн: X-XII ӗмӗрсенчи хаклӑ археологи объекчӗсене тӗпе хурса тата ҫулӑн тепӗр енче вара авалхи вырӑнта тупнӑ евӗр объектсем пулӗҫ. Ҫав шутра — «шурӑ» тата «хура» мунча. Вӗсене Ювенальсем вутӑпа хутмалла тӑвасшӑн. Унтах хӑна ҫурчӗсем, музей, администраци офисӗсем, инженери инфраструктури, хуҫалӑх блокӗ пулӗ.
Тикеш ялӗнчен хӗвеланӑҫнерех вырнаҫнӑ тӗлте тума палӑртакан комплекс «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче вырнаҫнӑ.
Проекта ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн ларӑвӗнче тишкермелле.
Паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 45 минутра Пӑрачкав районӗнче автобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Мускавран Чӗмпӗре кайма тухнӑ «Сетра» транспорт Мочкас ялӗнче кювета чӑмнӑ.
Салонра ҫав вӑхӑтра 20 пассажир пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 5 ҫын суранланнӑ, вӗсене вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус водителӗ руле итлеттереймен. Халӗ Пӑрачкав районӗнчи полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчен Шупашкара кайма тухнӑ маршрутка та ҫаврӑнса ӳкнӗччӗ. Юрать, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен пӗри ҫеҫ кайран тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнче амӑшӗпе хӗрне машина ҫапса кайнӑ. Вӗсем ҫавӑнтах вилнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ҫав кун 18 сехет те 20 минутра автобус Канаш районӗнчи Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнчи чарӑнуран иртсе ҫул хӗресленекен вырӑнта чарӑннӑ. Салонран 48 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн 16-ри хӗрӗ тухнӑ та автобус хыҫнелле кайнӑ, айккинелле пӑхмасӑрах ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра Шӑхасантан Нурӑс еннелле «Лада Веста» пынӑ. Водитель ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ хӗрарӑмпа хӗр ҫине пырса кӗнӗ. Вӗсем йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.
Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче Красноармейски районӗнчи 24-ри каччӑ ларнӑ. Вӑл авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулман. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Нурӑс салинчен Шупашкара кайма тухнӑ микроавтобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 10 ҫынна яхӑн пулнӑ. Юрать, никам та вилмен.
«Луидор» автобус «Шупашкар-Сурское» автоҫулӑн 52 ҫухрӑмӗнче 10 сехет те 40 минутра ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель руле итлеттереймен. Салонри пассажирсем вӑйлах аманман. Каштахран пӗр ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 53 ҫулти арҫын ларнӑ, авари вӑхӑтӗнче вӑл ӳсӗр пулман.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехетре «Вӑрнар – Нурӑс» ҫул ҫинче хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ ҫул хӗрринче тӑнӑ, машинӑсем ҫӳрекен вырӑна тухман.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» водителӗ малтан транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ, кайран ҫул хӗрринче тӑракан хӗрачана ҫапса кайнӑ.
Хӗрача 14 ҫулта кӑна, 8-мӗш класра вӗренет. Вӑл самаях суранланнӑ: унӑн шӑмми хуҫӑлнӑ, ытти суран та пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Руль умӗнче вара 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче 14 сехетре чӑваш халӑх поэчӗ Александр Галкин (1928–2002) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ.
Александр Галкин 1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри педучилищӗре, унтан И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Александр Галкин Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленӗ, «Капкӑн» сатира журналӗнче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
1953 ҫулта вӑл ытти ҫамрӑк авторпа тутар ҫыравҫин Кави Наджмин «Весенние ветры» романне чӑвашла куҫарнӑ.
А. Галкин — лирика юррисен авторӗ те. Ҫапах та вӑл сатирӑпа юмор жанрӗнче уйрӑмах маттур пулнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑxӗн 2-мӗшӗнче, каҫхи вунӑ сехетре Вӑрнар районӗнчи Нурӑса 70 ытла ҫамрӑк ҫапӑҫма пухӑннӑ. Хайхискерсем унта ҫӑмӑл машинисемпех пынӑ.
Дежурствӑри полици ӗҫченӗсем Нурӑсра пулнӑ май питӗ нумай автомашина ларнине тата ҫамрӑксем йышлӑн кӗпӗрленнине асӑрханӑ. Хайхискерсем ҫапӑҫма пухӑннине пакунлисем ҫийӗнчех ӑнланнӑ та пурне те — 72 ҫынна — вырӑнти полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Вӗceм — 18-30 ҫулсенчи ҫамрӑксем.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑpӑx, яшсем мӗншӗн пуҫтарӑнни те паллӑ. Вӑрнар районӗнчи пӗр ялти клубра икӗ каччӑ урлӑ пулнӑ иккен. Шӑпах ҫавна пула ҫамрӑксем пухӑнса кам вӑйлӑраххине палӑртма шухӑшланӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ҫамрӑксене административлӑ майпа явап тыттарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |