Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату ҫӑлкуҫӗХĕрес хывнă хĕвелЮрату йĕтесĕКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеКĕтмен венчетКулăшла калавсемЙĕрсем çухалмаççĕ

Çиле хирĕç сан ялна


Шур çĕр çине хăяккăн

Ӳкет юр чалăшса.

Питрен çапать çил-аскăн

Çиллессĕн, тавлашса.

Вăл шăхăрать çиленнĕн

Мана хăлхасенчен.

Хĕрелнĕ, кĕренленнĕ

Ман питĕм ик енчен.

Вĕрет çил чарăнмасăр,

Тĕкет вăл кăкăртан.

Утаймăн ăнтăлмасăр

Çил вăйлăн çапнăран.

Анчах та эп пăхатăп

Мала, куçа хĕссе.

Çитес çĕре васкатăп

Сана курас тесе.

Çак вырăн — санăн ялă!

Унта эс пурăнан.

Мана кĕтни эс паллă:

 

Çил витĕр курăнан.

Хĕрӳ юрату чирĕ

Канма памасть мана:

Утатăп çиле хирĕç

Çавна пула ялна.

Авланас умĕн


Сарăлса вăйланчĕ ман çунатăм.

Ма тесен, мана эс юрататăн!

Эп сана каларăм: «Пул ман арăм!»

«Санăн эп», — тесе эс хуравларăн.

 

Алла-аллăн, харăссăн утатпăр.

Кашни утăмрах чуптăвашатпăр.

Çепĕç тутусем кулса чĕтреççĕ,

Тапать хăвăрт кăкăрта чĕреçĕм.

 

Çăлтăр евĕр йăлкăшать сан куçă:

«Паянран ман чунăм саншăн уçă!»

Юратса сана эп ыталатăп.

«Манăн эсĕ!» — савăнса калатăп.

 

Темшĕн пит тĕтреллĕн ăнланатăп:

«Çак эпех-ши халĕ авланатăп?»

Анчах та çакна аван пĕлетĕп —

Эп сана чăнах качча илетĕп.

Прометей


И.Я. Яковлев çуралнă куна асăнса

 

Тĕп асатте сăпки ман ялăм,

Кунта пуçлать тапма чĕри.

Мĕн ачаран, тĕреклĕ халлăн

Çĕре таптанă ун ури.

 

Çурла тытса тыр-пул та вырнă,

Сăнанă халăх пурнăçне.

Çăпатине те хуçнă, сырнă,

Анчах, çухатнă канăçне.

 

Чунне кăшланă тĕрĕсмарлăх,

Пĕрин — пурри, теприн — çукки.

Çынра юратнă пархатарлăх,

Кĕçех вăл çакнă шкул сумки.

 

Ачаранах темскер чухланă,

Тем кĕтнĕ тĕттĕм кĕтесре.

Мала утма сукмак шыранă,

Пĕр вĕçсĕр ишнĕн тинĕсре.

 

Çав тинĕсре Йăван, тен, курнă

Маякăн çутă пăнчине.

Кĕç тытăнать шыравлă пурнăç,

Çул чĕннĕ Кушкă ачине.

 

Халь янăрать тăван чĕлхеçĕм,

Вăл — пирĕн пурлăх та телей.

Тавах сана, Мăн Асаттеçĕм, —

Чăваш титанĕ, Прометей.

Йăлай Йăкăначĕ


Ĕлĕкрех, туя-мĕне кайсан, Йăлай Йăкăначĕ: «Вăлтă хулли — пĕвĕм пур, авкаланать, хуçкаланать, туй илемне вăл кӳрет», — тесе юрлатчĕ хăй куçĕнчен пĕтĕм халăха пăхтарса. Анчах, чылай авланнă хыççăн, Йăлай Йăкăначĕн пĕйвĕ авкалăнми пулчĕ, ĕлĕк туй илемне кӳнĕскер, колхоз илемне яракан пулса кайрĕ.

Колхоз йышĕ ывăна пĕлмесĕр тырă вырать. Йăлай Йăкăначĕ ĕнтĕркесе çӳрет. Кĕлте кутне тăрсан та, уй куçласа тăрать, кĕлтине çыхнă чухне те тем çинчен шухăшласа вăхăта ирттерет. Кăштах ĕçлесен, выртса канса илет. Тем амак пулнă?

Арăмĕ ăна:

— Мĕн ӳрĕк-сӳрĕк ĕçлетĕн? Çынсем тар юхтарса ĕçлеççĕ. Эсĕ пур —пĕççӳне тăратса выртатăн! — тесе вăрçать.

— Чирлерĕм, — тет Йăкăначĕ, ĕнсине хыçса.

— Мĕнле чирпе? — ыйтаççĕ колхозниксем.

— Рак чирĕпе, — тет Йăкăначĕ, ним шухăшласа тăмасăр. — Хырăма рак кĕрсе кайнă. Ой, ыратать! Чĕрем шартах татăлса кайрĕ пулмалла. Ой!.. — çĕленле авкаланнă пек пулать, пичĕ çине асап йĕрĕсем кăларать.

— Йытă çитĕрех! Йăкăнатăн чĕри сылтăм енне куçса ларнă. Сылтăм енчен тытса кăтартать, — тесе кулаççе колхозниксем.

— Апла пулсан, чĕре мар, хăмпу ыратать пулĕ.

Малалла

Пуринчен хитре хĕрсем


Пирĕн ялăн хĕрĕсен,

Ах, илемлĕ урисем!

Питĕ хӳхĕм уттисем,

Хĕм сапаççĕ тутисем.

 

Сар кăлкан пек çӳçĕсем,

Çăлкуç, тейĕн, куçĕсем.

Йăлкăшса кула-кула,

Хумхатаççĕ кăмăла.

 

Ташлама тухсан, вĕсен

Пиç хăва пек пĕвĕсем

Авăнаççĕ илĕртсе —

Юн та кайĕ вĕресе.

 

Юрлама тесен вара,

Çук, тупаймăн таврара

Вĕсенчен ирттернине —

Çепĕçрех юрланине.

 

Çавăнпа та каччăсен

Йăл! çиçеççĕ пичĕсем.

Курсанах çак хĕрсене —

Пуринчен хитрисене.

Атте пехилĕ


Аттене, Яковлев Александр Яковлевича, асăнса 35 çулта сăвă çырма пуçăннă хĕрӳнтен

 

Çук... Итлеймерĕн сăввăма пĕртте.

Тен, эпĕ каярах юлса çуралнă?

Ĕлкĕреймерĕн... Каçарсам мана, атте...

...Тен, сăввăмсем кая юлса вăраннă?

 

Уявччĕ ун чухне: аннемĕр менелникĕ.

Салам сăмахĕсем — кашнин ыр кăмăл çук-им?

Пыраттăн ху та çитмĕл пиллĕкре, атте,

Утмашкăн сăрталла сан пурччĕ-ха хевте.

Куçпа пăхса витерлĕн пуçларăн аякран:

«Кун-çул иртет сисмесĕр. Ах, ачамсем, паян

Кĕрекере парасшăн эпĕ пил сире.

Чунри сăмахăмсем çитейччĕр ĕмĕре...»

Çапла вара кашнийĕншĕн явап эс тытрăн,

Туррăмăртан кашнин валли малашлăх ыйтрăн.

Унтан сăмах çаврийĕ çитрĕ ман тĕле —

«Илтсеччĕ-ха пĕрре, систернĕччĕ аннӳ —

Иккен, эс хушăран хайлатăн сăвă:

Парсамччĕ вуласа — ман тултăр кăмăл...»

Çав терĕш пуплесе вырнаçрăн меллĕн;

Куçса асамлăх тĕнчине — хĕлхемлĕн

Пĕр путрăн шухăша, унтан пуçна сулса,

Пĕр хăпартлантăн, кăмăллăн кулса...

Малалла

Каччи — эпĕ, хĕрĕ — эс


Каччă эп, вунсаккăрта.

Эсĕ те — вунçиччĕре.

Манăн çамрăк кăкăрта

Тем сиссе тапать чĕре.

 

Пăлханса вăл: «Тук, тук, тук!», —

Пăхтарать сан еннелле.

Çепĕç туйăм-юрату

Çывăрма памасть çĕрле.

 

Канăç çук кăнтăрла та,

Шухăшлатăп сан çинчен.

Килччĕ, тусăм, ман пата —

Эп пăхам куçусенчен.

 

Е ыталăп пилĕкрен,

Чуп туса тутусенчен.

Уйрăлсассăн тĕлĕкре

Сана курăп мĕн ирччен.

 

Эпĕ — каччă, эс — пике.

Эпĕ — харсăр, эс — хитре.

Пайланас пекех икке,

Савăнса тапать чĕре.

Пĕрремĕш


Эс пултăн ман пĕрремĕш юрату!

Çакна, савниçĕм, яланах асту.

Пуçламăш хут чуп тунă хĕр эс манăн.

Çакна, савниçĕм, халь епле-ха манăн?

— Чуп тума та пĕлместĕн, —

Тесе калаттăн эсĕ.

Анчах, ăçтан эп пĕлнĕ чуп тума?

Эс пултăн-çке пĕрремĕш!

Кампа-ха эп вĕреннĕ

Унччен пикесене ыталама?

Санччен хĕрпе эп çӳресе курман,

Куçран-куç пăхасси

Никампа та пулман.

Савни, эс пултăн ман пĕрремĕш туйăм!

«Çук, ку пулман», — тесе епле çынна халь суйăн?

Ман савăнăç эс пулнă.

Чунра сăнарă юлнă.

Савни, сана манмастăп нихăçан!

Аса илӳн тăварĕ,

Çут юратун кăварĕ

Ыйха татаççĕ манăнне паян.

 

Вунулттăра эпир юратнине,

Каçпа шутланине çăлтăрсене

Аса илсен, паян та пăлханатăп.

Малалла

Хам илтни-курнисенчен


Пысăк метеорит курни

Манăн Павăл ятлă тăван пичче пурччĕ. Патвар та вăйлă йĕкĕтчĕ вăл. 1908 е 1909 çулти хĕл ларнă вăхăтра, тин çеç юр çуса хытă шăнтнă хыççăн, ноябрь вĕçĕнче е декабрь пуçламăшĕнче пулас, атте çав Павăл пиччене ял тулашĕнче ларакан çил арманне ыраш авăртма ячĕ.

Çур каç иртсен ырашне авăртса пĕтернĕ хыççăн Павăл çурранах киле килме тухнă. Çил арманĕнчен хамăр киле çитме пĕр çур çухрăм пулĕ — уйпала тата анкарти хыçĕсемпе таврăнмалла... Уйра тĕттĕм каç вăл ахаль те каш-кăр е вăрă-хурах таврашĕ тĕл пуласран хăраса пынă ĕнтĕ. Çав самантра Павăл сасартăк тĕттĕм çанталăк тӳпи çап-çутă çуталса кайнине курать. Хыçалалла пăхрăм тет те Йĕпреçпе Канаш хушшинчи чукун çул тăрăх ларакан вăрман çийĕн вутлăн-хĕмлĕн çатăртатса пыракан пысăк вĕри çĕлене курах кайрăм тет. Вут çĕлен хыçĕнчен сарăллă-кăваклă тĕтĕм евĕр хӳре тăсăлса пырать тет. Вут çĕлен кăнтăр-хĕвел анăçĕнчен ярăнса килсе çурçĕр-хĕвел тухăç еннелле вĕçет тет. Пырсан-пырсан çав вут çĕлен шарт! турĕ тет те икĕ пая уйрăлса татах та аялалла анчĕ тет, икĕ пайĕнчен те çĕр çинелле шăраннă тăхлан юхнă пек темскер юхса, шатăртатса пырать тет. Сехри хăпнă Павăл сăх сăха-сăх сăха, турра асăнса чупатăп тет. Çак вут çĕлен вара таçта тĕнче хĕрринелле вĕçсе анса хăвăрт сӳнсе ларчĕ тет.

Малалла

А. Пушкина халалласа


Иксĕлми ИЛЕМ çăлкуçĕ

Пулса юлтăн халăхра...

Ав, илтетĕп, улăхра

Сăввуна калать кĕтӳçĕ,

Вут-хĕлхем сапать ик куçĕ,

Вĕлкĕшет çилпе ун çӳçĕ,

Калăн вăл — çулпуç, ертӳçĕ

Çак асаплă пурнăçра.

Çук кĕтӳçĕшĕн асаплăх:

Пур поэзи — чăн телей!

Пур çĕршыв та сар хĕвел.

Пурнăç çĕтĕк — лартĕ саплăк.

Хуть çил вĕртĕр, аçа çаптăр

Хирсене янратĕ трактор —

Çĕнĕ саслă улăп-паттăр

Çĕнĕ саслă пурнăçра!

Пур Раççейшĕн юлнă Пушкин,

Ячĕ сывă тĕнчере.

Вăл саланнă пур çĕре:

Вăл Мускавăн та, вăл Кушкăн.

Вăл пĕччен, пĕччен пĕр ушкăн!

Ун чапне хуплаймĕ юшкăн.

Вăл тĕнче чунне тĕп уçкă —

Вилĕмсĕр, мухтавлă Пушкин!

■ Страницăсем: 1... 296 297 298 299 300 301 302 303 304 ... 796