Шупашкарти наци вулавӑшӗн «Серебряный век» (чӑв. Кӗмӗл ӗмӗр) галерейинче ҫак кунсенче Любовь Остерлевина (1930–2008) художник куравӗ ӗҫлет.
Курав кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, вӑл нарӑсӑн 2-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Любовь Георгиевна Алма-Атари театрпа ӳнер училищинче тата Мускаври пир-авӑр институтӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти пир-авӑр хапрӑкӗнче художник пулса ӗҫленӗ.
«Кӗмӗл ӗмӗр» куравра «Крым», «Вӑтам Ази» ярӑмри ӗҫсем, живопиҫпе графика произведенийӗсем, пуҫри шухӑша васкаса хут ҫине куҫарнисем, гобелен тӗслӗхӗсем вырӑн тупнӑ.
Мероприятие уҫма художниксем, журналистсем, Шупашкарти Акцыновсем ячӗллӗ 6-мӗш ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем, ӳнере хаклакансем пуҫтарӑннӑ.
Художника аса илсе Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Раиса Терюкалова, Геннадий Иванов-Орков искусствовед, Раҫҫей художниксен союзӗн пайташӗ Нина Алимасова сӑмах каланӑ.
Шупашкар районӗнчи Станьялта таврапӗлӳпе туризм центрӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫитес вӑхӑтрах кунта туристсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен йышӑнма пуҫлӗҫ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК хыпарлать.
Чӑваш хастарӗсен пуҫарӑвне Вырӑс географи пӗрлӗхӗ ырласа йышӑннӑ та ӗнтӗ. Музей валли экспонатсене вара таврари ял ҫыннисем кӑна мар, Шупашкарти аслӑ шкулсем те панӑ. Хӑйнеевӗр центрта 10-20-мӗш ӗмӗрсенчи япаласемпе халех паллашма май пур.
Ку тӑрӑхра Мускавран Хусана тата каялла тавар турттаракан купсасем чарӑннӑ, ҫӗр выртнӑ. 18 ӗмӗрте айӑпланисене хурӑнлӑ ҫул тӑрӑх Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Ҫав вӑхӑтра Станьялта почта тата ямшӑк станцийӗсене хӑпартнӑ. Кунта хӑй вӑхӑтӗнче Александр Пушкин, Николай Карамзин, Федор Достоевский, Николай Чернышевский, Александр Радищев ҫыравҫӑсем, Пӗрремӗш Петӗр, Иккӗмӗш Кӗтӗрне патшасем чарӑннӑ. Ҫакна шута илсе тахҫанхи ҫуртсене — почта тата ямшӑк станцийӗсене — ҫӗнӗрен хӑпартасшӑн. Кайран авалхи ӗҫ-пуҫ ҫинчен туристсене каласа кӑтартасшӑн.
«Вырӑс географи пӗрлӗхӗ пире хӑйӗн проектне хутшӑнтарӗ. Туристсем пирӗн пата чӑваш халӑхӗн сувар-пӑлхар-чӑваш историйӗпе паллашма килӗҫ», — палӑртнӑ Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Сорокин.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» музейра паян уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Ӑна музей йӗркелӳҫи, унӑн пӗрремӗш директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ Толстов-Атнарский Валериан Григорьевич 105 ҫул тултарнине халалланӑ.
Валериан Григорьевичӑн ячӗ ӗмӗрлӗхех район историйӗнче ҫырӑнса юлнӑ. Пухӑннисем таврапӗлӳҫе халалланӑ экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров ҫапла хак панӑ: «Валериан Толстов пурнӑҫӗ ҫамрӑксемшӗн яланах тӗслӗх пулса тӑмалла», — тенӗ. Вӑл музей ӗҫне пысӑка хурса хакласа пухӑннисене культура ӗҫне, район чысне яланах ҫӳллӗ шайра тытса пыма чӗнсе каланӑ.
Музей ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Чемалина хӑнасене «Подвигу жить в веках» (чӑв. Паттӑрлӑх ӗмӗрлӗх) хӑтлавпа (презентаципе) паллаштарнӑ. Ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ Валерий Романов, Лев Медведев, Галина Афанасьева, Васса Столярова, Сергей Баринов, Галина Зотова ҫак музея епле йӗркелесе янӑ пирки, сумлӑ ҫынпа ҫыхӑннӑ самантсене аса илнӗ.
Хӗрлӗ Чутайри «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» музей залӗнче Чӑваш наци музейӗн куҫса ҫӳрекен сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. «Памятники истории и культуры Чувашии в фотообъективе» (чӑв. Чӑваш Енӗн историпе культура палӑкӗсем — фотообъективра) ятлӑ курав 12 планшетран тӑрать, кашнинче Чӑваш Республикин тӗрлӗ районӗсенчи паллӑ культурӑпа истори палӑкӗсене сӑнлакан 34 сӑнӳкерчӗк. Вӗсен авторӗсем — культурӑпа архив министерстви ирттернӗ ятарлӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисем.
Курав уҫнӑ ҫӗре Питӗркасси шкулӗнчи 4–5-мӗш класра вӗренекесем те хутшӑннӑ. Шупашкар, Улатӑр, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенчи истори палӑкӗсемпе ачасем кӑсӑкланса паллашнӑ.
Курав пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ӗҫлет, историпе тата культурӑпа интереслекенсем музейри экспонатсемпе хаваспах паллашӗҫ.
Чӑваш Енри сакӑр ача Мускаври Кремль керменӗнче раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртекен Раҫҫейри ачасен хорӗнче юрлӗ. Уява ҫӗршыври Ача-пӑча вунӑҫуллӑхне халалланӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ, сумлӑ хор йышне Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнчи «Соловушки» хорӗн солисчӗсем Женя Сбитнев, Таня Григорьева, Матвей Савинкин, Юля Чапрасова, Юля Матвеева, Соня Иванова, Аня Трифонова тата Дарина Данилова кӗнӗ. Вӗсен илемлӗх ертӳҫине Александра Васильевӑна Раҫҫейри ача-пӑча хорӗн хормейстерӗ пулма йыхравланӑ.
Ачасем Мускава тухса кайнӑ та ӗнтӗ. Мероприяти йӗркелӳҫисем вӗсем валли кӑсӑклӑ хушма программа хатӗрленӗ. Шкулта вӗренекенскерсене Раҫҫейӗн тӗп хулине экскурсие илсе тухӗҫ, музейсенчи куравсене илсе кайса кӑтартӗҫ.
Унччен Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ федераци харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Халӗ вӑл Чӑваш Ен харпӑрлӑхне куҫнӑ. Хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, культура еткерлӗхӗн объекчӗ республикӑна ахалех куҫать. Ҫапах пур здани те харпӑрлӑхра пулмасть, 2-мӗш помещени ҫеҫ, 91,3 тӑваткал метрлӑскер, куҫать.
Сӑмах май, Ҫеҫпӗл музейне патшалӑх харпӑрлӑхне куҫарасси пирки кӑҫал ҫу уйӑхӗнчех калаҫнӑ. Ун чухне тӳре-шара пур здание те Чӑваш Ен харпӑрлӑхне куҫарни лайӑхрах тенӗ. Кун хыҫҫӑн музея анлӑлатма, ҫӗнӗ залсем уҫма планланӑ.
Таврапӗлӳ музейӗсем республикӑри чылай ял-хулара пур. Унашкалли Канашра та вырӑн тупнӑ. Чукун ҫул урамӗнчи 85-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ҫак музей чӑваш хастарӗсене самай тӗлӗнтернӗ.
«Музей алкумӗ, картлашкисем хӑрушла арканса пӗтнӗ», — нумай пулмасть пӗлтернӗ вӗсем «Контактра» халӑх тетелӗнче. Чи тӗлӗнтернӗ япала вара — музея йыхравлакан кӳлепе. «Ice Age» (чӑв. «Пӑрлӑ тапхӑр», эсир ӑна вырӑсла «Ледниковый период» ятпа пӗлетӗр) мультфильмсен ярӑмӗнчи Сид кӳлепене хастарсем ҫапларах хак панӑ: «селӗп, пакӑлти, асар-писер, пурне те йӑлӑхтарнӑ ӳркенчӗк ленивец Сид». Халӑха шӑп ҫавнашкал сӑнар хапӑллани, музея йыхравлани чӑваш хастарӗсене килӗшмен те.
1974 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗлӗ музей куракансемшӗн тата кӑсӑклӑрах пулӗ. Ӗнер унта «В.И.Чапаев музейӗн реэкспозицийӗ» проектӑн хӑтлавӗ иртнӗ.
Проекта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игратьев республикӑри профессионал коллективсен пултарулӑх проекчӗсене аталантарма пӑхса хӑварнӑ укҫапа тунӑ. Тупрана Чӑваш Ен хыснинчен пӗлтӗр уйӑрнӑ. Ҫавӑнтанпа музейҫӑсем самай ӗҫ туса ирттерме пултарнӑ.
Музейӗн ҫӗнетнӗ экспозицийӗ куракана Пӗрремӗш тӗнче тата граждан вӑрҫисен тапхӑрӗнчи экспонатсемпе паллаштарать. Унта «Мгебров-Изотта-Фраскини» броневика, 1902 ҫулхи проектпа тунӑ 76 миллиметрлӑ тупӑпа (ӑна
тепӗр майлӑ «виҫӗдюймовка» теҫҫӗ) тата 1910 ҫулхи проектпа ӑсталанӑ пулемета асӑнмалла.
Шупашкарта ӗнер, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, халиччен пулман курав уҫӑлнӑ. Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунне халалланӑскерти экспонатсемпе суккӑрсем паллашма пултараҫҫӗ. Экспонатсен илемӗ ҫинчен экскурсоводсем каласа кӑтартнине итлесе мар, хӑйсен аллипе тытса пӑхса, хыпашласа.
Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ курава «ПРОСТРАНСТВО ЛЮБВИ» (чӑв. Юрату анлӑшӗ) ят панӑ. Унта Шупашкарти художниксемпе пӗрлех Мускаврисен ӗҫне те тӑратнӑ. Тӗрлӗ материалтан хатӗрленӗскерсем урлӑ мӗн каланине тытса та ҫавӑрса пӑхса ӑнланма пулать.
«Шкулта пӗрле вӗреннӗ тусӑмӑн куҫ курман ывӑлне ӗнер художество музейӗнчи курава чӗнтӗм. Саша музейра юлашки хут пӗр пилӗк ҫул каялла пулнине пытармарӗ. Куҫ курманнисен итлеме тивет. Хальхи курава вара тытса пӑхма май килчӗ», — тесе ҫырнӑ, тӗслӗхрен, «Чӑвашкино» киностудире тата электрон документацин архивӗн сектор заведующийӗ Вероника Кочешкова паян Фейсбукра.
Чӑваш наци музейӗнче юрӑ-кӗвӗллӗ литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Степан Аслан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Литература каҫне Степан Асланӑн ачисемпе мӑнукӗсем тата тӑванӗсем кӑна мар, хальхи ҫыравҫӑсем те, Канаш районӗн ентешлӗхӗн хастарӗсем те, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин вӗренекенӗсем те, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем те хутшӑннӑ. Малтанах Степан Асланӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне аса илнӗ, кун пирки пухӑннисене Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне паллӑ ҫыравҫӑпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ самантсемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч паллаштарнӑ. «Ахрат», «Сехмет», «Хӑват» хайлавсен авторӗн хӗрӗ Алина Асланина-Павлова ашшӗн «Ростки жизни» кӗнекине презентациленӗ, ӑна вӑл вырӑсла хӑй куҫарнӑ.
Палӑртар, литература каҫӗнчех «Чап-мухтавшӑн эп ҫунмастӑп» курав уҫӑлнӑ, унта Степан Асланӑн кӗнекисемпе тата сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |