Чӑваш наци музейне нумаях пулмасть ӗлӗкхи укҫа парнеленӗ. Дирхим авалхи араб укҫи шутланать. Владимир Алмантайпа Сергей Семенов илсе пынӑскерсене Х ӗмӗрте тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сасанид укҫи вара V–VI ӗмӗрсенчен паянхи кунччен упраннӑ. Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчи (XIII-XIV ӗмӗрсем) укҫа та музейра тивӗҫлӗ вырӑн тупӗ.
Ырӑ кӑмӑллӑхшӑн музей ӗҫченӗсем Владимир Николаевичпа Сергей Григорьевича тав тунине пӗлтереҫҫӗ. «Музея парнеле» акци, сӑмах май, малалла тӑсӑлать. Ӑна музея йӗркеленӗренпе 96 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл нарӑсӑн 10-мӗшӗччен пырӗ. Капла акцие музейҫӗсем 95 ҫулхи юбилей умӗн те йӗркеленӗччӗ. Аса илтеретпӗр, музейҫӑсем ҫынсенчен культура тата истори пӗлтерӗшлӗ япаласемпе коллекцисене кӗтеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр хай пӑхса тӑракан кинеми-мучисен пурнӑҫне кӑсӑклӑ тума тӑрӑшать. Ҫавна май центр специалисчӗсем ҫӗнӗрен ҫӗнӗ проектсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Социаллӑ пулӑшупа консультаци кӳрекен уйрӑм, тӗслӗхрен, «Социаллӑ туризм» проект хута янӑ май ватӑсене унта-кунта илсе ҫӳрет.
Турист маршручӗсене кинеми-мучисене шухӑш-кӑмӑлне шута илсе йӗркелеҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра ун пеккине виҫӗ ҫулҫӳрев ирттернӗ. Янӑшри, Кӑрмӑшри ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакансене тата хӑвӑрт пулӑшу кӳрекен уйрӑма пыракансене, сӑмахран, Ишекри чиркӗве илсе кайнӑ. «Вдохновение» (чӑв. Хавхалану) клуба ҫӳрекенсем Алькешри чиркӗве ҫитнӗ. Кӑрмӑшри ватӑсене Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра пулнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫӗнӗ курав залӗ уҫӑлӗ. Ӑна «Кӗмӗл тупра» ят панӑ.
Зала 16 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Унта Чӑваш наци музейӗнчи тата Раҫҫейри паллӑ музейсенчи япаласем вырӑн тупӗҫ. Пӗрремӗш курав «Несӗлсем чӗннипе» ятлӑ пулӗ. Вӑл — ЧР Патшалӑх премине тивӗҫнӗ В.В.Николаев ювелирӑн куравӗ. Владислав Николаев ювелир ӗҫӗпе иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче кӑсӑкланма пуҫланӑ.
Халӗ ювелир сӑвар-пӑлхар сӗмне тӗпе хурса хӗрарӑмсен кӗмӗл алка-вӑчӑрине хатӗрлет. Вӑл хӗрарӑмсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсене (хушпу, тухья) ҫӗнетес енӗпе те ӗҫлет.
Мускаври хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӳнерҫӗн Ирина Андрееван «Теплый дом» (чӑв. Ӑшӑ кил) куравӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ӗҫленине эпир пӗлтернӗччӗ. Курав Шупашкарти Музейпе курав центрӗнче уҫӑлнӑччӗ. Малтанласа кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗчченех ӗҫлессине хыпарланӑччӗ те анчах Чӑваш наци музейӗн сайтӗнче курав ҫитес уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑна вӗҫленессине пӗлтернӗ. Унӑн вӑхӑтне тӑсма куракансем ыйтнӑ-мӗн.
Аса илтерер, Ирина Андреева ӑста кӗҫҫерен пианино, диван, телевизор, шкап, пельмен тултарнӑ холодильник тата ытти япала та ӑсталать. Вӗсем чӑннисем пекех пысӑк. Ирина Андреева ӗҫӗсене Раҫҫейри, Германири, Францири, Бельгири, Аслӑ Британири, Японири музейсен тата уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче курма пулать.
К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» ятпа курав уҫнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куравра поэтӑн докуменчӗсемпе, сӑн ӳкерчӗкӗсемпе, япалисемпе, ал ҫырӑвӗсемпе тата автор хайлавӗсемпе паллашма пулать.
Уява республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов тата ыттисем хутшӑннӑ. Поэтӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай, вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ашшӗн пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ самантсене аса илнӗ. Унӑн кашни кӗнеки хӑйӗншӗн пурнӑҫ энциклопедийӗ евӗр пулнине палӑртнӑ. Курава уҫнӑ ҫӗре СССР халӑх артистки Вера Кузьмина та пынӑ. Вӑл мӑшӑрӗн «Тилли юррисем» хайлавӗнчи сыпӑка вуланӑ.
Роза Степанова юрӑҫ Вера Кузьминан юратнӑ юррине (Литература музейӗн сайтӗнчи хыпарта, шел те, мӗнлине каламан) шӑрантарса панӑ.
Севастопольти наципе культура обществисен ассоциацийӗн (ертӳҫи — В.А. Мелодан), Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин тата Крымри чӑвашсен наципе культура автономийӗн пайташӗсем Крымри этнографи музейне йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалланӑ уява хутшӑннӑ.
Крымри этнографи музейӗ Симферопольте вырнаҫнӑ. Музей фондӗнче халӗ 14 пине яхӑн экспонат упранать. Вӗсенчен самай пайне ҫурутрав ҫинче пурӑнакансем пырса панӑ. Уява «Собираем, храним, изучаем» (чӑв. Пуҫтаратпӑр, упратпӑр, тӗпчетпӗр) куравпа уҫнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Этнографи музейӗн чӗрӗк ӗмӗрне халалланӑ курава хутшӑннӑ чӑвашсем те музей пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Сӑмах май, юбилей ҫулталӑкӗнче музейра ытти мероприяти те иртмелле.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ӗнер Мишши Григорянӑн юбилейлӗ куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна саламлама унта Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ, вӑл Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникне Чӑваш Ен Элтеперӗн тав хутне ҫитернӗ.
— Михаил Григорьевич пек ҫынсем пур чухне ҫӗнӗ усӑллӑ шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ, ҫуртсем хӑпараҫҫӗ — Туслӑх Ҫурчӗсем. Пултарулӑхра сире ӑнӑҫу сунасшӑн, ҫӗнӗ куравсем йӗркелемелле пултӑр. Ҫак ӳнере пирӗн ҫамрӑк ӑрӑва явӑҫтарни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Курава килнисен хушшинче ачасене курасчӗ, кунашкал мероприятисене ҫемьи-ҫемьипе ҫӳресен аван пулӗччӗ, — тенӗ Константин Геннадьевич.
Ҫавӑн пекех Мишши Григоряна Чӑваш Енӗн художниксен пӗрлӗхӗн председателӗ А. Анохин, Раҫҫейри эрменсен пӗрлӗхӗн вице-президенчӗ Г. Анонянц саламланӑ.
Чӑваш Енӗн таврапӗлӳҫисем нумаях пулмасть хӑйсен пӗтӗмлетӳллӗ ларӑвне пухӑннӑччӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнчи ҫав калаҫура краеведсем Сӑвар-пӑлхарсен культурин тата пуштӑ историйӗн музейне уҫасси пирки калаҫнӑ. Аваллӑх управҫин экспозицийӗн проектне те кӑтартнӑ. Унпа Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен канашӗн ертӳҫи Сергей Сорокин паллаштарнӑ. Музея хастарсем 2017 ҫулхи ҫулла уҫасшӑн. Ӑна Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнчи Таврапӗлӳпе туризм центрӗнче йӗркелесшӗн.
Таврапӗлӳҫӗсен ларӑвӗнче, аса илтерер, Антонина Андреева тата Лина Яникова мезейҫӑсем, Сергей Утриван геронтолог, Ильтимер Ефремов кинорежиссер, Роза Степанова вулавӑш ӗҫченӗ, Эдуард Ушаков, Валерий Виноградов, Валерий Ивановский халӑх академикӗсем тата ыттисем тухса калаҫнӑччӗ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашри историпе мемориал музейӗнче Чӑваш АССР халӑх художникӗ, К.В. Иванов премийӗн лауреачӗ Павел Григорьев-Савушкин тата Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Августа Спиридонова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫнӑ.
Унта тӑратнӑ 22 ӗҫпе ачасене музей заведующийӗ Владимир Петров паллаштарнӑ. Вырӑнти, Енӗш Нӑрвашри, вӑтам шкулта сӑнарлӑ ӳнере вӗрентекен Олег Ярмулин художниксен ӗҫӗ-хӗлӗнчи хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑха уҫса панӑ май ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Музейри экспонатсемпе паллашма пынисем Павел Григорьев-Савушкин тата Августа Спиридонова пурнӑҫӗпе пултарулӑхне уҫса паракан сӑнӳкерчӗксемпе те, вӗсене тӗрлӗ ҫулта тивӗҫнӗ наградӑсемпе те кӑсӑклансах паллашнӑ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Путешествие в мир турецкого языка» (чӑв. Турккӑ чӗлхи тӗнчинчи ҫулҫӳрев) интерактивлӑ заняти иртнӗ. Унта Шупашкарти медицина колледжӗнче пӗрремӗш курсра вӗренекен ҫамрӑксене йыхравланӑ. Вӗсене чӑваш чӗлхи вӗрентекен Надежда Малышева илсе пынӑ.
Турккӑ чӗлхипе паллаштаракан занятире музей экскурсовочӗ Дарья Мочалова турккӑ чӗлхипе тӗнчере 75 миллион ҫын калаҫнине пӗлтернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл ҫӗр ҫинче чи вӑйлӑ аталаннӑ 15 чӗлхе шутне кӗрет. Студентсене турккӑсен культурипе, ҫутҫанталӑкӗпе, наци тумтирӗпе, апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Ҫав чӗлхепе сывлӑх сунма, паллашма кирлӗ ансат сӑмахсене те ҫамрӑксене вӗрентнӗ. Турккӑ чӗлхине ӑша хывас шухӑшлисене Литература музейӗ кӑмӑлтан кӗтет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |