Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче китай чӗлхипе пуҫласа олимпиада ирттернӗ. Халиччен ун пекки республикӑра пулман.
Аслӑ шкулта ӑнлантарнӑ тӑрӑх, олимпиадӑна ирттернин унта китай чӗлхин курсӗ ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Ӑна йӗркеленӗренпе ку чӗлхене 200 ытла ҫамрӑк ӑша хывнӑ.
Сӑмах май, шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, 2015 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшенче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУпа Гуйчжоу провинцийӗнчи педагогика университечӗ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Китай чӗлхине пирӗн патри аслӑ шкулта асӑннӑ университетӑн пайтаҫи Ма Ися вӗрентет.
Олимпиадӑна хутшӑннисем хайсем калаҫма тата ҫырма пӗлнине тӗрӗсленӗ. Китай каллиографийӗпе (ҫырма пӗлни) тата китайла сӑмахсене тӗрӗс калама пултарнине те хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫи — Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей экскурсовочӗ А. Данилова. Лайӑххипе ҫавӑн пекех ют чӗлхесен факультечӗн студентки А. Алюнова, ЧПУ студенчӗ А. Ефремов, Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен М. Капитонова, Л. Панюхина усламҫӑ палӑрнӑ.
Паян Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат) культурӑпа курав центрӗнче Чӑваш Республикин халӑх художникӗн Праски Виттин куравӗ уҫӑлнӑ. Мероприятие республикӑри тӗре-шара та хутшӑннӑ, художник ячӗпе ырӑ сӑмах каланӑ.
Ҫӗнӗ ҫул тӗлне открытка хатӗрлесси пирӗн ҫӗршывра XIX ӗмӗр вӗҫӗнчех пуҫланса кайнӑ. Кунта Иван Билибин, Александр Бенуа, Илья Репин, Николай Рерих, Леон Бакст, Константин Маковский тата ыттисене палӑртмалла. Праски Витти ҫак жанрпа 1978 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Лениградри В.И. Мухина ячӗллӗ художествӑпа промышленность училищине вӗренсе пӗтернӗскер хӑйӗн ӗҫӗсенче наци сӗмне те кӑтартнӑ.
Паллӑ художникӑн, монументалистӑн, живописецӑн открыткисемпе кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗччен паллашма май пур.
Чӑваш Енре Кино музейӗ уҫасшӑн. Ку шухӑша ӗнер Наци музейӗнче Кино ҫулталӑкне пӗтӗмлетме пуҫтарӑннӑ мероприятире сӗнчӗҫ. Шухӑшне унта пуҫласа палӑртаканни Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артистки Нина Яковлева пулчӗ.
Чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗнче (ӑна йӗркелессишӗн Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ нумай тӑрӑшнӑ) Гран-прие тивӗҫнӗ «Сурӑм хӗрӗ» фильмра вылянӑ. 12 ҫул каялла ӳкернӗскерӗн режиссерӗ — Владимир Карсаков. Фильмра хӗрарӑмӑн эпизодла рольне ӑста калӑпланӑ Надежда Кириллова калашле, Владимир Карсаков ун чухне продюсерӗ те, операторӗ те, костюмерӗ те хӑех пулнӑ. Чӑваш кӗпине те вӑл хӑех шыраса тупнӑ, туяннӑ. Ҫавсенчен пӗрне фильмра выляна Нина Яковлевана асӑнмалӑх парнеленӗ.
«Фуфайка пек хулӑн», — саркаласах кӑтартрӗ ӗнер Нина Яковлева ҫав пир кӗпене. Ӑна вӑл: «Тен, Кино музейӗ те пулӗ», — тесе Владимир Карсакова тыттарчӗ. Надежда Кириллова вара хӑйӗн ҫамрӑклах вилнӗ мӑшӑрӗн Кирилл Кирилловӑн «Чун кирлӗ, чун» театр критикин кӗнекине музей валли тыттарчӗ.
Музей шухӑшне пурте ырласа йышӑнчӗҫ.
Паян Чӑваш наци музейӗнче Европӑри хӑнасем пулнӑ. Аваллӑх управҫин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Раҫҫей фестивалӗн Сочири центрӗн пуҫлӑхӗ Ханс Йоахим Фрей режиссер тата Германири «MosFirst» компани учредителӗ Борис Таваколли пирӗн тӑрӑхӑн культурипе паллашнӑ. Чӑваш Енӗн историйӗпе, унӑн хӑйне евӗрлӗхӗпе музейӗн маркетинг тата культурӑпа вӗренӳ ӗҫ-хӗл пайӗн заведующийӗ Ольга Кушманова паллаштарнӑ.
Ханс Йоахим Фрей тата Борис Таваколли Чӑваш Енре кинематографи епле пуҫланса кайнипе уйрӑмах кӑсӑкланнӑ, «Чувашкино» ӳкернӗ пӗрремӗш фильмсемпе паллашнӑ.
Европӑри хӑнасем пирӗн республикӑра кино ӳкерес ӗҫпе интересленнипе пӗрлех наци музейӗ кӑсӑклӑ экспонатсемпе, тӗрлӗ материалпа пуяннине палӑртнӑ.
Ку ыйтупа ҫулталӑк калаҫманччӗ. Халӗ каллех ҫӗкленӗ. Сӑмах — Шупашкарти Ехрем купса бульварӗнче вырнаҫнӑ ҫурт пирки.
Ку ыйтупа хула администрацийӗн эрнекун иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Унта ҫурта ҫӗнетмеллине палӑртнӑ, 3 проект эскизӗ сӗннӗ. Проектра кӑтартнӑ тӑрӑх, объект калӑпӑшӗ пысӑкланмалла.
Анчах хула администрацийӗ нихӑш проектне те йышӑнман, мӗншӗн тесен ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн машинсем чарӑнмалли вырӑн ҫитмест. Ҫитменнине, ҫурт ҫӳллӗ пулни хулан истори пайӗпе килӗшсе тӑмасть.
Алексей Ладыков ҫитес эрне вӗҫӗччен проект паспортне кӑтартма ыйтнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнетнӗ ҫуртра Шупашкар хулин музейӗ вырнаҫӗ.
Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулчӗ. Ҫул вӗҫленсе пырать. Ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑра «Кино кунӗ» акци иртет. Ҫавна май кашни районтах кино кӑтартӗҫ. Ҫав кун 170 ытла лапам ӗҫлӗ. Культура ҫуртӗнче, вулавӑшсенче, музейсенче, кинотеатрсенче фильмсем кӑтартӗҫ.
Лапама килсе «Вовочка», «Девчата», «Охрана» фильмсене курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех концертсем, куравсем, конкурссем, викторинӑсем пулӗҫ. Шупашкарта вара акци тӑватӑ лапамра иртӗ: «Волжский», «Синема 5», «Три пингвина» кинотеатрсенче тата ЧР электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче.
Куславкка районӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройне Сергей Бутякова асӑнса вӑл ҫуралнӑ ялта музей уҫасшӑннине эпир кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Сергей Бутяков 1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Куславкка чӑвашӗн ачалӑх ҫулӗсем кӳршӗллӗ Мари Элти Шуланкӑ (Звенигово) хулинче иртнӗ. Сергей Бутяков танкист пулнӑ. Карели фронтӗнче финсемпе ҫапӑҫнӑ чух, 1940 ҫулта, механик-танкист вилнӗ хыҫҫӑн ҫар машинине хӑй тытать. Ҫапах та ҫапӑҫура вӑйсем тан пулман: танк хыпса илет, экипаж ҫунса каять. Сергей Бутякова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. Вӑл — Карели фронтӗнчи ҫапӑҫура ҫав шайри паттӑр ятне илнӗ Чӑвашри пӗрремӗш ҫын.
Район администрацийӗ музей уҫма укҫа-тенкӗпе пулӑшма ыйтса хӑйӗн сайтӗнче хыпар вырнаҫтарнӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куславккасен ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ — Сергей Бутяковӑн тӑван ялӗнче, Анат Шуршура, унӑн музейне вулавӑш пулнӑ ҫуртра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Укҫа-тенкӗпе пулӑшнисем тата район администрацийӗ тав тунисем хушшинче питӗ нумай ята асӑнса кайнӑ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пур.
Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ историкӗн, этнографӗн Василий Магницкин тӑванӗ Елена Гарцева чӗннипе асӑннӑ йӑхӑн ҫемье материалӗпе паллашнӑ.
Музей ӗҫченӗсем Магницкий ҫемйин архивӗпе паллашнӑ. Йӑх сӑнӳкерчӗкӗсене сканерласа илнӗ. Ҫав материалсемпе тата музей фондӗнчи ӳкерчӗксемпе усӑ курса Василий Магницкий фотоальбомне кӑларма шухӑшлаҫҫӗ.
Елена Васильевна Василий Константиновичӑн кӗҫӗн шӑллӗн Константин Константиновичӑн мӑнукӗн хӗрӗ пулать. Константин Магницкий ҫар врачӗнче ӗҫленӗ. Улатӑр районӗнчи Сартури педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Елена Васильевна тӑван тӑрӑха таврӑннӑ, ача пахчин заведующийӗнче ӗҫленӗ. Вӑл хупӑннӑ хыҫҫӑн 10 ҫул ытла Улатӑрти «Западный» территорири общество хӑйтытӑмлӑхӗн канашне ертсе пырать.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Улхашри шкул ачисем нумаях пулмасть Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пулнӑ. Унта вӗсем районта пурнӑҫа кӗртекен «Удивительное рядом» (чӑв. Тӗлӗнмелли юнашарах) вӗренӳ туризмӗн программипе килӗшӳллӗн ҫула тухнӑ.
1868 ҫулта Иван Яковлев пуҫарнипе йӗркеленӗ учительсен шкулӗ культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ пулса тӑнӑ. Унта каччӑсем те те, хӗрсем те вӗреннӗ. Чӑвашсемпе пӗрлех ытти наци ҫыннисем пӗлӳ илнӗ. Педагогӗсем те тӗрлӗ наци ҫыннисем пулнӑ.
Чӗмпӗрте пулнӑ май вырӑс улхашсем ҫӗннине нумай пӗлнӗ. Вӗсем «калаҫакан алфавитла» вылянӑ май кӑткӑс мар чӑваш сӑмахӗсене пуплевре усӑ курнӑ. Иван Яковлевич пирки каласа кӑтартнине те ачасем кӑсӑклансах итленӗ, ҫӗннине ӑша хывма ӑнтӑлса кашни ҫӗнӗ хыпара асра хӑварма тӑрӑшнӑ.
APTӐRA-fest таврӑнать! Ҫапларах пӗлтернӗ Фейсбукри хӑйӗн страницинче Мария Савельева ятлӑ пике. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ку мероприяти чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
«Чӑвашла «аптӑра» тата тутарла «аптырау» пӗр пӗлтерӗшлех», — малалла ӑнлантарнӑ маларах асӑннӑ ҫав хыпарта. Унта тутарсемпе чӑвашсене унчченхиллех курман пек кӑтартма шантараҫҫӗ. Наци республикисен ӳнерӗ авангардлӑ пулнине ӗнентерсе пама тӗллев лартнӑ мероприяти йӑлана кӗнине тата ахальхи форматлӑ маррине, модӑпа килӗшсе тӑраканнипе музейрине кӑтартса памалла.
APTӐRA-fest фестивале пыракансене живопись те, авангардла поэзи те, наци чӗлхиллӗ хальхи юрӑсем те, дизайн-маркет та, фуд-корт та, наци сӗмӗллӗ хулари тумтир те тӗлӗнтерӗ.
Пӗлтӗрхи ун пек фестивальте чӑвашсемпе удмуртсемпе паллаштарнӑ. Ӑна удмурт хӗрӗ Дарали Лели (чӑн ячӗ Алена Петрова) чӗлхеҫӗ, писатель, поэт, сценарист, кинорежиссер, журналист, блогер, модель агентствин пуҫлӑхӗ йӗркелени паллӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |