Чӑваш Енри полицейскисем эвакуатора чарнӑ та – унта вара вӑрланӑ машинӑсем. Вӗсене ют ҫӗршыва пирӗн республика урлӑ илсе кайма тухнӑ иккен.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, машинӑсене Мускавра вӑрланӑ. Унччен маларах вара пирӗн регионти полицейскисем патне хыпар ҫитнӗ: ҫӗршывӑн тӗп хулинчи такси компанийӗнчен 2 миллион ытла тенкӗ тӑракан «Хавейл Джолио» машинӑна тата 1,5 миллион тенкӗ тӑракан «Школа Рапид» машинӑна вӑрланӑ. Ҫав эвакуатор Шупашкар еннелле кайнине спутникпе палӑртнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Канаш хулинче банкомат ҫаратма пуҫланӑ. Камуфляж тумӗ тӑхӑннӑ темле арҫын ун патне пынӑ та отверткӑпа чакалама тытӑннӑ. Ӗҫне вӗҫне ҫитереймен - громкоговорительпе ӑна асӑрхаттарнӑ. Ҫакна илтсенех арҫын тарса ҫухалнӑ.
Вӑл камера умӗнче питне кӑтартман. Ҫапах ку ӗҫе кам тума пуҫланине часах тупса палӑртнӑ. Вӑл - унччен те судпа айӑпланнӑ 46 ҫулти арҫын, Канашрах пурӑнаканскер. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Китайри Фуцзянь провинцинче пурӑнакан хӗрарӑм, iPhone 14 Plus вӑрлама шут тытса, смартфона вӑрласа каясран лавккари сӗтелпе кӑкарнӑ троса кӑшласа татнӑ.
Ҫакӑн пек хӑйне евӗрлӗ вӑрламалли меслет видеосӑнав камерине лекрӗ: видео ҫинче вӑрӑ малтан трос ҫирӗплӗхне тӗрӗслесе пӗр-икӗ хутчен ҫыртса пӑхнӑ, унтан, никам та сӑнаманнине курсан, ӑна кӗппипех кӑшласа татнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, South China Morning Post ҫырнӑ тӑрӑх, китаянка смартфона сумкӑна пуҫтарса чикнӗ те лавккаран тухса кайнӑ.
Ҫапах та вӑрӑна лавккаран тухса кайсан ҫур сехетрен ярса тытнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна 7 пин юаньлӗх сиен кӳнӗшӗн айӑплама йышӑннӑ, ку вӑл пирӗннипе шутласа 95 пин тенке яхӑн.
Усал шухӑшлӑ хӗрарӑм хӑй каласа панӑ тӑрӑх, йӗркене ҫакӑн пек пӑсма ӑна ҫӗнӗ iPhone туянас ӗмӗт хӗтӗртнӗ, анчах та ҫак хаклӑ япалана туянма унӑн укҫи пулман имӗш.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансен велосипедсем ҫухалма тытӑннӑ.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче-ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ урапаллӑ транспорт хатӗрӗ ҫухаличчен урампа велосипедлӑ каччӑ иртсе кайнӑ.
Кӑштахран йӗрке хуралҫисен аллине 21 ҫулхи каччӑ ҫакланнӑ. Ун килӗнче вӑрланӑ тӑватӑ велосипеда тупса палӑртнӑ.
Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхи 11 сехет ҫитеспе Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнче хӗрарӑм арҫын хыҫҫӑн: "Арҫын, тавара тавӑрса пар!" - тесе чупнӑ. Ҫав вӑхӑтра полици капитанӗ Валерий Горшков ӗҫ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ. Хӗрарӑм кӑшкӑрнине кура вӑл та арҫын хыҫҫӑн чупнӑ. Хайхискере тытса чарнӑ.
Арҫын лавккаран пӗр ещӗк сӑра вӑрласа тухнӑ иккен. Ҫав кун вӑл ҫак лавккаран темиҫе хут та тавар йӑкӑртма тӑнӑ иккен.
Палӑртмалла: 33 ҫулти арҫын унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Хальлӗхе ӑна, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра, тухса ҫӳреме чарнӑ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ҫын ӳкерсе хӑварнӑ 5 пин укҫана илнӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ.
Хӗрарӑм сӑнпа пӑхсан 50-55 ҫулсенче, 160-165 сантиметр ҫуллӗш, ҫӳҫӗ вӑрӑм, сарӑ ҫӳҫне вӗҫӗнче хура тӗспе сӑрланӑ. Хӗрарӑм шурӑ рюкзакпа пулнӑ.
Хӗрарӑма палласа илекенсене йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫын ҫҫхатса хӑварнӑ япалана илни те вӑрлани шутланать. Ҫавӑнпа та ют пурлӑха хапсӑнма кирлӗ мар.
Шупашкар хулинче пурӑнакансем пусма картлашкине такам вӑрлать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки вӗсем Телеграмри «Чебоксары в курсе» каналта хыпарланӑ.
Хулан Восточнӑй поселокӗнче ҫул айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑна тимӗр картлашкасенчен йӗркеленӗ. Хитре, пысӑк картлашкасенчен. Анчах пусма картлашкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫухалма тытӑннӑ.
Маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, пусма картлашкине малтан такамсем хускатаҫҫӗ, унтан пӗр виҫӗ кун иртсен ҫав тимӗр таҫта кайса ҫухалать. «Те тимӗр-тӑмӑра ӑсатаҫҫӗ, те такам хӑйӗн дачине йӑтса каять», — пуҫ ватаҫҫӗ хула ҫыннисем.
Тимӗр картлашка ҫук вырӑнпа анса ҫӳреме йывӑр, йӗпе-сапара ҫав вырӑн нӳрелсе каять те урана шуҫтарать-мӗн.
Шупашкарта дача вӑрри ҫакланнӑ.
Ют ҫын пурлӑхне ҫав ҫын ҫуркуннех иленнӗ-ха. Пӗри патне кӗрсе ҫаратнӑ, тепри патне. Вӗрен темле тӑсӑлсан та вӗҫӗ пулать теҫҫӗ-и-ха?..
Юнашар вырнаҫнӑ пахча юлташлӑхӗсенчен полицие пурӗ 6 заявлени ҫитсе выртать. Вӗсем пурте вӑрра пула шар курнӑ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 44 ҫулти арҫын хӑйӗн дачине ҫитет те, ҫурта такам чӳречерен кӗнине ӑнланса илет. Дача ҫуртӗнчи телевизор ҫухалнӑ. Ҫав уйӑхӑн 20-мӗшӗнче 63 ҫулти арҫын пакунлисенчен пулӑшу ыйтать — унӑн дача ҫуртне ҫакӑнса тӑракан ҫӑрана ватса такам кӗнӗ, бензинпа ӗҫлекен пӑчкӑна йӑтса тухса кайнӑ.
Вӑрлаканни унччен те ҫын пурлӑхне тытма юратнӑ 38 ҫулти арҫын пулнӑ иккен. Ҫавӑншӑн ӑна унччен темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын кредиткӑпа усӑ курман, анчах унтан унӑн укҫи ҫухалнӑ. 33 пин тенкӗпе такам усӑ курнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫынна тупма пулӑшнӑ. Ака уйӑхӗнче вӑл йӑлара усӑ курмалли техника туяннӑ. Уншӑн тӳленӗ чухне телефонӗнче тӗнче тетелӗ тытман та вӑл пӗлӗшне пулӑшма ыйтнӑ. Лешӗ кредиткӑна хӑйӗн телефонӗ ҫине ҫирӗплетнӗ, анчах каялла илмен. Хайхискер, унччен те вӑрланӑшӑн судпа айӑпланнӑ 20 ҫулти каччӑ, ҫав карттӑпа 2 уйӑх усӑ курнӑ: лавккара, кафере, хупахра. Ҫапла вӑл 33 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
Пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче Ҫӗмӗрле районӗн арҫынни автомобилӗн ҫуллахи резинине сутма тесе тӗнче тетелӗнче пӗлерӳ вырнаҫтарнӑ. Илекен часах тупӑннӑ.
Хайхи ҫын укҫана банк картти ҫине куҫарма сӗннӗ. Вӑл сутуҫа каҫӑ ярса панӑ. Лешӗ унта банк карттин даннӑйӗсене ҫырнӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ: счечӗ ҫинчи мӗнпур укҫине "хырса" кайнӑ. Пӗтӗмпе - 8 пин тенкӗ ытла.
Вӑрра тытса чарнӑ. Вӑл - Удмурт Республикинчи пӗр техникум студентки, 17 ҫулта кӑна. Укҫана хӗр каялла тавӑрса панӑ.Ӳ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ.
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |