Чӑваш Енӗн Наци музейӗ республикӑри тата чӑваш диаспорисенчи ал ӑстисен «Живи, узор чувашский» (чӑв. Пурӑн, чӑваш тӗрри) конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Кӑҫалхи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн теми – «Салтак тутри».
Конкурс утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта хутшӑнакансем салтак тутрине тӗрлӗҫ.
Хатӗр ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Шупашкарти чӑваш тӗррин музейӗнче йышӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш тӗррин кунӗнче чыслӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Татьяна Иванова-Ткаченко художник куравӗ уҫӑлӗ.
Куравра ӑстан акварель техникипе ӳкернӗ живопиҫӗпе, пусмана ирӗклӗ мелпе тата батик техникипе илемлетнӗ композицийӗсем пулӗҫ. Пурӗ 40 ытла ӗҫ.
Татьяна Иванова-Ткаченко Шупашкарта, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗн Петр Ивановӑн, ҫемйинче ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче, В.И. Мухин ячӗллӗ аслӑ промышленность училищинче вӗреннӗ.
Питӗрти Художество фондӗнче, Декораципе прикладной комбинатӑн художество мастерскойӗсенче ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Гатчина хулинчи Патшалӑхӑн экономика, финанс, право тата технологи институтӗнчи технологи факультетӗнче художество дисциплинисене вӗрентет.
Республикӑри пултарулӑх коллективӗсем хӑйсен хӑш-пӗр проектне 2023 ҫулта Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн гранчӗпе пурнӑҫа кӗртӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «История Нарспи» балет лартма, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Ҫул хыҫҫӑн – ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» концерт программи валли 5-шер миллион тенке тивӗҫнӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне Леонид Андреев пьеси тӑрӑх «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакль лартма, Вырӑс драма театрне Борис Полевойӑн «Повесть о настоящем человеке» хайлавӗ тӑрӑх спектакль лартма 3-шер миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
СССР лётчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексне «Планеты Солнечной системы» паллаштарупа ландшафт композицине йӗркелеме, Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне «Чӑваш юмахӗсем» спектакле вырӑсла тата чӑвашла лартма 1-шер миллион тенкӗ парӗҫ.
Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче вырнаҫнӑ следстви изоляторӗнчен федераци пӗлтерӗшлӗ музей тӑвасшӑн. Ҫапла пӗлтерет хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин. Вӑл изолятор ҫуртне хула харпӑрлӑхне памашкӑн федерацин айӑплава пурнӑҫлакан службине ҫырупа тухнӑ.
Шупашкарти следстви изоляторӗ Раҫҫейре ӗҫлекен чи ватӑ тӗрме шутланать. Ӑна 374 ҫул каялла хута янӑ.
Денис Спирин следстви изоляторӗнчен туризм объекчӗ тӑвасшӑн. Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче, сӑмах май, ҫӗнӗ следстви изоляторӗ хута каять.
Атнар ял клубӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ ача-пӑчасен клублӑ пухӑвне ҫӳрекен ачасем Хӗрлӗ Чутайри «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ халӑх музейне ҫитсе килнӗ. Кун пирки район сайчӗ хыпарлать.
Район центрне 4 ҫухрӑмран ҫитнӗ ачасем музей вырнаҫнӑ культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫуртпа паллашнӑ. Музейри экспонатсемпе экспозицисем те вӗсемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Сӑмахран, чӗрӗ хулӑран ӑсталанӑ япаласемпе паллашнӑ. Ҫӗр айӗнчен чавса кӑларнӑ авалхи чӗрчунсен шӑммисем те ачасене интереслентернӗ. Ку музейре вӗсем уйрӑмах нумай: мамонтӑн шӑммипе шӑлӗсем, бизон шӑммисем, аммонитсен чулланнӑ юлашкийӗсем.
Вӑхӑтлӑха йӗркеленӗ «О чем поет самовар» (чӑв. Сӑмавар мӗнле кӗвӗ калать?) курав та Атнар ачисемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Кунта вӗсем ыйтусем ҫине те хуравлакаланӑ, сӑмаварпа ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ.
Район центрне ачасене клуб заведующийӗ Ольга Сергеева илсе кайнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Мунча» курав уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ экспозици мунча чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнче епле вырӑн йышӑнни ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Чӑваш наци музейӗн пуян коллекцийӗнче мунча хатӗрӗ нумай: йывӑҫ тата ытти тӗрлӗ материалтан хатӗрленӗ алтӑрсем, йывӑҫ тата пӑхӑр тазсем, тӗртсе тунӑ алшӑллисем, ҫара ӳт ҫине тӑхӑнмалли тумтир...
Мунчара ҫӑвӑннӑ ҫеҫ мар, унта ҫӗнӗ чун ҫут тӗнчене килнӗ, кунтан уйрӑлса каяканнине те мунчара ҫунӑ. Чирлисене сиплемелли йӑла-йӗркене те мунчара ирттернӗ. Мунча мӗн авалтан асамлӑхпа тулнӑ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне малашне те Геннадий Козловах ертсе пырӗ.
Геннадий Васильевич асӑннӑ учреждение 19 ҫула яхӑн ертсе пырать. Халӗ ӑна ҫӗнӗрен ҫав должноҫе шанса панӑ. «Ҫыхӑнура» форум журналисчӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, директорӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ курӑнать, ҫавӑнпа ӑна паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗнӗрен должноҫе шанса панӑ.
Пӗлтӗрхи ҫулла музей директорне палӑртма конкурс ирттернӗ. Ун чухне икӗ ҫын конкурса хутшӑннӑ, ҫав шутра — Геннадий Козлов та.
Республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ хушура Геннадий Козлов Чӑваш Енӗн Культура министерствин кадр резервӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче Галина Изратован «Недопетая песня» (чӑв. «Юрласа пӗтереймен юрӑ) куравӗ уҫӑлӗ.
Автор хӑйӗн ӗҫӗсене тӗрлӗ материалтан хатӗрленӗ. Вӗсем чӑваш аваллӑхне тӗпе хурса тунӑ нумай фигурӑллӑ композицисем пулса тухнӑ.
Экспозицире чӑваш халӑхӗн теми тӗп вырӑн йышӑнӗ. Тӑмран, пир-авӑртан хатӗрленӗ наци пуканисем, ҫӑмран йӑваласа тунӑ килти выльӑх-чӗрлӗх, чӑваш ялӗн пурнӑҫне сӑнлани — пурте пулӗҫ унта. Масмаксемпе сурпансем таранах.
Курава художник ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ӳнерҫӗ, шел те, ҫав куна пурӑнса ҫитеймен.
Курав 16 сехетре уҫӑлӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, — Музейсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Ҫавна май республикӑн тӗп хулинчи ватӑсем Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрти музейпе курав центрӗнче пулнӑ.
«Хӑйӗн ӗнерхине манакан халӑхӑн малашлӑхӗ ҫук», — тесе шухӑшлаҫҫӗ асӑннӑ центрта. Социаллӑ учрежденире тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхӗпе паллаштаракан сумлӑ кӗтес йӗркеленӗ. Унти материалсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ, специалистсемпе канашласа вырнаҫтарса тухнӑ. Социаллӑ учреждение пулӑшу илме ҫӳрекен ачасем те, ваттисем те музейпа курав центрӗнчи экспонатсемпе хаваспах паллашаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (вӑл Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) «VII Ивановские чтения» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Константин Ивановӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ.
Конференцие музей ӗҫченӗсене, ученӑйсене, архивистсене, краеведсене, вулавӑшсемпе вӗрентӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене, студентсемпе вӗренекенсене йыхравлаҫҫӗ.
Конференцие хутшӑнакансем чӑваш литераторӗсем Раҫҫей тата пӗтӗм тӗнчери литература аталанӑвне епле тӳпе хывнине, К.В. Иванов Раҫҫей культуринче мӗнле вырӑн йышӑннине, Литература музейӗн аталанӑвне тата ытти ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |