«OCEAN-TV» телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ 2018 ҫулта мӑнаҫлӑ Атӑл тӑрӑхӗнчи регинонсене ӳкернӗ. Ку юханшыва темиҫе субъект та хӑйӗн теме пӑхать те пулӗ. Эпир те, чӑвашсем, ун хӗрринче вырнаҫнӑ май хамӑрӑн тесе хӑюллӑнах калама пултаратпӑр. Паллӑ ӗнтӗ, мӑнаҫланни кӑна мар, упрама та пӗлмелле.
«OCEAN-TV» телеканал Атӑлҫи регионсен историне, культурине, йӑли-йӗркине халалланӑ документлӑ кӑларӑмсен ярӑмне хатӗрленӗ. 11-мӗш сери этнографилле. Ҫулҫӳрев Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Сувар» паркра пуҫланнӑ. Унтан телекурав ӗҫченӗсем «Ясна» этнопаркра пулнӑ. Фильм ӳкерекенсене Шупашкарти Сӑра тата Трактор музейӗсем те килӗшнӗ.
«Хам ӗмӗрте эпӗ нумай музейре пулнӑ. Анчах Трактор историйӗн музейӗ пеккисем ҫук», — тенӗ проект ертӳҫи тата авторӗ Владимир Плешаков.
«Великие реки России. Волга (Чебоксары)» серие ӗнер, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 22 сехет те 30 минутра, тата паян, 14 сехет те 30 минутра, кӑтартнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Виталий Яковлев художникӑн куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Виталий Яковлев 1949 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. Пӗчӗкренех графикӑпа кӑсӑкланнӑ. Унӑн амӑшӗ те ӳкерме юратнӑ.
1977 ҫулта Виталий Николаевич И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Виталий Яковлев – живопись ӑсти, художник-сатирик. «Капкӑн», «Крокодил», «Чаян» журналсемпе студент чухнех ҫыхӑну тытма пуҫланӑ. Пединститутран вӗренсе тухсан Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш, унтан Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш тата 13-мӗш шкулсенче вӗрентекен, Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутӗнче художник-оформитель пулса ӗҫленӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ 20-мӗш шкулта ӗҫленӗ.
Ҫӗрпӳ хулинче культура эткерлӗхне юсаҫҫӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова пулнӑ. Министр хулари ача-пӑча ӳнер шкулне те ҫитнӗ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн ҫурчӗ XIX ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ шутланать. Ҫурта тулаш енчен юсанӑ, ҫивиттине сарнӑ. Акт залне, пӳлӗмсене, урайсене, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫӗнетнӗ, котельнӑя юсанӑ, алӑксене улӑштарнӑ.
Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗн ҫурчӗ – XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ. Ӑна та юсаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин тӗп хулинче вырнаҫнӑ Литература музейӗн пуҫелӗкӗ ылмашӑнни ҫулталӑк та иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Ун пирки эпӗ пӗлтӗрех ҫырасшӑнччӗ, статьяна та пуҫланӑччӗ, анчах пичетлесе кӑларма май ҫитмерӗ. Тӗрлӗ ӗҫсем чӑрмантарчӗҫ (алли ман иккӗ кӑна та, чӑн та тӑватӑ аллӑн ӗҫлеме йывӑр ҫав — Яндекс.Куҫаруҫӑ валли мӑшӑрсем пухасси вӑхӑта чылай ҫисе ярать). Ҫавах та ку ыйту тавра шӑв-шав пушшех те ҫӗклемесӗр хӑварма май ҫук.
Чӑваш халӑхӗн литературине халалланӑ музейӗн, уйрӑмах Константин Иванов ячӗпе хисепленекенскерӗн, пуҫелӗкне вырӑсла шаплаттарса хуни чӑн та питӗ тӗлӗнмелле япала. Кун пирки ӑна вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑнах халӑх шавла пуҫларӗ-ха. Валери Туркай та, ЧНК конгресӗнчи президиум пайташӗсем те ҫак ӑнланма йывӑр япала пирки пӑшӑрханса каларӗҫ. Мӗншӗн ҫапла пулса тухни пирки эпир хамӑр та музейӗн заведующийӗпе ҫыхӑнтӑмӑр. Пире вара пуҫелӗкӗ ҫеҫ вырӑсла пулни ҫинчен, музей пирки вара тӳрех виҫӗ чӗлхепе ҫырса хуни пирки (ҫав шутра чӑвашла тата акӑлчанла) каласа пачӗҫ. Пуҫелӗке хатӗрленӗ чухне тӳрех вырӑсла та чӑвашла та туни пирки пӗлтерчӗҫ, анчах, имӗш, Шупашкар хулин чиновникӗсем (чӑвашла манса кайнисем пулас) вырӑслине суйласа илнӗ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти художество музейӗнче «Савнӑ Шупашкар» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗсен ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Курав живопись, скульптура тата графика ӑстисен нумай енлӗ пултарулӑхӗпе паллаштарать.
Музейре пӗлтернӗ тӑрӑх, союз ӳнершӗн чӑннипех пӗлтерӗшлишӗн, рекламӑшӑн, ят-сумшӑн, арт-рынок шухӑшне шута илмесӗр ӗҫлеме тӑрӑшнӑ ялан. Чӑн-чӑн профессионалсем хӑйсенчен ҫирӗп ыйтаҫҫӗ.
Курава художество музейӗн директорӗ Геннадий Козлов уҫнӑ. Чӑваш художникӗсен союзӗн председателӗ Наталия Соловьева, искусствоведени кандидачӗ Юрий Викторов, республикӑри Художниксен союзӗн председателӗ Владимир Нагорнов тата ыттисем сӑмах каланӑ.
Чӑваш Енре кӑҫалхипе иккӗмӗш хут «Эреш» орнамент-фест» фестиваль иртрӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Наци музейӗнче уҫӑлчӗ.
Икӗ куна тӑсӑлнӑ мероприятие чӑваш тӗррин ӑстисемпе пӗрлех культурӑра, вӗрентӳре ӗҫлекенсем, чӑваш тӗрри-эрешне килӗштерекенсем, ун вӑрттӑнлӑхне ӑнланакансем тата унпа кӑсӑкланакансем пухӑннӑ.
Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче ӑстасем тӗрӗ тӗрлеме пултарнине кӑтартса панӑ. Конкурса Чӑваш Енӗн тӗрлӗ кӗтесинчи ылтӑн алӑллӑ маттурсем кӑна мар, Чӗмпӗрпе Питӗр хулисенчен те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче арҫын та пулнӑ. Вӑл — Чӗмпӗрти И.А. Гончаров ячӗллӗ облаҫри краеведени музейӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Кольцов. Иккӗмӗш кунхине халӑх тумтирне кӑтартакансем ӑмӑртнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫeҫnӗл Мишши музейӗнче «Кӗр сӑри» уяв ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки ӳнер учрежденийӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Шупашкар районеӗнчи «Шортан» халӑх фольклор ансамблӗ авалхи йӑла-йӗркене, юрра-ташша кӑтартса парӗ. Ертӳҫи — Надежда Михайлова, купӑсҫи — Геннадий Якимов, ташша вӗрентекенӗ — Надежда Васильева.
20 сехетрен Надежда Васильева чӑваш халӑх ташшине ӑста ташлама вӗрентӗ. Вырӑн сахал, ҫaвӑнпа 20 сехетчен пыма тӑрӑшӑр. Маска илме ан манаӑр», — тесе ҫырнӑ Антонина Андреева.
Мероприяти 17 сехетре пуҫланӗ.
Юпа уйӑхӗн 10 тата 11-мӗшӗсенче Питӗр хулинче халӑх юррисен «Добровидение» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет. Ӑна кӑҫал пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ.
Паян пултарулӑх ушкӑнӗсен пултарулӑхӗпе Раҫейӗн этнографи музейӗнче тата Питӗр хулинчи патшалӑх академи капеллинче паллашма май килнӗ. Музейри мероприятисем 12 сехетре уҫӑлнӑ. Фестивале «Дача» клубра ыран хупма палӑртнӑ. Унтах гала-концерт кӑтартӗҫ.
Питӗрти фестивале хамӑр ҫӗршыври коллективсем ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисем те пухӑнаҫҫӗ. Мероприяти тӗрлӗ халӑхӑн хайне евӗрлӗхӗпе паллашма май парать. Чи кӑмӑлли — фестивале чӑвашсем хутшӑнни. Питӗре «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗ тата Валентина Телей юрӑҫ тухса кайнӑ.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче «Моисей Спиридонов. От замысла к воплощению» курав уҫӑлӗ.
Чӑваш АССР халӑх художникӗ, ЧАССР тата РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Моисей Спиридонов ҫуралнӑранпа ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 130 ҫул ҫитрӗ. Вӑл чӑваш профессионал ӳнер искусствине йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри пулнӑ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑскер ялти икӗ класла шкултан вӗренсе тухса Хусан ҫывӑхӗнчи Шушурари уйрӑм ҫын шкулӗнче ӑс пухнӑ. Хусанти ӳнер шкулӗ хыҫҫӑн вӑл Питӗрти Ӳнер академийӗ ҫумӗнчи ӳнерӗн аслӑ училищинче тата педагогика курсӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш наци музейӗнче паллӑ ӑсчах, 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ. Ку мероприяти авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 16 сехетре пулса иртӗ.
Курава музейҫӑсем «Они стояли у истоков: лингвисты и этнографы Чувашского края конца XIX – 1-й половины XX вв.» (чӑв. Вӗсем малтанхисем пулнӑ: Чӑваш тӑрӑхӗн XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнчи — XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи лингвистсемпе этнографсем ) ят парассине пӗлтереҫҫӗ.
Экспозицире Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн Антропологипе этнографи, Раҫҫейӗн этнографи, Тутарстанри наци тата ытти нумай музей экспоначӗсемпе усӑ курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |