Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта Никита Михайлков режииссёрпа тӗл пулу иртӗ. Унпа курнӑҫас тесен «Атӑл Опера» театра каймалла.
Пултарулӑх каҫӗнче Никита Сергеевич ҫӗршывра тата тӗнчере пулса иртекен пулӑмсем пирки те каласа кӑтартӗ, «БесогонТВ» автор программин уйрӑм пайӗсене кӑтартӗ. Тата, паллах, хӑйӗн пултарулӑх ӗҫӗнчи аса юлнӑ самантсене аса илӗ.
Тӗлпулу 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8 (8352) 58-00-96.
Нарӑс уйӑхӗн 8-28-мӗшӗсенче «Атӑл Опера» театрта Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ.
Фестиваль А. Галкинӑн «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӑлӗ. Унӑн либреттине чӑваш эпосӗ, юмахӗсем, авалхи легендӑсем тӑрӑх хатӗрленӗ.
Г. Хирпӳн «Нарспи» опери композитор пурӑннӑ чухнех чӑваш опера ӳнерӗн классики пулса тӑнӑ. Ӑна К. Иванов поэми тӑрӑх хатӗрленӗ.
А. Галкинӑн «Аттила. Рождение легенды» балечӗ те кӑсӑклӑ пулмалла.
Фестиваль «Тӗнчен наци музыки» гала-концертпа вӗҫленӗ. Ӑна Питӗрти ACID HASID ансамбль тата театрӑн симфони оркестрӗ лартса парӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Пётр Осиповӑн астӑвӑм каҫне пуҫтарӑнӗҫ.
Вӑл — Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачӗ, чӑваш халӑх писателӗ, актер, драматург, медицина наукисен кандидачӗ. Пётр Осипов ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитет.
Литературӑпа вӑл 1916 ҫул хыҫҫӑн хастар ӗҫленӗ. 1927-1930 ҫулсенче Чӑваш драма театрӗн тӗп режиссёрӗ пулнӑ. Хӑй вал 20 ытла пьеса ҫырнӑ. Вӗсем чӑваш драматургийӗн ылтӑн фончӗ пулса тӑнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 11-16-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче наци театрӗсен регионсем хушшинчи «Чӗкеҫ» II Вера Кущзьмина ячӗллӗ фестивалӗ иртӗ.
Фестиваль Раҫҫейри чи лайӑх театрсене пухӗ. Театр мероприятийӗн кӑҫалхи теми «Женщина в искусстве» (чӑв. Ӳнерти хӗрарӑм) пулӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Венера Пайгильдина артисткӑн 50 ҫулхине халалланӑ уяв каҫӗ иртӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ.
Венера Пайгильдина — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Пултаруллӑ сцена ӑсти 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Сцена ҫине пуҫласа шкулта вӗреннӗ чухнех, «Ҫутӑ ӗмӗт» вокал ансамбльпе тухнӑ. Хӗр Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ, унта Ҫамрӑксен театрӗн директорӗпе, Зоя Ярдыкова режиссерпа паллашнӑ. 1996 ҫулта Зоя Дмитриевна училище вӗренсе пӗтернӗ Венерӑна театра ӗҫлеме чӗннӗ.
Шупашкарти Сӑнавлӑ театр 2024 ҫулта аталанӑвӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗ ҫине тухнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче театра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Дмитрий Капустин ертсе пыма тытӑннӑ. Вал репертуара тата учрежденин фирма стильне ҫӗнетнӗ. Театра ҫамрӑксем ҫӳреме юратаҫҫӗ.
Пӗлтӗр театр 8 премьера сцена ҫине кӑларнӑ. Пӗлтӗр ҫурта тултан тата шалтан юсаса ҫӗнетнӗ. Театра хальхи вӑхӑтри сасӑ, ҫутӑ, видеопроекци оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ.
Учреждени ребрендингне ылмаштарнӑ, логотипа авангард стилӗпе хатӗрленӗ. Театр тӗрлӗ лапама тухса имерсилле стпектакльсем те лартма пуҫласшӑн.
Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Ситова раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хӑйӗн паллӑ тӑванӗ Хветӗр Ҫитта вӑрҫӑра ҫырнӑ ҫырӑвӗсене Чӑваш наци музейне парнеленӗ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх академи драма театре пӗлтернӗ.
Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Медведев та Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ашшӗн историне каласа панӑ.
Валентина Петровна Федот Александровичӑн сӑввисен, калавӗсемпе ҫырӑвӗсен пуххине «Пӑшалпа та, перопа та …» кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Атӑл Опера» театр сцени ҫинче Чайковский музыки янӑрӗ. Шупашкара «Академия Русской Музыки» (чӑв. – Вырӑс музыкин академийӗ)оркестр килӗ.
Мускаври ҫав коллектив паллӑ вырӑс композиторӗн паллӑ хайлавӗсемпе – «Лебединое озеро», «Спящая красавица», «Щелкунчик» – килӗ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи ҫав коллектив ҫӗршывӗпе паллӑ ушкӑн.
Паян, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Кӳкеҫри культура ҫуртӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Чунӑм, Лиза-Акулина» спектакль кӑтартнӑ.
Аса илтерер: асӑннӑ ӗҫе Александр Пушкинӑн «Барышня-крестьянка» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. Романтикӑлла камите лартассипе Светлана Зверева художник, Чӑваш Енӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Андрей Галкин композитор, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Александрова хореограф ӗҫленӗ. Спектаклӗн режиссёрӗ — Наталия Сергеева. Спектакль валли Пушкин хайлавне Лидия Филиппова чӑвашла куҫарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Терентьев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртнӗ.
Астӑвӑм каҫне пуҫтарӑннисем артистӑн ырӑ сӑнарне, унӑн тӗлӗнсе каймалла пултарулӑхне аса илнӗ.
Астӑвӑм каҫне Александр Васильев тата Дмитрий Никифоров музыкантсем те хутшӑннӑ, вӗсем хуткупӑспа хитре каласа тӗлӗнтернӗ.
Мероприятие Геннадий Терентьевич мӑшӑрӗ Елена Константиновна тата Аринӑпа Лариса хӗрӗсем хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |