Республикӑри архивистсемпе музейҫӑсем регионсем хушшинчи ӑслӑлӑх конференцине хутшӑннӑ. «Атӑл ҫинчи пӗрремӗш раштав вулавӗсем. Раҫҫейӗн шӑпинчи XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вӑрҫӑсем» конференцие ӑна пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑранпа 100 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие историксем, архивистсем, таврапӗлӳҫӗсем, учительсем, музей ӗҫченӗсем тата ҫар ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем хутшӑннӑ. Конференцире Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ачисем, совет танкисчӗсемпе летчикӗсем тата ытти пирки калаҫнӑ.
«Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин музеефикацийӗн опычӗ» секци вӑхӑтӗнче Чӑваш наци музейӗн сектор пуҫлӑхӗ Марина Иванова пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче тыл ӗҫченӗсем епле витӗм кӳни пирки каласа кӑтартнӑ. «Тӑван ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫулсенчи вӑрҫи: ҫӗршыв тата регионсен вӑрҫӑчченхи, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата ун хыҫҫӑнхи историйӗ» секцире те пирӗн республикӑрисем ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Унта Патшалӑхӑн электронлӑ тата кинодокументацийӗн фончӗн опычӗпе паллаштарнӑ. Конференци материалӗсемпе статьясен пуххине кун ҫути кӑтартмалла.
Сӑнсем (7)
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш наци музейӗнче интерактивлӑ курав уҫӑлнӑ. Музей пурне те Европӑна «курма» чӗнет.
Курав пулӑшнипе пӗр кунта хӗвеллӗ Италире, тӗтреллӗ Альбионра пулма, Санта-Клаусӑн телейлӗ тӳммине сӑтӑрма, тӗрлӗ ҫӗршывра Хӗл мучи еплерех пулнине курма май пур.
Ҫӗнӗ ҫул пирки шухӑшлама тытӑннӑ пӗрремӗш ҫӗршыв — Лапланди, Санта-Клаусӑн тӑван кӗтесӗ. Анчах Финляндире Йоулупукки ятлӑ Хӗл мучи пуррине пурте пӗлеҫҫӗ-и?
Аслӑ Британире Раштав тата Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче чӑрӑша тата пӳрте омела чечек ҫыххипе илемлетме йышӑннӑ. Кашни ҫӗршывӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки пур. Вӗсемпе паллашас тесен Чӑваш наци музейӗнчи «Ҫӗнӗ ҫулхи экспресс» курава ҫитмелле.
Унта ачасем валли вӑйӑсем ирттереҫҫӗ. Курав кӑрлачӑн 31-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
РАШ | 09 |
Раштавӑн 11-мӗшӗнче тата 16-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Музейри шкул» проект пурнӑҫа кӗртӗ. Ӑна «Музей тата ачасем» вӗренӳ программине пурнӑҫланӑ май ирттерӗҫ.
Асӑннӑ кунсенче музейра Шупашкарти 49-мӗш шкул пулӗ. Вӑл иртсе каякан Культура ҫулталӑкне ӑсатса ярса ҫывхаракан Литература ҫулталӑкне тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗрепе 70 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленет тесе хыпарлать республикӑн Культура министерстви.
«Музейри шкул» проект майӗпе Чӑваш наци музейӗн тата унӑн филиалӗсен экспоначӗсемпе ачасен 35 ушкӑнӗ паллашӗ. Вӗсем валли «Ҫӗнӗ ҫул экспересӗ», «Раҫҫей империйӗн XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вӑрҫӑсем» куравсем ӗҫлӗҫ. Кунсӑр пуҫне музей тата интерактивлӑ занятисем иртмелле. Сӑмахран, «Тӗрлӗ саспалли ҫырасси», «Чӗрӗ театр», «Тӗрӗ паллисем» ятлисем. Экскурсисемпе видеолекцисем, кинолекторисем тата ытти те пулӗ.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Юрӑпа эп пурнӑҫа юратрӑм...» литература уявӗ иртнӗ. Ӑна паллӑ чӑваш поэчӗ Валентин Урташ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие хутшӑннӑ Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкул ачисем Урташ сӑввисене вуланӑ. Поэтӑн пултарулӑхӗпе тата пурнӑҫӗпе музей ертӳҫи В.Е. Цыфаркин паллаштарнӑ.
Выӑрнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй вӑхӑтӗнче Урташ Вӑрмар районӗнче пӗрре кӑна мар пулнӑ, шкул ачисемпе курнӑҫнӑ, пултарулӑх каҫӗсем йӗркеленӗ. Вӑрмарта пурӑннӑ тата ӗҫленӗ Александр Сергеев композитор Урташ сӑввисене юрра хывнӑ. «Парне» фольклор ушкӑнӗ вӗсене шӑрантарнӑ та.
Пултарулӑх каҫне йыхравланисене «Валентин Урташ» документлӑ фильм та кӑтартнӑ. Поэтӑн тӑван кӗтесӗ, Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккасси, сахал мар ҫыравҫӑпа поэта ҫуратса ӳстернӗ, кунтах Мӗтри Юман та, Краснов Асли те, Краснов Кӗҫӗнни те, Николай Симунов та, Константин Петров та, Владимир Чебоксаров та... Литература уявне ҫыравҫӑн ентешӗсем те пырса ҫитнӗ.
Килес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилӗмсӗр Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Историе вӑл сӑвӑҫ пек кӑна мар, драматург евӗр те, прозаик, куҫаруҫӑ, фольклорист, живописец пек те кӗрсе юлнӑ. Константин Иванов — хальхи вӑхӑтри чӑваш литературине пуҫарса яраканӗ. Унӑн пултарулӑхӗ тӗнче культуринче пысӑк вырӑн йышӑнать.
Маларах асӑннисене шута хурса ҫитес ҫула республика Элтеперӗн Хушӑвӗпе Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗҫ. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ поэт хайлавӗсем тӑрӑх маркӑсӑр почта открытки валли ӳкерчӗксен конкурсне ирттерессине пӗлтерет. Ӑна Раҫҫей Почтин республикӑри филиалӗпе йӗркелеҫҫӗ.
Малти виҫӗ вырӑна йышӑннӑ авторсен ӗҫӗсемпе почта 100-шер открытка кӑларӗ.
Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче тропика лӗпӗшӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Нумаях пулмасть музейри инкубатортан куколкӑсенчен парусник Румянцева, Парусник лови, Идея Белая, Орнитоптера Золотистая лӗпӗшсем тухнӑ.
Музейра Тӗп тата Кӑнтӑр Африкӑри, Африкӑри, Азири, Австралири лӗпӗшсем те пур. Шупашкарти Олег Григорьев энтомолог вӗсене ятарлӑ фермӑран ҫырӑнса илнӗ, Мускав урлӑ музея илсе ҫитернӗ.
Лӗпӗшсен ҫывӑхранах сӑнама май пур. Вӗсем апельсинран, бананран сӗткен ӗҫнине курма пулать. Лӗпӗшсем пыл шывӗ те ӗҫеҫҫӗ. Вӗсем куракансем ҫине те вӗҫсе лараҫҫӗ.
Курав чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ӗҫлет.
Сӑнсем (13)
Чӑваш Республикине Китайри Сычуань провинцинчен делегаци килнӗ. Унта Китайри туристсен пысӑк компанийӗн директорӗсем те пулнӑ.
Сычуань — туризм тӗлӗшӗнчен аталаннӑ провинци. Ҫавӑнпа икӗ ен килӗштерсе ӗҫлесси пирки ытларах калаҫнӑ. Хӑнасем Чӑваш наци музейне ҫитсе курнӑ. Унта вӗсем чӑвашсен авалхи культурипе паллашнӑ. Кунта делегаци ЧР культура министрӗн ҫумӗпе Иван Ивановпа, турист фирмисен, санаторисен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Унта туризма аталанмалли мелсене сӳтсе явнӑ. Иван Иванов Чӑваш Республикинчи туризм аталанӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Турфирмӑсен элчисем хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ.
Икӗ ен турсем ирттерме, Чӑваш Енри туризм маршрутне Китай чӗлхипе хӑтлама калаҫса татӑлнӑ. Хӑнасене виҫӗ республика маршручӗ кӑсӑклантарнӑ: Мӑкшӑ Республики, Тутарстан, Чӑваш Ен.
Китайри пӗр туркомпани директорӗ Атӑл тӑрӑх круиз турмаршрутне йӗркелени, историре йӗр хӑварнӑ хуласене кӑтартни Китайри туристсене илӗртме тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Анчах кун пек чухне китайла тата вырӑсла пӗлекен гидсем кирлӗ.
Уншӑн кӑна мар та, анчах кун пек май та пулнӑ. Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче Елчӗкри историпе таврапӗлӳ музейӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Унта пынисем аваллӑх управҫин экспоначӗсемпе паллашнӑ, музей ӗҫченӗсем йӗркеленӗ викторинӑсемпе конкурссене хутшӑннӑ.
Музейри викторинӑна хутшӑннисен ҫӑпатана мӗнрен хатӗрленине пӗлнине кӑтартма тивнӗ. Кӑмӑл пуррисем ура тӑхӑнмалли ҫак пушмака тӑхӑнса пӑхнӑ, ӑна сырма вӗреннӗ. Пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсене те, кил-тӗрӗшре кирлӗ япала ятне те алӑри пилӗк пӳрнене евӗр пӗлнине кӑтартма тивнӗ. Юлашкинчен калани чӑвашсенне кӑна мар, хамӑрпа кӳршӗллӗ пурӑнакан ытти халӑхӑнне те пырса тивнӗ.
Каҫхине музей ӗҫченӗсем «Ӳнер каҫне» хутшӑннӑ. Ӑна районти культурӑпа кану центрӗнче йӗркеленӗ. Унта пынисене те музей ӗҫченӗсем ҫӑпата тӗрлӗ конкурса хутшӑнтарнӑ. Ачасем кӑна мар, аслисем те хаваспах вылянӑ. Кӑмӑл пуррисем наци ҫипуҫне тӑхӑнса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Сӑнсем (13)
Тутарсен хӑйсен домен пур — .tatar. Ӑна нумай пулмасть регистрациленӗ. Унти доменсене туятмалли приоритетлӑ вӑхӑт юпан 22-мӗшӗнче пуҫланнӑ — ку тапхӑрта тӗнче бренчӗсем, пысӑк корпорацисем регистрациленме пултарнӑ. Хӑйсем валли .tatar доменра 19 организаци ытла туяннӑ: Microsoft, Google, Instagram, Facebook тата ыттисем.
Паянтан пуҫласа вара иккӗмӗш тапхӑр пуҫланнӑ — хӑйсем валли доменсем патшалӑх органӗсем туянма пултараҫҫӗ. Вӑл чӳкӗн 25-мӗшӗччен пырӗ. Тутарсен доменӗнче хӑйсен сайчӗсене тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗ, Тутарстан мӑсӑльманӗсен ӑс-хакӑл управленийӗ, Пӑлхарти историпе архитектура музейӗ уҫма кӑмӑл тунӑ. Пурӗ 20 ытла заявка килнӗ. Ҫавах та интернет-аналитиксем ҫак доменсен йышӗ ку тапхӑрта самай ӳсессе шанмаҫҫӗ иккен — ҫӗртен иртеймӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш тапхӑр раштавӑн 1-мӗшӗнче пуҫланать. Вӑл вӑхӑтра тавар паллисен хуҫисем, МИХсем, коммерцилле мар пӗрлӗхсем регистрациленме пултараҫҫӗ. 2015 ҫул пуҫламӑшӗнче тӑваттӑмӗш тапхӑр вӑй илмелле — вӑл вӑхӑтра доменсене пурте хаклӑ хакпа туянма пултарӗҫ. Ахаль хакпа кашни ҫын 2015 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа регистрацилеме пултарать.
Чӑваш наци музейӗнче ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ уҫӑлнӑ, унта фонд пуххинчи экспонатсене вырнаҫтарнӑ.
Курав виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗнче курма килнисем ҫак кайӑксем хӑйсен апатне епле шыранине пӗлме пултараҫҫӗ. Иккӗмеш пая «Хӗрлӗ кӗнекене» кӗртнӗ кайӑк тӗсӗсене вырнаҫтарнӑ. Виҫҫӗмӗш пайра вара Алексей Левашкин тунӑ сӑнсемпе паллашма май пур — ҫак маттур ҫын ҫӑткӑн кайӑксем валли йӑва туса хатӗрлет. Куравра вӗсен хӑш-пӗр тӗсӗсене курма пулать.
Куравра хальхи технологисене те манман — экспонатсемпе тӗплӗнрех QR-кодсемпе те паллашма пулать. Ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ хӑй чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |