Ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Ҫуркуннепе хӗрарӑм пӗр сӑнлӑ» хӗрарӑм-художниксен куравӗ уҫӑлнӑ. Ҫав кунах унта хӗрарӑм-поэтсем сӑвӑсем вуланӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗсем Михаил Журковпа Ольга Вильдяева илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.
Пултарулӑх каҫне Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗн ҫумӗ Анастасия Спирина, Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗсем Венера Сандимирова, Нина
Алимасова; Раиса Сарби, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Альбина Юрату, Зоя Сывлӑмпи, Любовь Петрова, Лидия Сарине, Татьяна Устинова, Ольга Австрийская, Людмила Сачкова, Людмила Исаева сӑвӑҫсем хутшӑннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Чӑваш наци музейӗ Уҫӑ алӑксен кунне тата ушкӑнсем валли экскурсисем ирттерессине пӗлтернӗ.
Ҫав кун Ҫар мухтавӗн музейне тата «Чӗмсӗр чикӗсен хӳтӗлевҫисем» мемориала тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Чӑваш наци музейӗн тытӑмӗнчи ытти музей ҫав кун «Родина Zа нами» куравпа тӳлевсӗр паллаштарӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлӗ.
Чӑваш наци музейӗ «Старые Чебоксары» (чӑв. Авалхи Шупашкар) конкурс ирттерет. Ӑна республикӑмӑрӑн тӗп хулине пуҫарса янӑранпа 555 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса хутшӑнакансем хула архитектури епле улшӑннипе, хулари урапмсемпе ҫуртсем ылмашса пынине кӑтартса памалла. Конкурса 14 ҫултан аслӑраххисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи ҫурт-йӗр, урамсен, кварталсен, территорисен макетне кӑтартмалла.
Чӑваш Наци музейӗ нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи черетлӗ ҫуралнӑ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне халалласа уҫӑ алӑксен кунне ирттернӗ.
«Хамӑр халӑх историне, йӑли-йӗркине манӑҫа кӑлармасӑр вун-вун ҫул сыхлакан ҫурт чӑн-чӑн тупра вырӑнӗнче. Хӑй арчинче несӗлсенчен паянхи кун таран сыхланса юлнӑ пуянлӑха упранипе танах ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫа кӗртсе малалла аталанать», – тесе хыпарланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен» калаҫать каналта.
Уҫӑ алӑксен кунӗпе ҫыхӑннӑ акцие ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши, В.Чапаев, К. Иванов ячӗллӗ литература, Чӑваш тӗррин музейӗсем хутшӑннӑ.
Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнчи музейра, Куславкка тӑрӑхӗнчи чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа лартнӑ мемориал та хӑнасене уйрӑм йӗркепе йышӑннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Синяя птица» (чӑв. Кӑвак кайӑк) курав уҫӑлӗ. Ӑна чӑваш халӑх художникӗн Раиса Терюкалован юбилейне халалланӑ. Экспозицире ӳнерҫӗн килӗнче тата музейре упранакан ӗҫсем пулӗҫ.
Раиса Фоминична 1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Кувакино ялӗнче ҫуралнӑ. Ӳкерессипе хӗрачана ашшӗ кӑсӑклантарса янӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пӗчӗкренех художник пулма ӗмӗтленнӗ. 1961 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухсан пӗлӗвне Ленинградри ӳнерпе промышленность училищинче туптанӑ. Унта вӑл сӗтел-пукан пусмине хитрелетме вӗреннӗ.
Алла диплом илсен Раиса Терюкалова Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче виҫӗ ҫул ытларах тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн Ӳнер фондне куҫнӑ, кӑштахран каллех пир-авӑр комбинатне таврӑннӑ. Художник ытларах гобеленпа ӗҫленӗ.
Чӑваш наци музейӗнче тӗлӗнмелле курав уҫӑлнӑ. Республикӑра кӑҫал ирттерме йышӑннӑ Экологи культурин ҫулталӑкне халалланӑскер усӑ курнӑ япаларан ҫӗнӗ япаласем ӑсталама май пуррипе паллаштарать.
«Шупашкарти пӗр предприятире усӑ курнӑ полиэтилен хутаҫпа пластик савӑт-сапаран картлашкасем кӑларма пуҫланӑ. Продукцие ытти регионсенче те туянаҫҫӗ. Чӑваш Енри кун пек предприятисем пӗр тытӑма пӗрлешнӗ. Вӗсем ӑпӑр-тапӑртан мӗн тума пултарассине те тӗпчеҫҫӗ. Сӑмахран, розетка корпусӗсенчен чавсапа чӗркуҫҫине хӳтӗлекен хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пластик палассем, шӑвармалли шлангсем, калча ӳстермелли савӑтсем тата ытти нумай усӑллӑ япала туса кӑлараҫҫӗ», — хыпарлать музйери куравпа паллашнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ.
Куравра Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Кванториумсенче» вӗренекенсем шутласа кӑларнӑ япаласене те курма пулать иккен. Сӑмахран, ҫӗр улми хуппинчен хатӗрленӗ чашӑк-тирӗке тата пултӑранран ӑсталанӑ музыка инструменчӗсене.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫи тата куҫаруҫи Аркадий Ӗҫхӗл (чӑн хушамачӗ – Александров) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитӗ. Вӑл 1914 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ, пурнӑҫран 1992 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.
Ҫыравҫӑн паллӑрах хайлавӗсенчен «Ырӑ кун», «Тарӑн суха», «Тӑван кил», «Ҫӗнтерӳҫӗсем», «Ҫӗрлехи тӑвӑл», «Ҫул хыҫҫӑн ҫул», «Йӑлӑмри юрӑ», «Хӗвеллӗ ҫумӑр», «Юратнӑ ҫӗр», «Виҫӗ туй», «Радуга над Волгой» ятлисене асӑнса хӑварма пулать.
Ӗмӗр иртсен те ҫыравҫӑна асра тытаҫҫӗ. Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче ҫак эрнере ятарласа мероприяти ирттернӗ.
Лаврентий Таллеров паллӑ публицист, куҫаруҫӑ, чӑваш халӑх писателӗ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти Литература музейӗнче «Калав ӑсти те, сумлӑ романист та» ятпа литература каҫӗ иртнӗ.
«Лаврентий Таллеров Комсомольски тӑрӑхӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкул, библиотека техникумне пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн Урал патшалӑх университетне куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗнӗ. Район хаҫатӗнче яваплӑ секретарь тата редактор пулнӑ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш радио корреспондентӗнче тӑрӑшнӑ. 1969-мӗш ҫулта «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцине куҫнӑ, ҫавӑн пекех 10 ҫул «Тӑван Атӑл» журналта ӗҫленӗ. Лаврентий Таллеров тӑван литературӑра прозаик тата публицист пек палӑрнӑ», — тесе пӗлтернӗ «Чӑваш Ен» ПТРК.
Чӑваш наци музейӗн археологи секторӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ Александр Волкова паян юлашки ҫула ӑсатӗҫ.
«Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче эпир хамӑрӑн ӗҫтешӗмӗре, ывӑнма пӗлмен тӗпчевҫӗ-археолога, Тӑван ҫӗршыва парӑннӑ Александр Волкова юлашки ҫула ӑсатӑпӑр. Чӑн-чӑн патриот пулнӑ май вӑл Раҫҫее хӳтӗлеме хӑйӗн ирӗкӗпе кайрӗ», — хыпарланӑ музейӗн пресс-служби халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Каччӑ музейра 2012 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл ун чухне И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе географи факультетӗнче вӗреннӗ, икӗ ҫултан ӑна археологи тата авалхи истори секторӗн заведующийӗ пулма шаннӑ.
Александр Волков Чӑваш Енри тата ытти регионти археологи шыравӗсене пӗрмай хутшӑннӑ. Шырав енӗпе те тӑрӑшнӑ.
Александр Волковпа Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 10 сехетре чиркӳре сывпуллашӗҫ. Каччӑна юлашки ҫула ӑстама каяс кӑмӑллисене Шупашкартан ятарлӑ автобус илсе кайӗ.
Шупашкарти музейсем Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи вӑрӑм канмалли кунсенче те ӗҫлӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче Чӑваш наци музейӗ, Чӑваш тӗррин музейӗ, В.И. Чапаев ячӗллӗ музей тата Куславкка тӑрӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал ӗҫлӗҫ.
Музейпа курав центрӗ куракансене кӑрлач уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче йышӑнӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ — кӑрлач уйӑхӗн 4, 5 тата 6-мӗшӗсенче, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ — кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче.
Кӑрлач уйӑхӗн 8, 9-мӗшӗсенче музейсенче канмалли кунсем пулӗҫ, 10-мӗшӗнчен Чӑваш наци музейӗпе унӑн филиалӗсем ытти чухнехи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |