Ку статьяна ҫырас шухӑш ӗнер Тимӗр Акташӑн статйине вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ. Леш, хайхи, 32 ҫул каялла пулса иртнӗ ГКЧП пирки хатӗрленӗскере вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн. Кӑсӑклӑ пулса кайрӗ: ҫак кун пирки ҫурлан 19-мӗшӗнче кашни ҫулах вӑл ҫырнӑ-и? Шырарӑм та — 2015 ҫултанпа кашни ҫул тенӗ пекех ҫырать иккен. Ун чухне самай анлӑ статья вӑл хатӗрленӗ пулнӑ. 2016-мӗшӗнче те ҫырнӑ. Вӑл юрӗ-ха — ун чухне 25 ҫулхи юбилейӗ пулнӑ-ҫке. Кайран виҫӗ ҫул ГКЧП пирки сӑмах ҫук. 2020 ҫулта Беларуҫра пӑлхавсем пуҫланнӑччӗ. Вӗсем шӑп та лӑп ҫак вӑхӑта лекнӗччӗ те Тимӗр Акташ белоруссене тӗрев пама статья хатӗрленӗччӗ. Статйинче вара ҫав-ҫавах ГКЧП пирки асӑнса хӑварнӑ. 2021 ҫулта, ГКЧП пулӑмӗ хыҫҫӑн 30 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, паллах, Тимӗр Акташ статья хатӗрлемесӗр пултарайман. Вӑл та пӗчӗкех мар. 2022-мӗш ҫулта та ҫурлан 19-мӗшӗнче Акташӑн статйи пур. Ҫапла май 2017–2019 ҫулсемсӗр пуҫне Акташран кашни ҫул ГКЧП пирки статья кӗтме тиврӗ.
Сӑмахӑм ман, паллах, Тимӗр Акташ кашни ҫул ГКЧП пирки ҫырни ҫинчен мар.
Сӗнтӗрвӑрри районенчи Нарат Чакки ялӗнче пурӑнакан Даньковсем ҫемье музейӗ йӗркеленӗ. Ӗнер-паян мар. 15 ҫул каяллах.
Ҫемье музейӗнче пулса курнӑ Чӑваш Енӗн наци телекуравӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «унти экспонатсене халиччен 16 ҫӗршывра пурӑнакансем килсе курнӑ. Кашнинех кил хуҫисем чӑваш ҫи-пуҫӗпе кӗтсе илеҫҫӗ».
Музея тӑвасси арчаран пуҫланнӑ. Чӑваш эрешӗллӗ арчари авалхи япалсенчен пуҫланса кайнӑ музея ял ҫыннисем те пулӑшаҫҫӗ, авалхи япаласене кӑларса перес вырӑнне Даньковсене пырса параҫҫӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Альберт Канаш поэт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ.
Мероприятие писательсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем пуҫтарӑннӑ. Музейра поэтӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе тата кӗнекисемпе паллаштаракан «Эпир – аптрамансем» курав йӗркеленӗ.
«Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ. Уява «Надежда» халӑх ансамблӗ «Чечексем, чечексем» юрӑпа уҫрӗ. Сӑввин авторӗ, паллах, – Альпӑрт Канаш. Унӑн лирикӑллӑ хайлавӗсемпе композиторсем чылай юрӑ кӗвӗленӗ.
Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Чурачӑк шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Венера Иванова Литература музейне пӗччен мар, мӑнукӗсемпе пӗрле килнӗ – Шупашкарти 30-мӗш шкулта ӑс пухакан Артемпа Арина Парусовсем А. Канашӑн сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ», — хыпарланӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Канашри, Тӑвай районӗнчи таврапӗлӳ музейӗсене кӑҫал юсӗҫ, Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗн экспозицине ҫӗнетӗҫ
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри музейӗн тӑррине тата фасадне ҫӗнетме 6 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Тавай районӗнчи музейӗн шалтине юсама вара 15,6 млн тенкӗ пӑхса хунӑ.
Улатӑрти музея кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме 28,3 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Унта "Вырӑс провинцийӗн дизайнӗ" проект пурнӑҫланать.
Чӑваш наци музейӗнче хальхи вӑхӑтра «Путём зерна. Круг чувашских праздников» (чӑв. Тырӑ ҫулӗпе. Чӑваш уявӗсен ҫаври) курав ӗҫлет.
Иртнӗ уйӑхӑн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑскер утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хупӑнӗ.
Курав тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе паллаштарать. Унта хресченӗн ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Мӗн ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех канӑҫсӑр ӗҫлет хресчен. Ырми-канми тар тӑксан та вӑл ӗлӗк тӗрлӗ уяв ирттерме май тупнӑ. Хӗлле та алӑ усса ларман.
Курав тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркипе кӑсӑкланакансемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пуласси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кун валли 80 млн тенкӗ кирлӗ пулассине пӗлтернӗччӗ. Проекчӗ кӑна 3 млн тенкӗ ытларах кайса ларӗ.
Ҫак кунсенче музей проектне хатӗрлемешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак - 3 млн та 179 пин те 449 тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин проекта 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хатӗрлемелле.
Музей 250 тӑваткал метр пулӗ. Ҫывӑхра машинӑсем валли парковка та тӑвӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чӑваш халӑх художникӗн Анатолий Силовӑн «Вихри цивилизации» (чӑв. Цивилизаци ҫил-тӑвӑлӗ) курав уҫӑлнӑ. Ӑна художникӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ.
Курава музей директорӗ Геннадий Козлов уҫнӑ. Вӑл залри ӳкерчӗксенче вӑрттӑн символ пуррине палӑртса хӑварнӑ. Портретсенче вара араб тӗнчин пайташӗсем, вырӑс, нимӗҫ, хрантсус ученӑйӗсем сӑнарланнӑ.
Сӑмах май каласан, Анатолий Силова «Иконописец Крылов Николай Иванович (1850-1900)» ылтӑн медальпе наградӑлама йышӑннӑ. Ку пирки Раҫҫейпе Палестина халӑхӗсен туслӑхӗн обществин культура комитечӗн наградӑсемпе ӗҫлекен комисси председателӗ Андрей Крылов академик видеоҫыхӑну мелӗпе пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлӗ.
Музейра тата уйрӑм ҫын коллекцийӗнче упранакан 70-е яхӑн графика, живопись тата скульптура прозведенийӗсем пулӗҫ унта.
Чӑваш алфавитне йӗркелесе янӑ мухтавлӑ ҫыннӑн, пултаруллӑ вӗрентекенӗн, ҫыравҫӑн тата тӑлмачӑн, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ӗмӗрне ирттернӗскерӗн сӑнарне нумай художник кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Петр Сизов, Элли Юрьев, Иван Дмитриев, Николай Овчинников, Виталий Петров (Праски Витти), Юрий Ксенофонтов, Георгий Кузнецов тата ыттисем.
Куславкка районӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа» асӑну комплексӗнче кӗҫех музей уҫӑлӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ.
Ҫак куна ахальтен суйламан. Вӑл Хусан тата Сӑр хӳтӗлев чиккисен строителӗсене асӑнмалли кун.
Ҫавӑн пекех, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑну компексӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтра тата тылра пуҫ хунӑ ҫынсене асӑнма часавай тӑвӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ҫар мухтавӗн музейӗнче «У истоков зоргенского движения» (чӑв. Зорге юхӑмӗн пуҫламӑшӗнче) курав уҫӑлнӑ. Ӑна асӑннӑ юхӑма Чӑваш Енре пуҫарса янӑ Мария Красновӑна халалланӑ.
Курава уҫма Мария Александровнӑн ҫывӑх ҫыннисем хутшӑннӑ. Музея вӗсем фотосемпе документсен архивне, ҫав шутра Зорген тӑвванӗсемпе тата ӗҫтешӗсемпе ҫӳретнӗ ҫырусене, легендарлӑ разведчикӑн уйрӑм япалисене парнеленӗ.
Мария Краснова хӑй вӑхӑтӗнче Патӑрьелӗнчи шкулта пионервожатӑйра ӗҫленӗ. Вӑл Зорге пурнӑҫӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл ертсе пынипе 1965 ҫулта Чӑваш Енрен Бакуна, Зорген иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ патне тухса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пирӗн республикӑра Зорге юхӑмӗ пуҫланса кайнӑ. 1978 ҫулта Шупашкарти 3-мӗш шкулта Р. Зорге ячӗллӗ мемориал комплексӗ уҫнӑ. Мария Краснова вӑл вӑхӑтра унта ӗҫленӗ. Хӗрарӑм ҫав пуянлӑха пысӑкрах шая кӑларма ӗмӗтленнӗ, анчах хӑй туса ӗлкӗреймен, халӗ унӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫав ӗмӗте пурнӑҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |