Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗн уявӗ кунсерен ҫывхарать. Кӑҫал вӑл 70 ҫул тултарнӑ май ӑна анлӑ паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ.
Чӑваш наци музейӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта Ҫӗнтерӗве халалласа Ҫар махтавӗн музейӗнче «Пӗтӗм пурнӑҫ — паттӑрлӑх» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ хӗрарӑмсене халалланӑ.
Курава Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн уҫни те ахальтен мар.
Официаллӑ информаци палӑртнӑ тӑрӑх, «Пӗтӗм пурнӑҫ — паттӑрлӑх» куравра — 70 япала. Вӗсен йышӗнче — сӑнӳкерчӗксем, чыслав хучӗсен копийӗсем, вӑрҫӑ ветеранӗсен кун-ҫулне ҫутатакан кӗнекесем, хаҫатсем…
Ҫавӑн пекех куравра II степень Тӑван ҫӗршыв орденне, «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ медицина сестрин япалисем пур. Унтах Чӑваш Ен хӗрӗсен, сывлӑш сӑнавӗн батальонӗн 101 уйрӑмӗн боецӗсен, харпӑр материалӗсемпе паллашма пулать.
Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗ пурне те «Чун киленӗҫӗшӗн тӗрлетпӗр» курава чӗнет. Ӑна ятарласа Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн уҫнӑ.
Экспозицие хатӗрленӗ ҫӗре «Ал ӑстисем» кружока ҫӳрекенсем хутшӑннӑ. Вӗсен чи лайӑх ӗҫӗсем куравра вырӑн тупнӑ: чӑваш тӗррипе хатӗрленӗ япаласем те, хӗресле тӗрленисем те. Пӗтемпе — 80 экземпляр ытла.
Кураври япаласене ӗлӗкхи евӗр хатӗрленӗ. Пирӗн асаннесемпе кукамайсем хӑйсен туйӑмӗсене тӗрре куҫарнӑ.
Хӑшӗ-пӗри хӑйсен тӗрленӗ хатӗр-хӗтӗрне музея парнеленӗ. Вӗсен йышӗнче район пульницинче ӗҫлекен Роза Семенова пур. Людмила Андреевӑн ӗҫӗсем — алшӑлли, сӗтел ҫитти, тутӑр — пӗрремӗш хут курава хутшӑннӑ.
Курав ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Сӑнсем (6)
Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейне хӗрарӑм ҫыравҫӑсем пухӑннӑ. Кунта яланхи пекех вӗсем ҫуркуннене халалланӑ сӑвӑсем вуланӑ.
Светлана Гордеева поэт ҫуркунне хавхалану кӳнине, туйӑмсене вӑратнине палӑртнӑ. Уяв каҫне Раиса Сарпи хӗрарӑма халалланӑ гимна вуласа уҫнӑ. Ытти поэтсем те — Альбина Юрату, Лидия Сарине, Валентина Маслова, Зоя Сывлӑмпи, Нина Пӑрчӑкан — ҫуркуннене, хӗрарӑмсене, юратӑва халалланӑ сӑвӑсем вуланӑ.
«Тарават» ансамбль вара хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Ирина Понаморева темиҫе юра юрланӑ. Ҫав шутра Альбина Юрату сӑввисемпе хывнӑ юрӑсем те пулнӑ.
Ҫав кун «Чечекӗсем — хӗрарӑмсене» курав уҫӑлнӑ. Хӗрарӑм ҫыравҫӑсене Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ ятӗнчен Андрей Кузнецов, Алексей Московский, Андрей Думилин чӗрӗ тюльпансем парнеленӗ.
Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Чӑвашсем» фотокурав уҫӑлнӑ. Ӑна I Петӗр ячӗллӗ Антропологипе этнографи музейӗн фондӗнчи материалсем тӑрӑх йӗркеленӗ. Курав материалӗсемпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ уйӑрса панӑ.
Фотокуравра Питӗрти Антропологипе энографи музейӗн япала тата иллюстраци коллекцийӗсен фотоӳкерчӗкӗсенчен тӑрать. Вӗсенче 18-ӗмӗр вӗҫӗнчен тытӑнса 20-мӗш ӗмӗрӗн ҫурричченхи тапхӑр вырӑн тупнӑ. Маларах асӑннӑ музейра пурӗ 323 япала упранать, вӗсене 12 коллекцие пухнӑ. Ҫав шутра — япаласем, фотоӳкерчӗксем, кантӑк ҫинчи негативсем. Курава Н.И.Гаген-Торис, А.А. Ходосов, П.Озеров этнограф-тӗпчевҫӗсен коллекцийӗнчи фотоматериалсем пуянлатаҫҫӗ. Ӳкерчӗксенче тӗрлӗ хуралтӑ, хресчен хуҫалӑхӗче усӑ курнӑ япаласем, халӑх ҫипуҫӗ, музыка инструменчӗ, чӑвашсен туррисем сӑнланнӑ. Вӑрнарсем Н.И. Гаген-Торис Вӑрнар районӗнчи Уравӑш ялӗнчи экспедицире пухнӑ япаласене пысӑка хурса хакланине пӗлтереҫҫӗ.
Сӑнсем (11)
Ҫак кунсенче Чӑваш наци музейӗнче «Ҫыннӑн анатомийӗпе патологийӗ» курав уҫӑлнӑ. Унта ҫыннӑн органӗн 70 яхӑн экспонатне курма пулать. Ҫавӑн пекех куравра варти патлогиллӗ ачасен кӗлеткисем пур.
Варти ачасем — 10-28 эрнесенчисем, ҫуралманнисем. Ытлахӑшӗ пулас амӑшӗ алкоголизм чирӗпе аптӑранине, сиенлӗ япаласем ӑша янине пула ҫапла пулса тухнӑ.
Экспонатсене I Петӗр кунсткамеринчи архивран илсе килнӗ. Ҫуралма пӳрмен ачасем тӗрлӗ чирпе аптӑранӑ: мулкач тути, алӑ-ура аталанманни, кӗлеткен аялти пайӗ пулманни, варти ача кирлӗ пек аталанманни…
Гермафродитсем те пур — хӗрача е арҫын ача пулнине уйӑраймӑн. Сиам йӗкӗрешӗсен кӗлеткисем пӗрлешнӗ, теприсен, йӗкӗрешсен, пӗр пуҫ…
Ача пахчисенче музейсем ӗҫлени ӳсекен ӑрушӑн ҫав тери усӑллӑ. Унта чӑвашсен йали-йӗркипе, культурипе, историйӗпе паллашма пулать-ҫке-ха. Ачаранах тӑван халӑх пуянлӑхне туйса ӳснине мӗн ҫиттӗр?
Ҫӗрпӳ хулинчи «Хӗвеллӗ хула» (шел те, учреждени ячӗсене вырӑсла параҫҫӗ халӗ — «Солнечный город») ача пахчинчи «Ҫеҫпӗл» ушкӑнри шӑпӑрлансем «Асамат кӗперӗ» мини-музея, унтах вырнаҫнӑскере, ҫитсе курнӑ.
Музей ертӳҫисем ачасене питӗ хӗпӗртесе, ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсене чӑвашсен наци тумӗсем пирки, хӗрарӑмсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсем ҫинчен (хушпу, тухья) каласа кӑтартнӑ, пурте пӗрле ҫӑпата сырса пӑхнӑ.
Ахаль чухне музейсенче ачасене кӑна мар, аслисене нихӑш хатӗр-хӗтӗре те алӑпа тыттармаҫҫӗ. Кунта вара, Ҫӗрпӳри мини-музейра, шӑпӑрлансем йӑлтах тытса пӑхнӑ.
Елчӗксем те ыттисемпе танах Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа мероприятисем ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Елчӗкри историпе таврапӗлӳ музейӗ акци йӗркелет. «Музее — парне» ятлӑскере пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Культура тытӑмӗнчи ӗҫченсем Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май халӑха тӗрлӗ мероприятие явӑҫтарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ ҫав.
Акци пушӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен иртӗ. Ҫак тапхӑрта музей ҫынсенчен район историйӗпе культурине ҫутатакан иллюстрацисем, япаласем хаваспах йышӑнать. Ҫав экспонатсем музей фондӗнче тивӗҫлӗ вырӑн тупӗҫ.
Музейшӑн ҫемье реликвийӗ, кивӗ сӑнӳкерчӗксем, документсем ҫеҫ мар, халӑх костюмӗсем, йӑлара усӑ курмалли хатӗрсем, алӗҫӗсем те хаклӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ япаласене вара хӗпӗртесех йышӑнӗҫ. Тӗслӗхрен, салтак тумӗ, чашӑк-тирӗк, фронтран килнӗ ҫырусем, сӑнӳкерчӗксем…
Акцие чи пӗрремӗш Галина Витальевна Чернова хутшӑннӑ. Вӑл музее килте усӑ курмалли 30 ытла япала парнеленӗ.
Паян «Чӑваш Енӗн туризм индустрийӗнче малта пыракансем — 2014» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫиснее чысланӑ.
Пӗлтӗрхипе 11-мӗш йӗркеленӗ ӑмӑртура республикӑн чи лайӑх экскурсовочӗ ята Куславккари Н.И. Лобачевскийӗн историпе краеведени музей-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Егорушкина ҫӗнтернӗ. «Вырнаҫтармалли чи лайӑх хатӗр» номинацире «Волга Премиум Отель» хӑна ҫурчӗ ҫӗнтернӗ. «Вырнаҫтармалли чи лайӑх хатӗр — санатори» «Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗ мала тухнӑ. «Труизм отраслӗн сӑнӗ» — «Чӑваш Ен Турист» тулли мар яваплӑ общество. «Регионти чи лайӑх турфирма» — «ЛеКо» общество (хӑшӗсем ӑна «Стодорог» ҫул ҫӳрев клубӗ тенипе пӗлеҫҫӗ). «Тухса ҫӳремелли туризма аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» номинацире хастар хутшӑннӑшӑн «Сирӗн канӑвӑрӑн агентстви», «Спутник» тата «Сӑр шуҫӑмӗ» обществӑсене дипломпа палӑртнӑ. «Экологи туризмне аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ наградӑна тивӗҫнӗ. «Промышленноҫ туризмне аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» Трактор историйӗн музейне чысланӑ. «Чи лайӑх турпартнер» номинацире харӑсах иккӗн ҫӗнтернӗ: «Экскурси тӗнчи» компанипе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑсен кунӗ ҫывхарнӑ май хулара, республикӑри районсенче тӗрлӗ мероприятисем ирттерме пуҫлаҫҫӗ.
Арҫынсемпе каччӑсене Чӑваш наци музейӗ хӑйне евӗр тӗлпулу йӗркелеме сӗнет. Ӑҫта? Паллах, музейра.
Чӑваш наци музейӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе акци ирттерет. Вӑл «Савнине музее илсе кай!» ятлӑ.
Арҫынсен ҫак меллӗ самантпа усӑ курса ҫуркуннехи акцие хутшӑнмаллах ӗнтӗ. Пуш уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче, уяв кунӗсенче, Чӑваш наци музейне савнине ҫавӑтса килнӗ арҫын е каччӑ пӗр билет ҫеҫ туянать. Пӗр сӑмахпа, пӗр билетпа иккӗн музей кӗрсе курӗҫ.
Палӑртмалла: Чӑваш наци музейӗ «Савнине музее илсе кай!» акцие пӗр ҫул ҫеҫ ирттермен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ветерансен канашӗ ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчен илнӗ Астӑвӑм альбомне тултарса Муркаш район элчисене парса ячӗ.
«Эстафета памяти поколений» (чӑв. Ӑрусен астӑвӑмӗн эстафети) эстафетӑра республикӑри пур ветеран организацийӗ те хутшӑнать. Кашни район альбомра хӑйӗн геройӗсем ҫинчен хушса ҫырать. 2015 ҫулта кунти материалсене пухса Астӑвӑм кӗнеки пичетлесе кӑларма шутлаҫҫӗ.
Республикӑри ветерансен канашӗн председателӗ Анатолия Пукки, конкурс ертӳҫи Анатолий Филиппов, конкурс комисси пайташӗ Галина Персидская, Муркаш районӗпе Шупашкар район элчисем тӗлпулура хастар пулчӗҫ. Районти ветерансен ертӳҫи Галина Тимакова пухӑннисене общество ертсе пынипе туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Анатолий Пукки эстафета тӗллевӗсем пирки каласа кӑтартрӗ, Енкӗлт ялӗнчи Сергей Баринов ертсе пыракан ветерансен организацине республикӑра ҫӗнтерӗве халалласа ирттернӗ смотр-конкурс лауреатне чысларӗ.
Районта вырӑс чӗлхипе «Мое село (моя деревня) в годы Великой Отечественной войны» (чӑв. Ман ял Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче) сочиненисен конкурсӗ ирттернӗ, унта пурӗ 29 ӗҫ тӑратнӑ, саккӑрӑшӗ ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |