Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхСунарçă халлапĕсемИлемИлле ТăхтиАвăн уйăхĕХĕллехи каçсенчеÇул хыççăн çул

«Ĕнерпе нерпе ырана сыпакан паяна...»


Ĕнерпе нерпе ырана сыпакан паяна

Якатма, тӳрлетме те тухманччĕ —

Тумхахпа, кукăрпа иртене-каяна

Самана тишкермесĕр ямасть-çке...

 

Тĕрĕслеççĕ, эппин — çакăнпа çырлахма

Вăй-хăватăм, ăс-тăнăм та пурччĕ...

Шутламан парăнма, пăрăнма, пăрахма —

Çулташсем, хирĕçлем — пурте курчĕç...

 

Юрлă чух — юрттăмпа, ăшă чух — ашăмпа

Çумрине айтарса пыраканччĕ.

Савнăçпа-нушапа тулакан çăкăмпа

Пайланмасăр утма хăяйманччĕ...

 

Сывлăша çавăрма чарăна-чарăна

Ĕмĕте ĕмĕртсе лăпланаттăм.

Такăнсан тăратса çитмелли вырăна

Такам мар — хăвалатчĕ хăватăм.

 

Улшăнман унтанпа — ӳкĕнмесĕр утма

Хăнăхса пынăçемĕн вăйлантăм.

Хăрамастăп текех пуррине çухатма —

Тепĕр чух кирлĕрех те, ăнлантăм.

 

Пулмалли — пулатех, пӳрменни — пӳкленет.

Ытлашши — тăхтамасăр — çухалĕ.

Çавăнта... çаплипех чĕнекен çут кĕтрет —

Ан астар — çаврăнмастăп та халĕ.

«Лăскарĕ Кун сана каллех...»


Лăскарĕ Кун сана каллех:

Тӳсмелĕх вăй юлман пекех,

Курас-илтес килмест текех,

Тарса ӳкес килет — халех!...

 

Чăтса ирттернĕ пек терте...

Сӳсленнĕ пур-пĕрех кевте1,

Исленнĕ тăтăрха2 хевте3,

Тавра каймастăн тек — тӳртен!..

 

Хыçра — черетлĕ çĕнтерӳ,

Тӳрре кăларнă ĕненӳ....

Çук чĕптĕм савнăç, ӳкĕнӳ...

Пушаннă пек... пушах чĕрӳ...

 

Тапать-ха вăл, эппин, чĕрех:

Илем, хавал4, артак5 кĕтет...

Çакна туйсах кӳрет сипет

Пĕр сыпкăмпах пылак эрех...

«Ĕмĕрсен анинчен вырса илнĕ Сăмах...»


Ĕмĕрсен анинчен вырса илнĕ Сăмах —

Сăвăсен кĕлтине вырнаçса выртсанах —

Манăçа тухмасса, вилмессе ĕненет:

Чĕм кĕртет6 Самана çăвăрланă Поэт...

 

Хывăхран сăвăрса шĕкĕлчет паянтан

Хуравсен тĕшшине шыракан Вулакан:

Ăсĕпе тĕпретсе чунĕпе имĕрсен —

Акăнса юлаççех килмелли Ĕмĕрсем...

 

Калчаланĕ каллех тĕлĕнтермĕш Сăмах —

Савнăçпа çăвăнать, Хĕн пиçтерĕ татах...

Кĕлтерен çемĕле, çемĕлтен капана

Хывакан Поэта çуратать Самана...

Сăмах çитет


Вуланă чух

сăвăсене,

алла ан тыт

эс кăранташ.

Эс ан шыра

кăлтăксене,

паянлăха пул

ман юлташ.

Саншăн çырап

сăвăсене,

сана çырма

сăмах çитет.

Вуласа пĕл

сăмахсене,

пĕлсен вара

çил те иртет.

Маюк


Фабрикăра çĕрлехи смена вĕçленсе килет. Çĕрĕ хатĕрлекенсем юлашки ещĕксене тултараççĕ, пĕрин хыççăн тепри, станокĕсене чарса, çĕрĕ ещĕкĕсене весовщик патне йăтаççĕ. Весовщик, вĕсене виçсе, рабочи миçе кило таса çип килсе панине шутласа пырать.

Маюк, вăтăр урлă каçнă хĕрарăм, ĕçе яланхи пекех çирĕм минут малтан çитрĕ. Ирхи смена ултă сехет те çирĕм минутра улшăнать, анчах сменщицăсем пурте цеха пĕр вуппилĕк-çирĕм минут малтан килеççĕ — станок умне тăриччен çителĕклĕ таран пуш çĕрĕ хатĕрлесе хумалла. Виçĕмкун, ав, Маюк иртерех çитеймерĕ те «сороковка» çип çĕррисĕрех тăрса юлчĕ. Пĕр станок çинчи пилĕк аппарат — пилĕк хултăрчă — кунĕпех пушă ларчĕ вара ун. Çĕррисене юнашар икĕ станокпа ĕçлекен Сахвине йăтса пĕтернĕ. Хăйĕн кайран пĕр тулли ещĕке яхăнах пуш çĕрĕ юлчĕ.

Капрон çип çĕррисене таçтан илсе килмеççĕ-ха, фабрикăрах капрон юлашкисенчен — угартан — шăратаççĕ. Йывăç çĕррине çеç Мускавран кӳреççĕ. Çĕррисем (çип номерне кура тĕрлĕрен-ха вĕсем) ытларах тĕртекен цехра тытăнса тăраççĕ. Смена пуçланиччен çавăнтан йăтса килсе хатĕрлемелле вĕсене.

Маюк çитнĕ çĕре унпа улшăнса ĕçлекен Клава вунă хултăрчаллă пĕр станокне чарнăччĕ ĕнтĕ. Тепĕр станокĕ çинче те икĕ хултăрчи çеç çаврăнатчĕ.

Малалла

«Шухăшсен çивĕтне сапаларăм…»


Шухăшсен çивĕтне сапаларăм —

Çĕнĕрен — ăсăмпа турама...

Те йăла хăтăлми ку, те парăм —

Чараймарăм паян та хама:

 

Ыйтусен кăтрине ярăм-ярăм

Якатма авăрларăм хурав.

Йăнăшсен çилхинче хăвармарăм

Ӳкĕнсе макăрмалăх сăлтав:

 

Эрлĕкпе кӳлешӳ сайраланчĕç;

Кăвакарнă ун-кун савнăçа

Канăçпа киленӳ паракан ĕç

Сăрласан тĕс кĕрет пурнăçа...

 

Çакăнпа çивĕте пĕтĕретĕп

Пăтранмасăр кĕме ырана.

Тепĕр хут евитлетĕп кĕретĕн:

Шăпаран иртеймест Самана.

Кăвак куçлă Тӳпеме...


Куçу çавах: кăвак, таса;

Шалтан тапса тăрать хăват;

Сассу касса кĕрет ăса —

Сарать ăшра сунман сăвап7.

Çитет, тархасшăн, ан тухат,

Ята-сума асран кăлар...

Тунса тăма çитмест тахат8

Сассу вĕрсе чĕртет кăвар...

 

Хăрушă вăл — синкер9 пушар:

Хыпса илсен çăтса ярать.

Малтан, паллах, кураççĕ шар:

Çăхав, элек, тиркев, хахать10...

Унтан... ĕлкĕр! Часрах шăвар,

Лӳшке, сӳнтер — кĕртсем тăна.

Йăмтартăр веç кăвак янкар11...

Чĕртсен сыхла ман тайăна12.

Мĕн çитменни


Çынна мĕн те

пулсан çитмест,

ĕмĕрех çавăн

пек пулнă.

Унăн ăмсанăвĕ

пĕтмест,

ун пеккине

сахал мар курнă.

 

Мĕн çитменни

санра пулсан,

çын туртăнать

санăн пата.

Эсĕ ăна

пулăшайсан,

кăштах аван

пулать кунта.

 

Икĕ çын та

пĕр пек пулсан,

иккĕшĕ те

вăйлă пулсан –

урăххине ку

кăтартать,

пурнăçра та

çил хăпартать.

 

Апла пулсан,

мĕн тумалла;

Çитменлĕхпе

пурăнмалла.

Тулли пурнăç

вăл юмахра,

пĕлĕт çинчи

райри сатра.

Вăрçă


Вăрçă нихçан

чарăнмасть,

вăй пĕтсен те

парăнмасть.

Вăл шала

кĕрсе каять,

унта вăй

пухса ларать.

 

Ик çын

хушшинчи вăрçă –

маншăн пулсан

вăл шăрçă.

Ăçтан

пуçланни те çук,

пĕтесси те

палли çук.

Пирĕн хальхи

вăхăтра,

пулас пек

пурте ăсра.

Анчах вăрçас

шухăшсем –

ялан пирĕнпе

вĕсем.

 

Вăрçă вăл

кашкăр пекех,

курăнма та

çав тĕсех.

Çынсен шутне

сайратать,

санитар пек

тасатать.

 

P.S. Пурте çакна

ăнланаç,

Малалла

Тимлĕ хуралçă


Пирĕн колхозăн чăх-чĕп ферми пысăк. Унта чăхсем çеç мар, хурсем те, кăвакалсем те тем чухлех! Чĕпписене инкубатортан илсе килеççĕ. Кăçал иртнĕ çулхинчен те ытларах илсе килчĕç.

Вăл фермăра Кольăн аппăшĕ — Марина ĕçлет. Эпир Кольăпа ун патĕнче час-часах пулатпăр, ăна ĕçре пулăшатпăр: чăхсене, хурсемпе кăвакалсене, вĕсен чĕпписене апат паратпăр, тислĕк тасататпăр. Ку ĕç пирĕншĕн йывăр мар, ĕçленĕрен ĕçлес килет. Чĕпписем вара!.. Çав тери хитре! Сап-сарă, мамăк мечĕк пекскерсем пĕтĕлт! пĕтĕлт! туса çӳрени инçетренех курăнать. Кольăпа иксĕмĕре курсан, тӳрех пире хирĕç чупаççĕ. «Чип-чип! Твик-твик! Чвик-чвик!..» Паллах, çимелли пама ыйтаççĕ.

Пĕррехинче эпир çапла фермăна пытăмăр та, Марина аппа пире:

— Эп правленине кайса килетĕп. Эсир чĕпсене асăрхăр-ха. Лайăх сыхлăр, пĕрне те куçран ан çухатăр. Атту тилĕ илешрĕ, ĕнер икĕ чĕпĕ тытса кайрĕ, — терĕ.

— Тилĕ ĕнкертрĕ?!. Ах, вăрă! Ну, эпир ăна «вĕрентетпĕр» чĕпĕ вăрлама, тепре килтĕр кăна… — хаваслансах килĕшрĕмĕр эпир.

— Пĕр пытармасăр каласан, чĕпĕсене сыхлассипе пĕрлех тиллине хăйне курасси те илĕртет-ха пире. Эх, курасчĕ ăна! Хамăр куçпах курасчĕ!..

Малалла

■ Страницăсем: 1... 13 14 15 16 17 18 19 20 21 ... 796
 
1 кевте – ӳт-пӳ
2 тăтăрха — çирĕп
3 хевте – вăй-хал
4 хавал – вăй-хăват
5 артак — ачашлăх
6 чĕм кĕртет – çĕн пурнăç пар
7 сăвап – ырăлăх, тасалăх
8 тахат – вăй-хăват
9 синкер — хăрушлăх
10 хахать – сас-хура
11 янкар — тĕтĕм
12 тайăн – пурнăçламалли тĕллев