Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ 98 ҫул тултарать. Ҫавна май ку шӑматкун ҫак уява халалланӑ мероприятисем пуҫланӗҫ.
Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче В.И.Чапаев музейӗнче «Чапаев ӑҫта – унта ҫӗнтерӳ» видеокӗпер, «Шашка Чапаев» Пӗтӗм чӑвашсен турнирӗ, «Чапаев пирӗнпе» кинолектори иртӗ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫар мухтавӗн музейӗнче «Суворов мӑнукӗсем, Чапаев ачисем» канмалли кун иртӗ. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче вара «Музей мӗнле ҫуралнӑ?» интерактивлӑ заняти пулӗ. Тепӗр кунхине К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Пушкина вулатпӑр» флешмоб йӗркелӗҫ.
Тӗп мероприятисем нарӑсӑн 12-мӗшӗнче пулӗҫ. Ҫак кун Чӑваш наци мезейне тата унӑн филиалӗсене тӳлевсӗрех ҫитсе курма май пулӗ.
Раҫейри хуласемпе музейсем Шупашкар хулине 550 ҫулхи юбилейпе саламласса шанаҫҫӗ. Кун пек пуҫарӑва Чӑваш наци музейӗпе Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗ пуҫарнӑ. Шурӑ Шупашкарӑн сумлӑ ҫуралнӑ кунӗ ҫитессине систерсе музей ӗҫченӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи 48 музея ҫак эрнере открыткӑсем ӑсатнӑ та ӗнтӗ. Ҫак ӗҫре вӗсене Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗсем пулӑшнӑ.
«С любовью из города на Волге» (чӑв. Атӑл ҫинчи хуларан юратса) проекта пуҫарнисем «Я знаю, что в Чебоксарах…» сӑмах ҫаврӑнӑшне малалла тӑсса открытка ҫырма сӗнеҫҫӗ. Ӑна 428000, Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 2, Шупашкар почтамчӗ адреспа ӑсатмалла.
Акци кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пырӗ.
Открыткӑна тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи страницӑсене вырнаҫтарӗҫ. Шупашкар ҫуралнӑ кун тӗлне музей курав та йӗркелӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Шупашкарта ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫисене Элли Юрьев художник ячӗллӗ парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Конкурс учредителӗ — Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Шупашкарти Э.М. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча художество шкулӗ, Чӑваш патшалӑх художество музейӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркелеҫҫӗ.
Ҫулсерен йӗркелекен конкурса ытти ҫул хамӑр республикӑри ҫеҫ мар, Раҫҫейри тата унӑн тулашӗнчи ачасем те хутшӑннӑ. Вӗсем 500 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн культура управленийӗ ӗнентерет.
Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗччен Э.М. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча художество шкулта (вӑл Шупашкар хулинчи Мир проспектӗнчи 98-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) йышӑнӗҫ.
Шупашкартан 114 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ уҫӑ тӳпе айӗнчи музее ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленсе пырать. Сӑмах Йӗпреҫ районӗнчи музей пирки пырать. Вӑл – республикӑри пӗртен-пӗр этнопарк.
Музей уҫӑлнӑранпа 40 ҫул ҫитнӗ, унтанпа ӑна пӗрре те юсаман. Унти ҫуртсем – республика пӗлтерӗшлӗ архитектура палӑкӗсем. Вӗсен хӑмисем ҫӗрсе пӗтнӗ, халӗ ҫӗннипе улӑштарнӑ. Чӑвашсен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ытти хуралтӑ та вырӑн тупнӑ унта. Тавралла тытнӑ картана та ҫӗнетнӗ.
Этнопаркра сӗтелсем, саксем лартнӑ, тротуарсем тунӑ. Сцена та пур халӗ. Музейра фольклор уявӗсене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ.
Музея хӑтлӑлатмалли проекта Эдуард Бахмиов хатӗрленӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑк мӑшӑрсем туй кунӗнче фотосесси тумалли вырӑн шыраҫҫӗ. Халӗ ав – тархасшӑн.
Музей коолекцийӗнче – 400 ытла экспонат. Йӑлтах алӑпа тытса пӑхма пулать. Унта чикӗ леш енчен те курма килеҫҫӗ. Вӑл уҫӑлнӑранпа (1980 ҫул) пин-пин хӑна ҫитсе илемлӗ вырӑнпа киленнӗ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче Чӑваш поэзийӗн центрне уҫнӑ. Кун пирки культура учрежденийӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Чӑваш поэзийӗн центрне йӗркелеме Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Арсений Тарасов сӗннӗ. Ун шухӑшне ырласа Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн ытти лауреачӗ: Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Николай Ишентей —
пухӑннӑ. Поэтсемпе тӗл пулма И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем аслӑ шкул ӗҫченӗсем Екатерина Якимова, Людмила Васильева ертсе пынипе пухӑннӑ.
«Ман ҫине пырса юрӑ юрласа кӑтартӑр, сӑвӑ вуласа» поэзипе музыка каҫне Ҫеҫпӗл Мишшин «Эп вилсен...» сӑввине халалланӑ.
Поэтсене Арсений Тарасов ӳлӗмрен уйӑхра пӗрре пухӑнма сӗннӗ. Унта вӗсем чӑваш поэчӗсен ҫӗнӗ хайлавӗсене вӗсене пичетличчен уҫҫӑн сӳтсе явӗҫ.
Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче ҫак кунсенче «Эх, кони, кони!..» (чӑв. Эх, утсем, утсем) курав уҫӑлнӑ. Вӑл 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ҫак курава сайра тӗл пулакан проект тесе хаклать. Лаша сӑнарне уҫса паракан экспонатсене музейӑн тӗп управҫи Георгий Исаев пухнӑ. Вӑл чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршывсенчи ӳнер хайлавӗсемпе паллашма сӗнет. Куракансене хаклама 100 ытла экспонат сӗнеҫҫӗ. Вӗсем пурте — музей фондӗнчен. Ӗҫсем лаша этем пурнӑҫӗнче епле вырӑн йышӑннипе паллаштараҫҫӗ. Григорий Мясоедов, Константин Юон, Николай Крымов, Леонид Туржанский йышши паллӑ художниксен картинисемпе пӗрлех халӑх теттисем, XVII ӗмӗрти турӑшсем, ҫавӑн пекех сӑрӑ шӑрши сӗвӗрӗлмен ӳкерчӗксем те пур.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче ҫак эрнере Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пулнӑ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак культура учрежденине йӗркелес шухӑша хӑй вӑхӑтӗнче Туркай пӗлтернӗ.
Музее сӑвӑҫ Александр Пушкинӑн «А сердце оставляю вам» кӗнекине парнеленӗ. Ӑна Туркай чӑвашла куҫарнӑ.
Музея парнеленӗ тепӗр парне вӑл — Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн архивӗнче упранакан Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем. Аудиосӑвӑсене Валерий Туркай вулать. Ку парнене Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн пуҫлӑхӗ уйрӑмах хаклӑ парне тесе пахаланӑ.
Культура учрежденине уҫнӑранпа кӑҫал 15 ҫул ҫитет. Унта вӗҫӗмех тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫакӑнта Антонина Андреева тӑрӑшӑвне, вӑл хӑй ӗҫне юратса пурнӑҫланине палӑртмалла.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Женская судьбина в ролях Нины Григорьевой» (Нина Григорьева ролӗсенчи хӗрарӑм шӑпи) курав уҫӑлӗ. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки, РСФСР халӑх артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, «Чӑваш Республики умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден кавалерӗ, Нина Григорьева ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Курава Чӑваш наци музейӗн тата академи драма театрӗн фондӗнчи коллекцийӗнчен йӗркеленӗ.
Нина Григорьева – Ҫеҫпӗл Мишшин премине пуҫласа тивӗҫнӗ пӗрремӗш хӗрарӑм. Ӑна Чингиз Айтматовӑн «Манӑн хӗрлӗ тутӑрлӑ тополӗм» спектакльти Асель тата Иван Куприяновӑн «В двух шагах от экватора» Хи Ен сӑнарӗсемшӗн 1967 ҫулта панӑ.
Театрта Нина Григорьева 50 ытла тӗп сӑнара вылянӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн пусмӑрлӑ шӑпине сӑнарлакан рольсене самай калӑпланӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ҫемье уявӗ иртнӗ.
Аслисемпе ачасем валли йӗркеленӗ музейри канмалли кун «Рисуем открытку акварелью» (чӑв. Акварельпе открытка ӳкеретпӗр) ӑсталӑх сехетӗнчен пуҫланнӑ. Ӑна Светлана Гордеева поэт тата художник ирттернӗ. «Листопад» (чӑв. Ҫулҫӑ тӑкӑнни) темӑллӑскер вӑхӑтӗнче Светлана Гордеева ылтӑн кӗркуннене хут ҫинче сӑнарлама вӗрентнӗ.
Кӗрхи ҫулҫа ҫӑмран ӑсталама та хӑнӑхма май килнӗ. Ытти ӑсталӑх сехечӗ те, ҫав шутра тӑмпа ӗҫлеме хӑнӑхтарни, кӑсӑклӑ иртнӗ.
Музее пынисене «Асатте арчи» интерактивлӑ заняти те, «И.Я. Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ» музей экспедицийӗ те, «Яковлевӑн ҫул ҫӳремелли хутаҫӗ» интерактивлӑ заняти те килӗшнӗ.
Хальхи вӑхӑтра В.И. Чапаев ячӗллӗ музей комплексне юсаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, патшалӑх саккасӗсен сайтӗнчи информаци тӑрӑх кун валли 12 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш наци музейӗ ҫавӑн пекех музейпа юнашар ларакан ҫурта та тӗпрен юсаса ҫӗнетме шут тытнӑ. Вал ҫуртра Василий Иванович Чапаевӑн ачалӑхӗ иртнӗ. Патшалӑх саккасӗсен сайтӗнчи информаципе килӗшӳллӗн ӑна юсаса ҫӗнетме 3 миллиона яхӑн укҫа уйӑрнӑ пулать. Ку ӗҫе кӑҫалхи раштавӑн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Музей ҫуртӗнче ӗҫ тахҫанах хӗрӳ пырать. Ҫак кунсенче вара В.И. Чапаев ҫуралнӑ ҫурта та картапа картланӑ. Чӑваш халӑх сайчӗн корреспонденчӗ асӑрханӑ тӑрӑх хӳме тума рабочисем хӗрлӗ эрех тӗслӗ профнастилпа усӑ курнӑ. Карта валли унччен маларах усӑ курнӑ листасем кайни лайӑх курӑнать. Юсав ӗҫне тума ку, паллах, нихӑш енчен те чӑрмантармасть, анчах та хула ҫыннисемпе хӑнасен уйӑх хушши музей-ҫуртӑн ҫакнашкал сӑнне пӑхма тивни пӑшӑрхантарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |