Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату ҫӑлкуҫӗĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томАтăл шывĕ юха тăратьСар ачапа сарă хĕрХуркайăк çулĕИлле ТăхтиКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнеке

Манпалан сана аванччĕ


Мана лайăхчĕ санпа.

Сана та манпа аванччĕ.

Тĕл пулсассăн, çавăнпа

Йăл! та йăл! эс кулаканччĕ.

Сана эпĕ аллунтан

Шăппăн çепĕççĕн тытсассăн,

Чуп тăваттăм тутунтан,

Эсĕ ман çине пăхсассăн.

Çавăн чух сан куçусем

Çăлтăр пек йăлкăшаканччĕ,

Вылянатчĕç хулусем:

Манпалан сана аванччĕ.

Иртрĕ-кайрĕ çак самант,

Сиссе те ĕлкĕреймерĕм.

Те сана эп, те хама

Ăнланма пит пĕлеймерĕм.

Каламасăр çур сăмах,

Пĕр кунра темме сасартăк

Эсĕ улшăнтăн пачах,

Чунупа манран эс тартăн.

Апла çак юратура

Пăнчă пирĕн лартмалла-тăр?

Вĕт, аманнă туйăмра

Ăшă кам тупма пултартăр?

Лартмалла-тăк — лартмалла

Пăнчине. Ку тĕрĕс пулĕ.

Чим! Анчах-ха малалла

Малалла

Чи хитри


Ыталаччăр мана çĕр те пĕр чиперкке!

Куçран пăхчăр кулса пин илемлĕ пике!

Анчах, эс пулмасассăн вĕсен хушшинче,

Çиçсе илмĕ хĕлхем ман кичем куçсенче.

 

Эсĕ çеç, хаклă çыннăм, маншăн — чи илемли!

Чĕрери хĕрӳ туйăм пĕр сана çеç валли.

Çуралса кашни ир, вăл сӳнмест ниепле,

Пăлхатать чĕрене кăнтăрла та çĕрле.

 

Анчах çук çумра эсĕ, тĕнчере чи хитри!

Чи илемлĕ пике эс! Сан пекки çук тепри!

Ăнтăлать пăлханса сан патна кашни кун

Пысăк çут ĕмĕтпе манăн канăçсăр чун.

 

Ыталап сана эпĕ хăва пек пилĕкрен

Пурнăçра мар пулсан та — кашни кун тĕлĕкре.

Уй-хирсем урлă эп йăл кулатăп сана.

Пĕл: юратнă çын маншăн — пĕр эсĕ кăна!

Пĕрле пулар, инçе утар


«Канаш» тусĕсене халаллатăп

Автор

 

Атя, ентеш, пĕрле шутлар,

Çакна аса илер ăсра:

«Канаш» вĕт тăхăр çул ытла

Тухса тăрать Ульяновскра!

 

Аса илсем, тăван сăмах

Çĕтсеччĕ хамăр тăрăхра.

Нушаччĕ ку. Каланă, «Ах,

Хастар çын çук-ши халăхра?

 

Капла мĕнле пурăнмалла —

Атте-анне чĕлхи çĕтсен?

Ку мыскара улшăнмалла...»

Çуралчĕç çĕнĕ ĕмĕтсем...

 

Çав ĕмĕтсен ачи — «Канаш».

Пурнать ак вунă çул ытла.

Апла пулсан, вăл пите яш,

Чуна çунтарĕ шав вутла.

 

Ун вучĕпе, ентешĕм, çун,

Новелла хур та çыр эссе.

Çыру çӳрет эс, ырă сун.

Ан асăн çулăм сӳнессе.

 

Пĕрле пулар, инçе утар,

Аллу кăна ан кайтăр лаш!

Хаçат лавне пĕрле туртар,

Эпир пулсан — пулать «Канаш».

Çамрăксене хам çинчен


Юлташсем, эсир кунта литература факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕренекен студентсем, чăваш чĕлхипе литературин преподавателĕ пулас çынсем пухăннă... Эсир тăван чĕлхепе тăван литературăна çӳлерех çĕклесе ăна татах та хăватлăлатас, татах та илемлетес тĕлĕшпе ĕçлеме хатĕрленекен çамрăксем... Эпĕ сирĕн умăрта хамăн пĕтĕм вăй питти пурнăçăма, пĕтĕм ăс-хакăла тăван чĕлхепе литературăна ӳстерессишĕн панă çын. Çавăнпа та халь тĕл пулса калаçнине эпĕ хамшăн та, сирĕншĕн те усăсăр пулмĕ тетĕп.

Тăван чĕлхепе тăван литература тĕлĕшĕпе вĕрентнĕ чух ман пурнăçăмпа творчество çинчен тĕплĕнрех пĕлни сирĕншĕн ытлашши пулас çук.

Малалла эпĕ хам мĕнле çырма пуçлани тата мĕнле ĕçлени çинчен калăп. Анчах та чи малтан хамăн произведенисемпе паллаштарни кирлĕ пулать.

Паллăрах произведенисем: 100 яхăн сăвă пичетленсе тухнă. Вĕсем хушшинче: «ХХ-мĕш ĕмĕре», «Урать, хирĕçет-ха сăхă буржуази», Автономи кунне хисеплесе çырнă «Паян», «Йрĕклĕх юрри», «Хурçă Карап» тата ыт. те.

Ку сăвăсем пурте хăй вăхăтĕнче кирлĕ пулнă. Халь ĕсенчен нумайăшĕ кивелнĕ ĕнтĕ. Халь пулсан эпĕ вĕсене урăхларах çырнă пулăттăм.

Малалла

Урампа пике пырать


Пырать пике урамра,

Акăш евĕр ярăнса.

Çулăм тухрĕ чунăмра,

Тăтăм эпĕ чарăнса.

Хушса юрламалли:

Ах, пике! Сар пике!

Акăш евĕр чиперкке!

Ма эс тухрăн ман ума?

Пăлхантартăн чунăма.

 

Сăмах хушрăм эп хĕре:

— Паянран ман чĕрере

Эсĕ çеç пĕртен-пĕрре!

Сан пекки çук тĕнчере!

 

Йăлтăр-йăлтăр кулăпа

Сăмахларĕ, ак, хайхи:

— Ут эс хăвăн çулупа:

Манăн каччă — урăххи.

 

Пирĕшти пек сар пике

Утрĕ-кайрĕ малалла.

Йăл кулмарĕ вăл текех,

Калаçмарĕ манпалан.

Çĕрлехи çулпа


Çурхи çĕрле. Асфальт çулпа,

Тĕттĕмлĕхе çурса, касса

Сар фарă сапнă çутăпа

Чупать машина васкаса.

Вĕçсе пырать малтан-мала

Ман «Жигули». Умра ман — руль.

Хыçра, ак, юлчĕ çут хула:

Пĕр çирĕм çухрăм кайрăм пуль.

Яри эп уçнă салона,

Çил шăхăрать чӳречерен.

Илсе килет сан сассуна

Вăл ĕнерхи ăш çĕрлерен.

Çил, калăн, çепĕç сан аллу

Çӳçрен мана тек ачашлать.

Умрах тăрать сăну, куллу:

Асилӳпе пăлхантарать.

Ĕнер-çке çак çут хулара

Каçпа тĕл пултăм эп сана.

Савăнăçпа çиçсе вара

Куçсем йăл кулчĕç çавăнпа.

Чĕрем тăнк! турĕ. Тутамсем

Часрах васкарĕç чуп тума.

Санпа ирттернĕ самантсем

Тухаççĕ халĕ те ума.

Мĕн пулчĕ? Кайрăмăр эпир

Малалла

«Темшĕн лăпланмарăм...»


Темшĕн лăпланмарăм

Тупнă тăнăçра.

Тĕрĕслĕх шырарăм

Çакă пурнăçра.

 

Пур тесе шутларăм

Миçе çул ăна.

Яш чух ывăнмарăм,

Ватрăм хам тăна.

 

Тусăмсем кулатчĕç,

Юлташла манран.

Тарăхса калатчĕç:

— Ахалех анран.

 

Тĕрĕслĕх пулман вăл

Çутă тĕнчере.

Çап чунна эс савăл,

Чăнлăх — ĕçкĕре?..

 

Кил, атя, яратпăр

Вутлă «çуттине».

Ун чухне тупатпăр

Санăн çуккине.

 

Виçĕ пилĕкçуллăх

Пултăм çав «туспа»,

Тĕрĕслĕх мар, хурлăх,

Куртăм шав унпа.

 

Чунăм лăпланмарĕ,

Тартăм ĕçкĕрен.

Чăнлăх тупăнмарĕ,

Иртрĕм хĕрĕхрен.

 

Тӳсĕм пур, шыратăп,

Виличчен ăна.

Шыравра пурнатăп,

Шыравра кăна!

Анне


Салху ларать кйвелнĕ çуртăм,

Кичемлĕх унăн ăшĕнче.

Хăпать майпен хуралнă шур тăм,

Тусан, çӳп-çап урайĕнче.

 

Ав кĕтесре çатма аврийĕ,

Пĕр енĕ хуçăлнă ухват,

Хуçи вĕсен — анне — Мария —

Çынсемшĕн пулчĕ тарават.

 

Ирех ĕне сусан васкатчĕ

Çум çумлама колхоз хирне.

Ĕçрен килсен кĕпе çăватчĕ,

Сыхла пĕлместчĕ çав хăйне.

 

Урай сĕрме вăл вĕрентетчĕ

Пире хăй татнă шăланпа.

Таса çусассăн хĕпĕртетчĕ,

Кăштах мухтатчĕ çавăнпа.

 

— Анне! — тесе халь ман чĕнесчĕ,

Анчах, кам илтĕ-ши мана?

Анне çумне ларса йĕресчĕ

Пĕр сасăсăр кана-кана.

 

Кăштах ун чух, тен, чунăм канĕ

Ăшран «сив чирĕ» тасалсан.

Пур ырату ванса арканĕ

Çумра тăван анне ларсан.

 

Çук çав, пуш-пушă халĕ çуртăм

Карать карта, ав, эрешмен.

Хăпать майпен хуралнă шур тăм

Вăл хăпасса анне пĕлмен.

Атте каласа панисем


Арçури

Хам çамрăк чух эпĕ час-часах сунара (ухатана) çӳреттĕм. Вăрмăнĕ ун чух пирĕн питĕ пысăкчĕ: ялтан çур çухрăм каятăн та, сĕм вăрман пуçланать. Ун урлă каçма 60 çухрăм ытла — Пăрачкав патне çитичченех каять вăл. Тăршшĕ темиçе çĕр çухрăм та пулĕ — эпĕ ăна пĕлместĕп...

Пĕррехине, хура кĕркунне, мана инçетри вăрмантах сĕм тĕттĕм кăç пусса лартрĕ. Пĕчченскер, тĕттĕм вăрманта çĕр выртма çӳçентĕм. Ял енне хура вăрманти кукăр-макăр çинçе сукмакпалах васкаса утатăп. Тĕттĕм пирки куç курмасть те, лакăм-тĕкĕмсенче такăнкалатăн, хăш-пĕр çĕрте сукмакран аташса кайнисем те пулаççĕ.

Утатăп васкаса ансăр сукмакпа. Сасартăк таçта, питĕ инçе, хам хыçăмра вăрăммăн кăшкăрса янратнă сасă илтĕнчĕ. «Эх, шеремет! Такам сунарçи манран та хыçаларах юлнă иккен», — терĕм те эпĕ çакна паттăрлатас тесе ăна хирĕç хам та хыттăн кăшкăртăм... Эх, унччен те пулмарĕ, çав кăшкăрни ман паталла хăвăрт çывхарса-çывхарса пычĕ. Эпĕ шăпăрт пултăм. Ку çын мар иккен, арçури пулчĕ пулас тесе çӳç-пуçăм виреле тăрса кайрĕ. Хай арçури мана хуса çитрĕ: вăл пĕрре ман хыçра, тепре ман умра ӳхĕрешсе кăшкăрать. Хам та илтетĕп: таврара хăрăк йывăçсене шăтăрт-шатăрт хуçса, туратсене ватса çак арçури пĕрре ман умалла, тепре хыçалалла иртсе каять, ух! та ух!.. ух! та у-ху-хух! тесе кăшкăрать. Каярахпа вĕсем иккĕн пулчĕç. Иккĕрен пĕри — умран, тепри хыçран кăшкăрса пыраççĕ. Хам турра кĕл тăватăп, текех турă ятне асăнатăп, — анчах та ахалех! Вĕсем пур пĕр манран юлмаççĕ, турăран та хăрамаççĕ. Хăранипе тата васкаса утнипе хамăн пит-куçран шапăртатса тар юхать, пит-куçа текех çĕлĕкпе шăла-шăла пыратăп. Çан-çурăм та тарласа лăчах шыва ӳкрĕ. Аран уя тухрăм та, арçурисем кăшкăрашса каялла сĕм вăрман ăшнелле кĕрсе кайрĕç. Чылай утсан Йĕкĕс шывĕ хĕррине çитсе канма лартăм... Ларатăп канса. Çак самантра хыçал енчен такам хашăлтатса, тур çырлах! çырлах турă! тесе пыни илтĕнчĕ. Чĕнтĕм те хайхине — ку хамăр ялсемех, тепĕр сунарçă — Каскăн Йăванĕ пулнă иккен...

Малалла

Çумри телей


Ма эп сана курман хальччен?

Курсан та сан çине пăхман.

Сана пĕлсен те çак кунччен

Эс хитрине асăрхаман.

Эп суккăр пулнă-ши элле?

Куçсемпе мар, паллах, чунпа.

Çӳренине çумрах телей

Сисмен пуль эпĕ çавăнпа.

Ĕнер, ак, куртăм та сана

Яланхилле эп урамра,

Эс йăл кулса илни мана

Çĕклерĕ çулăм чунăмра.

Ăнланаймарăм ма иккен

Çак çулăм илчĕ пĕçертсе

Мана çав самантра. Каçчен

Вара çӳрерĕм тĕлĕнсе.

Ăнлантăм пулнине эс кам,

Чунпа илемлĕ пулнине.

Ăшра калать мана такам

Мана эс чăн-чăн кирлине.

Ĕмĕтленсе эп çавăнпа

Паян çӳретĕп мĕн иртен.

Ман тулчĕ чун савăнăçпа.

Шухăшсем те — пĕр сан çинчен.

■ Страницăсем: 1... 295 296 297 298 299 300 301 302 303 ... 796