Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районне Пушкӑртстанри делегаци килсе ҫитнӗ. Вӗсем валли ятарласа «Бичурин тата хальхи самана» музейре экскурси йӗркеленӗ. Ҫак музейре ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчен килнӗ хӑнасем час-часах пулаҫҫӗ.
Пушкӑртстанпа Чӑваш Ен тахҫантапах туслӑ пурӑнать. Пушкӑрт Республики Чӑваш Енпе экономикӑри, сут-илӳри чылай тытӑмра ҫыхӑнса ӗҫлет. Кӳршӗ республикӑра 120 яхӑн чӑваш пурӑнать. Унти чӑваш диаспори — Раҫҫейре нумай йышлисенчен пӗри.
Сӑмах май, 1994 ҫулта икӗ республика килӗштерсе ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ку историри ҫӗнӗ страницӑна уҫнӑ.
Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинчен килнӗ хӑнасем Шупашкар район администрацийӗн пуҫлахӗпе Г.И.Егоровӑпа музей залӗсенче пулнӑ, ӗлӗкхи чӑвашсен культурипе, йӑлипе, Шупашкар районӗн историйӗпе, пирӗн эрӑчченхи II пинмӗш ӗмӗрти хресчен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗпе паллашнӑ. «Чӑваш картишӗнче» хӑнасене Сандра Пиклӑн скульптура композицийӗ уйрӑмах килӗшнӗ.
«Тӑван халӑх историне упранӑшӑн тав тӑватпӑр» — ҫапла ҫырнӑ хӑнасем музей кӗнекинче. Шупашкар районӗпе Пушкӑртстанри Аургазинск районӗ социаллӑ экономикӑпа культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Чӑваш наци музейӗ сӑнӳкерчӗксен «Ҫемье музейӗ» конкурс ирттерет. Ӑна ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ.
Конкурс ҫӗртмен 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӑна утӑн 8-мӗшӗнче, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, пӗтӗмлетӗҫ.
Конкурса ҫак темӑсемпе сӑнӳкерчӗксене йышӑнӗҫ:
• «Ҫемье йӑли-йӗрки»;
• «Ҫемье историйӗ»;
• «Ҫемье реликвийӗ»;
• «Ҫемье коллекцийӗ»;
• «Ҫемье йӑви»;
-•«Куракансем кӑмӑлланӑ парне».
Ӗҫсене chnm6@cap.ru электронлӑ почтӑна ямалла. 62-35-10 телефонпа шӑнкӑравалса ыйтса пӗлме те пулать.
Паллӑ ентешӗмӗрӗн Андриян Николаев комонавтӑн хӗрӗ Елена Терешкова Чӑваш Енре пулнӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Космонавтика музейне ҫитнӗ, ашшӗн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ.
Елена Терешкова Космонавтика музейӗнче пӗччен пулман — унта космонавтсене хатӗрлекен центр пуҫлӑхӗн пулӑшуҫипе Виктор Покидӑпа ҫитнӗ. Вӗсем Андриян Григорьевичӑн тӑван килӗнче те пулнӑ.
Виктор Покида музейпе паллашнӑ, Космонавтсен аллейинче йывӑҫ лартнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл музей комплексне ҫӗнетес ыйтӑва ҫӳтсе явас ӗҫе хутшӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 3-мӗшӗччен И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ют чӗлхе факультечӗн студенчӗсем Берлинти (Германи) Гумбольдт пиччӗшӗпе шӑллӗ ячӗллӗ университетра стажировкӑра пулнӑ.
Асӑннӑ факультетра вӗренекен 14 студент романо-германи филологийӗн кафедрин доценчӗ Ольга Юрьевна Кириллова ертсе пынипе Нимӗҫ чӗлхин тата лингвистикин институчӗн семинарӗсене хутшӑннӑ, DaF магистер программипе (нимӗҫ чӗлхи — ют чӗлхе), нимӗҫсене пурнӑҫӗпе, Берлинти паллӑ вырӑнсемпе паллашнӑ.
Студентсене уйрӑмах «Анализ учебников немецкого языка» тата «Креативное письмо» семинарсем килӗшнӗ-мӗн. Кусем вӗсене малашне вӗренӳре, ачасене шкулта вӗрентес ӗҫре пулӑшӗ.
Экскурси программипе килӗшӳллӗн студентсем Берлинти паллӑ музейсенчен пӗрине — Пергамск музейне — ҫитсе курнӑ. Унта авалхи архитектура пуянлӑхӗ упранать. Студентсем Рейхстаг куполӗ ҫине хӑпарнӑ, Потсдам хулинче Сан-Сусси замокра пулнӑ тата ытти ҫӗре ҫитсе курнӑ.
Ҫак кунсенче Мускаври «Манеж» тӗп курав залӗнче Пӗтӗм тӗнчери «Интермузей-2014» фестиваль иртет. Фестивале Чӑваш наци музейӗн ертӳҫи Ирина Меньшикова хутшӑннӑ.
1999 ҫултанпа йӗркелекен фестивале Раҫҫейре кӑҫал иртекен Культура ҫулталӑкӗнчи пӗлтерӗшлӗ мероприятисенчен пӗри тесе хаклать республкиӑн Культура министерстви.
Фестивале ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев та пысӑка хурса хакланӑ-мӗн. Унта музейри технологисен ҫитӗнӗвӗ пирки калаҫма пулать тенӗ Медведев. Ҫӗршывӑн премьер-министрӗ фестивале уҫма хутшӑннӑ.
Чӑваш наци музейӗ фестивале хӑйӗн тата хӑйӗн филиалӗсем, вӗсен экспозицийӗсем пирки каласа кӑтартакан стенд илсе кайнӑ. Ҫав шутра Шупашкарӑн ӗлӗкхи урамӗсемпе «курса ҫӳреме» май туса панӑ. Анчах чӑннипех мар — 3D форматлӑ фильм кӑтартса.
Сӑнсем (4)
Ӗнер Куславкка хулинче «Михаил Кутузов» теплохода кӗтсе илнӗ. Пермьрен ҫитнӗ туристсене Куславкка халӑхӗ ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.
Чулман Атӑл аслӑ Атӑла юхса кӗнӗрен туристсем Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ курортсенче канма пултараҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче — Куславкка хули те.
Куславккана килекен туристсем ӑна Краснодар енӗн курорчӗсемпе ахальтен танлаштармаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Куславкка пристанӗ ыттисенчен нимӗнрен те кая мар. Туристсем музее кӗрсе хӑйсен шухӑш-туйӑмӗсем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ.
Музейре хӑнасем валли экскурси ирттереҫҫӗ, Н.И.Лобачевский пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштараҫҫӗ. Унтан туристсене Куславкка хулинчи тата Куславкка районӗнчи экспонатсене кӑтартаҫҫӗ.
Чӑваш наци музейӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче «Музей туризмӗ, музейсемпе территорисен туризм хӑватне усӑ курасси» ятпа семинар ирттернӗ. Мероприятие республикӑри 17 районтан 53 ӗҫчен хутшӑннӑ.
Музейҫӑсене Сӗнтӗрвӑрри Арбатӗнче «Новинский починок» ансамбль тата районти таврапӗлӳ музейӗ кӗтсе илнӗ. Унтан асӑнӑн музейпа паллаштарнӑ.
Семинара Наци музейӗн ерсте пыракан методисчӗ Татьяна Орлова уҫнӑ. «Музей ҫынсене илӗртекен вырӑн пулмалла», — тенӗ вӑл. Апла тӑк кашни музейӗн хӑйӗн тӗшши пулмалла. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн культура тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Эльвира Упракина Чӑваш Ене илсен туризма аталантарассипе ҫур утӑм маларах пыраҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен. Труизма аталантарассипе ведомствӑсем хушшинче йӗркеленӗ канаш та (ӑна нумаях пулмасть йӗркеленӗ) Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пухӑннӑран та ҫапла мӑнаҫланать иккен Сӗнтӗрвӑрри тӳри. Тепӗр енчен, маларах асӑннӑ краведени музейӗ «Пӗчӗк хуласемпе ялсен культура мозаики» Раҫҫейри проектсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Туризма аталантармалли пирки семинара хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов та палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей икӗ ҫӗршывӑн туслӑхне ҫирӗплетессишӗн самай ӗҫ туса ирттерет. Иртнӗ эрнере унта Китай чӗлхипе культурине вӗрентекен Мускаври центр директорӗ Сунь Сяовэй пулнӑ.
Хӑна чӑваш халӑхӗн культура вӑй-хӑвачӗпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Музейри экскурси вӑхӑтӗнче хӑна чӑвашсемпе китай халӑхӗн пӗрпеклӗхне сахал мар асӑрханӑ-мӗн.
Сунья Мяовэйа кӗтсе илме Шупашкар район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ Зоя Маслова та хутшӑннӑ. Вӑл район пирки каласа кӑтартнӑ. «Бичуринӑн ӑслӑлӑхри паттӑрлӑхӗ» залра хӑна ячӗпе Пекин оперинчи арисене янӑратнӑ. «Тӗлӗнтермӗш Китайри ҫулҫӳрев» клуба ҫӳрекенсем хӑнана китай чӗлхипе кӗтсе илнӗ. Бичурин хӑй вӑхӑтӗнче асӑннӑ чӗлхерен куҫарнӑ сӑвӑсене ҫавсем виҫӗ чӗлхепе вуласа панӑ. Музей ертӳҫи Ирина Удалова Китайпа хӑйсен учрежденийӗн туслӑхне халалланӑ материалпа паллаштарнӑ. «Паха тӗрӗ» хапрӑкӑн пуҫлӑхӗ Наталья Посынкина чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ.
Китай хӑнине Апаш тӑрӑхне те илсе кайнӑ. Ӑна унта вута пуҫ таяс йӗркене туса кӑтартнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци музейне паллӑ поэт, ача-пӑча юррисен сӑввисен авторӗ Юрий Энтин ҫитсе курнӑ.
Юрий Энтин сӑввисемпе сахал мар ӑру ҫитӗннӗ. «Бу-ра-ти-но», «Крылатые качели» юрӑсене паянхи кун та шӑрантараҫҫӗ. Юрий Энтин Чӑваш Ене мӗнле сӑлтавпа килнӗ-ха? Вӑл ачасен ӳнер пултарулӑхӗн «Чӑваш Ен ахахӗсем» фестиваль конкурсӑн гала-концертне килнӗ. Ҫак конкурс республикӑра 2000 ҫулта Шупашкар районӗнче старт илнӗ.
Юрий Энтин ЧР культура министрӗпе Вадим Ефимовпа тата унӑн ҫумӗпе Татьяна Казаковӑпа музей экспозицийӗпе паллашнӑ, чӑваш тӗррине хакланӑ
Нумаях пулмасть Хӗрлӗ Чутай районӗнчи В.Г.Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейӗ 35 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа йӗркеленӗ мероприятие район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, хӗрлӗчутайсен Шупашкарти «Чавал» ентешлӗх председателӗ Александр Самылкин, ветерансен юхӑмӗн активисчӗсем, вӗрентекенсем, шкул ачисем тата ыттисем пухӑннӑ.
Музей ертӳҫи Елена Чемалинова учрежденире экскурси ирттернӗ. Музейра паянхи куна пилӗк пине яхӑн экспонат упранать иккен. Музей ӗҫ-хӗлӗнче Валерьян Толстов-Атнарский учителӗн, таврапӗлӳҫӗн тӳпи ҫав тери пысӑк теҫҫӗ.
Районӑн культура еткерлӗхне упрас тата музей ӗҫне аталантарас тӗлӗшпе тӑрӑшса ӗҫлекенсем чыслава тивӗҫнӗ. Николай Стафик, Васса Столярова, Геннадий Ухлинов райадминистрацин Хисеп хучӗсене, Владимир Немешкин, Юрий Егоров, Валерий Орлов район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Мероприяти вӗҫӗнче районти ачасен пултарулӑх шкулӗн вӗренекенӗсем тата культурӑпа кану центрӗн ӗҫченӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |