Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чакăл-туЛаохӐшӑ ҫумӑрКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеХĕрлĕ тюльпанÇул хыççăн çулХĕрес хывнă хĕвел

Упрасам халăхна…


Ытала тĕнчене, çутçанталăк…

Упрасам халăхна, Çӳлхуçам!..

Чăваш ывăл-хĕрĕ пулман çапкаланчăк,

Йăваланчăк пулман нихăçан.

 

Çапла-а… Хальлĕхе — сапаланчăк…

Пĕрчĕлхелĕх çукрах, пăяхам...

Çĕршыври самана ытла та пăтранчăк, —

Тăрмаланчăк пуçна хыçкалан.

 

Янрашать чарăнми лăпăртанчăк...

Кĕвĕçӳ ыр тумасть, ачамккам...

Тасара чарăнми шыран вараланчăк, —

Эх, каппайчăк… Мĕнех, хăмпăлан.

 

Пĕр хăйне юратсан та мухтанчăк,

Çул парсам ырăна, Çӳлхуçам!

Этеме тĕп тăваймĕ юхха-лутăрканчăк,

Черкке ни-ка-ма ырă туман.

 

Эс тыттар Усала йĕплĕ хырчăк –

Тарлаттар!.. — Туптăр çутă тумлам.

Çĕр çинче кирлĕ мар йăх-ях, вараланчăк,

Эс — Этем! Хăватлан та вутлан…

 

Ĕрĕхтер савăнса, çилĕ-ямшăк!

Чунсене çемçетсем, Çӳлхуçам.

Çутăпа, ачашпа сиплентĕр аманчăк…

Шуйханчăк чĕрем, лăплан, ан хурлан.

 

Ытала тĕнчене, çутçанталăк…

Упрасам халăхна, Çӳлхуçам!..

 

8.01.2021 ç.

Ăçта каяс?


Вăрманта кашкăрсем пур,

унта çĕленсем те пур теççĕ.

Картишĕнче те чăх та хур –

никама вĕсем тивмеççĕ.

 

Вăрмана каймалла-ши,

е килте лармалла-ши?

Кашкăр тытсан вара тараймăн,

çĕлен сăхсан пĕтех тăраймăн.

 

Шыва кĕме пĕччен кайсан,

шăнăр турткаласа лартсан;

Каиччен шутламалла –

лармалла е каймалла.

 

Спортпа кăштах çыхăнмалла,

сăр-ту çине хăпармалла.

Анчах унта пăр нумай теççĕ,

унтан çынсем часах ӳкеççĕ.

 

Апла пулсан, каяс та мар пуль,

сывлăхлăрах килте пулап пуль.

Çурăм та паян ыратать,

пĕр куç тĕтреллĕ кăтартать.

 

Мотоцикл çине ларса,

вĕçтерес пуль тĕнче курса...

Анчах пенçин хаклă паян,

унсăр вара ăçта каян;

 

Пĕтрĕ пурнăç, мĕн тумалла;

Паян ăçтала каймалла?

Кунта кайма юрамасть теç,

унта кайсан – пуçа çиеç.

 

Тĕрĕс калап-ха эп хама –

аванрах вăл, килте ларма.

Путса е ӳксе вилместĕн,

кашкăр çăварне лекместĕн.

Малалла

Улшăнусем


Ман Çĕршыв

ура çине тăрать!

Курас текен

ăна аван курать.

Пире вĕт самаях

асап кӳчĕç кăна.

Çаратрĕç Çĕршыва

тата кашни çынна.

 

Тăшмансем халь те

пире силлеççĕ –

хамăр çынсем

пирĕн çĕре çиеççĕ!

Кунтан анчах та

нимĕн те тухмасть –

Раççей хăйĕн çĕрне

никама памасть.

 

Вăйлă çынран ялан

пурте хăраççĕ.

Манăн Çĕршыв

вăй илнине кураççĕ.

Мĕн чухлĕ

хăпараç çĕнĕ çуртсем!

Тата та паллăрах –

улшăнаç çынсем!

 

Шалти тăшман

пире ура хурать,

халăх вăйланнине

пит тишкерсе пăхать.

Вĕсем çине

пăхмасăр утмалла,

Малалла

Тытакан çук


Хамăр пурнăçа ялан

пĕр енчен кăна куратпăр.

Укçа пур пулсан – аван,

сахалрах тăк – хурланатпăр.

 

Тĕрĕссипе каласан –

ĕмĕрех вăл çапла пулнă.

Анчах хамăр тăрăшсан,

аван пурнăçа та курнă.

 

Ĕçлекен вăл хăраман –

халь те ĕнтĕ çавăн пек.

Çынран ним те пытарман –

ниçта та кĕтмен инкек.

 

Ĕçлесе пуянлансан,

инкеке ма кĕтмелле;

Вăрласа пурнăç тусан –

мĕн пуласса пĕлмелле.

 

Вĕçĕ пур ун – вăрланин –

пĕтĕм çын ăна пĕлеççĕ.

Уншăн ярса тытсан тин –

пуçа шухăшсем кĕреççĕ.

 

Кашни вăрă вăл шанать,

никам та курмассине.

Нумай çын кĕтсе пурнать

вăл вăрра тытассине.

 

Пирĕн хăшпĕр вăрăсем –

тĕкĕнме юрамансем!

Вĕсен вали Саккун çук,

тытакан та никам çук!

Сурăм хĕрĕ


1

Çак таврари ял ячĕсене кунтан пĕр вунă-вунпилĕк çухрăм аякра В. — касси, Й. — касси тесе асăнсан — нумайăшĕ пĕлмест те. «В — касси Сурăм, Й — касси Сурăм…» тесен вара — кунтан хĕрĕх-аллă çухрăм йĕри-тавраллисем те «А-а, пĕлетĕп» тесе пуçĕсене сĕлтеççĕ. Мĕншĕн тесен ку ялсем Сурăм шывĕ тăрăх ларса тухнă.

Шывĕ пĕчĕкскер çеç вăл. Вăйлă çăлкуçлă сулхăн вар хушшинчен тухакан юпсем Сурăм шывĕн таппи пулса тăраççĕ. Ялĕсем кунта нумайăшĕ çавăн пек вар пуçĕсене вырнаçнă.

Сурăмпуç ялĕ те пĕр пысăк вар пуçĕнче ларать. Сурăм шывĕ çак ял патне çитнĕ çĕре шыв арманĕн çуначĕсене çавăрмалăхах вăй илет. Сурăмпуç ялĕнчен тепĕр çухрăм анатарахри ял ГЭСĕ — Сурăм таппинчи пĕрремĕш ГЭС.

Çак таврари ялсенчен Сурăмпуçĕ уйрăмах илемлĕ. Ялĕнче çирĕм ултă кил çеç пулин те, таврари хĕрсем «Сурăмпуçне» тесен, ĕлĕкренех хапăл тусах качча пынă, теççĕ.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçиччен çак ял варринчи çырма икĕ енĕпе улма пахчисем тăсăлнă. Улăхсенче тăршшĕпех çирĕклĕх ӳснĕ. Халĕ улма пахчисемпе çирĕклĕх çук пулин те, Сурăмпуçĕ хăйĕн илемлĕхне çухатман.

Çурçĕр-хĕвеланăç еннелле пăхакан хăрах енлĕ урамĕн пахчисенех кĕрсе тăракан пĕчĕк хутăш вăрман пур, ун варринче икĕ-виçĕ тĕлте — пĕчĕк пĕвесем. Çак пĕчĕк вăрман хыçĕнчех, тепĕр ярăм уй урлă, — Куканар вăрманĕ. Тепĕр пысăк вăрманĕ вара ялăн мал енĕпе çурçĕр еннелле кайса çухалать.

Малалла

«Сăввăма сăмахшар сăрăхтарăп…»


Сăввăма

сăмахшар

сăрăхтарăп...

Ан васка —

антăхсан та —

ас ту:

Сăхлансассăн

санах

сăхĕ сарăп1,

Тумламшар

тутанма

тупа ту.

 

Канăçна

кунран-кун

кăтăклатăп:

Урăллах

упаленĕн

умра.

Кăмăлна,

кутăнна

каснă калăп2

арасланнă,

анчах

аллăмра.

 

Вăхăтна

вăрлама

васкамастăп —

Хăтăлма

Малалла

«Çухату йӳççипе ӳсĕртес пек…»


Çухату йӳççипе ӳсĕртес пек

Самана курмăшне ĕçтерет.

Хăнăхса. Тăнăма тивеймест тек —

Ӳпĕнтернĕ черкке — кур — ĕрет!

 

Черкке мар — этемех — пушă-пушă —

Тумламшар сыпайсан çеç, ами.

Катăкрах иккени пит хăрушă —

Нихăçан тулаймасть шăлами.

 

Çурăкран юхтарать... Сапламалăх

Шет, ăстай та мехелĕм пурах.

Ĕлĕк чух хупласа — асăнмалăх

Тăмхаларĕç "ухмах" сăмахпах.

 

Хĕрхенсен те мĕскер халь тăвайăп?

Хитрипе улталанăр апла.

Эп катман. Умăрта та пĕр айăп —

Асăрхарăм темме кăлтăка...

 

Шарламасăр тухатăп — утатăп,

Ларса юрлăр, эппин, çакăнта.

Суеçпе хăраканăн пĕр калăп —

Маларах пуçласси чăнклатма.

 

Чăнкăлтатчăр ара вăхăт-вăхăт —

Черккесемшĕн паха кĕреке.

Самана улшăнсан эп те пăхăп —

Кам валли тултарать ирĕке.

«Ӳтленнĕ шухăш ячĕ — Сăвă…»


Ӳтленнĕ шухăш ячĕ — Сăвă,

Типтерĕм3 уншăн халь пие4.

Ӳсет-ха вăл — пулсассăн тăвăр

Çыртмийĕ5 пулĕ кĕнеке.

 

Ӳссе тухсан сапать-ха вăрлăх:

Ĕрчетĕ хăй пекрех сăмах.

Килсе кайни пулмасть ман кăлăх

Хам хыççăн хăварсан Чăнах.

 

Чăнах-халап ăратлă теççĕ —

Ун килĕ пĕтĕм çут тĕнче.

Пуçламăш мар, пулмастăп вĕçĕм —

Сиксе эп халăх сăпкинче.

Çамрăк


Ман çамрăк çын

пулас килет,

мĕн пулнине

манса кайса.

Пуçра ман

çамрăклăх кĕрлет,

хăйĕн çинчен

асăнтарса.

 

Халь çамрăксем

мĕн курнине

эп танлаштарса

кăна куратăп.

Паянхи пурнăç

паллине

иртнĕ çулсем

витĕр туятăп.

 

Манăн ăшра –

СССР.

Унта атте-анне

çуралнă.

Эп те унта

çуралнăскер.

Ман çур ĕмĕр

унта çухалнă.

 

Ман пуç

ик хут нумай ĕçлет,

пурнăçсене

танлаштарса.

Курать, шутлать,

пĕтĕмлетет,

нервăсене

пăлхаштарса.

Малалла

Йӳçĕ çырла


Хура кĕр. Вăрманти çимĕç паракан йывăçсем çаралчĕç. Пĕр пилеш кăна аякранах хĕп-хĕрлĕ курăнса ларать. Ача-пăча унăн пĕр çупкамне татса пăхать те çырлине тутанмасăрах айккине ывăтса хăварать. Куншăн пилеш çилленмест вĕсене: «Мĕн тăвас тетĕн, çырлам йӳçĕ ĕнтĕ манăн. Никама та кирлĕ мар пуль».

Анчах пĕр ирхине Укаç кинеми вăрмана уттарчĕ... Аллинче — пĕчĕк карçинкка. Палланă йывăç тĕлне çитсен чарăнчĕ те:

— Пилешĕм, тăванăм, эпĕ çитрĕм. Мĕнле пурăнатăн? Чирлеместĕн-и? — терĕ. — Сана курманни çулталăк çитрĕ, каçар, килеймерĕм: вăхăт пулмарĕ-çке манăн, ĕç ăшне путрăм.

Укаç кинеми пилеш йывăçне ачашларĕ, унăн çулçисене пӳрнисемпе тытса сăтăркаларĕ, ун-тан сăхсăхрĕ, тутисем темĕн пăшăлтатрĕç. Юлашкинчен кинеми хĕрлĕ çупкамсене ерипен тата-тата карçинккана хучĕ. Сывпуллашнă май тепĕр хут сăхсăхса пуçне тайрĕ.

Ырă йывăç йӳçĕ çимĕç кӳмест теççĕ халăхра.

■ Страницăсем: 1... 9 10 11 12 13 14 15 16 17 ... 796
 
1 сарăп — сиен
2 калăп — форма
3 типтер — тетрадь
4 пие — чĕркемелли
5 çыртма – ача йĕмми