Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Йӗпреҫ ялӗнчи пӗлӗт айӗнче вырнаҫнӑ этнографи музйӗнче пулса курчӗҫ. Музей пӗр гектар ҫурӑ ҫӗр йышӑнать. Унта XIX тата XX ӗмӗрсенчи чӑваш ялӗнчи кил-ҫурт таврашне, пӳрт ӑш-чикиисене, чӑвашсем усӑ курнӑ пур хатӗр-хӗтӗре сӑнласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне картинӑсен галерийи, этнографи музейӗ мӗне тарать! Куҫпа курнине мӗнех ҫитейӗ! Ҫулҫӳрев пурин кӑмӑлне те кайрӗ.
Паян — илемлӗ ылтӑн кӗр кунӗ. Йӗри-таврана тимлӗн сӑнаса пӑхсан ҫак илеме ҫутҫанталӑкран лайӑхрах нимӗнле художник та сӑнласа кӑтартайманнине туятӑн. Пысӑк ҫулӑн икӗ енӗпе ӳсекен йывӑҫсен тӗрлӗ тӗслӗ тумӗсемпе киленсе Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем Шупашкара ҫул тытрӗҫ. Икӗ сехетрен паллӑ ентеш — Василий Иванович Чапаев палӑкӗ патне ҫитрӗҫ. Ҫӳллӗ постамент ҫинче вырнаҫтарнӑ мӑнаҫлӑ юланутҫӑ ҫине пуҫсене каҫӑртсах тимлерӗҫ шӑпӑрлансем. Часах музейе те кӗрсе курчӗҫ. Кунта вырнаҫтарнӑ экспонатсем хушшинче вӗсене ытларах граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи салтаксен тумтирӗ тата хӗҫ-пӑшал кӑткӑслантарчӗ. Легендарлӑ ҫар пуҫӗ ҫуралса ӳснӗ ҫурта та хаваспах кӗрсе тухрӗҫ ачасем.
Малалла ҫул — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче вырнаҫнӑ Космонавтика мемориаллӑ комплексне. Ҫур сехетрен палӑртнӑ вырӑна ҫитсе те тӑчӗҫ ачасем. Тепӗр паллӑ ентеш — Андриян Григорьевич Николаев виҫҫӗмӗш космонавтӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗп корпусӗнче ӗнер, авӑнӑн 27-мӗш кунӗнче, аслӑ вӗренӳ учрежденин кун-ҫулне ҫутатса кӑтартакан музей уҫӑлнӑ. Кун пирки университет сайчӗ пӗлтерет.
Музее уҫнӑ май ЧПУ ректорӗ Всеволод Агаков хӑйӗн сӑмахӗнче университет республикӑн аталанӑвӗнче пысӑк йӗр хӑварни пирки каланӑ — шӑп та лӑп ун витӗмне курма пулать те ӗнтӗ ҫӗнӗ музейра. Пӗрремӗш экскурси ӗнерех пулчӗ — ҫак кун хӑнасем унти экспонатсемпе чи малтан паллашма пултарчӗҫ.
Музее уҫнӑ самантра хӗрлӗ хӑйӑва ректорпа пӗрле Сергей Федосеев тата Людмила Соснина студентсем касрӗҫ. Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсем иккӗшӗ те Чӑваш Республикин Элтепӗрӗн стипенди лауриачӗсем.
Энциклопеди кӑларас ӗҫре Чӑваш Республики малти вырӑнсенче тӑрать. Республикӑн чылай район энциклопедийӗсем кун ҫути курчӗҫ пулин те ҫак кӑсӑк кӗнекесӗр юлнисем те пур-ха. Шупашкар районӗн вӑл хальлӗхе ҫук. Кӑҫал, района йӗркеленӗренпе 80 ҫул ситнӗ май, Шупашкар енчи чӑвашсем энциклопедиллӗ пуласах тесе шутларӗҫ — ун валли укҫа та уйӑрчӗҫ. Сӑмах май каласа хӑварас пулать: Шупашкар районӗн чи малтан энциклопедиллӗ пулмаллаччӗ, анчах та тӗрлӗ пӑтӑрмахсене пула — ыттисен пур, вӗсен ҫук.
Энциклопедие хатӗрлекенсен ушкӑнне Виталий Петрович Станьял ертсе пырать. Паян вӑл Ҫатра-Лапсар тӑрӑхӗнчи музея ҫитрӗ — кунти материалсемпе паллашрӗ, вырӑнти хастарсене энциклопеди валли материал пухас ӗҫе лайӑхрах хутшӑнма хистерӗ. Кӗнеке валли пухакан информацие епле йӗркелемелли, унта мӗн пулмалли пирки чарӑнса тӑчӗ. Калаҫу хыҫҫӑн ял тӑрӑхӗпе уйрӑм кӗнеке хатӗрлесен аван пулни пирки сӑмах хушрӗ.
Виталий Петрович ушкӑнӗ малалла Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне ҫул тытрӗ, паянхи тепӗр тӗлпулу унта пулмалла иккен.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫей шайӗнче те паллӑ — ку ялта Терентий Дверенинӑн музейӗ вырнаҫнӑ.
Дверенин Терентий Парамонович ватлӑхра пуканесем ӑсталанипе чапа тухнӑ. Хӑйӗн килӗнчех музей йӗркеленӗ. Ҫак кунсенче Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май унӑн музейне айккинче, паллах, хӑварма пултарайман — ӑста, чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Нумай аманнӑ, ҫавах та Турри ӑна вӑрҫӑран сывӑ таврӑнма май панӑ.
Пукане тавраш тума Терентий Дверенин ватлӑхра ҫеҫ пуҫланӑ, 2000-мӗш ҫулсенче. Хальхи вӑхӑта вара ун музейӗнче 100 яхӑн экспонат пур. Ӗҫӗсем ҫавӑн пекех район музейӗнче, Чӑваш наци музейӗнче упранаҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче ялти ӑстан музейӗпе Ҫичӗпӳрт халӑхӗ паллашрӗ. Экскурсие Николаева А.В. ирттерчӗ — вӗтти те ватти те Терентий Дверенинӑн ӗҫӗсемпе паллашнӑ май кӑмӑллӑ юлчӗ. Пукане те пуканех — пӗчӗккисене те, ҫитӗннисене те илӗртетех хӑйӗн патне.
Тӑвай районӗн таврапӗлӳ музейӗнче «Пирӗн тӑрӑхри вӗҫен кайӑксем» экспозици уҫӑлчӗ. Чӑваш вӑрманне кӑтартса паракан сцена ҫинче тӗрлӗ йывӑҫ тураттисем ҫине 60 ытла кайӑк вырнаҫса ларнӑ. Кунта тӑмана, улатакка, шӑнкӑрч, ула курак, салакайӑк тата ытти те кӗҫ-вӗҫ вӗҫсе каяс евӗр лараҫҫӗ. Вӗҫеймеҫҫӗ ӗнтӗ халь тин, мӗншӗн тесен кунта — кайӑксен катемпийӗсем кӑна. Анчах та куракан хӑйне вӑрмана лекнӗ евӗрех туять: куракана вӑрман шавне, кайӑксен сассине компьютӗр урлӑ ҫитереҫҫӗ. Хӑнасене шкул ачисем хатӗрленӗ тӗрлӗ алӑ ӗҫӗсемпе те паллаштараҫҫӗ, ҫутҫанталӑк ҫинчен кӑсӑклӑ пуҫватӑмӑшсенче те хутшӑнма юрать иккен. Музей ертӳҫи Светлана Сергеева каланӑ тӑрӑх экспозици ака уйӑхӗ вӗҫленичченех пымалла.
Тӑвайсем! Пуш вӑхӑт тупса вӗҫен кайӑксен куравӗпе паллашма ан манӑр!
Кашни ҫын пушӑ вӑхӑтне хӑй тӗллӗн ирттерет. Пӗри тӗрлет, тепри ӳнерлет, хӑшӗ вара йывӑҫран каскаласа кӑларать. Тӑвайра пурӑнакан каччӑ Кучеров Дима вара хутпа тата клейпа усӑ курсах вӗҫев карапӗсем ӑсталать иккен. Унӑн пухӑвӗнче халӗ 17 вӗҫев карапӗ. Ку шутра Ил-86, Боинг, Як-42, Ту-154, Ту-154-52, Ан-245 тата ытти те. Кашни карап хӑй «йӗкӗрешӗнчен» 144 хут пӗчӗкрех. Ӗҫӗ, паллах ӗнтӗ, кӑсӑклӑ, пуҫласа вӗҫне ҫитериччен вӑхӑт тата чӑтӑмлӑх пайтах кирлӗ.
Анчахрах каччӑ Тӑвай музейӗ ыйтнипе хӑйӗн пултаруллӑхӗпе халӑха паллаштарма килӗшнӗ. Экспозици уҫӑлнӑ-уҫӑлман куракансем музей ҫуртне йышлӑн пуҫтарӑнма пуҫланӑ. Ку анчах мар, кӳршӗлле район музейӗсем те халь Димӑна хӑйсем патне чӗнеҫҫӗ, ырӑ сунса кӗтеҫҫӗ.
Карапсем пит паха пулнӑ пирки алла тытса пӑхас туйӑма пытарма пит йывӑр, «Экспонатсене тӗкӗнме юрамасть!» — тесе ҫырнӑ пулсассӑн та. Ку курава йӗркеленӗ музей ертӳҫи Светлана Сергеева каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра халӑха тӗлӗнтерме шутсӑр йывӑр, тем те пӗр шыраса тупма тивет. Тӗслӗх пек вӑл икӗ ҫул каялла ҫак музейрах вырнаҫтарнӑ «Утюгсем» курава аса илчӗ. Чӑн та питӗ кӑсӑклӑ пулса тухрӗ вӑл — ун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» те ҫырнӑччӗ.
Чӑваш Енре пысӑк та вайлӑ тракторсем кӑларнине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Темиҫе ҫӗр лаша вӑйӗпе танлашакан пирӗн «паттӑрсем» ҫӗршывӑн чи йывӑр ӗҫӗсенче тӑрӑшаҫҫӗ — Ҫӗпӗрте нефтьпе газ кӑларнӑ вырӑнсенче; ылтӑн тата пӑхӑр чакаланӑ чухне вӗсемсӗр май ҫук иккен.
Шупашкар тракторӗн музейӗ евӗрлӗ вырӑнсем тӗнчипе те пӗрре-иккӗ кӑна пулӗ. Куракансем пирӗн ҫӗршыври трактор историйӗпе те паллашма пултараҫҫӗ иккен. Сӑмахран, кунта 1924-1933 ҫулсенче Питӗрте кӑларнӑ «Фодзон-Путиловеца» пур енчен пӑхса ҫавӑрӑнма, хӑйӗн ҫинче ларса курма та пулать. Паллах ӗнтӗ, кунта ХХ-мӗш ӗмӗрте пирӗн ҫӗршывра туса кӑларнӑ пур трактора та курма пулать. Шупашкар тракторӗсене те. Шыв пӑсӑпе ӗҫлеме пултаракансем те пур иккен кунта.
Унсӑр пуҫне музейра тракторӑн кашни пайӗпе паллашма пулать иккен — вӑл мӗнле ӗҫленипе тата хӑш ял хуҫалӑх ӗҫӗнче вӑй хума пултарнине. Пирӗн паттӑр-трактор Гиннес рекордӗчесен шутне те кӗме ӗлкӗрнӗ иккен. Вунсакӑр тоннӑ йывӑрӑшскер вӑл хӑйех ӳпӗнсе ура ҫине тӑрса ларма пултарать иккен.
Нумай пулмасть ҫак музейра Ҫӗрпӳ ачисем пулса курчӗҫ. Вӗсем каласа панӑ тӑрӑх, тӗлӗнтермӗш япалана ют ҫӗршыва каймасӑрах курма пулать иккен.
Чӑваш халӑхӗн паллӑ ӳнерҫин Моисей Спиридоновӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Виктор та питӗ ӑста ӳнерҫӗ пулма пултарнӑ иккен. Шел те шӑпи урӑхларах пулса тухнӑ. Ленинградри Ӳнер академине пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫамрак вӑрҫӑ хирне тухса кайнӑ. Унтан вара таврӑнайман — Смоленск патӗнчи ҫапӑҫура паттӑррӑн ҫапаҫса пуҫне хунӑ.
Виктор ача чухнех ӳкерме юратнӑ имӗш. 1930 ҫулта, шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра, ҫак ача Василий Чапаева хут ҫине ӳкернӗ пулнӑ. Хальхи Шупашкарта ларакан паттӑр палӑкӗ, тӗлӗнмелле те, ҫак ачан ӳкерчӗкӗ евӗрлех туйӑнать вара. «Чапаев ут ҫинче» ятлӑ вӑл, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн архивӗнче упранать.
Пирӗн ентеш, паллӑ ҫар ертӳҫи Василий Иванович Чапаев ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи вулав ҫуртӗсенче тата шкулӗсенче асаилӳ кунӗсем иртеҫҫӗ.
Ачасем В.И. Чапаев ҫинчен сӑвӑсем, калавсем вулаҫҫӗ. Хӑш-пӗр вырӑнсенче «Чапаев» кино куравӗсем йӗркеленӗ. Чӑваш ҫӗрӗ ҫӗршывӑмӑршӑн пуҫне хунӑ паттӑрсене манмасть, ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе тӗрӗс ҫулпа утма хистет.
Турхан ялӗнчи ачасем ку паллӑ куна асӑнса ӑмӑртусем йӗркеленӗ, ытти шкулсен ачисем час-часах Шупашкарти Чапаев музейӗнче те пулкалаҫҫӗ. Кашни шкултах «Ейӗк тӑрӑх Чапай ҫӳренӗ» ятлӑ калавсем те ҫыраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |