Ӗнер историк, этнограф, Атӑлҫи халӑхӗсен тӗпчевҫи, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатсенчен пӗрине — «Хыпара» — йӗркелекенӗ Николай Васильевич Никольский ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнине Муркаш районӗнчи Купӑрляра уявланӑ.
Николай Никольский ячӗллӗ паркра унӑн палӑкӗ умӗнчи митинга Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Г. Никифорова уҫнӑ, кунти халӑх хӑйӗн ентешӗпе мӑнаҫланнине палӑртнӑ. Муркаш районӗ хӑйӗн паттӑрне чӑнах та манмасть. Ав Николай Никольский ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа Купӑрляра, историк тата чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗсенчен пӗрине йӗркелекен кун ҫути курнӑ ялта, унӑн бюстне лартнӑ. Этнограф ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ чухне Никольский музейне реэкспозици тунӑ, шкула ҫӗнетнӗ, тӗслӗх вулавӑш уҫнӑ.
Район историне, унӑн паллӑ ентешӗсене халалласа «Муркаш районӗн кӗске энциклопедийӗ» кӗнеке кӑларнӑ. Купӑрляра, Никольский ҫуралнӑ ҫуртра, ятарлӑ паллӑ ҫакнӑ, Николай Васильевичӑн ашшӗ тунӑ парка тата пӗвене ҫӗнетнӗ.
Шупашкарта Николай Никольский ячӗпе проспект хисепленет.
Етӗрне районӗнчи Урпаш шкулне пӗртӑван Зиминсем ҫитсе курчӗҫ. Иртнӗ ӗмӗрти аллӑмӗш ҫулсенче Александр Алексеевич тата Николай Александрович Зиминсем ҫакӑнта ӑс пухнӑ. Каярахпа вӗсем иккӗшӗ те чӑваш культуринче палӑрнӑ. Александр Алексеевич журналист пулнӑ, Мускавра тухса таракан «Советский шахтер» (чӑв. Совет шахтёрӗ) журналта, Совет Союзӗнчи тӗрлӗ хаҫатсенче вӑй хунӑ. Экономика наукисен кандидачӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче яваплӑ секретарь пулса ӗҫленӗ. 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ. Александр Алексеевич сӑвӑсем те ҫырнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ юрӑсене хывӑннӑ. Николай Александрович Зимин вара паллӑ композитор, кӗвӗ тишкерӳҫи, ЧР композиторсен ассоциацийӗн президенчӗ.
Паллӑ ентешсене урпашсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Шкул ачисем хӑнасене Александр Зимин пултарулӑхне халалланӑ хӑтлавпа паллаштарчӗҫ. Унтан вӗсем пӗртӑван Зиминсем ҫырнӑ юрӑсене шӑрантарчӗҫ. Александр Алексеевич ачасене пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарчӗ. Хӑйӗн сӑввисем епле ҫурални пирки каласа пачӗ. Николай Александрович ачасемпе музыка урокӗ ирттерчӗ.
Тӗнче шайӗнче иртекен «Музейри каҫ» акцие Куславкка та хутшӑннӑ. Ку Европӑри 42 ҫӗршывра иртет, 2000 яхӑн музей ҫӗр ҫывӑрмасть.
Куславккари Н.И.Лобачевский ячӗллӗ музей ҫуртӗнче ку акци тӑваттӑмӗш хут иртнӗ. Кӑҫал унта театр лапамӗ йӗркеленӗ (ҫул ҫитменнисен «Каприз» театр студийӗ, ачасен «Мимиккласс» театр ушкӑнӗ).
Ӑсталӑх класӗсене Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Татьяна Леснова тата Любовь Скворцова ирттернӗ. Татьяна Александровна «Телей кайӑкӗ» саше тума вӗрентнӗ. Любовь Александровна тӑмран «Чӑваш Ене ырӑ сунса кӗтетпӗр!» сувенир ӑсталма хӑнӑхтарнӑ.
Музейри фотосалонра кашниех чӑваш наци тумӗ тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме пултарнӑ. Музей ӗҫченӗсем «Каҫхине каласа кӑтартнӑ тӑван хула историйӗ» экскурси ирттернӗ, Н.И.Лобачевский ячӗллӗ музей ҫурчӗ 20 ҫул тултарнине халалласа сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Музей 1994 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Хӑнасем курав залӗнче Канашри епархин куравӗпе паллашнӑ, Куславкка пирки видеофильм тата хӑтлав курнӑ. Кунтах «Куславкка тупмалли юмахӗсем» конкурс ирттернӗ. Ачасем хур тӗкӗпе ҫырса та пӑхнӑ.
Ҫу уйахӗн 24-мӗшӗнче «Салют» культура керменӗнче «Шупашкар юрлать!» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ уҫӑлӗ. Унта Чӑваш Ен ушкӑнӗсем хутшӑннисӗр пуҫне Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласенчен те килӗҫ: Йошкар-Оларан, Хусантан, Чӗмпӗртен.
Кӑҫалхи фестивальте пысӑк парне кӗтет. Унта паллӑ ушкӑн — Улатимӗрти (Владимирти) камера хорӗ — хутшӑнӗ. Ертӳҫи — РФ халӑх артисчӗ, РФ тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, пӗтӗм тӗнче конкурсӗсен лауреачӗ Эдуард Маркин профессор.
Ҫав кунхинех, 17:30 сехетре Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Шупашкарти «Классика» юрӑ каппеллин тата Улатимӗрти камера хорӗн пӗрлехи концерчӗ пулӗ. Вӑл «Хула юрласан — халӑх юрлать!» программӑпа килӗшӳллӗн иртӗ.
Ҫу уйахӗн 24-мӗшӗнче вара Шупашкар ҫыннисене тата хӑнисене пысӑк парне кӗтет. Славян ҫырулӑхӗн тата культурин кунне уявланӑ май «Шупашкар юрлать!» Пӗтӗм Раҫҫей хор фестивалӗн финалӗ пулӗ. Уҫӑ лапамра, Анне монуменчӗ умӗнче, пӗрлехи хор юрлӗ. Унта 700 ытла ҫын хутшӑнӗ: Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли, Шупашкарти «Классика» юрӑ каппелли, ачасен 9 хорӗ, ветерансен тата вӗренекенсен 6 хорӗ. Вӗсем 17 юра шӑрантарӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкарти пултарулӑх ушкӑнӗсем хореографи композицийӗсемпе илемлетӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Петр Пупинӑн юбилейлӑ куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна вӑл 60 ҫул тултарнине халалланӑ.
Ӳнерҫе ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов саламланӑ, унӑн ӗҫӗсем республикӑшӑн хаклӑ пулнине палӑртнӑ.
Петр Пупин культурӑшӑн сахал мар ӗҫ тунӑ. Унӑн ӗҫӗсем Чаваш Ене, унӑн истоине, культурине юратнине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫыннисемпе паллаштараҫҫӗ. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш олимпиецӗ А.Игнатьев бюсчӗ, И.С.Максимов-Кошкинский драматургӑн бюсчӗ, Н.В.Никольский профессор палӑкӗ…
Курав уҫӑлнӑ ятпа Петр Пупина юлташӗсемпе тӑванӗсем саламлама пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — РФ тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Алексей Трофимов, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Еткер» ыркӑмӑллӑх фончӗн президенчӗ Олег Мустаев, Эрӗнпур облаҫӗнчи чӑваш наци автономийӗн председателӗ Петр Семенов…
Паян, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри музейсем «Музейсен каҫӗ» пӗтӗм тӗнчери акцие хутшӑнӗҫ. Унта ҫулсерен хутшӑнаканнисем афишӑна анлӑлатсах пыраҫҫӗ.
Чӑваш наци музейӗ кӑҫал, акӑ, самай анлӑ программа хатӗрленӗ. Пӗр пайне вӑл чӑваш этникине тимлӗх уйӑрнӑ. Темиҫе чӑваш ансамблӗ хутшӑнӗ, чӑваш тӗррин куравне йӗркелӗҫ, чӑваш тӗррисенченчен пазлсем пулӗҫ, вӑйӑ картине тухма палӑртса хунӑ. Каҫа музей умӗнчи вӑйӑ картинчен, музыка фестивалӗнчен тата мастер-классенчен open-air режимпа уҫӗҫ. Мода театрӗн дефилине, музей экспозицийӗсем тӑрӑх каҫхи квест, хӗҫ-пӑшал, самовар тата вак укҫа куравӗсем пулӗҫ. Совет саманинчи укҫасене пылак апат-ҫимӗҫпе ылмаштарма палӑртнӑ. Аслисем те, ачисем те «Ӑслӑлӑх магийӗ» сӑнава хутшӑнайӗҫ. Мастер-классенче тӑм япала тата пушӑтран хӳтӗлевҫӗ-пукане ӑсталама вӗрентӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ «Классика» капеллӑпа пӗрле ҫу уйӑхӗн балне чӗнет. Хӑнасем ташлакан мӑшӑрсен хусканӑвӗсене пӑхса киленме кӑна мар, музей юлашки 10 ҫулта пуянланнӑ экспонатсемпе те паллашма пултарӗҫ. Хӑнасене вальс, полька, кадриль ташлама вӗрентӗҫ, вӑйӑсем, конкурссем, парнесем пулӗҫ.
Ҫӗрпӳ районӗн чӑваш чӗлхипе литературин ассоциацийӗн кӑсӑклӑ ӗҫӗсенчен пӗри — паллӑ чӑваш поэчӗсемпе ҫыравҫисен вырӑнӗсене ҫитсе курасси. Хальхинче педагогсем Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Унта, пӗлетӗрех пуль ӗнтӗ, чӑвашсен Ҫуттакӑларуҫине Иван Яковлева халалланӑ музей вырнаҫнӑ.
Музейра Иван Яковлевичӑн хваттерне, шкулти хӗрарӑмсен уйрӑмне йӗркеленӗ, «XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи–XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Чӗмпӗр кӗпернинчи чӑвашсен культурипе пурнӑҫӗ» экспозици уҫнӑ. Чӗмпӗрти квалификацие ӳстермелли институтра педагогсемпе «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Унтан Ҫӗрпӳ районӗн делегацийӗ Чӗмпӗрти 17-мӗш вулавӑшра пулнӑ. Вӑл темиҫе наци ҫыннисене йышӑнать: тутарсене, чӑвашсене, мӑкшӑсене. Кунта вӗрентекенсем умӗнче паллӑ таврапӗлӳҫӗсем, общество деятелӗсем, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ обществин председателӗ Алексей Мордовкин тухса калаҫнӑ.
Ҫакнашкал ҫулҫӳревсем вӗрентекенсене уроксене, класс тулашӗнчи мероприятисене тухӑҫлӑрах ирттерме пулӑшать.
Чӑваш Республикин культура минестерстви йӗркеленипе Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗпе Президиумӑн пайташӗсем, журналистсем, Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗнчи «Туслӑх» халӑх ансамблӗ тата ытти яваплӑ ҫынсем Иван Яковлев ҫурални 166 ҫитнине паллӑ тума акан 23-мӗшӗнче унӑн тӑван ялне — Кӑнна Кушкине — ҫитрӗҫ.
Иван Яковлевӑн пӑхӑртан тунӑ палӑкӗ умӗнче митинг иртрӗ, кайран конференци пулчӗ. Хӑнасем музейпа та паллашрӗҫ. Шкулӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пӗлчӗҫ — кунта вара пӑшӑрханмалли пурах мӗн. Юлашки вӑхӑтра ялта ачасем сахал ҫуралнине пула хальхи вӑхӑтра икӗ хутлӑ шкулта пурӗ те 20 яхӑн ача кӑна вӗренет иккен.
Ялти клубра Шоркка артисчӗсен пултаруллӑхӗпе курса савӑнчӗҫ, пӗрле юрларӗҫ, ташларӗҫ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ май Куславккари музей ӗҫченӗсем ветерансем патне килӗсене ҫӳреҫҫӗ, вӗсен аса илӗвӗсене хут ҫине куҫараҫҫӗ. «Аса ил-ха, салтак» ятлӑ вӑл. «Эпӗ санпа, ветеран!» акци малалла пырать. Акцие «Ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне юрат, хисепле, хакла» девизпа килӗшӳллӗн иртет.
Ҫак кунсенче музей ӗҫченӗсем тыл ӗҫченӗ Алевтина Сергеевна Ефимова патӗнче пулнӑ. Ӑна Ҫуралнӑ кунпа тата ҫывхарса иклекен Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ.
96 ҫулти Алевтина Сергеевна нихӑҫан та ӳпклешмест, унӑн куҫӗсем яланах ҫиҫеҫҫӗ. Вӑл кирлӗ чухне канаш пама, хавхалантрама пӗлет. Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче вӑл чылай йывӑр ӗҫе пурнӑҫланӑ. Халӑх ӑна районти ревизи комиссине суйланӑ. Ҫавна май тӗрӗслӗхе уҫӑмлатмашкӑн ялсем тӑрӑх ҫӳремелле пулнӑ. 1942–1944 ҫулсенче Алевтина Сергеевна РОНОра ӗҫленӗ, унтан райком партийӗн пропагадисчӗ пулнӑ. Агитбригадӑсем, концертсем йӗркелесе колхоз уйӗсене, клубсене ҫитнӗ, юрӑ-ташӑпа халӑха йывӑр вӑхӑтра хавхалантарнӑ.
Алевтина Сергеевна ачасене 37 ҫул вӗрентнӗ. 22 ҫул Куславккари 1-мӗш шкулта ӗҫленӗ. 1963 ҫулта вӑл Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ вӗрентекен ятне тивӗҫнӗ.
Хӗрлӗ Чутайри «Человек и природа» (чӑв. Этем тата ҫутҫанталӑк) таврапӗлӳ музейӗнче районти таврапӗлӳҫсен пухӑвӗ иртрӗ.
Пухӑва районти культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, музей директорӗ Елена Чемалинова, районти таврапӗлӳҫӗсем, ветерансен канашӗн пайташӗсем, вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Малтанах пухӑннисем районти таврапӗлӳҫӗсен йышне улшӑнусем кӗртрӗҫ, таврапӗлӳҫӗсен канашне, унӑн ертӳҫи пулма ҫутӗҫ пайӗн ертӳҫине Алексей Порфирьева суйларӗҫ.
Елена Чемалинова районти музей историйӗпе кӗскен паллаштарчӗ: «2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна уҫнӑрӑнпа 35 ҫул ҫитрӗ, ҫак уява ҫу уйӑхӗн 16 -мӗшӗнче уявлама палӑртса хутӑмӑр. Музей йӗркелессипе вырӑнти учитель Валерьян Григорьевич Толстов-Атнарский чылай тӑрӑшнӑ, ӑна 1993 ҫулччен ертсе пынӑ. Музейра ӑна халалланӑ ятарлӑ кӗтес те пур. Хальхи вӑхӑтра кунта 4 пине яхӑн экспонат упранать, музей фончӗ ҫулленех хутшӑнать. Музейра ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ куравсем йӗркелеҫҫӗ. Халӗ, сӑмахран, кунта тӗрлӗ материалсенчен ӑсталанӑ пуканесен «Кукол яркий хоровод» куравне йӗркеленӗ».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |