Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сулпикепе Валĕм хунÇич çунатлă куракАтăл шывĕ юха тăратьКушкă ачиХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхХура çăкăрКайăк тусĕ

Ваннă юрату


Пирус тĕтĕмĕ евĕр çухалчĕ

Юрату пирĕн сĕвĕрĕлсе,

Кĕл пек сӳнчĕ кемсе ун хăвачĕ,

Сапаланчĕ çил евĕр вĕçсе.

 

Çĕтрĕ вăл хăвармасăр пĕр шанчăк,

Илсе кайрĕ ăшша хăйĕнпе.

Çутă туйăм тĕпренчĕ те ванчĕ

Персе аннă çӳлтен стакан пек.

 

Ĕнер çеç чунра çуттăн çунатчĕ

Юрату кăварпа хĕмленсе.

Анчах хуçăлчĕ чунăн çуначĕ

Сан çинчен паян эпĕ илтсен.

 

Икĕ питлĕ иккен эсĕ пулнă

Теприне сутăнса укçалла.

Чунăнта манран вăрттăн эс кулнă:

Сутăнун пичĕ унăн çапла!

 

Çумăнта мана эсĕ кураймăн,

Çывăхна пымăп эп малашне!

Анчах пурĕпĕр асăмран каймăн,

Аркатсассăн та ман чĕрене.

Мотоциклист


— Мотоциклист, ăçта васкатăн?

Сана хыçран кам хăвалать?

Камран, мĕнрен аплах таратăн -

Уй-шухăшна уçса кала?

 

— Паян мана юратнă сар хĕр

Пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне.

Пит кӳрентерчĕ ун сăмахĕ,

Тĕтре хупларĕ куçсене.

 

«Сана текех савмастăп, — терĕ,

Саватăп халь урăххине».

Çакна илтсен, ман чун чăтмарĕ,

Васкавлăн тухрăм çул çине.

 

Чун-чĕререн ăна юратрăм,

Анчах амантрĕ вăл чуна.

Юратăва паян çухатрăм

Яланлăха. Ăнлан мана...

 

— Мотоциклист! Эй, çамрăк тусăм,

Пуç çухатса, ан хăвала.

Чĕрӳ лăпланĕ, сӳнĕ туйăм.

Пурăнмалла! Пурăнмалла!

Шурă хурăн


Йăрăс хурăн

Шуррăн-шуррăн

Курăнать инçетренех.

Унта пытăн,

Тытрăм хыттăн

Аллуна эс çитсенех.

 

Чăмăртарăм

Та каларăм:

«Пул эс манăн паянтан».

Эс чĕнмерĕн,

Итлемерĕн,

Утса кайрăн ман патран.

 

Тăлăх юлтăм,

Хурлă пултăм,

Ыталарăм хурăна.

Анчах пурпĕр

Лăплансассăн,

Телей сунтăм эп сана.

Ялтан кайсан


I

Якур — вунçиччĕпе пыракан вăтам пӳллĕ та çаврака питлĕ çамрăк каччă, хăйсен ялĕнчен тăхăр класлă шкула пĕтернĕ хыççăн, Çтерлĕ хулине вĕренме килчĕ. Вăл кунти электричество виçев тата тĕрĕслев приборĕсемпе ĕçлеме вĕрентекен лицейра çур çула яхăн вĕренчĕ те ĕнтĕ. Халĕ, акă, пĕрремĕш курсăн пĕрремĕш çурçулĕ вĕçленсе пырать. Кунта Якур пек ачасем чылайăн вĕренеççĕ, чăвашсем те пур. Вĕренекенсенчен чылайăшĕ — хуларан, анчах ялсенчен те нумайăн килнĕ. Лицей общежитийĕнче пурне те пурăнма вырăн çитменрен, ачасенчен чылайăшĕ хулари тăванĕсем е ют çынсем патĕнче хваттерсенче пурăнаççĕ, кашни ир лицее вĕренме çӳреççĕ. Якур та Марье аппа ятлă пĕччен мăнакка патĕнче пурăнать, хăйне кашни кун газ çинче апат пĕçерет, раскладушка çинче çывăрать. Марье аппа пурăнакан нумай хваттерлĕ икĕ хутлă кирпĕч çурт хулан аслă урамĕсенчен пĕринче вырнаçнă та, лицей кунтан çывăхра пулнăран, Якур унта çуранах çӳрет. Ма-ха çак çамрăк чăваш каччи шкул хыççăн лицее вĕренме килчĕ? Вăл техникăна юратни пулчĕ малти вырăнта. Анчах ку çеç те мар. Ултă çухрăмри Урлай ялне, унти вун пĕр класлă шкула çуран вĕренме çӳрес килмерĕ унăн. Тата Çтерлĕри пĕр-пĕр колледжа экзамен парса кĕме ӳркенчĕ. Кунта вара — лицее экзаменсăрах илеççĕ. Çакă пулчĕ те ĕнтĕ лицее вĕренме килнин тĕппи. Иртнĕ çур çул хушшинче Якур хула пурнăçне те аванах хăнăхма ĕлкĕрчĕ.

Малалла

Хăçан Шурă Тумтир тумланăп эпĕ


Чаксан умра усал вăй-хĕм,

Хыпсан çыран таса хĕлхем —

Шурă Тумтир тумланăп эпĕ.

 

Путланĕ чунсăрлăх, илтсем(ĕр)!

Пехил сире, кăвар чунсем! —

Шурă Тумтир тумланăп эпĕ.

 

Тачка пĕлĕтсене сирсе

Çутта тухсассăн ăсчахсем —

Шурă Тумтир тумланăп эпĕ.

 

Тамалсан çĕр кисревĕсем,

Вĕлкĕшсен мирлĕн ялавсем —

Шурă Тумтир тумланăп эпĕ.

 

Ăрăвăма инкек çитсен

Ăна эп ярайсан сирсе —

Шурă Тумтир тумланăп эпĕ.

 

Пӳлĕхçĕм усала çĕнсен,

Пур халăха телей килсен —

Шурă Тумтир тумланăп эпĕ.

«Телейлĕ эп — савма пултарнишĕн...»


Телейлĕ эп — савма пултарнишĕн,

Телейлĕ эп — туйма пултарнишĕн.

Ан тив, эп мар санпа пĕрле,

Эс пурпĕрех ман чĕремре.

 

Телейлĕ эп — эсĕ пурришĕн,

Телейлĕ кулăпа çуталнишĕн.

Ан тив, эп мар сан ытамунта,

Санпа пурнать ман шанчăк та.

Чĕнет ĕмĕт


Уçланкăра çурнă çĕмĕрт

Шурă-шурă çеçкине.

Ман чунăма çурхи ĕмĕт

Чĕнет инçет çĕрсене.

 

Хушса юрламалли:

Çулсем-йĕрсем пит нумай:

Пĕччен аташса ан кай.

Пĕрне-при юратсан,

Çухалмастăн нихăçан.

 

Мана алăран эс тытрăн,

Чăмăртарăн эс ăна.

«Юрататни?» — тесе ыйтрăм.

Хуравларăн: «Тахçанах».

 

Акă, иккĕн васкамасăр

Халь утатпăр çулпалан.

Ятлаçмасăр, тулашмасăр

Пурăнар эпир ялан.

Юлашки хут


Ак, килчĕ-çитрĕ уйрăлу —

Кĕтмен хăна.

Телейлĕ пултăр сан çулу,

Ан ман мана.

 

Хушса юрламалли:

Юлашки хут санпа эпир паян.

Юлашки хут сана манпа аван.

Куçран пăхса тăрар-ха

Пĕр-пĕрне.

Лăплантарар кăштах

Чĕресене.

 

Утма васкавлăн кирлĕ мар —

Чупса ан ут.

Эпир пыратпăр юнашар

Юлашки хут.

 

Куçран куççулĕм тăкăнать,

Чунра ман — вут.

Чуп ту, савни, чуп ту мана

Юлашки хут.

Пирĕн савăнăç


I

Электричество лампи паçăрах çутăлнă, анчах пӳртре никам та курăнмасть. Шăп. Чăлан çумĕнчи сехет кăна майĕпен шаккать, тата кăмака çинче такам ассăн сывласа выртни илтĕнет.

Пӳрчĕ ăшă, таса. Пӳртри япаласем пурте тирпейлĕ, аван, — харпăр хăй вырăнĕнче тăраççĕ. Чӳречисене шурăпа карнă. Кăвак клеенка сарнă сĕтел çинче пĕр айккинче кĕнекесем, тепĕр енче тетрадьсем купаланса выртаççĕ, варринче — тăваткал чернил кĕленчи. Ун умĕнче ручка, кăранташ, готовальня выртаççĕ. Сĕтел тĕлĕнчи стена çумĕнче Ленин, Мичурин, Тимирязев сăнĕсем. Вĕсен айне шинель тăхăннă çыннăн сăнӳкерчĕкне çыпăçтарнă. Ун çине аяла: «Юратнă хĕрĕме Нинăна — юратакан ашшĕнчен асăнмалăх. 1942 çул, фронт», — тесе çырнă.

Стена çумĕнче йăлтăркка сăрлă таса пукансем, вĕсем çине нихăçан та тусан пĕрчи ларман пулĕ темелле. Сарă сăрлă урай йăлтăртатса выртать. Кăмака çумĕнче шупка кăвак утиял витнĕ шурă минтерлĕ кравать ларать.

Чăлан çумĕнчи сехет хыттăн янăратса саккăр çапрĕ. Кăмака çинчи çын ӳсĕрчĕ, кăштăртатрĕ, анасларĕ, кăшт тăрсан, пуçне çĕклесе пăхрĕ.

— Нина, эсĕ килнĕ-и?

Карчăка хирĕç никам та чĕнмерĕ. Вăл тарăхса кайрĕ. Хăй пуççăн ятлаçать: «Сакăр сехет çитнĕ, халĕ те килмен! Ах, чарусăр! Тухать те чупать, тухать те чупать. Патакчĕ!»

Малалла

Мĕн пулĕ малашне


Кун-çул çыранĕнче

Пĕрлешейсессĕн ункă

Хĕвел шăратнă çункăç

Майлах-çке çут тĕнче...

 

* * *

Сехетĕм, кив сехетĕм,

Эс вăхăта хĕсетĕн;

Телейĕн е сехметĕн

Пĕчченлĕхне тĕсетĕн

шакка-шакка?..

 

* * *

Каçалăка

Кĕрет кăçаллăха

Пĕр шанăçăн çути;

Тен... Çĕнĕ кун утти?..

Мĕн пулĕ малашне:

Хăшĕ — хăшне?

■ Страницăсем: 1... 297 298 299 300 301 302 303 304 305 ... 796