Чӑваш наци музейне хӑнасем час-часах килеҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫӗршыв ҫыннисем кӗрсе тухаҫҫӗ унта.
Нумаях пулмасть Наци музейӗнче интереслӗ хӑна пулса курнӑ. Румынири таврапӗлӳҫӗ Левенте Борбей музейпа паллашнӑ.
Археологи тата авалхи истори секторӗн заведующийӗ Александр Волков аякран килнӗ хӑнана Чӑваш Ен историйӗпе, халӑх мӗнле пулса кайнипе паллаштарнӑ. Хӑнана Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗсен картти уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ. Левенте Борбей «История чувашского народа и Чувашского края с IX в. до начала ХХ в.» экспозицири карттӑн цифра копине пама ыйтнӑ. Вӑл ыйтнине тивӗҫтернӗ.
Левенте Борьей музей ӗҫченӗсене чӗререн тав тунӑ. Вӗсем тӑван халӑх историне хисепленӗрен кӑмӑллӑ юлнӑ вӑл.
Шупашкарти Литература музейӗнче Валентина Масловӑн ӗҫӗсен куравӗ усӑлнӑ. Кун пирки пире Тимӗр Акташ пӗлтерет.
Маларах кӑтартнӑ ӗҫсемсӗр пуҫне ҫӗнӗ куравра хальтерех тунӑ ӗҫсем те пур. Уйрӑмах «4 времени жизни» (чӑв. «Пурнӑҫри 4 вӑхӑт») портретсен ярӑмӗ кӑсӑклӑ. Унта «Ҫур», «Ҫу», «Кӗр» тата «Хӗл» кӗреҫҫӗ. Тата уйрӑммӑн тунӑ «Кӗр» автопортрет, «Хӗллехи хӗвел анни» пейзаж пур. Вӗсене сӑнасан автор хӑйӗн ҫамрӑклӑхне, чи лайӑх ҫулӗсене аса илни, пурнӑҫ тупсӑмне тӗшмӗртни палӑрать.
«Взляд Всевышнего» (чӑв. «Турӑ куҫӗ») тата «Аркаим. Поющие чаши» (чӑв. «Аркаим. Юрлакан чашӑксем») картинӑсенче философиллӗ шухӑшлав курӑнать. Иккӗмӗшне автор Челепи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ авалхи хулаш вырӑнне ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн тунӑ.
Валентина Маслова психологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Аслӑ вӗренӳ учрежденинче студентсене вӗрентнӗ май хӑйӗнче художник ӑсталӑхне уҫнӑ. Малтан педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ, халь Чӑваш патшалӑх университечӗн дизайн кафедринче пӗлӗвне ӳстерет. Унӑн темиҫе персоналлӑ куравӗ ӗҫленӗ. 2012 ҫулта, сӑмахран, вӑл ӳкернӗ ӗҫсене «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра курма май пулнӑ.
Шупашкарти трактор историйӗн музейӗнчи экспонатсем — тӗрлӗ ҫулти техника. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ тракторсем те пур.
Музей директорӗ Альберт Сергеев халӗ тепӗр пуҫару тунӑ: ӗлӗк тӗрлӗ ӗҫре усӑ курнӑ техника пирки вӑл халӑха ытларах пӗлтересшӗн. Ҫак тӗллевпе районсенче куравсем йӗркелеме палӑртнӑ.
Ӗлӗкхи техникӑна ӳкерчӗксенче те пулин кӑтартма май тупнӑ. Ку таранччен хӑш-пӗр районта куравсем иртнӗ.
Хальхинче вӑл Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнакансем патне ҫитнӗ. Райцентрти В. Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейне хӑйсен пурнӑҫне техникӑпа ҫыхӑнтарнӑ ӗҫ ветеранӗсем, ачасем пуҫтарӑннӑ. Малтанах вӗсем кураври ӳкерчӗксемпе тата пӗчӗк трактор-машинӑпа паллашнӑ. Ӗнерхи трактористсем хӑйсен ҫамрӑклӑхне, хӗрӳ тапхӑрта уй-хиртен татӑлмасӑр тар тӑкнӑ вӑхӑтсене аса илнӗ.
Куславкка районӗнчи Карачри ял вулавӑшӗнче Яковпа Мария Ухсайсен музейӗ уҫӑлнӑ. Ырӑ ҫак ӗҫе пуҫаракансем — Ольга Яковлевна Ухсайпа Карачри ял тӑрӑхӗ тесе пӗлтереҫҫӗ вӑл тӑрӑхрисем.
Уява хутшӑннисене Ольга Яковлевна ашшӗпе амӑшӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Яков Ухсай — чӑваш халӑх поэчӗ. Вӑл 60 ытла кӗнеке авторӗ. Унӑн хӑш-пӗр хайлавӗ тӗнчипех сарӑлнӑ: «Тутимӗр», «Кӗлпук мучи», «Чапаевпа тӗлпулни», «Шурӑ хурӑнпа калаҫни», «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм».
Мария Ухсай повеҫӗсемпе пьесисене те халӑх лайӑх пӗлет. Унӑн чылай драмипе камичӗ куракансен умне тухнӑ.
Уява «Енӗш» фольклор ансамблӗ хӑйӗн юрри-ташшипе илемлетнӗ.
Сӑнсем (25)
Вӑрнарти тӗп вулавӑшра тата историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Халӑх ҫӳпҫинчен» ятпа фольклор уявӗ иртнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран лама куҫса пыракан пуянлӑхне кӑтартма ҫамрӑксене пуҫтарнӑ. «Халӑх ҫӳпҫинчен» фольклор уявне йӗркелекенӗ вара вырӑнти культура ӗҫченӗсем пуҫарса янӑ «Эткерлӗх» клуб.
Вӑрнар рйаонӗнчи тӗп вулавӑшӑн пулӑшу кӳрекен пайӗн пуҫлӑхӗ Л.Г. Кадыкова ҫамрӑксене чӑвашсен ал ӑсталӑхӗпе, ытти пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекесене кӑтартнӑ. Кӗнекесенче тӗрӗ ӑсталӑхӗ, йывӑҫран касса тӗрлӗ япала тӑвас вӑрттӑнлӑх, ҫӗвӗ тата пир тӗртес пултарулӑх пирки каласа кӑтартнӑ. Таврапӗлӳ музейӗн пуҫлӑхӗ Е.И. Шарипова вара Чӑваш Енре ӳнер хуҫалӑхӗсем епле аталанса пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑнсем (5)
Ҫак ытларикун авӑнӑн 29-мӗшӗнче Парижра Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Паллӑ искусствовед Геннадий Иванов-Орков хӑйӗн Facebook страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна Ульпи (Ольга) Николаева йӗркеленӗ.
Куракансемшӗн «Чӑваш Ен» телекомпани хатӗрленӗ фильм кӑсӑклӑ пулнӑ. Ӑна хатӗрлес ӗҫе Марина Карягина, Сергей Мышев тата Ульпи Николаева хутшӑннӑ. Фонограмма валли чӑвашла тата вырӑсла текстсене ҫырма Геннадий Орков та пулӑшнӑ.
Фильма ӳкернӗ чухне Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн ӗҫченӗсем хастар хутшӑннӑ — фонд управҫисем, ҫав шутра тӗп управҫӑ Г.Г. Исаев та. Пулӑшакансен йышӗнче фотографа тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫтешӗсемпе 4 струдентне асӑнма пулать.
Фильмра анат енчи чӑвашсен хӗр тата хӗрарӑм тумӗсене кӑтартнӑ. Унта ӳкернӗ кашни ҫипуҫ пайӗ музей фондӗнче упранакан чӑн-чӑн япаласем пулни пирки ҫирӗплетет Геннадий Орков. Фильма музейӗн тӗп залӗнче ӳкернӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче Чӑваш наци музейӗ акци ирттерет. Вӑл тата унӑн филиалӗсем ватӑ ҫынсем валли паян тӳлевсӗрех ӗҫлӗҫ.
Паян Чӑваш наци музейӗнче «Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии» (чӑв. Археологипе палеонтологи тӑрӑх пӗлнӗ Чӑваш тӑрӑхӗнчи авалхи ҫынсем), «История Чувашского народа и Чувашского края с IX века до начала XX века» (чӑв. IX ӗмерпе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑвашсен тата Чӑваш тӑрӑхӗн историйӗ), «Чувашия в XX веке» (чӑв. XX ӗмӗрти Чӑваш Ен), «Человек и природа» (чӑв. Ҫын тата ҫутҫанталӑк) экспозицисем ӗҫлӗҫ. Ҫавӑн пекех «15 лет в строю» (чӑв. 15 ҫул ӗҫре) куравпа паллашма май пулӗ.
Ватӑ ҫынсем Чӑваш наци музейӗн филиалӗсенче те экспозицисене тӳлевсӗрех курма пултарӗҫ. Музейпе курав центрӗ, Василий Чапаев музейӗ, Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнчи «Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван ҫӗршывӗ» асӑну комплексӗ филиалсен йышне кӗреҫҫӗ.
«Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музее кӑҫал ҫулла 106 ҫын килсе курнӑ. Вӗсен йышӗнче 7 ют ҫӗршыв ҫыннисем те пур.
Туристсенчен чылайӑшӗ Турцирен килнӗ. Ҫавӑн пекех Венгрирен, Литваран, Францирен, Беларуҫран, Украинран килекенсем пулнӑ. Музейре тӗрлӗ зал ӗҫлет. Бичуринӑн ӗҫӗсене вулав залӗ пек йӗркелени уйрӑмах илӗртет. Унтах Китайра чей ӗҫес йӑлана курма пулать. Пекин оперинчен ари итлеме те май пур.
Шупашкар районне килекен туристсем культура объекчӗсене кайса курма пултараҫҫӗ. Ку маршрут авӑн уйӑхӗччен ӗҫлет. Вӑл 3-5 сехетлӗхе тӑсӑлать.
Ҫак маршрутпа ҫулла виҫӗ ушкӑн ҫӳренӗ. Вӗсен ушкӑнӗнче «Вӗршӗнсем» пилот ушкӑнӗ те пулнӑ. Пӗтӗмпе ку маршрутпа 99 ҫын паллашнӑ.
«Куратӑп эп — Стихван пиччемӗре.
Тен, вӑл «туратлӑрахчӗ», пуль — йышра.
Тен, «тӑрӑнатчӗ» пулӗ. Эп пӗрех
Хама унпа туяттӑм ӑшӑра»,
— тесе ҫырнӑ хӑй вӑхӑтӗнче Геннадий Айхи поэт чӑваш халӑх поэчӗ Стихван Шавли пирки вӑл вилсен. Ҫапла, поэт ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман. Самар облаҫӗнче 1910 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗскер 66-ра леш тӗнчене ӑсаннӑ. Теприсем тата сахалтарах пурӑнаҫҫӗ те, тен, ытлашши сахал та мар пулӗ кун пек кун-ҫул. Юрӗ, паян сӑмахӑм ун пирки мар. Хусанти педагогика институтӗнче вӗресне ӑс пухнӑ Стихван Шавли ятне чӑваш литературине юратакансем аван пӗлеҫҫӗ, унӑн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем те сахал мар юрӑ ҫырнӑ.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, вӑл ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ҫак ятпа Шупашкарти Литература музейӗ «Ҫӗр ҫинчи йӗр» литературӑпа музыка каҫӗ ирттерме палӑртса хунӑ. Вӑл 14 сехетре пуҫланмалла.
Шухӑшланипе шур пӳрт лартаймӑн тенӗ те чӑваш, анчах выртан каска мӑкланнӑ тенине шута илсен ӗмӗт пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртме пулатех тесе шухӑшлас килет.
Кӳкеҫри нумаях пулмасть Н.Я. Бичурина халалласа черетлӗ хутчен вулав ирттернӗ. Ӑна унти «Бичурин тата хальхи самана» музей кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелет. Хальхине музейҫӑсем Иакинф Бичурин ҫуралнӑранпа 238 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑҫалхи вулава районти Культура ҫуртӗнче пухӑннӑ. Республикӑри ятлӑ-сумлӑ ӑсчахсемпе, тӗрлӗ тӳре-шарапа пӗрлех аякри чӑвашсем те — Тӗмен облаҫӗнчисем — хутшӑннӑ унта. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн пайташӗ С.К. Антонов пӗрлешӗвӗн ертӳҫи И.Н. Маслова ячӗпе салам сӑмахӗ каланӑ. Вӑл Тӗменри чӑвашсен ассоциацийӗ Иакинф Бичурина халалласа Тобольск хулинче асӑну хӑми вырнаҫтарас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Иакинф Бичурин Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралнӑ. Шӑпа ӑна Китая кӑна мар, Ҫӗпӗре те илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |