Элӗкри культура эткерлӗхне юсаса ҫӗнетӗҫ. Ҫав тӗллевпе хыснаран 8,5 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ.
Сӑмах Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ шкул пирки пырать. Ӑна 1872 ҫулта туса лартнӑ. 19-мӗш ӗмӗрти йывӑҫ ҫурта иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Элӗк район администрацийӗн культура пайне панӑ. 1995 ҫулхи ҫулла унта литературӑпа краеведени музейӗ уҫнӑ. Унта халӗ 16,5 пине яхӑн экспонат упранать.
2020 ҫулта ҫурта юсаса ҫӗнетме бюджетран 6 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑҫал юсав ӗҫӗ валли 8 миллион та 539 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. «Кӗмӗле» республика хыснинче пӑхса хӑварнӑ.
Подряд организацийӗн ҫурта тулаш енчен ҫӗнетмелле, алӑксемпе чӳречесене ылмаштармалла, шыв пӑрӑхӗсене улӑштармалла. Контракта кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Аукцион пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртӗ.
Петӗрти Эрмитажра COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче унта ӗҫлекен 26 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Кун пирки музейӗн «Контактра» официаллӑ ушкӑнӗнче пӗлтерни тӑрӑх, «Питерские заметки» (чӑв. «Питер ҫырӑвӗсем») портал хыпарлать.
2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа Эрмитаж 4 уйӑхлӑха ҫынсене йышӑнма чарӑннӑ, онлайн-режимра ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ҫак вӑхӑтра, ӗҫ-хӗле кирлӗ таран хӑрушсӑрлатнӑ пулин те, Эрмитажра ӗҫлекен 26 ҫыннӑн — ҫав шутра наука ӗҫченӗсен, музей пӑхаканӗсен, инженерсен, реставраторсен тата хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсен — пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Хальхи вӑхӑтра, ирӗксӗртен чарусем кӗртме тивет пулин те, Эрмитаж алӑкӗсем куракансем валли уҫӑ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнӗ май астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Ҫав кунах «Ҫӗнтерӳ юрри» курав уҫӑлӗ. Ӑна поэтӑн архивӗнчи кӗнекесенчен, сӑнӳкерчӗксенчен, документсенчен йӗркелӗҫ.
Николай Шелепи Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Литература вучахне вӑл 1905-1907-мӗш ҫулсенче чӗртсе янӑ. «Ҫӗлен» ятлӑ аллегорилле сӑвви 1907-мӗш ҫулта «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ. Цензура тытса чарасран сӑвва «Тав» ятпа пичетленӗ. Каярах Шелепи «Ваҫанкка», «Ҫарӑмҫанпа Хӑнтӑрҫа» поэмӑсем, «Константинополь хулине туни ҫинчен чӑваш ваттисем калани» сӑвӑ ҫырнӑ. Сатирӑллӑ хайлавсемпе пӗрлех ҫар темипе те шӑрҫаланӑ, ачасем валли те калӑпланӑ.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти художество музейӗнче «…Ялавсемпе гербсемсӗр пуҫне» курав уҫӑлӗ. Ӑна Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Элли Михайлович – Чӑваш халӑх художникӗ, литературӑпа ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни, Чӑваш Республикин патшалӑх гербӗн тата ялавӗн, Шупашкар хулин, Пӑрачкав салин тата Йӗпреҫ поселокӗн гербӗпсемпе ялавӗсен авторӗ. Илеме туйма пӗлекен ӑста Тбилиссири ӳнер академийӗнче груз живопиҫӗн шкулӗн вӑрттӑнлӑхне тӗпе хурса вӗреннӗ. Геральдикӑра тата вексиллографире чӑн-чӑн ӑста пулса тӑнӑ.
Элли Юрьев 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ, 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫeҫпӗл Мишши музейӗнче «Иккӗн чей ӗҫме аван» пӗp кунлӑx акци ирттернӗ.
Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, музее иккӗн пырса куракансене техӗмлӗ чейпе тата кофепе, пыллӑ тата варениллӗ икерчӗпе тӳлевсӗр хӑналанӑ.
Ҫeҫnӗл урамӗнчи 8-мӗш ҫypтра вырнаҫнӑ музейра ытти чух та тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ятне тивӗҫлипе тытса тӑма тӑрӑшса ун ятне-сумне ӳсекен ҫамрӑк ӑру хушшинче сарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус тесе мероприятисене онлайн ирттернӗ вӑхӑтра та музейҫӑсем хастарлӑхпа палӑрчӗҫ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ.
Кун пек мероприятие йӗркелесси музейра ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен ӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Музей ертӳҫи Ирина Оленкина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм-поэтсем ҫуркунне, юрату, амӑшӗлӗх, ҫутҫанталӑк тата пурнӑҫ илемӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене вуланӑ. Хавхаланса та хӑпартланса янӑранӑ асамлӑ поэзи.
Литературӑпа музыка каҫӗнче «Пленэр из окна» (чӑв. Чӳречери пленэр) курав уҫӑлнӑ. Ӑна хӗрарӑм-художниксен ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ.
«СССРта туса кӑларнӑ» музей 10 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ, ҫав вӑхӑтрах ӗҫлӗ тӗлпулу иртнӗ.
Николай Адёр Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, музея 2011 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнчи «Сувар» культура центрӗнче йӗркеленӗ. Уява нумайӑшӗ парнесемпе, СССР тапхӑрӗнчи япаласемпе пынӑ. Ҫӗмӗрле хулинчи туризмпа музейсен центрӗн ертӳҫи Сергей Иванов музей коллективне саламланӑ май асӑнмалӑх парнесем панӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Миша Григорян ӳкерчӗксен галерейине хӑйӗн «Кӑмаша юханшывӗ ҫумӗнчи виҫӗ юман» ӳкерчӗкпе пуянлатнӑ. Музея йӗркеленӗ Николай Адёр та сӑмах каланӑ.
Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗ ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Фейсбука чӑваш тӗрриллӗ тумпа ӳкерӗннӗ хитер сӑн ӳкерчӗк лартнӑ. Ун айне вӑл «Ҫӗр пин тӗрӗш ҫӗршывӗ» ятпа пост ҫырса хунӑ. Вице-премьер «Паха тӗрӗ» художество промыслисен фирминче пулнӑ иккен.
Министр палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрӗ Чӑваш Ен кун-ҫулӗпе тан аталаннӑ. Тӗрӗ вӑл — истори. Вӑл таҫта та пулнӑ: йӑла-йӗркере, тумра... Хӗре суйланӑ чухне вӑл тӗрленине пӑхнӑ. Типтерлӗрех тӗрлекен пике кил-ҫурчӗ те тирпейлӗ тесе шухӑшланӑ. Тӗрленӗ хӑш-пӗр япалана ламран лама парса пынӑ.
Чӑваш наци музейӗ паян пӗр ӗмӗрхине уявлать. Ҫав ятпа ӑна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин телеграммӑпа саламланӑ.
Халӑх пархатарӗпе историйӗн управҫин ӗҫченӗсем музейпа филиалӗсене аталантарассишӗн нумай ӗҫ туса ирттернине палӑртнӑ.
«Сирӗн тӗпчев, экспозици ӗҫӗ-хӗлӗр, вӗрентӳ, ҫутӗҫ, информаци проектӑрсем Чӑваш Ен тӗп хулипе республикӑн культура тата общество пурнӑҫне пуянлатаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ правительство телеграмминче.
Паян музей юбилей мероприятийӗсене уҫрӗ. Ака уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче «Национальный музей: 100 лет в истории Чувашии» (чӑв. Наци музейӗ: Чӑваш Ен кун-ҫулӗнчи 100 ҫул) ятпа регионсем хушшинчи музей форумӗ иртӗ. Вӑл юбилей мероприятийӗсенчен чи пӗлтерӗшли теме те юрать. Ӑна йӗркелеме федерацин Атӑлҫи округӗнчи музейсен канашӗ хутшӑнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Авалхи йӑхсен еткерӗ» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш наци музейне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фондри ӗҫсенчен йӗркеленӗ курав чӑвашсен пуян культурипе паллаштарӗ. Унта сайра тӗл пулакан этнографи экспоначӗсем те пулӗҫ. Вӗсене музей ӗҫченӗсемпе культура ӗҫченӗсем тӗрлӗ ҫулта пухса хатӗрленӗ. Пурнӑҫне музей ӗҫне халалланӑ маттурсемпе те паллаштарӗ курав.
Музей коллекцийӗ пирки каласан, вӑл тӗрлӗ экспедици вӑхӑтӗнче пуянланнӑ. 1926-1928 ҫулсенче Питӗрти (ун чухне Ленинградри) Историпе пурлӑх культурин патшалӑх академийӗн экспедицийӗ иртнӗ, 1949-1952 ҫулсенче — СССР Наукӑсан академийӗн Хусанти филиалӗн профессорӗ Н.И. Воробьев ертсе пынипе йӗркеленӗ экспедицийӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |