Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юманлăхра çапла пулнăАслă халалПограничниксемИлемЧапшăн пурăнмастпăрСана ҫырма сӑмах ҫитетТантăшсем

Мĕнле асамлăхпа?


Ĕмĕрлĕхех мана

Мĕнле асамлăхпа

Эс илтĕн тыткăна,

Мĕнле вăй-хăватпа?

 

Пур ĕмĕт пуçăмра —

Курасчĕ çут сăнна,

Илемлĕ пурнăçра

Самантлăха кăна.

 

Чунтан савса вара

Пĕлтерĕп каçхине

Пĕр эсĕ çеç пуçра

Пуç ватмăш пулнине.

«Пĕренесем тунк! çурăлаççĕ...»


Пĕренесем тунк! çурăлаççĕ,

Шарт! вăратаççĕ ыйхăран.

Çав вăхăтра шап çурăлаççĕ,

Асамлă йĕркесем чунра...

 

Тылланă кантăр сӳсĕ евĕр,

Палкать шур сĕрĕм тăрпаран.

Хĕл кунĕсем ытла хĕрхевсĕр,

Кукша пуçне шăлать вăрман.

 

Ытла та сивĕ, сивĕ, сивĕ...

Сисмесĕрех чун пăрланать.

Ăçта вăл чăнлах? Çĕнĕ-кивĕ...

Ăçта ун вĕçĕ упранать?

 

Ун тупсăмне хăçан — кам пĕлĕ?

Аваллăх вăрттăнлăх упрать.

Хĕвел анать — хуплать сĕм пĕлĕт,

Çаплах пĕр кун иртсе каять...

«Утма çулăм авкаланчăк...»


Утма çулăм авкаланчăк,

Çип çăмхи пек тăсăлать.

Çулăн çаврăмĕ пытанчăк,

Хăш çĕрте-ши татăлать?

 

Ӳкессе пĕлес пулсассăн,

Сарнă пулăттăм тӳшек,

Çапларах килет калассăм,

Курăнсан куçа тӳпе...

 

Кукăр-макăр çул тумхахлă,

Сисме çук — такăнтарать.

Пурăнăç виçесĕр хаклă:

Ирекре, хăть тыткăнра...

 

Уйăрать пире самантлăх:

Паян пур та — ыран çук...

Пур-ха хальлĕхе утмалăх,

Малаллах чĕнет кун-çул.

 

Утма çулăм авкаланчăк,

Çип çăмхи пек тăсăлать.

Çулăн çаврăмĕ пытанчăк,

Хăш çĕрте-ши татăлать?

Кам «йывăрлă»?


Район сыватăшĕнчи медсестрасем час-часах поликлиникăри кабинетсем тăрăх тăванĕсен-пĕлĕшĕсен докуменчĕсем-справкисем çине медосмотр иртни çинчен врачсенчен алă пустарса çӳреççĕ. Тăван-пĕлĕшсен кабинетсем умĕнче черетре тăрас килменрен ĕнтĕ çакă. Пĕррехинче шурă халат тăхăннă Валя медсестра та Васильев неврологăн кабинетне кĕрсе тăчĕ те йывăрлă хĕрарăмсен картине врач умне хучĕ:

— «Сывă» тесе час кăна алă пусăр-ха!

Васильев сестра çине тĕлĕнерех пăхса илчĕ те картă çине алă пусрĕ.

— Çурататăн, апла? — шӳтлесе илчĕ вăл. — Матур! Мату-ур!

Сестра хихиклетсе илчĕ те кабинетран тухса çухалчĕ.

Икĕ кунран Васильевăн çĕрлехи дежурствăра Вальăпа пĕрле пулмалла пулчĕ. Тата Нина медсестра та пурччĕ кунта. Икĕ сестра та коридорти пост сĕтелĕ хушшинче хутсемпе ĕçлесе ларатчĕç.

— Анализсем хыççăн кусенчен хăшне лабораторие чуптарас-ши? — шухăшларĕ врач, сестрасем патне çывхарнă май.

Кĕç Нина ятли врач хушнипе лабораторие вăр-варрăн утса кайрĕ.

— Ма эсир лабораторие мана мар — Нинăна ятăр? — ыйтрĕ сĕтел хушшинче ларса юлнă медсестра врачран.

— Эсĕ йывăрлă-çке! — йăл! кулчĕ врач. — Сана упрамалла.

Малалла

Чунсем юратсан


Иккĕн санпа пынипе

Алăран ал тытăнса,

Çул туйăнать кĕске пек,

Чĕре тапать савăнса.

 

Чĕресем хĕрӳ тапсан,

Пĕрлешсе, çут туйăмпа

Уйрăлас çук нихăçан,

Хирĕçсе, эпир санпа.

 

Такăнасси вăрах мар,

Пĕччен тухсан çул çине.

Пĕрле пулсан такăнма

Парас çуках пĕр-пĕрне.

 

Чĕкеç, йăва çавăрсан,

Чĕппине кăларатех.

Хĕре каччă юратсан,

Хăй енне çавăратех.

 

Хĕвел каçпа анать те —

Çăлтăрсем çеç тӳпере.

Тухса кайсан инçете

Тыт мана эс чĕрере.

 

Кашни кунах кĕт мана.

Тăр, эп килессе шанса,

Пустуй сăмаха, çынна

Ан шан, усал каласан.

 

Эп те сана манас çук,

Начар сăмах илтсен те.

Пылпа çу пек калаçу

Çунат парать ĕмĕте.

 

Пĕрне-пĕри юратсан —

Иртеççех йывăрлăхсем.

Шанчăкпа куçран пăхсан —

Упранаççĕ сывлăхсем.

Шăнкăравла


Уйрăлас чухне, ĕнер,

Эп каларăм-çке сана

Телефонăн номерне,

Паян шăнкăравлама!

 

Хушса юрламалли:

Шăнкăравла, шăнкăравла

Телефонпа мана, тархасшăн!

Ăш сăмахна часрах кала -

Эп те сана çавнах каласшăн.

 

Эп кĕтетĕп иртенпе

Эс шăнкăравлассине.

Телефон анчах, темме,

Памасть хăйĕн сассине.

 

Сан сассу — чĕкеç юрри!

Пит илтес килет ăна.

Мĕншĕнех-ши çав тери

Пăлхатать вăл ман чуна?

Хĕрарăм


ХĔРАРАМ тĕнче умĕнче

Мăнаçлăн, сăваплăн янрать.

Чечекĕн курнать çĕр çинче,

Малашлăх çулне вăл тăсать.

 

Хастар, вăй питти арçынсем

Пуç тайччăр ялан сан умра.

Сатур та маттур йĕкĕтсем

Йăтса çеç çӳреччĕр алра.

 

Çӳретĕр ялан ăраскал

Çумра ĕмĕрех санпала.

Ĕçӳ те сан пултăр кал-кал,

Вăй-хал килтĕрех ик алла.

 

Килти вучаха упракан

ХĔРАРĂМ, çуталтăр куллу!

Этемлĕх йăхне тăсакан,

Пулинччĕ тумхахсăр çулу.

Пĕчченлĕхпе туслашрăм халь


«Сана кӳрентерес теменччĕ», —

Тесе пуплерĕн эс ун чух.

Ултавлăхра çунатăм ĕнчĕ,

Йăлтах-йăлтах кĕлленчĕ чун.

 

Халь çĕнĕрен эс йăлт пуçласшăн.

Улăштарайман нимĕн те...

Ан тинкерсем текех ачашшăн —

Юратăва чĕртеймĕн тек.

 

Сана тепре эп тĕл пулас тăк

Кулса илейĕп, тен, ахаль.

Пачах кĕтсе асапланмастăп,

Пĕчченлĕхпе туслашрăм халь...

Çурçĕр хыççăнхи çулçӳрев


— Ан шавлăр-ха эсир, тимлĕрех итлĕр, — пухăннисем çине куç ывăтса илсе аллинчи хаçатне меллĕрех саркаласа тытрĕ те Евдокимов малалла вуларĕ:

— «...Тупăка чавса кăларсан унăн хуппине уçнă. Плогожовичăн ура тĕпĕнчен пуçласа пуç тӳпине çити юнпа вараланнă ӳтне курсан салтаксем сехĕрленсех ӳкеççĕ. Кӳпчесе кайнă вилĕ кĕлетке юнпа пĕвенсе тăнă. Унăн уçă куçĕсем чĕрĕ çыннăнни пекех ялкăшнă. Çапах та вил тăприне чавса уçнă чух унта пулнă тухтăр Плогожовича вилĕ тесе пĕлтернĕ. Эппин вăл «чĕрĕ виле» пулнă. Ĕлĕкхи каларăша ĕненсе вилен чĕрине ăвăс шалча тăрăнтарсан аманнă вырăнтан юн пĕрĕхсе тухнă...»

— Воспати! Тек ан вулăр-ха-а! — шартах сиктерчĕ шăпăрт итлесе ларакан студентсене Соня сасси. — Мĕнле вăл çынна хăратассипех сирĕн.

Кăнтăрла çак сăмахсене илтсен лахлататчĕç-ха ĕнтĕ пĕр кана. Анчах халь, çур çĕр çитесси чĕрĕк сехете яхăн юлнă самантра, никам та пĕр сас кăлармарĕ. Пĕр-пĕрин çине кăна канăçсăррăн пăхкаласа илчĕç.

— Мĕн шăплантăмăр çак эпир!? — чĕмсĕрлĕхе татрĕ тем вăхăтран çырă тĕслĕ вăрăм çивĕтлĕ хĕр.

Эрбина ятлă вăл. Ун ашшĕпе амăшĕ, Эриванпа Альбина, хăйсен ячĕсене пĕрлештерсе, хĕрне валли сайра ят шыраса тупнă.

Малалла

Йăмра


— Эс, мĕншĕн, йăмра,

Çырма хĕрринче

Ялан, авăнса,

Йĕрен куççульпе?

Çулçу сан çăра,

Ишет шыв çинче.

Анчах хурланса

Тăран кунĕпе.

Ӳсет-çке пĕрле

Хăва санпалан,

Лаштра хурама

Сыхлать тăвăлтан.

Кӳршӳ сан куллен —

Илемлĕ палан.

Чунран хурланса

Эс пурпĕр тăран.

Ан тăк эс куççуль,

Вăрах ан кулян,

Ан хуç кăмăлна:

«Пĕччен эп», — тесе.

Ем-ешĕл çулçу,

Туратă аван,

Ан ус эс ăна,

Шыва лектерсе...

Йăмран пурпĕрех

Юхать куçĕнчен

Куççуль. Вăл хуллен

Калать сăмахне:

Пур çамрăк тирек

Çырма леш енче,

Пăхатăп куллен

Эп çавăн енне.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 288 289 290 291 292 293 294 295 296 ... 796