И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче курав уҫӑлнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна аслӑ шкул вӗренекенӗсем Сочире юпа уйӑхӗн 14-22-мӗшӗсенче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен фестивальне хутшӑннине халалланӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Вӗрентӳ министерстви хыпарлать.
«И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ те Сочири фестивале хутшӑннӑ» ятпа йӗркеленӗ курава ӗнер, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, тӗп корпус фойинче уҫнӑ. Савӑнӑҫлӑ самантра Университет историйӗн музейӗн директорӗ Ольга Галошева, Андрей Александров ректор, фестивале хутшӑннӑ Екатерина Коршунова, Никита Иванов, Екатерина Чапурина, Полина Федорова тата Ирина Иванова волонтер тухса калаҫнӑ.
Палӑртса хӑварар: куравра ҫамрӑксем Сочирен илсе килнӗ сувенир продукцийӗпе, паллӑсемпе, ытти атрибутикӑпа, ҫавӑн пекех унта тунӑ сӑн ӳкерчӗксемпе паллашма пулать.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӳнер каҫӗ» акци иртӗ. Кӑҫал ӑна музейсем, театрсем, вулавӑшсем, культура ҫурчӗсем «Ӳнер пӗрлештерет» ятпа йӗркелӗҫ.
«Ӳнер каҫӗ» акци иртекен лапамсенче куравсем, ӑсталӑх класӗсем, концертсем, экскурсисем, пултарулӑх квесчӗсем, тавлашу лапамӗсем йӗркелӗҫ, спектакльсем кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗнче клоунада пирки ӑсталӑх класӗ иртӗ, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вара «Юрату пурах иккен» спектакль кӑтартӗҫ. ЧР Наци вулавӑшӗнче «Революци ӳнерӗ, революци – ӳнерте» тавлашу лапамӗ ӗҫлӗ. А.Г.Николаев космонавт ячӗллӗ асӑну комплексӗнче астрономи сӑнавӗ пулӗ.
Чӑваш наци музейӗ, Ӳнер музейӗ, патшалӑх истори архивӗ те акци валли программа хатӗрлӗҫ.
Ыран, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Кисан (Рязань) хулинче чӑваш тӗррине кӑтартӗҫ. Унти Историпе архитектура музей-заповедникӗн Юрӑ корпусӗнче «Узоры земли чувашской» (чӑв. Чӑваш ҫӗрӗн тӗррисем) курав ӗҫлеме пуҫлӗ. Курава тӑратнӑ материалсем — Шупашкарти Чӑваш наци музейӗ фончӗ пуянлӑхӗ.
«Комсомольская правда Рязань» хаҫат курав пикри ҫапларах хыпарланӑ: «Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсем тӗрӗ тӗрлессипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Тӗрӗпе йӑлари япаласене, йӑла-йӗрке хатӗрӗсене, тумтире капӑрлатнӑ. Ӗҫ валли ҫипе вырӑнти хӗрарӑмсем килте хӑйсем сӑрланӑ».
Кисан хулинчи куравра хӗрарӑмӑн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсемпе, арҫын тата хӗрарӑм тумтирӗпе, килте усӑ куракан япаласемпе паллашма май килӗ. Курав ыран 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулине «Lavproductions» компанин ӳкерӳ ушкӑнӗ килсе кайнӑ. Пултарулӑх ушкӑнне Андрей Леонтьев журналист ертсе пынӑ. Тӳрех палӑртар, асӑннӑ компани Discovery Сhannel телеканал валли «Раҫҫей ҫулӗсем» ятпа кӑларӑмсен ярӑмне хатӗрлет.
Хальхинче ӳкерӳ ушкӑнӗ Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗ тата унта кивӗ тракторсене епле майпа ҫӗнӗ сӑн кӗртни пирки кӑсӑклӑ телекӑларӑм хатӗрленӗ, ҫак музейӑн директорӗнчен Альберт Сергеевран интервью илнӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, телепередача ӳкернӗ ҫӗре Шупашкарти 5-мӗш гимнази вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне каласа хӑвармалла, хайхи журналистсем шурӑ Шупашкар тата Трактор тӑвакансен савучӗ пирки темиҫе сюжет ӳкернӗ.
Канаш районӗнче пурӑнакан Геннадий Петров экскаваторщик ҫӗр чавнӑ чухне тӗлӗнмелле япала тупнӑ. Вӑл кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Канаш районӗнчи Кӗлтеҫурт ялӗ ҫывӑхӗнче Геннадий 1,5 метр тарӑнӑшне чавса ҫитсен темӗнле шурӑ япала асӑрханӑ. Малтанах ку лаша шӑмми тесе шухӑшланӑ. Унтан кӗреҫе илнӗ те чавма пуҫланӑ. Вара вӑл пысӑк шӑл тупнӑ. Кун пирки тӳрех прораба Анатолий Семенова пӗлтернӗ.
Прораб шӑмӑсене кӑларма пулӑшнӑ, унтан вӗсем историксемпе ҫыхӑннӑ. Таврапӗлӳ музейӗн ӗҫченӗсем вырӑна тӳрех тухнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, шӑмӑсем мамонтӑн пулнӑ. Шӑмӑ кӑштах сиенленнӗ пулсан та вӑл экспонат вырӑнне йышӑнма каять.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Федор Павлов (1892-1931) ҫыравҫӑ тата композитор ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Ҫав кунах унта ҫыравҫӑпа тата композиторпа паллаштаракан кӗнекесем тата сӑн ӳкерчӗксем урлӑ паллаштаракан «Итле купӑс мӗн калать...» курав уҫӑлӗ.
Федор Павлов 1892 ҫулта авӑнӑн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) Патӑрьелӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1907–1911 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. 1930 ҫулта вӑл Ленинградра Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторине вӗренме кӗнӗ.
Федор Павловӑн юбилейне халалласа Чӑваш кӗнеке издательствинче Михаил Кондратьев музыкҫӑ «Гора золотая…» Федор Павлов и его время» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнине, ӑна Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче хӑтланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Тутарстан Республикинчи Чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ.
Дмитрий Самаренкинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӗл пулнӑ. Ертӳҫӗсем чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑмӑр, паллӑ ӑсчах Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине асӑнса ирттерекен мероприятисем пирки канашланӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвасси пирки сӳтсе явнӑ.
Республикӑн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗсен министрӗпе хӑна Чӑваш тӗррин музейне ҫитсе курнӑ. Унти экспонатсемпе паллашнӑ май Тутарстан хӑни музей йӗркеленине пысӑка хурса хакланӑ. Раҫҫей халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн ӗҫӗсем уйрӑмах килӗшнӗ ӑна. Чӑваш наци музейӗнче те пулнӑ вӑл.
Чӑваш республикин культура министрӗ Константин Яковлев паян Иваново облаҫӗнче пулнӑ, унти культура учрежденийӗсене ҫитсе курнӑ.
Тӗпрен илсен, Ивановӑри музыка училищин, патшалӑх театрӗсен комплексӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ, Палех поселокӗнчи Палех искусствин патшалӑх музейне, Ново-Талицы салинчи Цветаевсен ҫемье музейне ҫитсе курнӑ. Унсӑр пуҫне министр Ревель Федоров художникӑн Ивановӑри художниксен ҫуртӗнче йӗркеленнӗ «Хайӗн туприпе вӑрттӑнлӑхӗсем» куравӗпе киленнӗ.
Ҫапах та Константин Геннадиевич инҫе ҫула тухнин тӗллевӗ урӑх: Чӑваш республикин Культура министерствипе Иваново облаҫӗн культурӑпа туризм департаменчӗ малашне пӗрле килӗштерсе ӗҫлеме, пӗрлехи проектсене пурнӑҫлама килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа чӑваш театрӗсем хӑйсен спектаклӗсемпе Иваново облаҫӗнчи куракансене паллаштарӗҫ, унти театрсем пирӗн пата гастрольпе килӗҫ.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалласа семинар-плэнер ирттерӗ. Регионсен хушшинчи мероприятие ирттерме ЧР Элтеперӗн гранчӗ пулӑшӗ. Музей 100 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.
Музей ку енӗпе маттур. Вӑл темиҫе хутчен те грант ҫӗнсе илнӗ. Ҫак укҫа-тенкӗ пулӑшнипе тӑватӑ чӗлхеллӗ аудиогид тытӑмне йӗркеленӗ, парка хӑтлӑлатнӑ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче семинар-плэнер пӗрремӗш хутчен иртӗ. Ун чухне ӑсталӑх класӗсем, куравсем йӗркелӗҫ, дизайн-проектсем кӑтартӗҫ.
Мероприятие паллӑ ӳнерҫӗсем, студентсем, шкул ачисем хутшӑнӗҫ. Хальлӗхе Мари Элтан заявка килнӗ. Тутарстанран та килес шухӑшлисем пур. Семинар вӑхӑтӗнче ӳнерҫӗсем Бичуринпа ҫыхӑннӑ картинӑсене ҫеҫ ӳкерӗҫ.
Шупашкарта 1949 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ Валерий Пономарев художник вилнӗ. Кун пирки Ӳнер музейӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Геннадий Иванов-Орков Фейсбукри страницӑра паян пӗлтернӗ.
Живописец-художник Раҫҫейӗн художниксен пӗрлешӗвӗнче 1991-мӗш ҫултанпа тӑнӑ. Хӑй те вӑл ӳнер ҫыннисен ҫемйинче, ашшӗ гравер-художник пулнӑ, ҫуралнӑ.
Шупашкарти ӳнер училищинче тата Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ аслӑ художествӑпа промышленность училищинче вӗреннӗ. 1979 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче (ун чухне институт шутланнӑ) ӗҫлеме пуҫланӑ, тепӗр тӑватӑ ҫултан вӑл Раҫҫей художество фончӗн Чӑваш Енри пултарулӑхпа производство комбинатӗнче художника кӳлӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |