Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ стела вырнаҫтарасшӑн. Вӑл «Ҫамрӑк мӑшӑрсене» ятлӑ пулӗ. Ӑна хула историйӗн музейӗ умне лартасшӑн. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, стелӑна ҫулталӑк вӗҫлениччен вырнаҫтарасшӑн.
Стела 10 метр ҫӳллӗш пулӗ. Вӑл ҫӳлелле хӑпаракан темиҫе ҫӳхе пӑрӑхран тӑрать. Варринче икӗ ҫӗрӗллӗ чӗре. Тӑрринче вара – аистсемпе салтак тӳмисем.
Стела ҫакӑн пекех пулать-и е ҫук-и – хальлӗхе ҫирӗплетсе калама ҫук, мӗншӗн тесен проекта йӑлтах туса пӗтермен-ха.
Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерессине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, фильмра тӑван республикӑмӑрти ҫутҫанталӑка, архитектура палӑкӗсене, чиркӗвӗсене тата ытти илемлӗ вырӑна ӳкереҫҫӗ. Кадра Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Улатӑр, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсем лекӗҫ.
Кино ӳкерекенсем паян Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра пулнӑ. Документлӑ фильмра ӳкерӗнекен Шупашкарти 5-мӗш гимнази ачисемпе «Путешествие в загадочный Китай» (чӑв. Асамлӑ Китая ҫулҫӳрев) музейри клуб пайташӗсем те ӳкерӗннӗ. Вӗсем «Катюша» юрра китайла тата вырӑсла юрланӑ. Кииай тӗпчевҫине Никита Бичурина халалланӑ урокра пулнӑ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Владимир Волков килте музей йӗркеленӗ. Вӗсем аваллӑх пирки манмаҫҫӗ. Картише кӗрсенех ҫемьешӗн пӗлтерӗшлӗ ача кӳмин ураписене курма пулать.
Владимир Мефодьевич аслашшӗнчен юлнӑ ӗҫ хатӗрӗсене ҫӳп-ҫап купине ывӑтман, вӗсене типтерлӗн упрать. Сенӗк, кӗреҫе, карлав, купӑста тӳмелли тата салма таканисем, кункра, арман калакӗ, йывӑҫпа хӑмӑш ҫулҫисенчен явса ҫыхнӑ арчасем… Темӗн те пур унӑн музейӗнче.
Ҫамрӑксем ҫак музее килсе чылай ҫӗнӗлӗх пирки пӗлеҫҫӗ. Владимир Мефодьевич кашни экспонат пирки сехечӗ-сехечӗпе калаҫма хатӗр. Вӑл ял историне те тӗпчет, йӑх-несӗле тишкерет, сӑвӑсем ҫырать.
Владимир Волков авалхи япаласене пухас тесе тӗрлӗ района тухса ҫӳреме тӑрӑшать, мӗншӗн тесен кашни тӑрӑхри япаласем уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енри культурӑн паллӑ учрежденийӗсене кӑтартакан паллӑсене автомобиль ҫулӗсем хӗррине вырнаҫтарасси пирки унччентерехех калаҫма пуҫларӗҫ. Ҫак кунсенче ӑна СССР летчик-космонавтне Андриян Николаева халалласа Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта уҫӑ мемориал комплексне каякан паллӑна вырнаҫтарнӑ.
Ырӑ пулӑм. Туристсемшӗн меллӗ. Виҫӗ чӗлхепе ҫырнӑ: вырӑсла, чӑвашла, акӑлчанла. Республикӑн Культура министерствинче ун пек тума хӑйсем ыйтнине пӗлтереҫҫӗ. Анчах тӑван чӗлхене юратакан филологсем маршрута кӑтартнинче йӑнӑш тупса та палӑртнӑ.
«Космонавтика музейӗ» тес вырӑнне «Космонавтика музейе» ҫырӑнса кайнӑ. Ку йӑнӑша яваплисем асӑрхаса тӳрлетӗҫ-ши — кӑна вӑхӑт кӑтартӗ. Эпир вара сӑнаса тӑрӑпӑр.
Шупашкарти Трактор музейӗнче чӑваш туй сыпӑкне ӳкернӗ. Ӑна ҫитес уйӑхра «Играй, гармонь любимая» (чӑв. Выля, юратнӑ купӑс) кӑларӑмра кӑтартассине пӗлтереҫҫӗ.
1986 ҫултанпа эфира тухакан кӑларӑма Трактор музейӗнче ӳкерме аваллӑх управҫисем хӑйсем ыйтнӑ-мӗн.
Музейра Геннадий Заволокинӑн «Частушка», Агрегат савутӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗсем, республикӑри тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.
«Играй, гармонь любимая!» кӑларӑм ертӳҫисем Анастасия тата Захар Заволокинсем музейпа паллашнӑ, унтисене телекӑларӑм ячӗпе парне панӑ. Музейра вара чӑваш туйӗш сыпӑкне тата ытти хӑш-пӗр сценӑна ӳкернӗ.
Чӑваш Енри пултаруллӑ купӑсҫӑсем тата ушкӑнсем эфира авӑн уйӑхӗнче тухӗҫ. Шӑпах ҫавӑн чухне телекӑларӑма куракансем патне ҫитермелле.
Етӗрне хулинче паян «Бородино» теплоход пырса чарӑннӑ. Ун ҫинче ларса килне хӑнасем Етӗрне ҫӗрӗнчи музейсемпе паллашнӑ. Район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх теплоход ҫинчен пурӗ 60 ҫын аннӑ.
Етӗрнесем хӑнасемпе пысӑк экскурси программипе паллаштарнӑ. Туристсем хулари музейсемпе ҫеҫ мар, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнчи тури чӑвашсен музейӗпе те паллашнӑ. Чи малтанах хӑнасене Етӗрнери таврапӗлӳпе ӳнер музейне кӑтартнӑ. Ун хыҫҫӑн Николай Мордвинов СССР халах артисчӗн тата Таланцев пиччӗшсен музей ҫурчӗсемпе паллаштарнӑ. Хӑнасене Вячеслав Еткер ӑстаҫӑ тунӑ кӳлепесем те кӑсӑклантарнӑ.
Экскурси программине вӗҫленӗ май туристсем Тури Ачак ялне ҫитсе курнӑ, кунти XIX ӗмӗрти хресчен хуҫалӑхӗн музейӗпе паллашнӑ. «Вирьял» халӑх ансамблӗ вара хӑнасене чӑваш юррисене шӑрантарса панӑ, сӑра мӗнле вӗретнине тата ӗлӗк пир мӗнле ҫапнине кӑтартса панӑ.
28-мӗш чунҫӳреве кайнисем утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкара ҫитрӗҫ. Кӑҫалхи ҫул Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тук ялӗ урлӑ Казахстан ҫӗрӗ еннелле выртрӗ.
Тӗп тӗллев — Туркестанран инҫе мар вырнаҫнӑ Мон Булакра Котрага халалласа барельеф вырнаҫтарасси пулчӗ. Казахстан ҫӗрӗ хӑнасене тараватлӑ кӗтсе илчӗ, Шупашкартан тухнисене Туркестанри пӗр хӑна ҫуртне вырнаҫтарчӗҫ. Чунҫӳревҫӗсем пӗтӗм Казахстан уявлакан Астана кунне те хутшӑнчӗҫ — Туркестанӑн тӗп тӳремӗнче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.
Шел те, барельефа вырнаҫтарма май тупӑнмарӗ. Чунҫӳревҫӗсем килес кунсенче вырӑнти тӳре-шара Астана кунӗн уявне хатӗрленнӗрен палӑк лартма ирӗк паракан хута туса ҫитереймен иккен. Ҫавна май барельефа тата чул ҫине ҫырнине Туркестанра вырнаҫнӑ Ахмет Ясави ятлӑ университечӗн музейне парса хӑварчӗҫ. Вӗсем вӑхӑт тупса палӑка вырнаҫтарма шантарчӗҫ. Ҫавах та чунҫӳревҫӗсем ҫак ӗҫе паллӑ туса така пусса ваттисемпе пирӗн халӑхӑн мӑн аслашшӗсене асӑнчӗҫ.
Сӑмах май, чунҫӳрев кӑҫал тепре те иртмелле, ҫурла уйӑхӗн варринче тепӗр хут Крым патне, Хӑнакур хули вырӑнне ҫитсе килмелле. Унта чунҫӳревҫӗсем пӗлтӗр лартнӑ палӑка илемлетесшӗн.
Чӑваш наци музейӗнче ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнче Асамат Балтаев ҫамрӑк художник-медальерӑн «Монетное искусство» (Манет ӳнерӗ) ятпа курав уҫӑлнӑ. Унта ӑна «Сувар» фонд президенчӗ Тимер Тяпкин Асамата малашне те ӑнӑҫу сунса Константин Иванов сӑнӗллӗ 1 тенкӗлӗх укҫа (ӑнӑ 1991 ҫулта кӑларнӑ) парнеленӗ.
Курава уҫма (вӑл ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ӗҫлӗ) искусствоведсем, скульпторсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем хутшӑннӑ.
Асамат Балтаев монета тата медальер пултарулӑхне Чехинчи Ниса ҫинчи Яблонец хулинче аслӑ шкулта туптанӑ. Вӑл — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, скульпторӑн, гравировщикӑн Николай Балтаевӑн ывӑлӗ.
Пӗлтӗрхи кӗркунне Асамат Балтаев Ленинград блокадине Ҫӗнӗ Зеландири 5 долларлӑ укҫа ҫине куҫарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ку хыпара «Золотой червонец» (чӑв. Вунӑ тенкӗллӗх ылтӑн укҫа) ылтӑн нумизматика порталӗ ҫырнӑччӗ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Моисей Спиридонов художникӑн тӑванӗсем пулнӑ. Кун пирки асӑннӑ учрежденин ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Геннадий Иванов-Орков Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Музейра Моисей Спиридоновӑн тӑванӗн хӗрӗ О.И. Меркурьева тата ыттисем пулнӑ. 94 ҫулта пулин те ӳнерпе тата культурӑпа малтанхиллех кӑсӑкланать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнчи музея чылай ҫул ертсе пынӑ. Енӗш Нӑрваш — Спиридоновпа Сверчков художниксен тӑван тӑрӑхӗ. О.И. Меркурьева мӑшӑрӗ П.М. Меркурьев чӑвашсен этнографийӗпе темиҫе ярӑмпа ӳкернӗ.
Моисей Спиридонов — чӑваш живописецӗ, графикӗ. 1890 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрвашра ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. 1912 ҫулта Хусанти ӳнер шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1912-1918 ҫулсенче Питӗрти ӳнер академийӗн Аслӑ ӳнер училищинче Н.С.Самокиш профессор мастерскойӗнче вӗреннӗ. Ҫавӑн пекех Ӳнер академиӗн Аслӑ Вӗренӳ курсӗсене пӗтернӗ. Шӑхасанти педагогика техникумӗнче вӗрентнӗ, Чӑваш облнаробразӑн ИЗО уйрӑмӗн ертӳҫи пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Чемен картинче ӗнер Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи Ҫимӗк уявне ирттерчӗҫ. Тепӗр май ӑна Хравути пуххи теҫҫӗ. Ҫӗнӗрен чертсе тӑратнӑ уяв кӑҫал иккӗмӗш хут иртрӗ. Уяв ячӗ хравути (ыхра вути) курӑк ятӗнчен пулнӑ.
Хравути пуххине сумлӑ хӑнасем, инҫетрен килнисем ҫитнӗччӗ. Вӗсем хушшинче — Культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Ерманов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ тата ыттисем пулчӗҫ.
Хравути пуххи пуҫланас умӗн вырӑнти таврапӗлӳ музейне уҫрӗҫ. Унта Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин паллаштарчӗ.
Уяв кӑсӑклӑ та савӑнӑҫлӑ иртрӗ. Халӑх кунта Раҫҫейӗн чылай регионӗсенчен хӑнасем пухӑнчӗ — Якутинчен те Мускавран та, тата ытти тӑрӑхсенчен те пулчӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем пире пӗлтернӗ тӑрӑх хӑнасем ҫавӑн пекех Майамирен, Швейцарирен те ҫитнӗ.
Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен кашни ял хӑйӗн кӗтесне йӗркеленӗ, апат-ҫимӗҫне хатӗрленӗ. Вӗсен ӗҫме-ҫимипе ятарлӑ комисси паллашрӗ, кашни ял кӗтесне хак парса тухрӗ. Кашни 15 ял хӑйӗн кӗтесне хӑйне евӗр йӗркеленӗ. Сӗтеллисем апат-ҫимӗҫпе пуянччӗ, тӗрлӗ йӑла-йӗркесемпе паллаштарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |