Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ 94-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 10-мӗшӗччен унта «Историпе паллаш» акци иртет. Музей ҫак кун ҫынсенчен чӑваш тӑрӑхӗн историйӗпе культурине сӑнлакан тӗрлӗ япала йышӑнать. Тӳлевсӗр.
Ҫынсенчен йышӑннӑ хатӗр-хӗтӗр музей фондӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ. Парнелекен ҫынсен ячӗсене Чӑваш наци музейӗн Хисеп кӗнекине кӗртӗҫ.
Кунсӑр пуҫне унта Чӑваш наци музейне 2010–2015 ҫулсенче килнӗ япаласен куравӗ уҫӑлӗ.
Музейре ӗҫлемелли кунсенче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен кӗтеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон — 62-41-24.
Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Тӑвайри таврапӗлӳ музейӗнче ҫӗнӗ курав уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑвайра пурӑнакан алӗҫ ӑсти Галина Аполосовна Мясникова йӗркеленӗ.
Хӑй вӑл Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ, Хусанти ветеринари институтне пӗтернӗ. Вӑл Тӑвайри ветеринари станцинче тухтӑрта ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Тӑвайри ветеринари аптекинче вӑй хурать.
Галина Мясникова ҫыхассипе ачаранпах кӑсӑкланнӑ. Вӑл пуканесем, юмах сӑнарӗсем валли тум ҫыхнӑ. Кашнинех тумлантарма кӑмӑллать.
Куравра — унӑн 59 ӗҫӗ. Кашнинех илемлӗ, тӗплӗн пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех музейра Вӑрманхӗрри ялӗнче ҫуралнӑ Геннадий Васильевич Козловӑн картинисемпе паллашма пулать. Курав нарӑс уйӑхӗн варриччен ӗҫлӗ.
Етӗрне районне ӗҫпе Мускаври «Зюдвест Пресс» хаҫатӑн журналисчӗ Штефан Шолль килсе кайнӑ. Нимӗҫ корреспондентне Раҫҫей ҫыннисен пурнӑҫӗ кӑсӑклантарать. Уйрӑмах — пӗчӗк хуларисен. Вӑл вӗсем пирки статьясем ҫырать.
Германире сас-хура тухнӑ-мӗн. Украинӑри лару-тӑрӑва пула, санкцисем йышӑнсан Раҫҫей ҫыннисем выҫӑ лараҫҫӗ имӗш. Штефан Шолль ҫакна уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ.
Вӑл Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа тӗл пулнӑ. Пуҫлӑх район ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, ял хуҫалӑх ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Владимир Николаевич журналиста района нимӗнле санкци те пырса тивменнине ӗнентернӗ. Пачах тепӗр май — ял хуҫалӑха аталантармалли майсем туса панӑ.
Шолль Етӗрнери аш-какай комбинатне ҫитнӗ. Сергей Якушев директор пур ыйтӑва та хуравланӑ, цехсенче экскурси ирттернӗ. Санкцисем пулсан та комбинат аталанать-мӗн, унта кӳрсе килнӗ какай ҫук. Журналист «Ядринмолоко» организацие те ҫитнӗ. Нимӗҫ ҫынни ҫав предприятисенче нимӗҫ хатӗр-хӗтӗрӗпе ӗҫленинчен тӗлӗннӗ.
Штефана хулапа та паллаштарнӑ, музее илсе кайнӑ. Хӑна лайӑх кӑмӑлпа уйрӑлнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫул пуҫлансанах ЧНК хастарӗсем поэт ҫуралнӑ тӑрӑха — Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялне — ҫитсе килнӗ. Унта ку ҫулталӑка ҫӳллӗ шайра ирттерессине сӳтсе явнӑ.
Делегацие Слакпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Беляев, шкул директорӗ Ольга Иванова ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. ЧНК президиумӗн пайташӗ Эдуард Бахмисов ҫу уйӑхӗнче Слакпуҫра уява тӗнче шайӗнче ирттерме май пуррине пӗлтернӗ.
ЧНКан культура комитечӗн ертӳҫи Зинаида Воронова конгресс чӑваш культурине мӗнле аталантарни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем слакпуҫсене те пулӑшма хатӗр-мӗн.
Нина Пӑрчӑканпа Лидия Сарине слакпуҫсене хӑйсен сӑввисене вуласа панӑ. Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнчи шкулта вӗрентекенре ӗҫлекенсем шкулта К.Иванов ҫулталӑкне мӗнле ирттерессипе паллаштрнӑ. Комсомольски районӗнчи «Каҫал» ушкӑн ертӳҫи купӑсне тӑсса янӑ та слакпуҫсем хӗрӳллӗн алӑ ҫупнӑ.
Тепӗр кун ЧНК хастарӗсем Слакпуҫри музейпе паллашнӑ. Кӑнтӑрла шкула ҫавра сӗтеле пухӑннӑ.
Асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаҫисем Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне мӗнле хитрелетнӗ? Хӗллехи каникулсенче еплерех парнесемпе савӑнтарнӑ? Кун пирки пӗлес килет-и? Эппин, май пулсан Патшалӑх вырӑс музейӗн виртуал филиалне ҫитсе курмалла.
Унта икӗ ӗмӗр каяллахине курма пулать. Василий Суриков, Апполинария Васнецова, Федот Сычков, Федор Решетников картинисем вӑхӑта каялла тавӑрма пулӑшӗҫ.
Патшалӑх вырӑс музейне ҫитсе кураймастӑр тӑк Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрне ҫул тытӑр. Унта та уяв йӑли-йӗркипе паллашма пулать-мӗн. Тӗслӗхрен, тӑвансемпе юлташсем валли парне тӑвас енӗпе пултарулӑх лаҫҫи ӗҫлет.
«Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче кӑрлачӑн 3–11-мӗшӗсенче ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсене пултарулӑх каникулӗсем кӗтеҫҫӗ. Кашни кун чи юратнӑ уявӑн вӑрттӑнлӑхӗсем уҫӑлаҫҫӗ.
Шуршӑлти А.Г.Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗн Космонавтика музейӗ хӗллехи каникулта кашни кун ӗҫлет. Уяв кунӗсенче унӑн алӑкӗсем ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен уҫӑ.
Ҫак кунсенче хӑйне евӗр курава — «Космос тата Ҫӗнӗ ҫул» — ҫитсе курма май пур. Унта музей хӑнисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламлакан космонавтсемпе ҫыхӑннӑ видеороликсене кӑтартӗҫ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче 9–18 сехетсенче «Кӑсӑклӑ астрономи» вӗренӳ программи ӗҫлӗ. Ҫав вӑхӑтра музей хӑнисем космоса виртуал мелпе ҫулҫӳреве тухӗҫ. Ҫавӑн пекех викторинӑсем, ӑсталӑх класӗсем, шӳтлӗ конкурссем, лекцисем иртӗҫ, телескоппа тӳпери объектсене сӑнӗҫ.
Чӑваш наци музейӗнче «Музей тата ачасем» вӗренӳ программипе килӗшӳллӗн «Музейри шкул» проект старт илнӗ. Ҫак кунсенче Шупашкарти 49-мӗш шкул ачисем Культура тата Литература ҫулталӑкӗсене халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑ.
Ачасем Чӑваш наци музейӗнчи тата унӑн филиалӗнчи экспонатсемпе паллашнӑ. 2-мӗш класра вӗренекенсем валли «Ҫутҫанталӑкри улшӑнусем. Хӗлле» заняти ирттернӗ. Вӗсем чӗрчунсем хӗле мӗнле хатӗрленнине аса илнӗ.
5-мӗш класра вӗренекенсем Ҫар мухтавӗн музейӗнче «Салют, Ҫӗнтерӳ!» акцие старт панӑ. Акципе килӗшӳллӗн сӑвӑ вулакансен конкурсӗ иртнӗ.
8-мӗш классем «Ҫӗнӗ ҫул экспресӗпе» ҫула тухнӑ. 5 минутра вӗсем Италие, Альбиона ҫитсе курнӑ, ӑсталӑх класӗсене хутшӑннӑ.
Литература музейӗнче 6-мӗш классем валли экскурси ирттернӗ. Вӗсем «Чӗрӗ театр» интерактивлӑ занятие хутшӑннӑ. 3-мӗш классем «Асанне арчинчен» занятие хутшӑннӑ. Вӗсем пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсемпе, чӑваш халӑх юмахӗсемпе, савӑт-сапапа паллашнӑ. «Тӗрӗ паллисем» ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ, ачасем хӑйсем те тӗрленӗ. Ытти классем те тӗрлӗ занятисене хутшӑнса тавракурӑмне анлӑлатнӑ.
Раштавӑн 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри музейра районти таврапӗлӳҫӗсен канашӗн канашлӑвӗ пулчӗ. Унта районти культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, таврапӗлӳҫӗсем, ветерансем тата вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Пухӑннисем малтанах музейри экспонатсемпе паллашрӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра кунта виҫҫӗн вӑй хураҫҫӗ: Елена Ивановна Чемалинова музей директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать, ӑна пулӑшакансем Валентина Ильинична Торейкина методистпа Лариса Валериановна Сядайкина музей пӑхавҫи.
Елена Чемалинова пухӑннисене ҫулталӑк хушшинче пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, 2015-мӗш ҫулта тума палӑртнӑ культурӑллӑ-массӑллӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Музей коллективӗ халӑхӑн культура шайне ӳстерес тесе куллен тӑрӑшать, кунта час-часах экскурсисем, шкул ачисем хушшинче тӗрлӗ викторинӑсем ирттереҫҫӗ. Сӑмахран нумай пулмасть иртнӗ музей каҫӗ те нумайӑшне килӗшнӗ. Елена Чемалинова хӑйӗн сӑмахӗнче музейри экспонатсен шутне ӳстерме тӑрӑшни пирки те асӑнчӗ.
Таврапӗлӳҫӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ мероприятисенче кашнинех хастарлӑрах пулма сӗнчӗҫ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм-трактористкӑсем, Сӑр хӗрринчи окопсен вырӑнӗсем, ветерансен асаилӗвӗсем ҫинчен хаҫат-журналта ытларах пичетлеме, ку ӗҫе шкул ачисене хутшӑнтарма чӗнчӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Ҫӗнӗ ҫул — музейра» проектпа килӗшӳллӗн «Вӑхӑт лабиринтӗнче» курав уҫӑлать. Кун пирки Чӑваш наци музейӗ пӗлтерет.
Куравра Чӑваш Енри паллӑ ҫынсен сехечӗсене катартӗҫ: Ф.Ф.Ясковский лесовод, В.К.Магницкий этнограф, А.Канаш ӳнерҫӗ, хурт-хӑмӑр ӗрчетнӗ С.И.Андреев, В.Г.Толстой-Антарский таврапӗлӳҫӗ, В.Д.Шилов майор генерал, А.Д.Кӑлкан, А.А.Ӗҫхӗл, В.С.Чаплина ҫыравҫӑсем, Стихван Шавли поэт, А.И.Петрухин тата А.Д.Поздеев профессорсем.
Кунсӑр пуҫне юбилейлӑ датӑсемпе кӑларнӑ сехетсем пулӗҫ. Тӗслӗхрен, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 45 ҫул ҫитнӗ, С.Федоров ячӗллӗ микрохирурги уҫӑлнӑранпа 20 ҫул иртнӗ ятпа кӑларнӑ сехетсем.
Курава килнисем Чӑваш Енре пулнӑ делегацисен парнисене те курма пултарӗҫ. Ав Чулхулари чукун ҫул, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ сехет парнеленӗ.
Ҫавӑн пекех Козьмодемьянскри культурӑпа истори музейӗнчи, Шупашкарти коллекционерӑн Сергей Трифоновӑн сехечӗсем пулӗҫ. Курав 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Раштавӑн 9-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв паттӑрӗсен кунӗ иртнине пурте, тен, пӗлмеҫҫӗ-тӗр. Муркашри тури чӑвашсен музейӗнче ҫак кун ячӗпе «Вӗсен ячӗпе урамсем хисепленеҫҫӗ» ятпа асӑну каҫӗ ирттернӗ. Унта Муркашри вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекен ачасене йыхравланӑ. Кадет класӗ шутланакан ҫав класс музея ытти чух та час-часах пырать-мӗн.
Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑшра ӗҫлекенсемпе пӗрле «Муркаш районӗн паттӑрӗсем» хӑтлав йӗркеленӗ. Унта кадетсене уяв историйӗпе паллашнӑ, Совет Союзӗн Геройӗсен, Раҫҫей Федерацийӗн Социализмла ӗҫ паттӑрӗсен ячӗсене аса илнӗ. Тӗлпулӑва Совет Союзӗн Геройӗн Алексей Воробьевӑн мӑнукне Наталия Ястребована йыхравланӑ. Ачасене вӑл Алексей Иванович ҫинчен каласа кӑтартнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин паттӑрӗн ячӗпе Ҫурла Тырри ялӗнче урам хисепленсе тӑнине пӗлтернӗ. Ачасене ача-пӑча вулавӑшӗн ертӳҫи Е.И. Налимова «Пысӑк вӑрҫӑн пӗчӗк паттӑрӗсем» кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ май ҫӗнтерӗве ҫыхартма пулӑшнӑ ачасем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |