Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш наци музейне Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май асӑнмалӑх укҫа пуххи парнеленӗ.
Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗ йышӑннипе, РФ Президенчӗ ҫирӗплетнипе Санкт-Петербургри укҫа ҫапакан ҫурт «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул» асӑну пуххи кӑларнӑ. Унта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата хыҫҫӑн йышӑннӑ СССР патшалӑх наградисене сӑнланӑ.
Пухӑра — наградӑсен миниатюрлӑ 42 ӗлки. Ӑна хатӗрленӗ чухне историе кӗрсе юлнӑ, Санкт-Петербургри укҫа ҫапакан ҫуртри Минцпӳлӗмре тата архивра упранакан инструментпа усӑ курнӑ.
Кунашкал пухӑсене ҫынсене патриотлӑх воспитанийӗ парас ӗҫе хастар хутшӑнакан, ветерансен социаллӑ экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен организацисен ертӳҫисене те панӑ.
Чӑваш наци музейне парне кӳнӗ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ сиренӗ» акцие хутшӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи педагогсемпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тӗлпулнӑ. Вӗсемпе курса калаҫма район ертӳҫи Ишекри шкула кайнӑ. Шӑпах унти вӑтам шкулта вӗренӳ отраслӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисемпе курнӑҫнӑ.
Ӗҫлӗ калаҫӑва пуҫличчен хӑнасене шкул тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ, вырӑнти музея кӗртсе кӑларнӑ. Кайран Ишекри вӑтам шкулти акт халӗнче пухӑнса «уявӑн савӑнӑҫлӑ пайне ирттернӗ». Кун пирки район администрацийӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Георгий Егоров муниципалитетшӑн вӗренӳ яланах приоритетлӑ пулнине, малашне те ҫаплах юласса палӑртнӑ. Унтан вӑл администраци шкулсен пурлӑхпа техника базине лайӑхлатма укҫа-тенкӗ самай хывнине, ачасен хушма вӗренӗвне йӗркелеме майсем туса панине, ҫӗнӗ кружоксемпе спорт секцийӗсем уҫӑлнине асӑнса кайнӑ. Педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене Георгий Егоров вӗсен яваплӑ та сӑваплӑ ӗҫӗшӗн тав тунӑ.
«Ирӗклӗ сӑмах» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре Ҫыравҫӑсен Ирӗклӗ Пӗрлӗхне туса хунӑ. Организаци пухӑвӗ ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Литература музейӗнче иртнӗ.
Унта чӑваш литературин тата гуманитари ӑслӑлӑхӗсен паллӑ ӗҫченӗсем хутшӑннӑ: Атнер Хусанкай филолог, Зоя Романова куҫаруҫӑ, Виталий Родионов поэт тата литературовед, Станислав Убасси литературавед, Борис Чиндыков прозаик тата драматург, Илле Иванов новеллист тата публицист, Ион Шеремет новеллист.
Пухура Харти тата ассоциаци уставне йышӑннӑ, тӗллевсене палӑртнӑ. Унта чӑваш литературине аталантармаллине палӑртнӑ.
Ассоциаци хӑйне Чӑваш ҫыравҫисен обществин ӗҫне малалла тӑсаканӗ пек йышӑннӑ. Обществӑна 1920 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче йӗркеленӗ.
Пухура ҫавӑн пекех ҪИП Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхне тата тӗрӗк халӑхӗсен ҫыравҫисен пӗрлӗхне кӗресси пирки йышӑннӑ.
ҪИП председателӗ пулма Виталий Родионова суйланӑ. 95 ҫул тухса тӑман «Атӑл юрри» журналӑн редакторӗ вара Борис Чиндыков пулӗ.
Тухтӑрсене хатӗрлемелли институт ҫумӗнче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи медицинӑна халалланӑ экспозици уҫӑлать. «Медицина историйӗ» музей ыран, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, музее Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалласа уҫӗҫ. Пӗрремеш экспозицие вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи медицинӑна халаллӗҫ.
Курава килнӗ хӑнасем тухтӑрсен, медицина сестрисен сӑнӳкерчӗкӗсене, вӗсен япалисене, ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Чӑваш Енри 16 эвакогоспитальте ӗҫленӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи санинструкторсене курма пултареҫ.
Кунсӑр пуҫне унта килнисем палата, медсестра пӳлӗме, эвакогоспиталь пуҫлӑхӗн пӳлӗме мӗнлерех пулнисене курма пултарӗҫ. Музее уҫнӑ ҫӗре медицина ӗҫченӗсем — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем — хутшӑнӗҫ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн сайчӗ Чӑваш Енре тупнӑ тӗлӗнмелле япала пирки пӗлтерет. Республикӑра мамонт шӑммине тупнӑ. Вӑл 10 пин ҫул каяллахи тесе палӑртаҫҫӗ.
Мамонт шӑммине археологсем мар, Шупашкарти строительство фирмисенчен пӗрин ӗҫченӗсем тупнӑ. Тӗплӗнрех каласан, ӑна фирма ӗҫченӗ Андреф Михайлов тупнӑ.
Вӑл мамонт шӑммине юханшыв хӑйӑрне уйӑрнӑ чухне асӑрханӑ. Шӑмӑ тухсан тимлӗрех пӑхнӑ — вӑл ахальли пек туйӑнман.
Унтан ӗҫченсем ҫакна тӗплӗнрех пӗлекен ҫынсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем авалхи «пурлӑха» тупнине пӗлсен ӑна музее парнеленӗ.
Чӑваш наци музейӗнче авалхи истори секторӗн заведующийӗ Александр Волков ку мамонтӑн пӗҫӗ патӗнчи шӑмми пулнине, вӑл 10 пин ҫул каяллахи пулнине палӑртнӑ.
Чӑн-чӑн ӑстасен пултарулӑхне хаклама пӗлекенсемшӗн ӗнер Чӑваш Енри концерт учрежденийӗсенчен пӗринче чӑннипех те сумлӑ ӑстасем пулнӑ. Ку вӑл — СССР халӑх артисчӗ Иосиф Кобзон. Совет тата Раҫҫей эстрадин мэтрӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнинен халалласа концертпа ҫӳрет иккен. Шупашкарта вӑл Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫине тухнӑ.
Ӗнер 19 сехетре пуҫланнӑ концертра Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли те пулнӑ. Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин профессор ертсе пыракан ушкӑн СССР халӑх артисчӗпе пӗрле куракан патне темиҫе хайлав ҫитернӗ.
Концертчен Иосиф Кобзонпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев курнӑҫни пирки эпир пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Юрӑҫ А.Г. Николаев летчик-коммонавтӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти мемориал комплексне те ҫитсе килнӗ.
Чӑваш ӳнер музейӗнче кӑҫалхи ҫу уйӑхӗччен РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Анатолий Рыбкинӑн «Манӑн ырӑ кивӗ кил» курав ӗҫлӗ.
Анатолий Рыбкин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ваҫликасси ялӗнче 1949 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Шупашкарти ӳнер училищине, Ленинградри И.Е.Репин ячӗллӗ живопиҫ, кӳлепе тата архитектура институтне пӗтернӗ. Анатолий Рыбкин тӗнче нумай курса ҫӳренӗ, анчах кирек ӑҫта ҫитсен хӑйӗн тӑван кӗтесне манман. Вӑл чылай картинӑна тӑван тӑрӑхне халалланӑ. Ашшӗн килне, тӑван ялне, йывӑҫ хапхана, хресчен кил-ҫуртне юратса ӳкернӗ вӑл. Панулми, курӑк, чечек, тӑванӗсемпе юлташӗсем картинӑна куҫнӑ. Автор ӳкерчӗкӗнче тӑван тӑрӑхри юр та ҫемҫерех пек курӑнать.
Музея ӳнерҫӗн ӗҫтешӗсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ, студентсем, журналистсем, ентешӗсем, тӑванӗсемпе юлташӗсем пухӑннӑ. Унта Анатолий Рыбкинӑн тӑван тӑрӑхӗнчи фольклор ансамблӗ те ҫитнӗ. Наци тумне тӑхӑннӑскерсем курава илемлетнӗ.
Сӑнсем (7)
Кӑҫал Чаваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗрлӗ мероприяти иртет. Чӑвашсен паллӑ поэтне Константин Васильевича хисеплесе республикӑн кашни кӗтесӗнче унӑн сӑввисем янӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енри район хулара кӑна мар, тӗнче тетелӗнче те Константин Иванов сӑввисем янӑрама пуҫлӗҫ. Мӗнле майпа?
К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче тӗнче тетелӗнчи #1день1стихИванова проект старт илнӗ. Ҫапла майпа К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн халӑх тетелӗнчи официаллӑ страницинче чӑвашсен паллӑ поэчӗн сӑввисем пичетленӗҫ.
Проектпа килӗшӳллӗн ҫынсем унта Константин Ивановӑн анлӑ сарӑлнӑ сӑввисемпе те, халӑх ытлах пӗлменнисемпе те паллашма пултарӗҫ. Сӑвӑсене #1день1стихИванова хэштегпа тупма пулать.
Литература музейӗ проекта хутшӑнма, vk.com/litmusey страницӑра унӑн сӑввисене вулама чӗнет.
Ака уйӑхӗн 1–30-мӗшӗсенче Чӑваш наци музейӗнче «Янра, чӑваш чӗлхи!» чӑваш чӗлхин уйӑхлӑхӗ иртет. Унпа килӗшӳллӗн музейра интерактивлӑ мероприятисем, ӑсталӑх класӗсем, лекцисем, уявсем иртӗҫ.
Мӗнпур заняти тӳлевлӗ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Унта хутшӑнас тесен малтан заявка памалла.
Тӗслӗхрен, «Асанне арчинчен», «Кӗпе уйра ҫитӗнни ҫинчен», «Айтӑр вӑййа тухар-и?», «Юрӑ-кӗвӗ йывӑҫӗ», «Ҫеҫпӗл Мишшин юрату поэми» тата ытти темӑсемпе занятисем иртӗҫ.
Пиҫиххи явас, тӗрлес, чустаран Нарспи хӗре ӑсталас тата ытти енӗпе ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ. Шкул ачисем валли «Йӑлтах пӗлес килет!» пӗлӳпе тавракурӑм программи пулӗ.
Ӗлӗкхи чӑвашсен тумӗсем, хальхи тумтир, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, чӑваш календарӗ, чӑвашсен йӑли-йӗрки, чӑвашсен ҫырулӑхӗн историйӗ пирки лекцисем вулӗҫ.
Ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче, Константин Иванов ячӗллӗ музейра экскурсисем иртӗҫ, куравсем йӗркелӗҫ.
Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Василий Ржанов ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине асӑнса каҫ ирттернӗ. Вӑл драма хайлавӗсем кӑна мар, фельетонсем те, очерксем те, статьясем те ҫырнӑ.
Василий Ржанов — чӑваш драматургӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл Ленинградри театр институтне вӗренсе пӗтернӗ. «Союзпечать» организацин республикӑри уйрӑмӗнче, «Красная Чувашия» хаҫат редакцийӗнче, Чӑваш АССР Совнаркомӗ ҫумӗнчи искусство енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗнче, «Советская Чувашия» хаҫат корреспондентӗнче, Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче, Мире хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен чӑваш комитечӗн яваплӑ секретарӗнче ӗҫленӗ.
Асӑну каҫне СССР халӑх артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ преми лауреачӗ Вера Кузьмина, «Хыпар» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Валерий Туркай, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Христофоров, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Михаил Кондратьев, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи Денис Гордеев тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |