Ҫӗршыв шайӗнче «Ял территорийӗсене 2014–2017 ҫулсенче тата 2020-мӗш ҫулчченхи тапхӑрта ҫирӗппӗн аталантармалли» тӗллевӗлӗ программа вӑйра тӑрать. Программӑна республикӑра пурнӑҫа кӗртме кӑҫал федераци хыснинчен 406 пин тенкӗ тивӗҫмелле, 1,0 миллионне республика хыснинчен уйӑрмалла, вырӑнти хыснасенчен — 375 пин, уйрӑм усламҫӑсен тата ҫынсен кӗсйинчен 719 пин текнӗ кӑлармалла.
Программӑна кӗртмелли проектсене суйлаҫҫине Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта 17 ял тӑрӑхӗнчен килнӗ 18 проекта тишкернӗ. Министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ-экономика критерийӗсене уйрӑмах туллин тивӗҫтерекенсене суйланӑ. Кӑҫал пурнӑҫа кӗртмелли проектсен шутне Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин пахчи» музейпа парк комплексӗ тата Етӗрне районӗнчи Мӑн Шемертенти Чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗ кӗнӗ.
Килес ҫул вара Элӗкри культурӑпа кану центрӗ тата Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗри шкул тавралли умӗнчи территорие хӑтлӑх тата тирпей-илем кӳме, Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗнчи Сыпайӗнче нумай ӗҫ тӑвакан стадион тума укҫа уйӑрӗҫ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче историпе асӑну музейӗнче чӑвашсен паллӑ кӳлепеҫи Алексей Петрович Майраслов ҫурланӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлнӑ.
Куравра — кӳлепеҫӗн 23 ӗҫӗ. Алексей Майрасловӑн пурнӑҫне музей архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем, ытти материалсем уҫса параҫҫӗ. Курав пултаруллӑ кӳлепеҫӗн ӗҫтешӗсем, тус-юлташӗ, тӑванӗсем ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех Алексей Майрасловӑн пултарулӑхне килӗштерекен ҫынсем айккинче юлман. Курава килнисен йышӗнче — ЧР Ӳнерҫӗсен союзӗн членӗ, кӳлепеҫӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Кузьмин, Анна Брагина ӳнерҫӗ, Николай Федотов живописҫӑ, «СВ-Пресс» издательство ушкӑнӗн директорӗ Александр Вражкин, Ҫӗҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн режиссерӗ Станислав Васильев, «Аксар» студин директорӗ Алексей Иванов тата ыттисем те.
Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Петров ку мероприяти питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Музей заведующийӗ Владимир Петров Алексей Майрасловӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл Чӑваш Енри паллӑ скульптура палӑкӗсем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта «Раҫҫей юррисем» фестиваль-марафон вӗҫленчӗ. Надежда Бабкина чӑваш тата ытти халӑхпа пӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта, хӑш-пӗр районта савӑнчӗ. Надежда Георгиевна Шупашкарта пулнӑ май Трактор историйӗн музейне ҫитсе курнӑ. «Трактор завочӗсем» концерн» ҫак кӗтменлӗхрен тӗлӗннӗ, хаклӑ хӑнана хисеплесе ЧЕТРАТ40 бульдозерӑн макетне парнеленӗ.
Т40 бульдозер копине «Промтрактор» АУО специалисчӗсем 1:43 масштабпа хатӗрленӗ. Надежда Бабкина ҫак парнене пысӑк хак панӑ, вӑл ӑна 4 ҫулти мӑнукне парнелеме шантарнӑ. Юрӑҫ каланӑ тӑрӑх, пӗчӗкскер ҫак тракторпа мӗн тумаллине пӗлетех. Тен, пурӑна киле профессионал бульдозерист пулма шухӑшлӗ.
Артистка тахҫан хӑй те трактор рулӗ умне ларнӑ-мӗн. Шкулта вӑл гусеницӑллӑ техникӑпа каяссипе зачет тытнӑ.
Музей урамран пуҫланать тесе шухӑшлаҫҫӗ канашсем. Ҫавӑн пиркиех унти аваллӑх управҫисем музей тавралли территорие усӑ курма тӗллев лартнӑ. Ҫапла вара экспонатсем этнографи залӗнче кӑна упраннӑ пулсан урамра «Чӑваш картишӗ» кӗтес йӗркелесшӗн.
Ку шухӑш патне пӗлтӗр уҫнӑ «Юрату, шанчӑклӑх тата ҫураҫу сакӗ» йывӑҫ скульптура композицийӗн авторӗ Геннадий Захаров ҫитсе тухнӑ. «Чӑваш картишӗнче» хресчен пурнӑҫӗн йӑлари пурнӑҫне кӑтартасшӑн. Унта вырӑнти халӑх авал мӗн ӗҫлесе пурӑннине, унӑн культурине, ӳнерне кӑтартасшӑн. Кунсӑр пуҫне халӑхӑн хальхи вӑхӑтри пурнӑҫне те ҫутатӗ вӑл.
Хальлӗхе вара Канашри таврапӗлӳ музейӗ «Музее экспонат парнеле» акци ирттерессине пӗлтернӗ. Этнографи кӗтесӗ валли ҫӑл пури, ӗҫ-хӗл хатӗрӗ, килти хатӗр-хӗтӗр пухаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15:00 сехетре Чӑваш наци музейӗнче Сергий Радонежские халалланӑ «Чӗррисене чӗнетӗп» курав уҫӑлӗ. Ку — музейпе Шупашкар епархийӗн пӗрлехи ӗҫӗ.
Экспозицие Сергий Радонежский ҫуралнӑранпа 700 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курав килекенсене Сергийӑн иконографийӗпе паллаштарӗ. Авалхи вырӑс культурипе ӳнерӗн Андрей Рублев ячӗллӗ музейри тата Сергиев-Посадри заповедник музейӗнчи турӑшсен копийӗсем пулӗҫ.
Курав 1380 ҫулхи Куликово уйӗнчи ҫапӑҫура Сергий Радонежский мӗнле пӗлтерӗш йышӑннине каласа кӑтартӗ.
Экспозицие манах пӳлӗмӗ евӗр йӗркелӗҫ, ҫавнӑнпа куракансен ҫав вӑхӑта куҫ умне кӑларма, манах пурнӑҫӗпе паллашма май пулӗ. Кунтах Сергий Радонежскин вӗренекенӗсемпе паллаштарӗҫ.
Проектпа килӗшӳллӗн вырсарни шкулӗсенче ача-пӑча ӗҫӗсен куравӗ йӗркеленӗ.
Хулари ачасен ҫурхи каникулсем иртсе те кайрӗҫ ӗнтӗ, ялтисен вара тин ҫеҫ пуҫланчӗҫ. Ҫак кунсене Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем усӑллӑ ирттерес шутпа тӗп хуламӑра ҫул тытрӗҫ. Малтанах вӗсем Трактор историйӗн музейне ҫитсе курчӗҫ. Кунта курмалли-тӗлӗнмелли пайтах: авалхи вӑхӑтри суха пуҫӗнчен пуҫласа хальхи хӑватлӑ тракторсемчченех! Вӑхӑт ҫинчен мансах ҫӳрерӗҫ ачасем экспонатсем хушшинче. Ҫӳрерӗҫ ҫеҫ мар, кӑмӑла кайнӑ тимӗр утсем ҫине ларса та курчӗҫ!
Унтан «Мадагаскара» ҫул тытрӗҫ: пин-пин ҫухрӑмра вырнаҫнӑ утрав ҫине мар ӗнтӗ, паллах, 3D форматлӑ кино курма кинотеатра.
Малалла ҫул хальхи вӑхӑтри историн архивне выртрӗ. Кунта та тӗлӗнмелли нумай пулчӗ. Ачасем документсене еплерех упранине хӑйсен куҫӗсемпе курма пултарчӗҫ, чылай сӑнӳкерчӗксемпе паллашрӗҫ. Ҫур ӗмӗр каялла тунӑ хамӑр ял ҫыннисен сӑнӳкерчӗкӗсене курса тӗлӗнчӗҫ. Уйрӑмах паллӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев сӑнӗсем кӑсӑклантарчӗҫ.
Экскурсие яланхилле Атӑл хӗрринче вӗҫлерӗҫ ачасем. Ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа килелле ҫул тытрӗҫ.
Культура ҫулталӑкне ирттернӗ май вӗсен пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемеллех тесе шут тытнӑ май Етӗрне районӗнче ӳкерме, юрлама вӗрентекенсеме технологи учителӗсене ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пултарнӑ.
Унта вӗсем «Раҫҫей гуманитари, информаци тата культура уҫлӑлӑхӗнче» темӑна сӳтсе явнӑ. Маларах каланӑ предметсене ӑша хывтаракансем ача чӑн-чӑн ҫын пулса ӳстӗр тесе мӗнле меслетсемпе усӑ курнине тишкернӗ. Ҫак ӗҫе лайӑхлатас тесен мӗн тумалли пирки те калаҫнӑ.
Район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ информацире кам мӗнле доклад туни таранах асӑнса кайнӑ-ха. Ларура калаҫнин тӗп шухӑшӗ, унта калани тӑрӑх пӗтӗмлетсен, ака уйӑхӗнче музейра Н.П. Петрова тата В.Г. Петрова вӗрентекенсен куравне йӗркелесси. Тата унта хӑш-пӗр вӗрентекенӗн опычӗпе паллашма май килнӗ-мӗн.
«Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫ пичетленсе тухсан унӑн авторӗн ӑсталӑхне Михаил Сироткин литература тӗпчевҫи пысӑк хак панӑ. 1964 ҫулта вара Алексей Талвир «Никӗс» роман кӑларнӑ. Кӗҫех ӑна вырӑсла куҫарса пичетленӗ. Ахаль ҫынсем те, литература тӗпчевҫисем те ӑна ырласа йышӑннӑ», — ҫакна аса илтерет «Чӑваш Ен» телерадиокомпани.
Талвирӑн ытти кӗнеки те вулакана ҫывӑх. Ҫакна палӑртнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти литература музейӗнче ирттернӗ асӑну каҫӗнче. Унӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав та йӗркеленӗ ҫав кун.
Алексей Талвир 1909 ҫулта Патӑрьелӗнче ҫуралнӑ. Сӑмах май, унти шкул паллӑ ентешӗн ячӗпе хисепленсе тӑрать. Аслӑ пӗлӗве вӑл Мускаври Ломоносов ячӗллӗ университетра пӗлӳ илнӗ. Ҫартан таврӑнсан Мускавра тухса тӑракан «Коммунар» хаҫатра ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Алексей Талвир «Комсомольская правда» хаҫатӑн ҫарти корреспонденчӗ пулнӑ.
Алексей Талвир 30 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Чи паллӑ ӗҫӗсем — «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫ тата «Никӗс» роман. Алексей Талвир хайлавӗсене вырӑсла, тутарла, грузинла тата ытти чӗлхене куҫарнӑ.
Йӗпреҫри этнографи музейӗн комплексӗнче республика фестивалӗсен иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Пӗр вӑхӑтрах ачасен пилӗк фестивалӗ старт илнӗ:
◇ чӑваш тӗррин «Ҫӗр пин тӗрӗ тӗнчинче» конкурсӗ;
◇ «Пӗчӗк ҫеҫ путене» фольклор конкурсӗ;
◇ хореографи ушкӑнӗсен «Здравствуй, Мир!» конкурсӗ;
◇ «Черчен чечексем» ӳнер пултарулӑхӗн конкурсӗ;
◇ «Уҫӑ саслӑ ачалӑх» юрӑ пултарулӑхӗн конкурсӗ.
Ачасен пултарулӑхӗ, вӗсем хӑйсене сцена ҫинче тытма пӗлни ҫулран-ҫул ӳснине палӑртма кӑмӑллӑ.
«Здравствуй, Мир!» фестивале Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем, Пучинкери «Девчата» тата «Васильки» ташӑ ушкӑнӗсем, Хурамалти «Непоседы» тата «Энергия» ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.
«Уҫӑ саслӑ ачалӑх» конкурс фестивале Кӗлӗмкассинчи культурӑпа кану центрӗн воспитанникӗсем Клава Егоровӑпа Данил Анисимов, Хурамалти Лев Плотников, Пучинкери Юлия Васильева, Йӗпреҫри Диляра Вахитова тата Карина Васильева пултарулӑхӗсене кӑтартнӑ.
«Черчен чечексем» фестивале хутшӑнкан та сахал пулман: Пучинкери Илья Шибаев, Ясмин Ермолаев, Йӗпреҫри Маргарита Трофимова, «Лошкари» инструментпа вокал ансамблӗ, Эйпеҫри Кристина Иванова.
Ял тарӑхӗсенчи культура учрежденийӗсен чи лайӑх ӗҫченӗсем хушшинче иртнӗ республика конкурсне 25 ҫын хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне 12-шне кӗртнӗ.
«Муниципалитетри культура учрежденийӗн чи лайӑх ӗҫченӗ» ята Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнчи Культура центрӗнчи историпе таврапӗлӳ халӑх музейӗн ертӳҫи Герман Ларшников тивӗҫнӗ. Герман Николаевич, Васанти шкулта историпе тӑван ен культурине вӗрентекенскер, 1986 ҫулта ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен кружокне йӗркеленӗ. Кружока ҫӳрекенсем тӑрӑшнипе 1990 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ялта таврапӗлӳ музейӗ йӗркеленнӗ. Ҫав ҫулхинех наци йӑлисене тата тӑван ен историне пропагандӑланӑшӑн музее халӑх ятне панӑ.
Ҫав ҫулхинех Герман Николаевич музей ҫумӗнче ачасен «Мерчен» фольклор ушкӑнне йӗркеленӗ. Раҫҫей, республика шайӗнче иртнӗ конкурссене хутшӑннӑ ушкӑн ҫитӗнӳ нумай тунӑ. 2002 ҫулта «Мерчене» халӑх ятне панӑ.
Герман Ларшников ертсе пыракан фольклор ушкӑнӗ чӑваш халӑх ӳнер пултарулӑхне, наци йӑлине чылай ҫул пропагандӑлать, анатри чӑвашсен йӑли-йӗркине, юррисене ҫӗнӗрен чӗртме тӑрӑшать. Васанти таврапӗлӳ халӑх музейӗ районти культура вучахӗ, методика центрӗ пулса тӑнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |