Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йĕрсем çухалмаççĕӐшӑ ҫумӑрАвăн уйăхĕСăвăсемпе поэмăсемЛаохСана ҫырма сӑмах ҫитетХум пӑшӑлтатӑвӗ

«Айван чух шанăçпа çыпăçтарнă сăнна...»


Айван чух шанăçпа çыпăçтарнă сăнна

Хăшкаса хăпăтатăп паян асăмран....

Тĕлĕкре сыпăнса çулăхсассăн тăна

Тăхтамасăр таратăп тухса ыйхăран.

 

Хăвалатăр — сиретĕп ĕçпе хулласа.

Чарăнма юрамасть çеç — лĕкетĕп вара...

Хуралта çӳреме çирĕплетĕп ăса —

Тимлĕхе çухатса ӳкесрен авăра.

 

Тăхтаса йăлăхсан шупкаланнă сăнар

Хăватран хавшаса çурхахланĕ, паллах.

Сас памастăп, уçмастăп самантлăх çăвар

Çак каçа куç хупмасăр чăтатсчĕ анчах.

«Ултаву сырăнса çатăрлать канăçа...»


Ултаву сырăнса çатăрлать канăçа —

Кунран-кун пăвнă май типĕтет савнăçа,

Пур-пĕрех парăнмасăр ухатăп пуçа —

Эс акман, ӳстермен — урăххи ман хуçа —

Йăл илсе çĕкленме хăвалать пурнăçа

Капланса шăварма иксĕлми шанăçа...

 

Çумăрлатăр часрах — çăвăнса тасалам!

Сан валли — асăрхан — хатĕрлетĕп чалам1:

Ĕненӳ тунине касса кĕнĕ çуркам

Пирчесе сывалсан эреветлĕ çупкам

Телейпе кӳпчесе паркаланĕ манран

Пылакне юхтарма чăмăртаннă çырлан.

Сутăçсем


Çĕршыв çинчен

çырас килет,

тем пысăкăш

сăмахсемпе!

Атте-аннесене

пĕлет –

Çĕршыв маншăн

аннеçĕм пек!

 

Пирĕн пек

пĕчĕк çынсенчен

нимле улшăнусем

пулаймĕç.

Пурнăçа хӳри

вĕçĕнчен

ниепле те

тытма пултармĕç.

 

Раççей çĕрне

сутакан пур,

ку таранчен

вăл пурăнать.

Ун пек çын çине

эс сур!

Вăл чунне

сутнă, курăнать.

 

Çын вăл мĕн чухлĕ

вăрласан та,

«çитет пуль»

тесе каламасть.

Мĕнле çисе

мăнтăрлансан та

çиме нимле

чарăнаймасть.

Раççей çĕрне

сутакансем,

халь те вĕт

сахал мар вĕсем.

Влаçа вĕсем

ниме хумаççĕ,

тăван çĕре те

юратмаççĕ.

 

Вара мĕнле

пурăнмалла;

Мĕнле пулсан та

чармалла!

Вăрăсене суд

тумалла,

пиртен тапса

кăлармалла!

Пĕчĕк çынсем


Пĕчĕк çынсем,

чухăн çынсем...

Темшĕн,

хыçалта вĕсем;

Малта тăраççĕ

паттăрсем,

укçа тума

пĕлекенсем.

Хăйсенчен

иртме памаççĕ,

ура хурса

чăрмантараççĕ.

 

Ура хурса –

тĕрĕсех мар,

чухăн çынсем те

вăйлă мар.

Мĕн чухлĕ

юхтараççĕ тар!

Эс – чухăн,

ĕмĕтне пытар!

Кунта шăпу сан

çавăн пек –

ытлашши ан сик

эс тек.

 

Кашнийĕн

хăйĕн вырăн пур –

эс хăвăнне

ху ларса кур.

Çĕнĕ вырăн

илес тесен –

ӳсмелле

пĕчĕк çынсен.

Уяртас умĕн


Вăл кун эпир — анне, Марина аппа, эпĕ — иртен пуçласа каç пуличченех анкартинче ĕçлерĕмĕр. Хăяр, купăста, помидор лартрăмăр. Шăнкăрчсем вара ыр курчĕç! Эпир чавнă çĕрте кунĕпе хурт-кăпшанкă пуçтарчĕç. Хăнăхса çитрĕç те пачах хăрами пулчĕç, хурт-кăпшанкисене пирĕн умранах илсе каяççĕ. Ун пек чух вĕсем çине куçпа ан пăх кăна, курманçи пул. Хăйсем çине куçпа пăхнине юратмаççĕ, тӳрех асăрхаса аяккалла тараççĕ.

Тислĕклĕ çĕрте хурт-кăпшанки питĕ нумай. Шăнкăрчăсем пухаççĕ-ха, манăн ытти кăйăксене те çитерес килет. Анчах ытти кайăксем пырса çиме мар, пирĕн енне çаврăнса та пăхмаççĕ. Çерçи ăман таврашне апат тесе шутламасть, кураксем уйран, тракторсем сухаланă çĕртен çĕклесе килеççĕ. Чĕкеçсем… У-у!.. Вĕсем çĕр çине ларса хурт-кăпшанкă пухнине эпĕ нихçан курман. Паян та авă иртенпех таçта пĕлĕт тӳпинче, çӳлте-çӳлте, пăнчă пек çеç курăнса вĕлтлетсе çӳреççĕ. Эпĕ чĕкеçсем çине ытарайми пăхса тăнине курсан анне те:

— Тĕлĕнетĕп çав чĕкеçсенчен: чĕпписене хăш вăхăтра, мĕнпе тăрантарса ӳстереççĕ-ши вĕсем? Кунĕпе вĕçсе çӳреççĕ, ларса канма пĕлмеççĕ, — терĕ.

Ас ту, пули-пулми çĕре лартăн эс чĕкеçе. Телефон пралукĕ çине тесен, нотă паллисем пек шăкăри ларса тухаççĕ, сĕрме купăсна тыт та, кĕвĕ кала. Çуркунне вĕçсе килсенех хăмла шăччи çине те ларса юрă шăрантаратчĕç, халь, чĕпписем тухнăранпа, эпĕ вĕсем ун пек юрланине карманпа пĕрех. Паян та авă çӳлте вĕçсе çӳреççĕ-çӳреççĕ те чĕпписем патне чул муклашки ӳкнĕ пек вĕлт! анаççĕ, пăхатăн, вĕсем каллех пĕлĕтре!

Малалла

«Вăхăта шаккасах катакан Сехетрен…»


Вăхăта шаккасах катакан Сехетрен

Тĕлĕнсе пурăна(тă)п чăнласах пĕчĕкрен:

Кавсăлса çитнипе е ахаль нехекрен2

Тĕлĕксем кӳрекен ытарми пехетрен3

Сĕтĕрсех кăларать хуп туртман канăçа...

 

Касăва кăларма ĕмĕтсен кĕтĕвне

Шурăмпуç хапхине уçса хунă тĕле

Ăмăртатпăр Унпа ывăнмасăр çĕрле —

Иртнĕ кун хуппине шурататпăр пĕрле

Тĕшшине шӳтерсе пăрахма паяна...

«Аннем çĕленĕ ĕмĕте…»


Аннем çĕленĕ ĕмĕте

Тирпейлĕн тумланса çӳреттĕм...

Ăмсанчăк куç çĕте-çĕте

Çурма хăтланнă, шет, сисместĕм —

Чунташăмсем пурри сыхлать.

 

Аннем пилленĕ çул-йĕрпе

Утмастăмччĕ — вĕçсе çӳреттĕм...

Сирсе тухма мĕн-пур тĕрте

Эп çапăçма пĕччен кĕреттĕм —

Юнташăмсемшĕн4 чун тухать...

«Итлекен ачисен картине…»


Итлекен ачисен картине

Пашкасах сĕтĕрет килнелле

Ватлăха уяман пăравус.

 

Пепкисем юнтарса пынăран —

Васкаса, ĕлкерсе ывăнсан —

Чарăнса вăй пухать тепĕр чух.

 

Малалалла, малалла, малалла

Такăнсан та чăтса чупмалла —

Çакăн пек картса панă шăпа...

 

Кустарса кăлтăрти куллине

Пăравус астарать тĕмсĕлме —

Вĕçертмесĕр туртать ушкăнне.

 

Куç виçми çут тĕнче анлăшне

Кăтартма васкакан амăшне

Ăнланас пек часах амавус5:

 

— Çул çинчех сиктере-сиктере

Ӳстерсе вăй кĕртсессĕн пире

Хăрамасăр вĕçертĕн, анне.

 

Ун чухне хамăртан çаклатсан

Пархатарлă та йывăр çăка

Пиллесе ăсатсам аякка.

 

Ăнланса: тилмĕрсе кĕтнине

Васкаса, ĕлкерсе сан пекех

Таврăнатпăр каллех те каллех...

Телей


Телей вăл

шывпа пĕрех –

пире вăл

кашни кун кирлĕ.

Ăна кĕтет

манăн чĕре –

унсăрăн

шăмшак та чирлĕ.

 

Вăл ытлашши те

кирлĕ мар,

анчах та

пултăрчĕ ялан.

Ытла хĕрӳллĕ мар

кăвар

туйăнтăр

чĕрере паян.

 

Ĕçри савăнăç –

телей!

Сана курни –

вăл та телей!

Çавăн пек

пĕчĕк телейсем –

чуна çĕклеççĕ те

вĕсем.

 

Пысăк телей вăл

пушар пек –

çунтарма та

пултарать.

Нуша та вара,

телей пек –

çавăн пекех

çунтарать.

 

Малалла

Лайăх меслет


Пирĕн ял уйĕнче пĕр ватă юман пур. Хăшĕ-пĕрисем каланă тăрăх ку уй вырăнче ĕлĕк-авал вăрман пулнă, çав вăрмантанах ларса юлнă имĕш çак юман. Тĕрĕсси темле. Тен, пĕр-пĕр ырă чун-чĕреллĕ çын юри, иртен-çӳренсемшĕн çул кăтартти пултăр тесе лартнă?.. Кирек мĕнле пулсан та, юманĕ халĕ те патвар-ха, йĕкелĕ те пулать.

Пĕрре, кĕркунне, эпир — Миша, Серёжа, эпĕ — çак юман патне йĕкел пухма кайрăмăр. Йĕкелĕ пире шкул çумĕнчи парка лартма кирлĕччĕ. Чылай пухрăмăр, анчах йĕкелĕ мар-ха, юманĕ те мар, пире тепĕр япала питĕ тĕлĕнтерчĕ. Çак юман хуппи шăтăк-çурăкне çĕртен пуçласа тăррине çити такам сĕлĕ хывăхĕ чиксе тултарнă.

Мĕне пĕлтерет ку?..

Вăрманта хăрса ларнă йывăçа кам шăтарса пĕтернине, вăл шăтăксене тепĕр чух хыр е чăрăш йĕкелĕ кам чиксе хăварнине эсир те пĕлетĕр ĕнтĕ. Кам пултăр, ула такка. Хăрăк йывăçа хуртсем ереççĕ. Ула таккашăн пулсан, çак хуртсем — чи тутлă апат. Хăйĕн вăрăм та çирĕп сăмсипе вăл хăрăк йывăçа таккаса шăтарать те хуртне чĕлхипе туртса кăларать. Çывăхра хыр е чăрăш пулсан, вĕсен йĕкелĕсене çав шăтăксене чиксе лартать те вăррине шĕкĕлчесе çиет. Питĕ чее!

Малалла

■ Страницăсем: 1... 10 11 12 13 14 15 16 17 18 ... 796
 
1 чалам – хурав
2 Нехек — ахаль
3 Пехет — ырлăх
4 Юнташ — ĕçтеш, юлташ
5 амавус – сăмса юххи, ача-пăча