Республика прокуратури Чӑваш Енри историпе культура палӑкӗсенчен хӑшӗсем начаррине асӑрханӑ. Республика территорийӗнче федераци пӗлтерӗшӗллӗ историпе культура палӑкӗсем — 46, регион пӗлтерӗшлисем — 628.
Улатӑрта, сӑмахран, тӗрӗслев ирттернӗ те, вӑл енчи 40 обьектран 21-шӗн пахалӑхӗ пӑшӑрхантармаллипех пӑшӑрхантарать иккен. Тӑххӑрӑшӗнче никӗс тата стена ҫурӑлма тытӑннӑ иккен. Кирпӗчрен купаланӑ стенасем те ишӗлесшӗн иккен-ха. Ҫивиттисем те япӑхаҫҫӗ. Йӗпреҫре тӑватӑ этнографи комплексӗнче юсав кирли сисӗннӗ. Асӑннӑ пурлӑха район администрацийӗ хӑйӗн балансӗ ҫине илменни те йӗркеллӗ япала мар.
Палӑксене тивӗҫлипе тытса тӑманнине ҫавӑн пекех Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Етӗрне районӗсенче тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче асӑрханӑ.
Тӗрӗслев тӑрӑх 24 представлени ҫырса панӑ, саккунлӑ мар тесе виҫӗ право актне пӑрахӑҫланӑ, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ тӗслӗх те тупӑннӑ. Представленисенчен пӗрне республикӑн Культура министерстви ячӗпе шӑрҫаланӑ.
Хӗрлӗ Чутайри Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Этем тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейӗнче «Пӗтӗм тӗнчери лӗпӗшсемпе нӑрӑсем» коммерци куравӗ ӗҫлет. Хурт-кӑпшанкӑ пуххине Шупашкарта пурӑнакан энтомолог-коллекционер Виссарион Петрович Лосманов пухса йӗркеленӗ. Каникул вӑхӑтӗнче куравпа ача пахчине ҫӳрекенсемпе шкул ачисем те, аслисем те хаваспах паллашаҫҫӗ.
Музей ертӳҫи Зоя Спипидонова, экскурсовод Валентина Торейкина тата экспонатсене пӑхса тӑракан Елена Чемалинова хӑнасане яланах хавас. Валентина Торейкина пухӑннисене Виссарион Петрович Лосманов биографийӗпе паллаштарать, кураври экспонатсем пирки каласа кӑтартать. «В.П. Лосманов Ҫӗрпӳ районӗнчи Мамликасси ялӗнче 1935-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. 1968 ҫулта куҫӑмсӑр майпа Мускаври политехника институтне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шупашкарта конструктор бюро ертӳҫи пулса ӗҫленӗ, 1995 ҫултанпа тивӗҫлӗ канура. Унӑн ашшӗ Петр Захарович ҫутҫанталӑк пурҫӑнӗ хатӗрлекен комбинатсем валли Китай юман пуҫӑн хуртне ӗрчетнӗ, ывӑлӗшӗн ҫакна сӑнама те интереслӗ пулнӑ. 1968-мӗш ҫултанпа хӑй те лӗпӗшсемпе интересленме тытӑнать. Ҫулленех тӗрлӗ ҫӗре экспедицисене ҫӳресе хӑйӗн коллекцине пуянлатать, куравсем тӗрлӗ ҫӗрте йӗркелет».
Хӗрлӗ Чутайри Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Этем тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейӗнче те ӳнер каҫӗ иртрӗ. Ҫак каҫ музей сӗм ҫӗрлечченех ӗҫлерӗ. Музейре тӑрӑшакансем пухӑннисем валли пуян культура программи хатӗрленӗ.
Малтанах пухӑннисем вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ зал тӑрӑх ҫӳрерӗҫ, унтан иккӗмӗш этажри художниксен картинисепе паллашрӗҫ. Кайран музей йӗркелесе янӑ Валериан Григорьевич Толстов-Атнарскине халалланӑ кӗтесе кӗчӗҫ: унӑн ал ҫырӑвӗсем, блокночӗсем, вӑл ҫырнӑ кӗнекесем, хӑй йӑтса ҫӳренӗ пысӑк портфель, сӑнӳкерчӗксем чуна тыткӑнлаҫҫӗ. Мӗн тери пултаруллӑ ҫын пулнӑ вӑл, еплерех ырӑ ят хӑй хыҫҫӑн хӑварнӑ. Кӑҫал районта вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявларӗҫ, «Тантӑш» хаҫат вӑл пухнӑ такмаксен пуххине пичетлесе кӑларчӗ.
Хӑнасем чӑвашсен ӗлӗкхи тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме пултарчӗҫ. Унсӑр пуҫне асаннесем еплерех пир тӗртнипе паллашрӗҫ, хӑйсем те пир тӗртсе курчӗҫ, ҫӑм арларӗҫ.
Музей ертӳҫи Зоя Спиридонова «Пӗтӗм тӗнчери лӗпӗшсемпе нӑрӑсем» коммерци выставкипе паллаштарчӗ. Коллекцие Шупашкарта пурӑнакан Виссарион Петрович Лосманов пухнӑ. Ку коллекцире пурӗ 4 пин тӗрлӗ тӗслӗ лӗпӗшсемпе нӑрӑсем.
Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗнче паян пуҫласа «Ӳнер каҫӗ» иртмелле. Ҫавна май культура учрежденийӗн алӑкӗсем каҫхи ултӑ сехетрен тытӑнса ҫурҫӗрчченех уҫӑ пулӗҫ.
«Ӳнер каҫӗнче» куравсемпе паллашма, классикӑлла хайлавсене, сӑвӑ вуланине, романссем юрланине итлеме май килӗ. 18 сехетре «Чӑвашсен аваллӑх чун хавалӗ тӗрӗсемпе япаласенче» ятпа ҫӗнӗ курав уҫӑлӗ. Кунсӑр пуҫне Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи Ивановсен «Пултарулӑх атмосфери» тата Етӗрнери А.Асламас ячӗллӗ ача-пӑчан ӳнер шкулӗн ӳкерчӗкӗсен куравӗсем ӗҫлӗҫ. Каҫхи ҫичӗ сехетрен тытӑнса тӑххӑрччен асӑннӑ шкул ачисем «Музыка фейерверкӗ» музыка программипе савӑнтарӗҫ. Ун хыҫҫӑн Етӗрнери культура ҫурчӗн концерчӗ пуҫланӗ, вӑл ҫурҫӗрчченех пырӗ.
Ӗнер пирӗн ҫӗршывра политика репрессийӗнче шар курнисене асӑнмалли кун пулчӗ. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗнче «Репрессиленӗ Чӑваш Ен фотографӗсем» курав уҫӑлнӑ. Ун пеккине йӗркелесси кӑҫал кӑна пуҫламан иккен — вӑл 1997 ҫултанпа пырать. «Вӗсене ятран аса илер» циклпа йӗркелекен курава хальхинче, ав, фотографсене халалланӑ.
Экспозицисем иртнӗ ӗмӗрӗн 20–40-мӗш ҫулӗсенче репрессиленӗ Ю.А. Зайцев, Л.Г. Гаврилов, В.А. Егоров, В.И. Иванов, Д.Ф. Пылаев, В.В. Милютинский, М.С. Хузяханов фотографсен кун-ҫулӗпе паллаштараҫҫӗ. Курава тӑратнӑ материалсемпе ҫынсем пуҫласа паллашма пултараҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Театр тӗс-сӗмӗ» курав уҫӑлать. Ӑна республикӑри театр ӗҫченӗсен союзӗ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Курава асӑннӑ пӗрлешӳ членӗсен — паллӑ художниксен — ӗҫӗсене тӑратӗҫ. Ҫавсен шутӗнче Валентин Федоровӑн, Владимир Шведовӑн, Светлана Звереван, Надежда Васильеван, Ольга Юшкован, Владимир Карповӑн, Анатолий Розовӑн тата ыттисен ячӗсене асӑнса хӑварма пулать.
Хӑшӗсем пьеса спектаклӗн ҫурри кӑна, иккӗмӗш пайне пултаруллӑ художник туса ҫитерет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку шухӑшра чӑнни те ҫук мар-тӑр. Художник спектакле «стиль» кӗртнине шута илсен пушшех те. Тепӗр тесен, ҫӗр хут илтиччен пӗр хут курни аван-ҫке. Апла тӑк ӳркенмесӗрех курава ҫитсе килнине нимӗн те ҫитес ҫук.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ пуҫласа «Ӳнер каҫӗ» акцие йыхравлать. Ӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ.
Ҫав кун каҫхи ултӑ сехетрен пуҫласа каҫхи тӑххӑрччен ӳнерӗн тӗрлӗ енӗ пирки пӗлме май килӗ. Ҫав вӑхӑтра авалтан пыракан кӗвӗпе юрӑ ӳнерӗсемсӗр пуҫне хальхи вӑхӑтри кино тата фото ӑсталӑхӗ пирки те каласа кӑтартӗҫ. Ӳнер каҫне пынисене фольклор инструменчӗсене епле ӑсталанипе паллаштарӗҫ кӑна мар, вӗсемпе калассин хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхне те ӑша илтерӗҫ.
Музейӑн кинотеатрӗ «Сарпике» фильмри сӑнарсемпе паллаштарӗ. Кинона 1927 ҫулта Иакинф Максимов-Кошкинский сценарийӗпе ӳкернӗ. Фотосалонта вара 19-мӗш ӗмӗрти ҫипуҫа тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме ирӗк парӗҫ. Кунсӑр пуҫне поэзи каҫӗ те иртӗ. Хореографсем вара Латинла Америкӑри бачата ташӑри тата иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче халӑхра анлӑ сарӑлнӑ диско-хастл стильти хусканусене тума хӑнӑхтарӗҫ.
Ҫак уйӑхӑн 24–27-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫулсерен йӗркелекен кросс-культура фестивалӗ — Германин Чӑваш Енри кунӗсем — иртмелле.
Ӑна ыран, 17 сехетре, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Берлинта пурӑнакан Ирина Голенкова фотограф-документалистӑн ӗҫӗсен «Берлин — ылмашусен хули» ятпа йӗркеленӗ фотокуравӗпе уҫӗҫ. 18 сехетре вара нимӗҫ композиторӗ Рихард Вагнер ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалласа концерт-лекци иртӗ. Рихард Вагнер — опера ӳнерӗнчи паллӑ ӑста, дирижёр, культура теоретикӗ, поэт, драматург, вагнерианство текен пулӑма пуҫарса янӑ. Юрӗ. Вагнер пирки тата мероприяти епле иртесси пирки мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫса памӑпӑр. Унта кайса курма вара пурне те сӗнетпӗр. Ҫитменнине тата тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
ЧНК Аслӑ пухӑвӗ умӗнчи ятарлӑ халӑх пухӑвне ирттерме шутлани пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Хайхи вӑхӑтне те, кунне те паянхи куна палӑртнӑ иккен — умпуху эрнекун, юпан 18-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ — 16 сехетре.
Умпухӑва йӗркелекенсем ЧНК-ан Ваттисен канашӗ тата Чӑваш Енри ентешлӗхӗсем. Ку пухӑва Чӑваш наци конгресӗн пур ертӳҫӗсене те чӗннӗ. Унсӑр пуҫне умпухӑва ентешлӗх президиумӗсен ертӳҫисем те хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Ку мероприятире ҫитес аслӑ пухӑвӑн ӗҫ йӗркине сӳтсе явасшӑн тата ытти пӗтӗмӗшле ыйтусене пӑхса тухасшӑн. Тӗп тӗллев вара — аслӑ пухӑва хирӗҫӳсӗр те йӗркеллӗ, ҫураҫуллӑ ирттересси пулӗ. Мӗн енпе пулӑшмалла, туса ҫитереймен мӗнле ӗҫсем пуррине палӑртса вӗсене туса ҫитермелле — ҫак ыйтусене пӑхса тухӗҫ.
Ӗнер, юпан 10-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче «Нумай енлӗ талант» пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ӑна Атнер Петрович Хусанкай 65 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗ.
Литература музейӗн залӗнче халӑх тулли пухӑннӑччӗ — Атнер Петровича саламлама ӗҫтешӗсем, юлташӗсем, тӑванӗсем ҫитнӗччӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен те, чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен те, ытти учрежденисенчен те ӑшӑ сӑмахсем илтрӗ юбилярҫӑ. Николай Фомиряков вара хӑйӗн икӗ ӳкерчӗкне парнелерӗ. Тепӗр ӳкерчӗк «Тӑван Атӑл» коллективӗнчен пулчӗ.
Хусанкай Атнер Петрович 1948 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вера Кузьмина чӑваш халӑх артисткипе Петӗр Хусанкай чӑваш халӑх сӑвӑҫин ывӑлӗ вӑл.
1966–1972 ҫулсенче Атнер Хусанкай Ленинград патшалӑх университечӗн хӗвелтухӑҫ факультечӗнче, 1973–1976 ҫулсенче СССР Ӑслӑлӑхсен академийӗн Тухӑҫ пӗлӗвӗн институчӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ. 1978–1990 ҫулсенче Атнер Хусанкай Чӑваш патшалӑх университечӗнче ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗнче чӗлхе пӗлӗвӗн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Халӗ тивӗҫлӗ канура.
Хусанкай Атнер Петрович Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш Президенчӗ, хальхи вӑхӑтра ҫак организацире хисеплӗ Президент вырӑнӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |