Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пурнӑҫ утравӗсемХусанАвăн уйăхĕКĕтмен венчетКулăшла калавсемЙĕрсемКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...

Çĕнтерӳçĕ-салтак, ветеран


Ват салтак, яшсемпе тĕл пулсан,

Иртнине аса илччĕ, ан ман.

Çĕнтерӳ туптама

Мĕн вăй панă сана? —

Каласам ун çинчен, ветеран!

 

Тăшмана парăнман нихăçан,

Пулнă шанчăк сирте, аптраман.

Çĕр-анне вăй-хăват

Панă, хушнă çунат, —

Каласам ун çинчен, ветеран!

 

Çĕр тавра утса тухнă çуран,

Эс тертленнĕ, эс тӳснĕ суран.

Тăван халăхăм ман

Сана манмĕ нихçан,

Çĕнтерӳçĕ-салтак, ветеран!

Çĕрлехи çулçӳревçĕ


Шăвать уйăх çӳлте, юр вĕçет,

Чĕпĕтет сивĕ сывлăш питрен.

Çил, авса йывăçа, вăй виçет.

Йыт вĕрни илтĕнет инçетрен.

 

Çурçĕр çитрĕ пулас. Таврара

Ним те çук юр вĕçнисĕр пуçне.

Ял çути курăнать аякран,

Этеме илĕртсе хăй патне.

 

Эпĕ çеç, анчах, урăх енне

Çулсăр-мĕнсĕр утатăп çĕрле,

Çиле хирĕç хĕссе куçсене.

Пулмасть хăвăрт утса ниепле.

 

Пĕр пăхмасăр куçпа каялла,

Тайăлса малалла, ăнтăлса,

Пурпĕрех эп танккатăп çапла

Вăйăм çитнĕ таран васкаса.

 

Тӳперен, мăчлатса, çăлтăрсем

Куç хĕсеççĕ çил витĕр мана.

Ăнланаççĕ пуль лайăх вĕсем

Çак çĕрле ман пăлхавлă чуна.

 

Сан ялу юлчĕ ман хыçăмра.

Эп унта сан патна паянран,

Шĕл-кăвар çунсан та чунăмра,

Килес çук нихăçан-нихăçан!

 

Эп ăнлантăм паян эс камне

Санпалан тĕл пулсассăн каçпа.

Чунунта эп пĕччен маррине

Ăнсăртран куртăм хамăн куçпа.

 

Эсĕ мар-и каларăн ĕнер:

— Саншăн ман чун-чĕрем тап-таса.

Малалла

Апрель


Урамра — апрель. Çанталăк

Питĕ хăвăрт улшăнать.

Кăнтăрла шăнмасть халь алă,

Каçпа пылчăк пăрланать

Кунсерен хĕвел хĕрӳллĕн,

Савăнса сапать шевле.

Вăрманти илемлĕ кӳллĕн

Пăрĕ ирĕлет хуллен.

Анчах питĕ улшăнуллă

Çутçанталăк çуркунне:

Пĕр кĕтмен çĕртен, салхуллăн

Пăсăлать вăл каç енне.

Пĕр хĕре аса эп илтĕм:

Апрель евĕрччĕ ун чун.

Шухă кăмăлĕ час питĕ

Улшăнатчĕ кашни кун.

Е пăхатчĕ юратуллăн,

Чуптăватчĕ хăй мана,

Е пулатчĕ те салхуллă —

Пăр витетчĕ ман чуна.

Апрель евĕр хăвăрт-хăвăрт

Иртрĕ туйăм ун чухне.

Маншăн хĕрĕн чунĕ тăвăр

Пулчĕ: юлтăм пĕчченех.

Кашни çул эп асăнатăп

Çав хĕре апрель çитсен,

Хаш! та хаш! вара сывлатăп

Ун сăнне аса илсе.

Çырусем


Нина Ивановна пурнăçне ялти сакăр çул вĕренмелли шкулта еçлесе иртгерчĕ. Нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Апла пулин те хăй вĕрентнĕ ачасен малалли шăпи çинчен шухăшламан саманчĕ те çук тейĕн унăн. Вĕсем те çырсах тăраççĕ, яла килсен те курса калаçма тăрăшаççĕ вара. Учительницăшăн çакăн пек çырусене вуланă самантран хакли нимĕн те çук.

Акă каллех çыру. «Эпĕ вунтăххăр тултартăм. Эпир, виçĕ хĕр, аннепе çеç ӳсрĕмĕр. Анне пире атте çинчен сахал каласа паратчĕ. «Кирек мĕнле пулсан та, вăл сирĕн аçăр», — тетчĕ кăна. Анне пире вĕренсе çын пулма, хамăра сăпайлă тытма, ĕçе юратма ăс панă».

Паянхи пекех астăвать-ха Нина Ивановна яланах тирпейлĕ, вăрăм çивĕтлĕ, сăпай хĕрачасене. Çиçĕм куçлă, лара-тăра пĕлмен Маша пур çĕре те ĕлкĕретчĕ: вулатчĕ, юрлатчĕ, ташлатчĕ. Арçын ачасене те лекетчĕ унран, хăй те час-часах кăвакпа çӳретчĕ.

Пĕрре çапла Маша малтанхи урока кая юлса çитрĕ, пĕр сăмах та чĕнмерĕ, учительница мĕн каланине те илтмерĕ пулмалла. Пурне те сисекен Нина Ивановна тăхтав вăхăтĕнче вĕсен килне çитсе килме шутларĕ. Хĕрача шкултан инçех пурăнмастчĕ.

Пӳрт алăкне уçса ярсан учительница куçĕ хуралнă пек туйăнчĕ. Валентина паламалла мар: упăшки йăлтах хĕнесе пĕтернĕ ăна. Хĕрарăм çаплах тайкаланса сăпкари кĕçĕн хĕрне сиктеретчĕ. Чылайччен юнашар ларчĕç çапла икĕ хĕрарăм. Нина Ивановна ĕçсе çапăçакан, мăшăрĕсене хĕнекен арçынсене чылай тĕл пулнă, анчах ир-ирех урă пуçпа ачисемпе амăшне çапла шелсĕр ватса пĕтернине пуçласа курчĕ. Урайĕнче типсех çитмен юн кӳлленсе выртать. Темĕн чухлĕ калаçсан та упăшкине милицине тыттарса яма килĕшмерĕ Валентина. «Пурăнтăр, хамăрах тухса каятпăр», — терĕ кăна.

Малалла

Сăмахсем — кайăксем мар


Сăмахсем — кайăксем мар,

Каласан — тытаймăн.

Чĕре те чул татки мар.

Мĕншĕн ăнланмастăн?

 

Вĕçрĕç, вĕçрĕç çӳлелле...

Сăмах — кайăк мар-и?

Чараймарăм ниепле...

Тен, кирлех те мар-тăр?

 

Вĕçрĕç, явăнчĕç пĕрле

Шухăшсем пĕр авăк.

Çулсем тĕрлĕ еннелле

Авăнчĕç сасартăк.

«Хальччен нумай çĕрте эп пулнă...»


Хальччен нумай çĕрте эп пулнă,

Кăсăклине тем те пер курнă,

Анчах Слакпуç çăлкуçĕ пек

Хăват курманччĕ, туссемĕр! — теп.

 

Пĕр ывăç сивĕ шыв ĕçетĕп, —

Вăй-хал илетĕп çăлкуçран.

Эп ӳлĕм хамăн пур ĕçе те

Тума вĕренĕп Ухсайран.

«Кунта кăшт ĕлĕкрех илемлĕ садчĕ...»


Кунта кăшт ĕлĕкрех илемлĕ садчĕ,

Мучи кăштăртататчĕ кунсерен.

Шăпчăкĕсем ăмăртмалла юрлатчĕç,

Сим-пыл юхатчĕ сар пан улмирен...

 

Кунта çӳп-çап купийĕсем халь, чăтлăх, —

Шуса тухаймĕ йăпăрти çĕлен.

Тарса пытанчĕ ялсенчен шеп хăтлăх, —

Чĕре çине шăтса вĕт вĕлтĕрен...

Поэт ани


Юрий Сементере

 

Поэт ани —

Уçман çерем.

Сухаласа вăл акĕ тырă.

Кашни пĕрче хывмассерен

Çĕн сăвă,

Çĕн поэма çырĕ.

 

Поэт ани —

Çулман çаран.

Çут сывлăмла çулмашкăн тухĕ.

Лартсан капан çине капан,

Çĕн сăвă-юрă уççăн юхĕ.

Ултавçă


Милиционерсем икĕ ӳсĕр çынна наркологи кабинетне экспертизăна илсе кĕреççĕ. Врач илсе килнисене вĕсен сывласа кăларнă сывлăшĕнче мĕн чухлĕ алкоголь пуррине тĕрĕслемелли аппаратăн чăпăкĕнчен вĕрме хушать. Лешсем умлăн-хыççăн вĕреççĕ. Врач экспертиза актне çырнă вăхăтра пĕр ӳсĕрри теприне çамкинчен чышкипе танлаттарса ярать. Çапăçсах каяççĕ кусем. Милиционерсем хайхисене аран чараççĕ.

— Ма çапăçаттăр? — ыйтать врач пĕр ӳсĕрĕнчен, малтан çапăçма пуçланинчен.

— Э, мĕн! — хуравлать лешĕ, тепĕр ӳсĕрĕ çине пӳрнипе кăтартса. — Кĕленчери эрехе пĕрле ĕçрĕмĕр пулсан та аппарат çак йĕксĕкĕн сывлăшĕнче алкоголь нумайрах пулнине кăтартать! Эрехе манран нумайрах ĕçнĕ вăл! Ултавçă!

Çилли килнипе, пĕрле ĕçнĕ юлташне каллех чăмăрпа хăмсарать хайхи.

Санăн ăшă куллу


Ман çине пăхса йăл култăн эс —

Самантрах çĕкленчĕ манăн кăмăл.

Сан куллу чĕремшĕн кучченеç

Пулчĕ, тейĕн, ăшă та пит çăмăл.

 

Сан çине эп пăхрăм савăнса,

Шухăшсем пăтранчĕç сапаланчăк.

Куçусем çиçни тунсăхласа

Пуçăмра çуратрĕ пысăк шанчăк.

 

Кăкăрта çуралчĕç кĕвĕсем,

Чунăмра сар кайăксем юрларĕç.

Чĕвĕлтетрĕç çепççĕн вĕсем,

Чĕрем тапрĕ саннипе пĕр харăс.

 

Куçăмсем тинкерчĕç çӳлелле,

Пăлхантарчĕ аслатин кĕрлевĕ.

Тăвăл витĕр санпалан пĕрле

Ман вĕçессĕм килчĕ кăйкăр евĕр.

 

Пар, пикеçĕм, эсĕ аллуна,

Тĕршĕн ман çума халех ачашшăн.

Тутунтан çине-çинех сана

Чуптăвасшăн эп, пăшăлтатасшăн.

■ Страницăсем: 1... 290 291 292 293 294 295 296 297 298 ... 796