Шупашкарта халиччен йӗркелемен «ЭРЕШ» орнамент-фест пуҫласа иртӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 18-19-мӗшӗсенче пулӗ. Культура мероприятине «РОДИНА. НАСЛЕДИЕ» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв. Эткерлӗх) фондпа Чӑваш наци музейӗ РФ Культура министерстви, Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствисем пулӑшнипе йӗркелӗҫ.
«ЭРЕШ» орнамент-феста халӑх промыслисене тата ремёслисене сарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта тӗрӗ ӑстисем, тӑмран тӗрлӗ япала хатӗрлекенсем, художниксем, дизайнерсем тата ыттисем пухӑнӗҫ. Чӑваш Енрен кӑна мар. Ют регионсенчен те.
Хӑнасем Чӑваш наци музейӗн эсконачӗсемпе те паллашайӗҫ. Орнамент-фест вӑхӑтӗнче фольклор ушкӑнӗсем те хӑйсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.
Шупашкарта «Чукун ҫул хуҫалӑхӗн пӗрлешӗвӗ» производство предприятийӗн территорийӗнче уҫӑ тӳпе айӗнчи музей тӑваҫҫӗ. Чукун ҫул ҫывӑхӗнче пӑравуссем, вакунсем, архитектура скульптурисем вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Унтах Парижри евӗр Эйфель башни те пур. Ӑна пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Нумаях пулмасть Останкино телебашни евӗр контрукци илсе килнӗ. Вӑл 31 метр ҫӳллӗш. Ӑна вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Вӑл Эйфель башнинчен 3 метр ҫӳллӗрех.
Останкино башни тӑррине Раҫҫей ялавне ҫирӗплетнӗ. Башня каҫхине тата уявсенче ҫутатӗ. Уҫӑ тӳпе айӗнчи музей Шупашкарти Мир проспектӗнчи 1-мӗш «Д» ҫурт умӗнче вырнаҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн кӑҫалхи лауреачӗсем паллӑ. Кун пирки Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Лауреатсен йышӗнче — Александр Николаевич Тукмаков тата Магомед Ахмедович Ахмедов.
Александр Тукмаков — СССР летчик-космонавтӑн А.Г. Николаевӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти мемориал комплексӗн ертӳҫи. Магомед Ахмедов — Далестанри писательсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи, Дагестан поэчӗ. Малтан каланине Андриян Николаевӑн асра тытма нумай тӳпе хывнишӗн, мемориал комплексне аталантарассишӗн тӑрӑшнӑшӑн Ҫеҫпӗл Мишшин лауреачӗн ятне пама йышӑннӑ. Дагестан поэчӗ вара Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне Дагестанра сарнӑшӑн, Чӑваш Енпе Дагестан туслахне аталантарнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Лауреатсене Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн учредительсем палӑртнӑ.
Чӑваш патшалӑх художество музейӗ «Сын Чувашии Андриян Николаев» (чӑв. Чӑваш Ен ывӑлӗ Андриян Николаев) курав йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Экспозицие паллӑ художниксен, скульпторсен: Николай Овчинниковӑн, Александр Лактионовӑн, Никита Сверчковӑн, Лев Кербелӗн тата Юрий Ксенофонтовӑн, Элли Юрьевӑн — ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Унтах графика ӑстисен: Станислав Ивановӑн, Виктор Ступинӑн, Анна Бубнован, Николай Карачарсковӑн — пултарулӑхӗпе паллашма май пур.
Андриян Николаева пула пӗтӗм тӗнче Чӑваш Енпе чӑвашсем ҫинчен пӗлнӗ.
Экспозиципе Шупашкарти 10-мӗш вӑтам шкулта (вӗренӳ учрежденийӗ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗпе хисепленет) вӗренекенсем паллашнӑ та ӗнтӗ.
Экспозици раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Тулӑри Елена Сафиева ӳнерҫӗ Чӑваш патшалӑх художество музейне сивӗ фарфортан хатӗрленӗ керамикӑран хатӗрленӗ чечек ҫыххи парнеленӗ. Сивӗ фарфортан чечексем ӑсталакан керамика флорисчӗн музейра маларах «Диалог цветов» (чӑв. Чечексен пуплевӗ) курав ӗҫленӗ.
Курав хупӑнас умӗн художник Левитан натюрмортне тӗпе хурса хатӗрленӗ чечек ҫыххине парнеленӗ.
Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, музейра ӗҫлекенсем ӗҫе Левитан художникӑн ӳкерчӗкӗпе юнашар вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ. Анчах хальлӗхе музейри вырӑс тата ют ҫӗршыв ӳнерӗн пайӗнче реконстуркци пырать.
Юсав ӗҫӗсене вӗҫлесен Елена Сафиеван парни сумлӑ музейра хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне тупӗ.
Вӑрнарти историпе краеведени халӑх музейӗ кӑсӑклӑ ҫеҫ мар, сайра тӗл пулакан экспонатпа пуянланнӑ. Унта халӗ — салтак кашӑкӗ. Вӑл — 1917 ҫулхи. Кашӑк хуҫи те паллӑ. Вӑл — Филипп Иванов.
Экспоната музее Вӑрнарта пурӑнакан Мария Павлова илсе пынӑ. Реликви хуҫи — унӑн аслашшӗ (тен, кукашшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта «дед» тенӗ). Филипп Иванович Иванов маларах асӑннӑ районти Уравӑшран. Салтак кашӑкӗ япӑх мар упраннӑ.
Филипп Иванов Пӗрремӗш тӗнче, Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ. Музея унӑн экспонатне маларах та панӑ. Ун чухне — вӑл Етӗрнери уесри училищӗне лайӑх вӗренсе тухни ҫинчен калакан свидетельствӑна. Филипп Иванов — уес училищине чи малтан малтан вӗренсе пӗтернӗ 12 вӗренекентен пӗри.
Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗн Инна Лялинан куравӗ уҫӑлнӑ.
«Халӑх юррин янравӗ» курава художник халӑх юррисен сюжетне тӗпе хурса ӳкернӗ 28 ӗҫе тӑратнӑ.
Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Инна Лялина – архитектор тата педагог-художник. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ.
Инна Лялина республикӑри, ҫӗршыври куравсене вӗҫӗмех хутшӑнать. Шупашкарта унӑн уйрӑм куравӗсем темиҫе те ӗҫленӗ. Тури чӑвашсен музейӗнче Инна Лялина ӗҫӗсен куравӗ кӑҫал маларах та уҫӑлнӑ. Н.В. Никольский музейӗнче те унӑн ӗҫӗсемпе паллашма пулать.
Кӑҫал Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин паттӑрӗ, Граждан вӑрҫин ҫар пуҫлӑхӗ Василий Чапаев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл 1919 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче пуҫ хунӑ.
Паттӑр ентешӗмӗре асра тытса ҫак кун, кӗҫнерникун, Шупашкарта кӑнтӑрла Чапаев скверӗнчи палӑк патне чечексем хурӗҫ. Унтан Чӑваш наци музейӗнче «Чапаев вилнин версийӗсем» виртуаллӑ экскурси ирттерӗҫ. Каярахпа «Астӑвӑм кӗнекине» хӑтлӗҫ. Курма пыракансене куҫса ҫӳрекен «В.И.Чапаев музейӗ» куравпа паллаштарӗҫ.
Мероприяти «Легендарлӑ Калашников» курав хӑтлавӗпе вӗҫленӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Мускавра «Частные музеи России. Самородки России» (чӑв. Раҫҫейӗн уйрӑм ҫын музейӗсем. Раҫсей самородокӗсем) ятпа хальччен пулман курав ӗҫлӗ. Ӑна «Сокольники»музейпа ҫутӗҫ комплексӗнче уҫӗҫ. Курава Раҫҫейри уйрӑм ҫын музейӗсен ассоциацийӗ, Каллиграфин хальхи музейӗ, Мускаври «Сокольники» комплекс йӗркелӗҫ.
Унта уйрӑм ҫынсен 100 ытла музейӗ хӑйӗн экспоначӗсене тӑратӗ. Вӗсем историпе, ӳнерпе, ӑслӑлӑхпа тата культурӑпа паллаштарӗҫ.
Чӑваш Енрен курава виҫӗ учреждени хутшӑнӗ: Чиркӳпе истори музейӗ, Трактор историйӗн музейӗ, «Паха тӗрӗ». Юлашкинчен асӑннӑ музей ӗҫченӗсем Е.И. Ефремова, М.В. Симакова, Т.И. Петрова, А.В. Андреева ӗҫӗсемпе хутшӑнма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем чӑваш арҫыннин тата хӗрарӑмӗн тумӗсене, сувенир продукцине илсе кайӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (Шупашкар хули) Альбина Юрату (Любимова) журналист, сӑвӑҫ 60 ҫул тултарнине халласа музыкӑпа литература каҫӗ ирттерӗҫ.
Альбина Юрату — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Эмине ячӗллӗ пӗтӗм чӑвашсен хӗрарӑмсен наци премийӗн лауреачӗ, Ҫутҫанталӑка сыхлакансен пӗтӗм Раҫҫейри обществин республикӑри канашӗн премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Енри журналистсен Н.В. Никольский ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ. 20 ытла кӗнеке авторӗ. Унӑн сӑввисем турккӑ тата азербайджан поэчӗсен пуххисенче те пичетленнӗ. Альбина Юрату сӑввисемпе 500 ытла юрӑ хывнӑ.
Музыкӑпа литература каҫӗнче «Ҫак ҫӗр ҫине эп килнӗ юратма» курав уҫӑлӗ. Унта поэтпа паллаштаракан сӑнӳкерчӗксем, кӗнекесем, хутсем пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |