Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Акăшсем таврăнаççĕПолк ывӑлӗĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томВӗре ҫӗленВăрман ачисемЙытă тĕлĕкĕЯл калавĕ

Эфирти калаçу


Эпĕ — Владивостокра.

Эсĕ — хăвăн ялунта.

Телефон ман тухăçран

Çитерет сасса унта.

Юрату вăл — уйрăлу.

Анчах та телефонра

Илтĕнет сассу, куллу,

Пулсан та эс аякра.

Эп ыйтсассăн: «Еплерех

Пурăнатăн мансăр эс?»

Хуравлатăн: «Чиперех!

Кулянса ма-ха çӳрес?»

Калаçатпăр çĕрĕпе

Ун çинчен те кун çинчен

Кĕсъе телефонĕпе

Санпа эпĕр мĕн ирччен.

Эп калатăп: «Кĕт мана

Юратан мана пулсан!»

«Юрĕ», — тенĕ сассуна

Илтсен, савăнап чунтан.

Итлесем океана,

Ун шавлаççĕ хумĕсем.

Эфирти сан сассуна

Хуплаймаççĕ çеç вĕсем.

Килсе кур Шупашкара!


Илем тĕрлет тăван çĕршывăм,

Ун ячĕ вĕçрĕ тĕнчене.

Шап-шурă-шурă Шупашкарăм

Кĕтет пĕрмай хăнасене.

Çӳлтен çӳле шав çĕкленеççĕ

Капмар та чаплă керменсем.

Тымар ярса ав тĕпленеççĕ

Ĕçчен те сумлă йăхташсем.

 

Çу кунĕнче ешĕлленеççĕ

Шĕкĕр хула урамĕсем.

Акатуйра вăййа чĕнеççĕ

Пикесене яш каччăсем.

Ал ăстисем хĕвел тĕрлеççĕ

Шап-шурă йĕтĕн пир çине.

Кĕрекесем хавас кĕрлеççĕ

Пуян та тулăх кĕркунне.

 

Мăн Атăла курма килеççĕ

Çич тинĕс, çичĕ ту енчен.

Куçпа курса чăн тĕлĕнеççĕ:

Шур Шупашкар епле черчен!

Телей сунса кĕтсе илеççĕ

Хĕрсем килен хăнасене.

Пуçа тайса:

«Салам», — тееççĕ,

Ăш пил уçать чĕресене.

 

Килсе кур, чĕнетĕп,

Кил, Шупашкара!

Ыр сунса кĕтетĕп

Шур Шупашкарта!

«Сывлăмпа тăван хире васкатăп...»


Сывлăмпа тăван хире васкатăп.

Кайăксен юрри пит илĕртет.

Юрăпа хĕрӳ ĕçе тухатăп.

Пуç тайса мана пучах кĕтет.

 

Пир çинчи пек капăр шурăм пуçĕ.

Уй-хирте çуталчĕ çамрăк чун.

Тулă хумĕсем чупаççĕ уççăн.

Хум çинче çуралчĕ çĕнĕ кун.

Чĕпасси


Çурхи сарă хĕвел алкум вĕçне çап-çутă ӳкет. Çичĕ çулхи Санюк кĕпе вĕççĕн, çара пуçăн кунта выляма тухнă. Вăл шурă кĕпеллĕ, сарă çӳçлĕ пуканене тетте автомашина çине лартса кустарать.

— Кĕр-кĕрр! Эпир те аннепе иксĕмĕр машинăпа кĕрлеттерсе каятпăр акă Шупашкара... Ах, аван пулать-çке-е-е, — кăмăллă пакăлтатать хĕрача; хăй çаврака сенкер куçĕпе савăнăçлă пăхкалать.

Санюк амăшне фермăра пăрусене аван пăхса ӳстернĕшĕн орден параççĕ. Ун çинчен радиопа пĕлтернĕ. Шупашкара орден илме кайнă чух амăшĕ хăйпе пĕрле Санюка та илсе кайма пулчĕ. Çакăншăн Санюк калама çук хĕпĕртет, Шупашкара хăçан кайăпăр-ши тесе кĕтсе тăрать.

Хĕрача выляса ларнă хушăра амăшĕ калинккерен кĕчĕ. Вăл хăмăр халат аркипе темĕн чĕркенĕ; хăй çумне тытса пырать.

Санюк амăшĕ патне чупса пычĕ.

— Мĕн чĕркесе килтĕн эсĕ, анне? — ыйтрĕ Санюк. Вăл чĕвен тăрса амăшĕн халат аркине сирсе пăхасшăн пулчĕ.

— Сысна çури вăл.

Амăшĕ халат аркине сирчĕ те сысна çурине картлашка çине ячĕ. Лешĕ, пĕчĕкскер, имшерккескер, тăватă урине пĕр çĕре туса чĕтрекелесе тăчĕ те картлашка кĕтесне хĕсĕнсе выртрĕ.

Малалла

Тăманлă каç


Кантăкран тек шаккать çил ачи,

Чĕтренет чӳрече кĕленчи.

Тем чуна çак тăманлă çĕрле

Ыйăха вĕçтерсе кансĕрлет.

 

Аса илтĕм пĕр хĕрĕн сăнне,

Ятне маннă тахçан эп унне.

Чипер сăнĕ кăна чĕрере

Тăрса юлнă шалта, кĕтесре.

 

Çăлтăр евĕр çиçсе, калăн — чăн,

Тухрĕ тăчĕ ума çавă сăн.

Çил ачи илсе килчĕ ăна,

Пăлхатса ман асаплă чуна.

 

Пулнă-ши юрату е пулман

Çав хĕрпе-çăлтăрпа ман тахçан?

Пулмасан, ма тăманлă çак çĕр

Куç умне килчĕ тăчĕ çав хĕр?

 

Кантăкран çил ачи, ан шакка,

Чупса кай инçете, аякка.

Тавтапуç çакă каçшăн сана —

Лăплантартăн чуна пĕр кана.

Асамлă куçусем


Ăсран тайăлтараççĕ

Мана сан куçусем.

Чуна хумхантараççĕ

Йăлтăртатса вĕсем.

Эс ман çине пăхсассăн

Чĕреçĕм хĕпĕртет.

Савса сана, хавассăн

Ман ыталас килет.

Сан куçусем ачашшăн

Кулсассăн çуталса,

Туятăп: чуп тăвасшăн

Тутам сана, савса.

Куçăмсемпе шыратăп

Сана çын хушшинче.

Курсан, савса пăхатăп

Кăвак куçусенчен.

Вĕсем асамлă, тарăн.

Унта путасшăн эп.

Кам та унта пултарĕ

Тупма шыранине.

Лăпкать-çке, тыткăнлать-çке

Мана ачашлăху.

Эх, савнă хĕрупраçăм,

Ачашлăх — эсĕ ху!

Иртни аса килет


Каç пулса килет,

Лăпкă çил вĕрет.

Хăнтăрла шывне

Хăвалать Кĕтне.

 

Çил хумханнă май

Сивĕтет самай.

Куçăм умĕнче —

Шăннă чӳрече.

 

Аннепе аппа

Килĕç çунапа

Улăм сĕтĕрсе,

Вăй-халне çĕтсе.

 

Кашкăр, ав, улать —

Те йытта туллать?

Аппапа анне

Тупрĕç-ши çулне?

 

Хăй çути сӳнет,

Пӳрт те сивĕнет.

Чĕтресе ларап,

Куç хупма хăрап...

 

Хăнтăрла шывне

Хăвалать Кĕтне.

Пулса иртнине

Манаймасть чĕре.

Тăван килсен...


Тăван килсен чун савăнать,

Тăван кайсан чун хурланать.

Нумай çулсем курман пулсан —

Йĕрсе те ярăн тĕл пулсан.

 

Тăван хуйхи йывăр пулсан,

Сан пулăшма май пулмасан —

Чĕре çунать, чун хурланать,

Хамах айăплăн туйăнать.

 

Тăван тăвар витĕр тухать,

Пирте чăваш юнĕ юхать.

Тăван килсен чун савăнать,

Тăван кайсан чун хурланать.

Аса илнисем


Ачалăхри паллă кунсем

Чăваш совет литературин малтанхи утăмĕсемпе çитĕнĕвĕсем çинчен çыриччен малтан манăн кăшт кăна хам çинчен, илемлĕ литературăпа хам хăçантана тата мĕнле интересленме пуçлани çинчен каласа памалла.

Кĕнеке-хаçат таврашне эпĕ ачаранпах юратнă. Кĕнекине çыраканĕсене вара темĕнле турă вырăннех хурса хисепленĕ. Кам вĕрентнĕ-ши мана вĕсене юратса хисеплеме — ун çинчен татса калама пултараймастăн. Ку вăл чăваш ялĕсенче шкулсем те, çырăва пĕлекен те сахал шутланнă саманара пулнă-çке-хе. Ун чух чăвашсенчен нумайăшĕ шкулта вĕреннин уссине пĕлмен, чылайăшĕ харпăр ачисене çырăва вĕрентессипе те килĕшмен. «Шкул вăл ачасене кахала вĕрентет», «Шкула çӳрекен ача килте ĕçлесшĕн мар» тетчĕç çав вăхăтри ваттисем. Хăш-пĕрисем тата урăхларах та калатчĕç: «Вĕренесси, хут çинче ларасси пирĕн ĕç мар, вăл кантурта ларакан тиексен, улпутсен ĕçĕ»,— тетчĕç. Çапла вара ĕмĕртен ĕмĕре таптанса пурăннă чăваш ĕç çынни вĕренсе çутта тухас ĕçе те хăйĕн тивĕçлĕхĕ мар тесе шутлама пуçланă. Паллах, ун пек калакансем кĕнеке-хаçат таврашĕпе интересленмен. Теприсен тата интересленсен те, вĕсене илсе тăма укçи-тенки çитмен. Çавăнпа та ялсенче хаçат-журнал илекенсем çукчĕ. Библиотекăпа клуб тенисем пулман. Ял халăхĕ тĕттĕмре пурăннă.

Малалла

Каять ача хăнана


Ман пепкеçĕм-хĕрача

Хăнана пуçтарăнать.

Пиллĕкре çеç хăй. Анчах

Капăр тумне тăхăнать.

Ларчĕ «Жигули» ăшне,

Чĕвĕлтетрĕ амăшне:

— Эп каятăп инçете,

Сыв пул, анне, эсĕ! — тет.

Халиччен инçе çĕре

Кайманскер аннесĕрех,

Вăл вырнаçрĕ, тĕршĕнсе,

Машинан салонĕнче.

Урисем çине тăрса,

Пăхкаларĕ малалла.

Анчах, ячĕ макăрса

Тапрансан хуланалла...

Ват мăнаккăш ачана

Лартса кайрĕ хăнана,

Кайăк евĕр вĕçтерсе,

Куççульне шăлса илсе.

■ Страницăсем: 1... 293 294 295 296 297 298 299 300 301 ... 796