Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çавал сарăлсанУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑÇăлтăрчăксемТăм ӳкнĕ ирСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеХуркайăк çулĕЙышăнман сăмахсем

«Хусах Çĕрле çăра чейне…»


Хусах Çĕрле çăра чейне

Тултарчĕ чалкăр1 тӳпене...

Шап-шурă сахăр катăкне

Тĕпретрĕ вĕттĕн, майĕпен...

 

...Унтан пăтратрĕ ерипен:

Хускалчĕ авăрта илем,

Саланчĕ ирĕлсе хĕлхем

Пĕри юлми пин пĕрчĕрен...

 

...Вĕри иккен — вĕре-вĕре

Сыпать телейлĕн техĕмне2.

Пылак иккен, пылак сĕре —

Тутанĕ — тупĕ вĕçĕмне...

«Килсе, ăша ыйту акса хăвартăн…»


Килсе, ăша ыйту акса хăвартăн —

Шалтан-шала сăхать пин-пин тымар...

Ют ăс витми пытарнă тарăн картăм3

Кӳпченĕ май тиркет, тунать: сан мар.

 

Кĕтмен. Ăсран сăмах ăссах шăвартăн —

Çĕр тĕрлĕ шухăш шăтрĕ шеп калчан.

Çумла-çумла сайра туса хăвартăм —

Управлăх вырăн пулĕ пуç-панча4.

 

Ан кил. Паян кăна тытса куçартăм

Чĕре йăранĕн нӳрĕ ĕретне.

Манах пулсан — тархасшăн — çупкăм сартăр,

Тулсан хыватпăр пурнăç кĕлетне.

Ашакпа Аркаш


Урампа утать ашак,

Ун çинче ларать Аркаш,

Тапса сикрĕ те ашакĕ,

Ӳксе юлчĕ-çке Аркашĕ.

Сăпка юрри


Канлĕ каç килет иккен

Çăлтăрсем çутса.

Çывăр, пĕчĕк чиперккем,

Çывăр лăпланса.

 

Çывăраççĕ çырмасем.

Ыйхăра — вăрман.

Тĕлĕреççĕ тирексем...

Çывăр, чунăм, кан.

 

Куçне хупрĕ майĕпен

Пукане пике.

Анаслаççĕ теттесем,

Çывăрах, пепкем.

 

Ыйха кайрĕ сар автан.

Ярăнсам, сăпка.

Çывăр эс те, маттурлан,

Çывăр, чĕппĕм, кан.

Славик


Фортепьяно умĕнче ларакан арçын ачан чĕринче, кайăк вĕçсе иртнĕ пек, çĕнĕ туйăм вĕлтлетсе илчĕ те, ача тăрăшсах çавна музыка чĕлхипе каласа пама хăтланчĕ. Пӳрнесем айĕнчен тухакан кĕвве вăл, темиçе хутчен те нота хучĕ çине çыра-çыра хурса, тепĕр хут фортепьянăпа каласа пăхнă хыççăн чĕрсе тăкрĕ: çук, ку питĕ аякра-ха хăй мĕн шыранинчен…

Туйăмĕ — хевеллĕскерччĕ. Ахăртнех, тулти хĕвеллĕ çанталăкран, савăнăçлă ачалăхран килнĕскерччĕ пулас. Унта савăнăç çеç мар, таçта шанчăклăн туртăнни те, тунсăх та пурччĕ…

Каç енне амăшĕ, хулари пĕр общежитири воспитательница, ĕçрен таврăнсан, арçын ача, килтен тухса, поселок урамĕ тăрăх уткаласа çӳрерĕ. Шухăшласса та вăл нотăсемпе, кĕвĕ сыпăкĕсемпе шухăшларĕ, анчах пуçне пĕлнĕ кĕвĕсем кăна кĕчĕç.

Хăйĕнче те ăнланса çитерейменни нумай иккен-ха унăн. Вĕренсе çитĕ-ши вăл хăçан та пулин чун-чĕри мĕн сисни-туйнине асапланмасăрах хĕлĕхсем çине тытма, туйăм-сисĕме чăн-чăн хăйĕн ятне пама?

Вунтăваттă тултарчĕ Славик. Хулари музыка училищин иккĕмĕш курсне пĕтерчĕ. Унăн тĕп инструменчĕ — сĕрме купăс. Фортепьянăпа та мухтаççĕ ăна. Сассине те тиркемеççĕ. Вĕренсе тухсан, концертсенче сĕрме купăс е фортепьяно каласси те, çемçе тенорпа юрласси те Славике ытлах илĕртмест. Консерваторие лексе композици енĕпе вĕренме ĕмĕтленет вăл. Училище хорĕ кăçал Славик хывнă ача-пăча юррисен ярăмне хула халăхĕ умĕнче янăратрĕ. Унăн сĕрме купăспа каламалли ноктюрнĕпе фортепьяно валли çырнă пьесине те ырласа йышăнчĕç. Пĕрне вăл икĕ эрне каялла вĕренекенсен концертĕнче хăех каласа пачĕ. Вăрман пек кашласа алă çупрĕ филармони залĕнчи халăх çамрăк композитора саламласа.

Малалла

Шанчăк


Хăвна-ху

шансан кăна

пурăнма пулать пуль.

Хурланма

е савăнма

пĕччен çăмăлрах пуль.

 

Хăвна шаннă пек

шанма

кама пултаран-ши?

Иккĕн пĕр

енне пăхма

тупма пултаран-ши?

 

Ун пекки

вăл пурнăçра

кĕтсе лараймасть пуль.

Е ман пекех –

пурнăçра

хăй çулне шырать пуль.

 

Çулĕ вăл

пулĕ-ха та,

хăйĕнне тупать-ши?

Утма

тытăнсан тата

мана тĕл пулать-ши?

 

Çавăн пек

пулассине

çынсем «шанчăк» теççĕ.

Пĕр-пĕрне

тупассине

никам та пĕлмеççĕ.

 

Тĕлпулăвĕсем

нумай –

шанчăкли ăçта-ши?

Кунсерен,

пурăннă май,

мĕншĕн тупайман-ши?

 

Иккĕн

пысăк тĕнчере,

пĕр-пĕрне шыраççĕ.

Иккĕшĕн

пĕр пек чĕре,

пĕр пекех шутлаççĕ.

 

Пурнăçра

шанчăк пур чух,

тĕл пуласси пулĕ.

Юмахри пекех

ун чух –

телейлĕ пурнăç пулĕ.

«Шухăшна ман ене тек ан вĕр...»


Шухăшна ман ене тек ан вĕр —

Кăмăла çавăрмастăп сан май.

Сăмахна авăртмашкăн ан кĕр —

Хамăнах тĕпретмелĕх самай.

 

Питрекен сăлăпа тек ан тив —

Вĕçертместĕп пĕрех чĕлхеме.

Парăмпа татăлса; келше5 ил —

Ятăма тек ан хăй ас илме.

«Сăввăмра пураланнă Сăмах...»


Сăввăмра пураланнă Сăмах —

Канăçне шыраса тупнăнах —

Сасăпа ĕсĕклерĕ паян...

 

Сухăрланнă пулин те хытман

Шухăшсем пăчăртанă тумлам

Самана куçĕнчен сăрхăнать...

 

Ĕмĕрсем сыпмалли туратран

Чутланса якалсан... хăвăртрах

Ниркесем6 йĕпселерĕ7 састаш8...

 

Пусăмсем9 — утăмсем10 картлансан —

Черетпе, яп-якан та тасан —

Мăклама хăвармастăп сăлтав.

 

Ни паян, ни ыран, нихăçан.

«Куççульпе тăварларăм калас сăмаха...»


Куççульпе тăварларăм калас сăмаха

Вырнаçтартăм хĕссех тăвăрланнă ăша.

Пуçăма — ас тума — картса хутăм тăмха:

Савнăçпа юрма11 мар, çук хушма та нуша.

 

Тутине ас тивес йӳтĕмпе12 хĕл каçа

Илĕртсе, йăлăнса кăларма хăтланах —

Сăйламастăп. Йӳççи тĕс кĕртет пурнăçа

Килнĕ пек кайма пĕл — таврăнми хăналлах.

Ĕненместĕр пулсан…


Паян шапа çунă, теççĕ тепĕр чух ваттисем çумăр хыççăн. Çапла, эпĕ те асăрханă ăна: тепĕр чух, çумăр çунă хыççăн, улăхра вĕтĕ шапасем — çурисем ĕнтĕ — пĕлт! пĕлт! сиккелесе çӳреççĕ. Вĕттисем çеç мар, ваттисем те пур.

«Юрĕ, вĕттисем, çăмăлскерсем, чăнах та таçтан тинĕсрен çумăрпа килсе ӳкнĕ, тейĕпĕр. Ват шаписем ăçтан килме пултарнă? Вĕçсе килнĕ тесен, вĕсен çунат çук», — шухăшлаттăм эпĕ. Çапах та тупсăмне тупрăм, вăл шапасем ăçтан тухнине хам куçпа куртăм. Ку çапла пулчĕ.

Вăрманкасра манăн Артекра пĕрле пулнă тус — Вадим пурăнать. Вăл та манашкалах, кайăк-кĕшĕке питĕ юратать, хăй мĕн курса сăнаса пĕлнине çырса хурать. Хальхинче эпĕ ун патне вăл çак хушăра мĕн-мĕн курса çырнине вуласа пĕлме кайрăм. Каникул вăхăтне ним усăсăр ирттермест иккен Вадим та. Колхозра ĕçлет, çав хушăрах вăрмана кайса çӳреме те вăхăт тупать. Сăнаса пĕлнисем нумай унăн. Интереслисем çинчен хамăр шкулта каласа пама эпĕ çырсах илтĕм.

Киле таврăннă чух Вадим мана уя тухичченех ăсатса ячĕ. Çурçĕр енчен çумăр пĕлĕчĕсем кĕпĕрленсе килнине курсан вăл мана:

— Çумăр килет. Кайма, тен, кăштах тăхтатăн, — терĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 11 12 13 14 15 16 17 18 19 ... 796
 
1 чалкăр – витĕр курнакан
2 техĕм — тутлăх
3 Карт — чикĕ
4 Панча — калча ӳстермелли вырăн
5 келше – кивçен çумне хушни
6 Нирке — пурари рет
7 Йĕпсе — пĕренесене тытакан хатĕр
8 Састаш — рифма
9 Пусăм — ударени
10 Утăм — ритм
11 юр – пăтрат
12 йӳтĕм — сăлтав