Юпан 4-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче тепӗр хут «Поэтсен балӗ» музыкӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Унта Рустем Галич тата «АrСо» квартет (Сергей Григорьев, Оксана Милицина, Гульсина Григорьева, Надежда Казакова), оперӑпа балет театрӗн солисткисем Маргарита Финогентова, Татьяна Прытченкова хутшӑнӗҫ.
Рустем Галич АПШра, Раҫҫейре, Европӑра гастрольсемпе нумай пулать, ӳнер вулавӗн жанрне сарать. Йӗркелӳҫӗсем поэзи каҫӗ кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Ара, унта ҫынсене хаваслӑх парнелеме юратакан чӑн-чӑн профессионалсем хутшӑнаҫҫӗ-ҫке-ха.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» аваллӑх управҫи мӗнпе куракана хапӑл пулнине ятӗнченех ӑнланма пулать. Кивӗ шкул пулнӑ ҫуртра хӑй вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ ҫак культура учрежеднийӗ таврара ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ.
Пӗр вырӑнта тӑмасть музей. Аталанса пырать. Ҫав шутра «Чӑваш картишне» асӑнма пулать. Музей ҫумӗнчи лапамра вырнаҫнӑскер пирки ытлашши темех каласа кӑтартма та мар-тӑр, мӗншӗн тесен ӑна та ячӗ уҫса парать.
Унта юлашки вӑхӑтра ҫамрӑк мӑшӑрсем пырса ҫӳресси йӑлана кӗме тытӑннӑ иккен. Ҫавӑн пек самантсенчен Апашри «Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ те юлмасть. Иртнӗ эрне кун та вӑл унта ҫитнӗ. Тин кӑна мӑшӑрланнисене ушкӑн чӑвашла юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
«Пукане: йӑларан вӑйӑ патне» ятпа Куславккари Н.И. Лобачевский ячӗллӗ ҫурт-музейра курав уҫӑлнӑ. Куҫса ҫӳрекен курава Чӑваш наци музейӗ вӑхӑтлӑх панӑ.
Куславккасем те курава хӑйсен пуканисемпе пуянлатасса шанаҫҫӗ. Экспозицире чӑваш пуканисемсӗр пуҫне Итали пуканисем те пур. Ӑна музей-ҫурта Чӑваш Енӗн халӑх артистки Светлана Бубнова парнеленӗ. Куславккари ӳнер шкулӗнче ӗҫлекен преподаватель Любовь Скворцова тӑм сувенирӗсем тыттарнӑ, унсӑр пуҫне Аня Манюкова шкул ачин ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ.
Курав раштавчен ӗҫлӗ.
Сӑнсем (14)
Авӑнӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарта ӑсталанӑ тракторсен «Кулибин XXI» курав конкурс иртнӗ. Мероприятие трактор историйӗн ҫумӗнче йӗркеленӗ, машиностроительсен кунне халалланӑ.
Куравра ҫӗнӗлӗхсемпе, ял хуҫалӑхӗшӗн усӑллӑ модельсемпе паллашма май пулнӑ. Унта хатшӑнакансен йышӗ ҫулсерен хушӑнать. Хӑшӗ-пӗри опытлӑ изобретатель те пулнӑ ӗнтӗ.
Курава Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн студенчӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсем Николай Ермаков вӗрентекенпе пӗрле «Багги» хӑвалакан автомобиль ӑсталанӑ. Унӑн двигателӗ — Жигулирен, вӑл бензинпа ӗҫлет.
Конкурса пӗтӗм тӗнчери James Dyson Awards 2014 конкурсӑн финалисчӗ Алексей Смиронов та килнӗ. Кашниех вӑл ӑсталанӑ хатӗрпе паллашма пултарнӑ. Куравра ытларах ҫынсем хӑйсем ӑсталанӑ тракторсем пулнӑ. Изобретательсем тӗрлӗ хуларан килнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене эрне вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Вӗсен укҫапа тата Дипломпа хавхалантарӗҫ. Чи лайӑххисене трактор историйӗн музейне вырнаҫтарӗҫ.
«Бичурин тата хальхи самана» музейри «Чӑваш картишӗ» экспозици тепӗр экспонатпа пуянланнӑ. Музейра пӗчӗк ҫӑлӑн макечӗ вырӑн тупнӑ.
Ҫӑла Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Иванович Алексеев (Сантӑр Пикл) парнеленӗ. «Чӑваш картишӗнче» унӑн ытти ӗҫӗ те пур. Малтан вӑл музея «Тӗнче пулса кайни» скульптура композицине тата «Ӗмӗр сакки сарлака» сака парнеленӗ.
Сантӑр Пикл музейпа 10 ҫул ытла тачӑ ҫыхӑну тытать. Шупашкар районӗнче вырнаҫтарнӑ унӑн пирвайхи ӗҫӗ — «Апаш» скульптура композицийӗ.
Ӗнер Тӑвай районӗнчи хушма пӗлӳ паракан педагогсемпе ӳкерме вӗрентекен учительсем Шупашкарта хӑйсен ентешӗпе, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗпе Геннадий Козловпа, тӗл пулнӑ. Вӑл чӑн пурнӑҫри пейзажсене ӳкерме кӑмӑллать. Ҫутҫанталӑк ӑна хӑват парать.
Курнӑҫу Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче иртнӗ. Геннадий Васильевич шӑпах унта пуҫлӑхра ӗҫлет те. Курав залӗсем тӑрӑх Геннадий Козлов хӑй ертсе ҫӳренӗ. Художник ӑсталӑх лаҫҫине те кӗртсе кӑтартнӑ.
Тӗлпулӑва кайнӑ тӑвайсем хӑйсен ентешӗ пултаруллӑ художник, лайӑх йӗркелӳҫӗ кӑна мар, уҫӑ чунлӑ та кӑмӑллӑ ҫын тесе пӗтӗмлетнӗ.
Паян Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Геннадий Айхин чӑвашла ҫырнӑ сӑввисене акӑлчанла: шведла тата норвег чӗлхи ҫине куҫарнӑ «Ултӑ сӑвӑ» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ.
Айхин вырӑсла сӑввисене 50 ытла чӗлхене куҫарнӑ-ха. Нумаях пулмасть унӑн чӑвашла хайлавӗсене те урӑх чӗлхесене куҫарма тытӑннӑ. Шведла куҫарас шухӑша Микаэль Нюдаль тӑлмач тытнӑ. Вӑл сӗннипе ултӑ сӑвва акӑлчанла (куҫаруҫи — Питер Франс), норвегла (Гуннар Вэрнесс) куҫарнӑ. Айхин сӑввин оригиналӗсене тата куҫарӑвӗсене уйрӑм кӗнекепе кун ҫути кӑтартнӑ.
Шупашкарта иртнӗ хӑтлава Микаэль Нюдаль, Питер Франс, Анника Бекстрӑм тӑлмачсем, Гуннар Вэрнесс поэт килсе ҫитнӗ. Мероприятие поэтӑн йӑмӑкӗ, ҫыравҫӑ тата куҫаруҫӑ Ева Лисина, Атнер Хусанкай литературовед тата критик, Борис Чиндыков драматург, публицист, тӑлмач тата ыттисем хутшӑннӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти Мускав районӗнче вырнаҫнӑ «Созвездие» (чӑв. ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) ача пахчинче «Чӑваш пӳрчӗ» пӗчӗк музей уҫӑлнӑ. Унта ачасем тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркипе тата пурнӑҫӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
Музей тӗллевӗ — ачасенче ӑс-хакӑлпа этеплӗх туйӑмӗсене аталантарасси, тӑван халӑхӑмӑр ламран лама пухнӑ пуянлӑха вӗсем патне ҫитересси теҫҫӗ. Халӑхӑн сӑмахлӑхӗпе — ваттисен сӑмахӗсемпе, тупмалли юмахӗсемпе, юмах-халапӗпе тата ыттипе — паллаштарассине те музей йӗркелекенсем пӗчӗкрен пуҫламалла тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Сӑнсем (2)
Чӑваш Ен Андриян Николаев космонавт-летчик ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет. Нумаях пулмасть ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне ҫитсе курнӑ, ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ.
Планпа килӗшӳллӗн, А.Г.Николаев ячӗллӗ парк урлӑ аллея пулӗ, унта Совет тапхӑрӗнчи тата Раҫҫейри паллӑ космонавтсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарӗҫ. Аллея икӗ объекта ҫыхӑнтарӗ: А.Николаевӑн пӑхӑртан тунӑ бюстне тата Космонавтика музейне. Аллея хӗррипе чечексем ешерӗҫ, хунарсем ҫутатӗҫ, канмалли саксем вырнаҫтарӗҫ.
Эстонирен Чӑваш Ене тӑтӑшах килсе ҫӳрекен Ираида Захарова пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Вӑл Эстонире чӑваш наци тумӗн музейне те уҫнӑ иккен. Ираида шкултан вӗренсе тухсан Санкт-Петрбургри университета кӗнӗ. Мӑшӑрӗпе унтах пурӑнма юлнӑ.
Ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗнче вӗсем Эстоние куҫса кайнӑ. Ираида каланӑ тӑрӑх, тӑван кӗтесне чунӗ яланах туртнӑ. Музей уҫас шухӑш тахҫанах ҫуралнӑ-мӗн. Унӑн амӑшӗпе кукамӑшӗ алӗҫӗпе аппланнӑ-мӗн. Ҫавна май ӗлӗкхи япаласем пухӑннӑ. Анчах Ираида музей уҫас шухӑша майӗпен пурнӑҫа кӗртнӗ.
Ираида музей уҫиччен Эстонири радиора ӗҫленӗ. Вӑл унта халӗ те чӑвашла «Ӑраскал» кӑларӑм ертсе пырать. Эстони халӑхӗ чӑваш культурипе питӗ кӑсӑкланать.
Кӑҫалтан пуҫласа Ираида чӑваш тӗррине вӗрентме тытӑннӑ. Эстонире 1000 яхӑн чӑваш пурӑнать. Темиҫе ҫул каялла Ираида «Чӑвашсем» кӗнекене эстон чӗлхипе кӑларнӑ. Нумаях пулмасть ҫак кӗнекене Эстонири шкулсенче вӗренӳ программине кӗртнӗ.
Эстонири чӑвашсен ентешлӗхӗн ӗмӗчӗсем пысӑк. Ираида Захарова шухӑшӗпе, тӑван тӑрӑхран пин-пин ҫухрӑмра пурӑнсан та йӑх тамарсене манмалла мар, ачасене тӑван халӑх йӑлипе килӗшӳллӗн воспитани памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |